Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

47-мӗш юрӑ

Ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр

Ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр

(Апокалипсис 14:6, 7)

1. Сӗм тӗттӗмре пулнӑ мӗн ӗмӗртен ҫынсем,

Пама пулнӑ Вӑрлӑх ҫинчен пӗлмен вӗсем.

Хӗрхенсе Турӑ хӑйӗн Ывӑлне панӑ —

Иегова тӗрӗс пулнине вӑл кӑтартнӑ.

Ҫуралчӗ пӗлӗтре Туррӑн Патшалӑхӗ —

Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫывхарчӗ.

Вӑл Ывӑлӗ валли «хӗр» суйласа илнӗ,

Вара вӑл вӗсене мухтава кӑларнӑ.

2. Вӑхӑт ҫитнӗ халӗ ырӑ хыпар сарма,

Туррӑн сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме.

Вӗт ангелсем те ҫав ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ,

Пире ырӑ хыпар сарма пулӑшаҫҫӗ.

Пирӗн ҫак вӑхӑтра хисеплӗ тивӗҫ пур —

Турра мухтав кӳрер, унӑн ятне аслӑлар.

Пысӑк чыс — Туррӑн Свидетелӗ пуласси,

Ӗмӗрлӗх ырӑ хыпара сарар эппин.