Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

39-мӗш юрӑ

Мир — тӗрӗслӗх ҫимӗҫӗ

Мир — тӗрӗслӗх ҫимӗҫӗ

(Иоанн 14:27)

1. Мухтӑр Иеговӑна,

Мир Паракана.

Хуҫӗ ухӑна, сӑнна,

Чарӗ пур вӑрҫа.

Мир Кнеҫӗ — ун Ывӑлӗ,

Ырӑ та ҫепӗҫ,

Усала вӑл ҫӗнтерӗ,

Тӑвӗ тӗрӗслӗх.

2. Вӑрҫни, харкашни тек ҫук

Пирӗн хушӑра,

Хӗҫсене вӗт шӑратса

Турӑмӑр ҫурла.

Пӗр-пӗрне каҫармалла

Мир пултӑр тесен.

Килӗштерсе пурӑнма

Вӗренер ялан.

3. Сывлӑш ҫимӗҫӗ ӳстӗр

Пирӗнте ялан.

Мир тӑваканни илет

Ӑслӑлӑх ҫӳлтен.

Кӗҫ Патшалӑх ҫӗр ҫинче

Мир туса хурать,

Ҫав пит чаплӑ кун ҫинчен

Пӗлтерсе тӑрар.

(Ҫаксене те пӑх: Пс. 45:10; Ис. 2:4; Иак. 3:17, 18.)