Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

32-мӗш юрӑ

Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!

Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!

(1 Коринф 15:58)

1. Шалт аптраса ӳкнӗ халь халӑхсем.

Мӗн пулассинчен хӑраҫҫӗ вӗсем.

Ҫирӗп, тӗреклӗ пирӗн пулмалла,

Туррӑн ӗҫне тумалла.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Ҫирӗп пирӗн тӑмалла,

Тӗнчерен пӑрӑнмалла.

Чӑнлӑхпа пурӑнар, тасалӑха упрар.

2. Ҫак тӗнчере илӗртӳ пит нумай,

Хӳтлӗх парать ӑслӑ-тӑнлӑ пулни.

Чӑнлӑха ҫирӗп тытатпӑр пулсан,

Вӑл пире сыхлӗ ялан.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Ҫирӗп пирӗн тӑмалла,

Тӗнчерен пӑрӑнмалла.

Чӑнлӑхпа пурӑнар, тасалӑха упрар.

3. Пултӑр чунтан Турӑшӑн ӗҫлесси.

Унӑн ӗҫне кунсерен хутшӑнар.

Ырӑ хыпар сарар, вӗҫленӗҫ вӗт

Юлашки кунсем кӗҫех.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Ҫирӗп пирӗн тӑмалла,

Тӗнчерен пӑрӑнмалла.

Чӑнлӑхпа пурӑнар, тасалӑха упрар.

(Ҫаксене те пӑх: Лука 21:9; 1 Пет. 4:7.)