23-мӗш юрӑ
Иегова — пирӗн вӑй-хӑват
(Исаия 12:2)
1. Ырӑ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват,
Эс — Ҫӑлакан, сана пӗтӗм мухтав.
Сан хыпарна пурне те калатпӑр,
Итлӗҫ е ҫук, пурпӗр чарӑнмастпӑр.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Иегова, эс пирӗн вӑй та хӑват,
Мухтатпӑр кашни кун сан ятна.
Аслӑ Иегова, сан пек вӑйли ҫук,
Эс — пирӗн шанчӑк, эс — пирӗн тӗрек.
2. Савӑнӑҫ тупрӑмӑр сан ҫуттунта,
Уҫҫӑн куратпӑр халь сан чӑнлӑхна.
Сан сассуна Библире илтетпӗр,
Патшалӑх майлӑ ҫирӗп тӑратпӑр.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Иегова, эс пирӗн вӑй та хӑват,
Мухтатпӑр кашни кун сан ятна.
Аслӑ Иегова, сан пек вӑйли ҫук,
Эс — пирӗн шанчӑк, эс — пирӗн тӗрек.
3. Сан ирӗкне тӑватпӑр савӑнса,
Шуйттан хӑртсан та шанатпӑр сана.
Вӑл пире вӗлерме пултарсан та
Аслӑ влаҫу майлӑ пулӑш тӑма.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Иегова, эс пирӗн вӑй та хӑват,
Мухтатпӑр кашни кун сан ятна.
Аслӑ Иегова, сан пек вӑйли ҫук,
Эс — пирӗн шанчӑк, эс — пирӗн тӗрек.
(Ҫаксене те пӑх: 2 Сам. 22:3; Пс. 17:3; Ис. 43:12.)