27-мӗш юрӑ
Иегова ҫумне тӑр!
(Тухни 32:26)
1. Пит хуйхӑратчӗҫ унччен чӗресем,
Ӗҫеттӗмӗр ун чух тӗн суйине.
Анчах Патшалӑх ҫинчен илтсессӗн,
Савӑнчӗ пирӗн чӗре.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Иегова ҫумне тӑр,
Вӑл савӑнӑҫ сан.
Пӗл, вӑл нихӑҫан та
Пӑрахмӗ сана.
Мир, ирӗклӗх ҫинчен
Кала ыр хыпар.
Христос влаҫне Турӑ
Тӑвӗ тӗреклӗ.
2. Чӑн-чӑн телей — Турӑшӑн ӗҫлесси,
Ун чӑнлӑхӗн вӑрлӑхне акасси.
Тӑвансене Турра, унӑн ятне
Пулӑшӑпӑр мухтама
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Иегова ҫумне тӑр,
Вӑл савӑнӑҫ сан.
Пӗл, вӑл нихӑҫан та
Пӑрахмӗ сана.
Мир, ирӗклӗх ҫинчен
Кала ыр хыпар.
Христос влаҫне Турӑ
Тӑвӗ тӗреклӗ.
3. Хӑрамастпӑр Шуйттан тем тусан та,
Шанатпӑр Иегова пулӑшасса.
Тӑшмансем питӗ нумай пулсан та,
Турӑ — пирӗн вӑй-хӑват.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Иегова ҫумне тӑр,
Вӑл савӑнӑҫ сан.
Пӗл, вӑл нихӑҫан та
Пӑрахмӗ сана.
Мир, ирӗклӗх ҫинчен
Кала ыр хыпар.
Христос влаҫне Турӑ
Тӑвӗ тӗреклӗ.
(Ҫаксене те пӑх: Пс. 93:14; Ытар. 3:5, 6; Евр. 13:5.)