40-мӗш юрӑ
Малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр
1. Пит хакли Иеговӑшӑн вӑл —
Христос тытса тӑракан
Пӗлӗтри Патшалӑх, вӗт вӑл
Чӑн-чӑн тӗрӗслӗх тӑвать.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Чи малтан Патшалӑх шырӑр
Тата Ун тӳрӗлӗхне.
Турра пур халӑх хушшинче
Мухтаса тӑрӑр куллен.
2. Ыранхишӗн ан кулянӑр,
Мӗн ӗҫес, ҫиес тесе.
Ун Патшалӑхне шырасан
Турӑ хӑвармӗ пире.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Чи малтан Патшалӑх шырӑр
Тата Ун тӳрӗлӗхне.
Турра пур халӑх хушшинче
Мухтаса тӑрӑр куллен.
3. Тивӗҫлисене тупмашкӑн
Ыр хыпар сарса тӑрар.
Вӗсене Иеговӑна ҫеҫ
Пулӑшар шанса тӑма.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Чи малтан Патшалӑх шырӑр
Тата Ун тӳрӗлӗхне.
Турра пур халӑх хушшинче
Мухтаса тӑрӑр куллен.
(Ҫаксене те пӑх: Пс. 26:14; Матф. 6:34; 10:11, 13; 1 Пет. 1:21.)