Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-мӗш юрӑ

Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр

Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр

(Матфей 13:1— 23)

1. Тырри вырмалла пулнӑ ӗнтӗ,

Ӑна пухма вӑхӑт ҫитнӗ.

Ангелсем — тырпул выракансем.

Эпир ҫав ӗҫех тӑватпӑр.

Христос чи малтан «тырӑ» акнӑ,

Ҫапла тӗслӗх вӑл кӑтартнӑ.

Хӑй тырпулне пухма шанса парса

Иегова пире чыс тунӑ.

2. Турра, ҫывӑх ҫынна юратни

Пит хавхалантарать пире.

Хӑвӑрт ҫывхарать пӗтес вӑхӑт —

Ӗҫе туса пӗтермелле.

Пирӗн савӑнӑҫ чӑн та пысӑк —

Эпир Турӑпа ӗҫлетпӗр.

Сӑваплӑ ӗҫе пикенсе тӑвар,

Вара пиллӗхсем илӗпӗр.

(Ҫаксене те пӑх: Матф. 24:13; 1 Кор. 3:9; 2 Тим. 4:2.)