Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

26-мӗш юрӑ

Турӑпа ҫӳре!

Турӑпа ҫӳре!

(Михей 6:8)

1. Хӑвна эс сӑпайлӑ тытса

Ҫӳре Иеговӑпа.

Турра эс пурӑн парӑнса —

Вӑй парӗ вӑл сана.

Ун чӑнлӑхне тытса тӑрсан,

Улталаймӗ Усал.

Ярса тыт эс Турра алран,

Тек ан вӗҫерт ӑна.

2. Эс Турӑпа таса ҫӳре,

Тек ӳт ӗҫне ан ту.

Христос ҫинчен пӗлсех эс пыр,

Ҫитӗнӳсем те ту.

Ырри пирки кӑна калаҫ,

Таси ҫинчен шутла.

Йывӑрлӑхра Турӑ саншӑн

Шанчӑк пултӑр ялан.

3. Турӑпа шанчӑклӑ ҫӳре,

Вара чухлӑн ҫакна:

Пуррипе ҫырлахма пӗлни —

Пахаран та паха.

Эс Турӑпа ҫӳре, ялан

Савӑн ун умӗнче.

Патшалӑх ӗҫӗ пирӗншӗн —

Тем пек пысӑк телей.

(Ҫаксене те пӑх: Пулт. 5:24; 6:9; Флп. 4:8; 1 Тим. 6:6 —9.)