Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

29-мӗш юрӑ

Айӑпсӑр ҫӳре

Айӑпсӑр ҫӳре

(25-мӗш Псалом)

1. Иегова, эс мана суд тусамччӗ,

Сана шанса эпӗ айӑпсӑр ҫӳрерӗм.

Эсӗ мана пӗтӗмпех тӗрӗсле,

Ӑс-тӑнпа чӗреме тасат, мана пилле.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Хамӑн енчен эп ҫирӗп шут тытнӑ:

Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе айӑпсӑр ҫӳреме.

2. Суеҫсемпе эпӗ пӗрле ларман,

Чӑнлӑха курайман ҫынран эп пӑрӑннӑ.

Эсӗ мана усаллисемпеле,

Йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле ан пӗтерсем.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Хамӑн енчен эп ҫирӗп шут тытнӑ:

Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе айӑпсӑр ҫӳреме.

3. Юрататӑп эпӗ санӑн ҫуртна,

Пӗтӗм вӑя хурӑп сӑваплӑ ӗҫ тума.

Санӑн парне вырӑнӗ тавра эп

Сана мухтав кӳрсе, тав туса ҫаврӑнӑп.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Хамӑн енчен эп ҫирӗп шут тытнӑ:

Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе айӑпсӑр ҫӳреме.

(Ҫакна та пӑх: Пс. 24:2.)