Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

28-мӗш юрӑ

Ҫӗнӗ юрӑ

Ҫӗнӗ юрӑ

(97-мӗш Псалом)

1. Чӑн Турра мухта, ӑна ҫӗнӗ юрӑ юрла.

Ун пур ҫӗнтерӗвӗ ҫинчен юрӑ юрла.

Чӑн ҫӑлӑнӑҫ вӑл пачӗ аллин хӑвачӗпе,

Тӳрӗлӗх кӑтартрӗ, суд турӗ тӳррипе.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Эс юрла!

Ҫӗнӗ юрра юрла.

Эс юрла!

Иегова — чӑн Патша.

2. Савӑнса юрла, мухтав кӳр аслӑ Патшана.

Мухтатӑр пӗтӗм ҫӗр ун сӑваплӑ ятне.

Турӑ умӗнче пурте пӗрле харӑс юрлӑр,

Кӗслепе мӑйрака янраччӑр харӑссӑн.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Эс юрла!

Ҫӗнӗ юрра юрла.

Эс юрла!

Иегова — чӑн Патша.

3. Ҫӗр те, тинӗс те, унта мӗн пурри кӗрлеччӗр,

Ҫырмасем ал ҫупчӑр, тусем те савӑнччӑр.

Кӑшкӑр та юрла, сан сассу вӑйлӑ янратӑр,

Туррӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен те пӗлтертӗр.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Эс юрла!

Ҫӗнӗ юрра юрла.

Эс юрла!

Иегова — чӑн Патша.

(Ҫаксене те пӑх: Пс. 95:1; 149:1; Ис. 42:10.)