Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 1-мӗш урок

Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?

Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?

Дани

Тайвань

Венесуэла

Инди

Эсир Иегова Свидетелӗсенчен кама та пулин пӗлетӗр-и? Тен, вӗсем сирӗн кӳршӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем е пӗрле вӗренекенсем. Е сирӗнпе Библи вӗренекенсем. Камсем-ши вӗсем Иегова Свидетелӗсем тата вӗсем хӑйсен ӗненӗвӗ ҫинчен ыттисене мӗншӗн каласа параҫҫӗ?

Эпир ыттисем пекех ахаль ҫынсем. Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ халӑхран, тӗрлӗ культурӑран тухнӑ ҫынсем, вӗсем хушшинче пуяннисем те, чухӑннисем те пур. Пирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем унччен урӑх тӗне тытса тӑнӑ, теприсем вара Турра пачах ӗненмен. Анчах та Свидетель пулса тӑриччен малтан эпир пурте Библи вӗрентӗвӗсене тӗплӗн тишкернӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:11). Мӗн пӗлни пире ӗнентерчӗ, вара эпир хамӑрӑн пурнӑҫа Иегова Турра халаллама шут тытрӑмӑр.

Библири пӗлӳсем пире усӑ параҫҫӗ. Пирӗн те, ытти ҫынсенни пекех, йывӑрлӑхсемпе ҫитменлӗхсем пур. Анчах Библи принципӗсемпе усӑ курма тӑрӑшнине пула пирӗн пурнӑҫ самай лайӑхланчӗ те эпир хамӑра телейлӗрех туйма пуҫларӑмӑр (Псалом 127:1, 2). Ҫакӑ эпир Библирен мӗн пӗлнине ыттисене мӗншӗн каласа панин пӗр сӑлтавӗ кӑна.

Эпир Туррӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр. Ҫак нормӑсене Библире ҫырса панӑ. Вӗсем пире усӑ параҫҫӗ, ыттисене хисеплеме, улталамасӑр-суймасӑр пурӑнма тата ырӑ кӑмӑллӑ пулма вӗрентеҫҫӗ. Вӗсем ҫемьесене ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫынсене обществӑшӑн усӑллӑ пулма тата мораль нормисем тӑрӑх пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех», ҫавӑнпа эпир раса тата политика тӗлӗшӗпе ҫынсене уйӑрмастпӑр. Иегова Свидетелӗсем — пӗтӗм тӗнчери чӑн-чӑн тӑванлӑх, вӗсем пурте Библири чӑнлӑха хаклаҫҫӗ. Ахаль ҫынсемех пулсан та, эпир хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр халӑх (Апостолсен ӗҫӗсем 4:13; 10:34, 35).

  • Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсене ыттисем пекех ахаль ҫынсем теме пулать?

  • Библири пӗлӳсене пула Свидетельсен пурнӑҫӗ мӗнле улшӑннӑ?