Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Туррӑн ирӗкӗ мӗнре?

Туррӑн ирӗкӗ мӗнре?

Турӑ пире ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн!

«Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать?» — тесе ыйтма пултаратӑр эсир. Библире Турӑ ҫакна хӑйӗн Патшалӑхӗпе усӑ курса пурнӑҫлать тесе каланӑ. Туррӑн ирӗкӗ — пур ҫынна та ҫак Патшалӑх ҫинчен тата вӑл мӗнле пиллӗхсем илсе килесси ҫинчен пӗлтересси (Псалом 36:11, 29; Исаия 9:7).

Турӑ пире телейлӗ тӑвасшӑн.

Ырӑ ашшӗ ачисене чи лайӑххине кӑна суннӑ пекех, пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пире ӗмӗр-ӗмӗрӗпех телейлӗ пурӑнтарасшӑн (Исаия 48:17, 18). «Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать»,— тесе шантарать Вӑл (1 Иоанн 2:17).

Турӑ пире хӑйӗн ҫулӗпе пыртарасшӑн.

Пултаракан «пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр» тенӗ Библире (Исаия 2:2, 3). Хӑйӗн ирӗкне ҫынсене пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерес тесе вӑл «Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх» йӗркеленӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:14).

Турӑ пире хӑйне пӗрлӗхре пуҫҫаптарасшӑн.

Ҫак тӗнчери ҫынсем пӗр-пӗринчен ютшӑннӑ вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсене чӑн-чӑн юрату пӗрлештерсе тӑрать (Иоанн 13:35). Кам паян ҫынсене Турра пӗрлӗхре пуҫҫапма вӗрентет? Ҫак брошюра сире хуравне тупма пулӑшӗ.