Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

49-мӗш юрӑ

Иегова — пирӗн хӳтлӗх

Иегова — пирӗн хӳтлӗх

(90-мӗш Псалом)

1. Иегова — пирӗн хӳтлӗх,

Ӑна ҫеҫ шанатпӑр.

Ун ҫуначӗн хӳттинче

Кашни канлӗх туптӑр.

Хӑватлӑ аллипе ҫӑлӗ,

Вӑл саншӑн пулӗ вут хӳме.

Иегова — ҫирӗп хӳтлӗх.

Тӳрӗ ҫын чунне сыхлӗ вӑл.

2. Санӑн тавра пинӗпе

Ӳкӗҫ, эсӗ курӑн.

Шанчӑклисемпе пӗрле

Эс хӳтлӗхре пулӑн.

Хӑрамӑн эсӗ сӗмлӗхрен,

Вӗҫсе килекен ҫӗмрентен.

Сана ҫӗклесе ҫӳрӗ

Туррӑн ангелӗ ал ҫинче.

3. Хӑтарӗ сана Турӑ

Тӗрлӗ танатаран.

Такӑнмӑн эс нихҫан та

Тем пек хӗн пулсан та.

Арӑсланран эс хӑрамӑн,

Эс таптӑн кобра ҫӗлене.

Иегова — пирӗн хӳтлӗх,

Пире пулӑшма вӑл васкать.

(Ҫаксене те пӑх: Пс. 96:10; 120:3, 5; Ис. 52:12.)