Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 14-мӗш урок

Пионерсем валли мӗнле шкулсем хатӗрленӗ?

Пионерсем валли мӗнле шкулсем хатӗрленӗ?

Пӗрлешӳллӗ Штатсем

Галаад шкулӗ (Паттерсон, Нью-Йорк штачӗ)

Панама

Иегова Свидетелӗсене Турӑ ҫинчен вӗрентни тӑрӑх лайӑх пӗлеҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сарас ӗҫе хутшӑнма хӑйсен чылай вӑхӑтне уйӑракансене валли уйрӑм шкулсем хатӗрленӗ. Ҫак шкулсене пула вӗсем хӑйсен сӑваплӑ ӗҫне туллин туса тӑма пултараҫҫӗ (2 Тимофей 4:5).

Пионерсен шкулӗ. Пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑранпа пӗр ҫул иртсен тулли пионера ултӑ кун хушши пыракан курсра вӗренме чӗнеҫҫӗ, ытларах чухне вӗсем хӑй пурӑнакан вырӑнтан инҫех мар вырнаҫнӑ Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче иртеҫҫӗ. Ҫак шкулӑн тӗллевӗ — пионерсене Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме, сӑваплӑ ӗҫри тӗрлӗ енсенче ӑстарах пулма тата малалла та Турӑшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме пулӑшасси.

Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗ. Икӗ уйӑх пыракан ҫак шкулӑн тӗллевӗ — пулӑшу кирлӗ вырӑнсене куҫса кайма хатӗр пулнӑ ӑста пионерсене вӗрентесси. Тӳррӗн каласан, вӗсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чи аслӑ Хыпарҫӑран, Иисус Христосран, тӗслӗх илсе ҫапла калаҫҫӗ: «Кунтах эпӗ, мана яр» (Исаия 6:8; Иоанн 7:29). Куҫса каякансен ансат пурнӑҫ условисемпе пурӑнма вӗренме хатӗр пулмалла. Унти культура, ҫанталӑк тата апат-ҫимӗҫ ҫын мӗне хӑнӑхнинчен тӗппипех уйрӑлса тӑма пултарать. Тен, ҫӗнӗ чӗлхе вӗренме те тивӗ. Ҫак шкулта вӗренме 23—65 ҫулхи авланман арҫын тӑвансене, качча кайман хӗрарӑм тӑвансене тата мӑшӑрсене чӗнеҫҫӗ. Ҫак шкул вӗсене сӑваплӑ ӗҫре кирлӗ пулма пултаракан Турра юрӑхлӑ паха енсемпе тӗрлӗ ӑсталӑха аталантарма пулӑшать, ҫапла вара Иегова тата унӑн организацийӗ вӗсемпе лайӑхрах усӑ курма пултарать.

Хурал Башнин Галаад Библи шкулӗ. Авалхи еврей чӗлхинчен куҫарсан «Галаад» сӑмах «сӑрт-свидетель» е «питӗ нумай ҫирӗплетӳ» тенине пӗлтерет. Ҫак шкула 1943 ҫулта йӗркеленӗренпе унта 8 000 ытла тӑван вӗренсе тухнӑ. Вӗсем ырӑ хыпара «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех» пӗлтерме миссионерсем пек пулса ӗҫлеме пуҫланӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 13:47). Ҫакӑ пысӑк усӑ панӑ. Пӗрремӗш миссионерсем Перуна килсен, ҫак ҫӗршывра пӗр пуху та пулман, халӗ вара унта 1 000 ытла пуху! Пирӗн миссионерсем Японире ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ чухне унта 10 Свидетель те пулман, паян вара — 200 000 ытла. Ҫак шкулта вӗренекенсем пилӗк уйӑх хушши Библие тӗплӗн вӗренеҫҫӗ. Шкула ырӑ хыпар сарас ӗҫе туса тӑракан ятарлӑ пионерсене, миссионерсене, филиалра ӗҫлекенсене тата район надзирателӗсене чӗнеҫҫӗ. Ҫак шкул вӗсене Туррӑн оргназацине пӗтӗм тӗнчипе ҫирӗплетсе тӑма хатӗрлет.

  • Пионерсен шкулӗн мӗнле тӗллев?

  • Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче камсем вӗренеҫҫӗ?