Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 7-мӗш урок

Пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ?

Пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ?

Ҫӗнӗ Зеланди

Япони

Уганда

Литва

Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем хӑйсен тӗлпулӑвӗсенче юрӑсем юрланӑ, кӗлтунӑ, ҫавӑн пекех Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланӑ тата сӳтсе явнӑ (1 Коринф 14:26). Паян пирӗн тӗлпулусем ҫавӑн евӗрлех иртеҫҫӗ.

Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ тата ҫакӑ пурнӑҫра усӑ парать. Канмалли кунсенче, шӑматкун е вырсарникун, кашни пухурах 30 минута пыракан Библи тӑрӑх хатӗрленӗ доклад калаҫҫӗ, ҫав доклад пире Библи пурнӑҫра мӗнле усӑ пама пултарнине тата тӗнчере пулса иртекен событисене мӗнле ӑнлантарнине кӑтартса парать. Сӳтсе явакан сӑвӑ йӗркисене хамӑрӑн Библи тӑрӑх йӗрлесе пыма пире хавхалантараҫҫӗ. Доклад хыҫҫӑн пӗр сехет хушши «Хурал башнинчи» статьяна сӳтсе яваҫҫӗ. Камӑн кӑмӑл пур, ҫавсем пурте комментарисем пама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек сӳтсе явни пире Библири принципсемпе хамӑрӑн пурнӑҫра усӑ курма пулӑшать. Пӗтӗм тӗнчипе 110 000 пухура пӗр материалах сӳтсе яваҫҫӗ.

Вӗрентес ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Эпир ҫавӑн пекех эрнере пӗрре каҫхине пухӑнатпӑр. Тӗлпулу виҫӗ пайран тӑрать. Малтан 30 минут хушши пухура Библи вӗренни иртет. Ӑна ыйту-хурав мелӗпе сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫакӑн пек вӗренни Библири принципсене тата пророкла каланисене тарӑнрах ӑнланма пулӑшать. Программӑн тепӗр пайӗ — Теократи ӗҫӗн шкулӗ. Ҫак 30 минута пыракан тӗлпулу Библи сыпӑкӗсене сӳтсе явнинчен пуҫланать, вӗсене пухӑва килекенсем маларах вуласа хатӗрленеҫҫӗ. Унтан Шкула ҫырӑннисем кӗске заданисем тӑваҫҫӗ. Шкула ертсе пыракан кашни вӗренекене лайӑхрах вулама, тӗрӗсрех калаҫма вӗренме пулӑшать (1 Тимофей 4:13). Программӑн юлашки пайӗ — 30 минута пыракан Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ. Докладсем, тӑвансем туса паракан заданисем тата интервьюсем пухӑва килнисене Библири чӑнлӑха ыттисене мӗнле ӑнлантармаллине вӗренме пулӑшаҫҫӗ.

Пирӗн тӗлпулусенче Библие питӗ лайӑх вӗрентеҫҫӗ. Пӗр-пӗр тӗлпулӑва пырсан эсир ҫакна хӑвӑр курма пултаратӑр (Исаия 54:13).

  • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем мӗнле иртеҫҫӗ?

  • Кашни эрнере иртекен пирӗн тӗлпулусенчен хӑшне сирӗн пырса курас килет?