53-мӗш юрӑ
Пӗрлӗхре пӗрле ӗҫлетпӗр
(Ефес 4:3)
1. Пуҫтарчӗ Иегова пире,
Пурнӑҫларӗ хӑй сӑмахне:
Пӗрлӗх, мир пирӗн хушӑра —
Ку вара чӑн телей.
Пӗрлӗх пире хаклӑ,
Туслӑх кӑмӑллӑ.
Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне
Пулар пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ,
Турра итлесе пурӑнар,
Тӑвансене хаклар.
2. Пӗрлӗхшӗн кӗлӗ тусассӑн,
Пӗр-пӗринпе ырӑ пулсан,
Юрату, Турра мухтасси
Пырӗ ӳссех-ӳссех.
Мир пит уҫӑлтарать,
Кӑмӑла ҫӗклет.
Тӑванла ӑшшӑн юратсан,
Турӑ парнелет мир ҫӳлтен.
Ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пӗрле
Мухтар Аттемӗре.
(Ҫаксене те пӑх: Мих. 2:12; Соф. 3:9; 1 Кор. 1:10.)