Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-мӗш юрӑ

Турӑ чунтан парӑнса юратни

Турӑ чунтан парӑнса юратни

(Исаия 55:1— 3)

1. Турӑ вӑл юрату!

Чӗрешӗн ку йӑпату.

Тӳлесе илме пире

Турӑ янӑ Ывӑлне.

Пачӗ тӳрӗлӗх тупма,

Пурнӑҫ, телей туянма.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Кам ӗҫесшӗн кил часрах

Чӗрӗлӗх шывне ӗҫме.

Тутанса пӑх тӳлевсӗр

Туррӑн юратӑвне.

2. Турӑ вӑл юрату!

Курӑнать ун ӗҫӗнчен.

Христоса патша туса,

Кӑтартрӗ юратӑвне.

Вӑл хӑй сӑмахне тытрӗ,

Патшалӑх йӗркелерӗ.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Кам ӗҫесшӗн кил часрах

Чӗрӗлӗх шывне ӗҫме.

Тутанса пӑх тӳлевсӗр

Туррӑн юратӑвне.

3. Турӑ вӑл юрату!

Ӳстӗр пирӗн юрату.

Туррӑн тӳрӗлӗх ҫулне

Тупма пулӑшар ҫынна.

Туррӑн хыпарне сарар —

Савӑнӑҫ ҫапла кӳрер.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Кам ӗҫесшӗн кил часрах

Чӗрӗлӗх шывне ӗҫме.

Тутанса пӑх тӳлевсӗр

Туррӑн юратӑвне.

(Ҫаксене те пӑх: Пс. 32:5; 56:11; Еф. 1:7.)