Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 6-мӗш урок

Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнни пире мӗнле усӑ парать?

Мадагаскар

Норвеги

Ливан

Итали

Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнни пире мӗнле усӑ парать?

Шурлӑхлӑ чӑтлӑх вӑрман витӗр тухма тивет-и е урамра япӑх ҫанталӑк-и, эпир яланах хамӑрӑн тӗлпулусене ҫӳретпӗр. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене тата ӗҫре ывӑннине пӑхмасӑрах пӗрле ӗненекенсемпе тӗл пулас тесе ҫавӑн чухлӗ вӑй хума Иегова Свидетелӗсене мӗн хавхалантарать-ха?

Ҫакӑ пире пысӑк усӑ парать. «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар»,— тесе ҫырнӑ чухне Павел христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрекенсем пирки каланӑ (Еврейсем 10:24). Ҫак сӑмахсем пирӗн пӗр-пӗрне лайӑх пӗлсе ҫитмеллине пӗлтереҫҫӗ. Апостолӑн сӑмахӗсем пире пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшма хавхалантараҫҫӗ. Эпир пухура ыттисемпе ҫывӑхрах паллашсан, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем эпир тӗл пулакан йывӑрлӑхсемпех тӗл пулнине тата вӗсене ӑнӑҫлӑн ҫӗнтернине курӑпӑр. Ҫак тӑвансен канашӗ пире хамӑрӑн лару-тӑрура мӗн тумаллине курма пулӑшӗ.

Эпир чӑн-чӑн туссене тупатпӑр. Пирӗн тӗлпулусене килекенсем хамӑр паллакан ҫынсем кӑна мар, вӗсем — пирӗн ҫывӑх туссем. Эпир ытти чухне те вӑхӑта пӗрле ирттеретпӗр тата пӗрле канатпӑр. Ҫакӑн пек хутшӑнни пире мӗнле усӑ парать? Эпир пӗр-пӗрне ытларах хаклама вӗренетпӗр, ҫакӑ вара пирӗн хушӑри юратӑва ҫирӗплетет. Пӗрле ӗненекенсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпир вӗсене яланах пулӑшма хатӗр, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн ҫывӑх туссем (Ытарӑшсем 17:17). Пухури пур тӑванпа хутшӑнса эпир пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшнине кӑтартатпӑр (1 Коринф 12:25, 26).

Эпир сире туссене Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑракансем хушшинче шырама хавхалантаратпӑр. Ҫакӑн пек туссене эсир Иегова Свидетелӗсем хушшинче тупӑр. Пирӗнпе хутшӑнма сире нимӗн те чарса ан тӑтӑр!

  • Христиансен тӗлпулӑвӗсенче пӗр-пӗринпе хутшӑнни мӗнле усӑ парать?

  • Эсир пирӗн пухӑва хӑҫан пырса курасшӑн?