Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-мӗш юрӑ

Пире юрату тӑрӑх пӗлччӗр

Пире юрату тӑрӑх пӗлччӗр

(Иоанн 13:34, 35)

1. Пирӗн Христос пек пулас тесен,

Пӗр закон тытса тӑмалла.

Ӑна «патша законӗ» теҫҫӗ —

Чӑн-чӑн юрату законӗ.

Шӑп ҫавӑн пек Христос юратнӑ —

Пурнӑҫне парнелӗх панӑ.

Хӑй хыҫҫӑн пыракансем тумашкӑн

Тӗслӗх вӑл пире кӑтартнӑ.

2. Чӑн юрату нихӑҫан пӗтмест,

Халсӑр ҫынна вӑл пулӑшать.

Пӗр-пӗрне юраса пурӑнар,

Юрату парӑмне парар.

Урӑх ниҫта та тупма май ҫук

Юратакан чӑн туссене.

Христианла юрату пит ҫирӗп.

Юратса пурӑнар эппин.