Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир мӗне ӗненни мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

Эсир мӗне ӗненни мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

Эсир мӗнле шухӑшлатӑр, пурнӑҫӑн тӗллевӗ пур-и? Акӑ мӗн калать Уильям Провайн эволюционист: «Эволюци ҫинчен эпир мӗн пӗлни пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрет». Вӑл ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Эпӗ пурнӑҫӑн палӑртса хунӑ тӗллевӗ ҫук тесе шутлатӑп»32.

Ҫак сӑмахсене сӳтсе явӑпӑр. Пурнӑҫ тӗллевӗ ҫук пулсассӑн, мӗнле те пулин ырӑ ӗҫ тӑвассисӗр тата йӑхран-йӑха куҫакан хӑвӑрӑн уйрӑмлӑхсене тепӗр ӑрӑва парса хӑварассисӗр пуҫне, сирӗн пурнӑҫӑн тӗллевӗ ҫук пулать. Вилсессӗн эсир ӗмӗрлӗхех ҫухалатӑр. Сирӗн пуҫ мими вара ӑс-тӑнпа, шухӑшлама пӗлнипе тата пурнӑҫ тӗллевӗ мӗнре пулнине пӗлме тӑрӑшнипе пӗрле — ҫут ҫанталӑк вылянӑвӗ кӑна.

Анчах та ҫакӑ веҫех мар-ха. Эволюци теорийӗ майлисенчен нумайӑшӗ Турӑ ҫук, Турӑ пулнӑ пулсан та Вӑл ҫынсен ӗҫӗ-хӗлӗсене хутшӑнмасть тесе шутлать. Апла пулсан, пирӗн пуласлӑх политиксен, ученӑйсен тата тӗн пуҫлӑхӗсен аллинче. Анчах та вӗсен ӗҫӗсене пӑхсан, ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать — этемлӗх обществинче йӗркесӗрлӗх, хирӗҫӳсем тата укҫашӑн сутӑнни малалла та хуҫаланӗҫ. Ҫавӑн пекех тата, эволюци теорийӗ тӗрӗс пулсассӑн, пурнӑҫа пӗр принцип тӑрӑх кӑна пурӑнса ирттерме тивнине йышӑнма тивет: «Эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр» (1 Коринф 15:32).

Библире пачах та урӑхла каланӑ: «[Турӑра] — чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ» (Псалом 35:10). Ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшӗ пысӑк.

Библире калани тӗрӗс пулсассӑн, пурнӑҫӑн тӗллевӗ пур. Кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнасшӑн, ҫавсене валли Пултаракан мӗн шухӑшласа хуни калама ҫук чаплӑ (Екклесиаст 12:13). Турӑ сӑмах панисенчен пӗри вӑл — лайӑх пурнӑҫ туса парасси: унта вара йӗркесӗрлӗх, хирӗҫӳсем, укҫашӑн сутӑнни тата вилӗм те пулмӗ (Псалом 36:10, 11; Исаия 25:6—8).

Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе миллион-миллион ҫын витӗмлӗ сӑлтавсене пула ҫакна ӗненет: Турӑ ҫинчен пӗлсе пынӑ май тата Ӑна пӑхӑнса пурӑннӑ май пурнӑҫ тӗллевне тупма пулать, тӗнчере ӑна урӑх ниҫта та тупма ҫук (Иоанн 17:3). Ҫакӑн пек ӗненӳ ҫирӗп фактсем ҫинче никӗсленнӗ. Уҫҫӑн курӑнать — пурнӑҫа пултарнӑ!