Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир мӗне ӗненетӗр?

Эсир мӗне ӗненетӗр?

Тӗн фундаменталисчӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗре тата пур чӗрӗ япалана темиҫе пин ҫул каялла ултӑ кун хушшинче (кун тӑршшӗ вара 24 сехет) пултарнӑ тесе шутлать. Хӑш-пӗр атеистсем сире, тен, Турӑ ҫук, Библи вӑл — юмах-халап кӗнеки тата пурнӑҫ ӑнсӑртран, хӑйне-хӑй пулса кайнӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшӗҫ.

Ҫынсенчен нумайӑшӗ пачах урӑхла шухӑшлать. Эсир ҫак брошюрӑна вулани атеистсемпе фундаменталистсен шухӑшӗсемпе эсир те килӗшменнине кӑтартса парать теме пулать. Эсир, тен, Турра ӗненетӗр тата Библие хисеплетӗр. Анчах та ҫав хушӑрах нумай вӗреннӗ, паллӑ ученӑйсем мӗн каланисене те хисеплетӗр пулӗ, вӗсем вара пурнӑҫа пултарнӑ тесе шутламаҫҫӗ. Сирӗн ачасем пур пулсан эсир вӗсем пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен ыйтсан мӗнле хуравламалли пирки те, тен, шухӑшласа пӑхкалатӑр.

Ҫак брошюрӑна мӗнле тӗллевпе кӑларнӑ?

Ҫак брошюрӑна тӗн фундаменталисчӗсем е Турра ӗненменнисем мӗнле шухӑшланинчен тӑрӑхласа кулас шутпа кӑларман. Пачах урӑхла, вӑл хӑвӑр мӗне ӗненнисенчен хӑшӗ-пӗри мӗн ҫинче никӗсленнине сире тепӗр хут тӗпчесе пӑхма хавхалантарасса эпир шанатпӑр. Унта пурнӑҫа пултарни ҫинчен Библире мӗн каланине ӑнлантарса панӑ, ҫакӑн пирки сире хальччен, тен, илтме тӳр килмен. Унсӑр пуҫне, пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен эсир мӗн шухӑшлани мӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине те брошюрӑра палӑртнӑ.

Турӑ пурне те ӑс-тӑнпа пултарнине ӗненме те, Библие шанма та кирлӗ мар тесе калакансемпе эсир килӗшнӗ пулӑттӑр-и? Е Библире мӗн каланине хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхма шут тытатӑр? Мӗнле вӗрентӳсене е теорисене эсир ӗненме тата шанма юрать тесе шутлатӑр? Библи мӗне вӗрентнисене-и е эволюционистсен теорийӗсене? (Еврейсем 11:1.) Мӗншӗн-ха фактсене пӑхса тухас мар?