Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

34-мӗш юрӑ

Хамӑр ятпа килӗшӳллӗ пурӑнни

Хамӑр ятпа килӗшӳллӗ пурӑнни

(Исаия 43:10 —12)

1. Эсӗ, Иегова, чикесӗр хӑватлӑ,

Тӗрӗслӗх те, юрату та — санра.

Чӑнлӑхӑн та ӑслӑлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ,

Эсех пурне те тытса тӑратӑн.

Сана сума суса саншӑн ӗҫлетпӗр,

Савӑнса саратпӑр ырӑ хыпар.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Эсӗ «Свидетель» ятне пире патӑн.

Ҫав ятпа килӗшӳллӗ пурӑнар.

2. Пире сӑваплӑ ӗҫӳ пӗр-пӗринпе

Ҫыхӑнтарать юрату ҫыххипе.

Сан чӑнлӑхна ҫынсене вӗрентнипе

Савӑнатпӑр пысӑк савӑнӑҫпа.

Хӑвӑн ятна пӗлтертӗн эс, Иегова,

Ӳстересшӗн эпир сан мухтавна.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Эсӗ «Свидетель» ятне пире патӑн.

Ҫав ятпа килӗшӳллӗ пурӑнар.

(Ҫаксене те пӑх: Сакк. аст. 32:4; Пс. 42:3; Дан. 2:20, 21.)