Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

38-мӗш юрӑ

Пур хуйха Иеговӑна шанса пар

Пур хуйха Иеговӑна шанса пар

(54-мӗш Псалом)

1. Хӑлхуна тайсам, Иегова,

Эс тупма парсам хӑвна.

Итлесем манӑн кӗллӗме,

Пулӑш хӑюллӑ пулма.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Пур хуйха Турра шанса пар,

Вӑл хӑй пулӑшӗ сана.

Такӑнма сана вӑл памӗ,

Парӗ вӑй ҫирӗп тӑма.

2. Эх, манӑн ҫунат пулсанччӗ,

Эп вӗҫсе кайӑттӑмччӗ.

Ман унта тӑшман сассине

Итлесси тек пулмӗччӗ.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Пур хуйха Турра шанса пар,

Вӑл хӑй пулӑшӗ сана.

Такӑнма сана вӑл памӗ,

Парӗ вӑй ҫирӗп тӑма.

3. Эп Иеговӑна кӗл тӑвӑп,

Хӳтлӗх пар тесе ыйтӑп.

Хӗсӗрленӗ чух мир парӗ,

Ман чуна вӑл хӑтарӗ.

(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)

Пур хуйха Турра шанса пар,

Вӑл хӑй пулӑшӗ сана.

Такӑнма сана вӑл памӗ,

Парӗ вӑй ҫирӗп тӑма.

(Ҫаксене те пӑх: Пс. 21:6; 30:2 —25.)