Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 19-мӗш урок

«Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» кам вӑл?

«Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» кам вӑл?

Библие ӑнланма пулӑшакан публикацисене эпир питӗ хаклатпӑр

Вилес умӗн кӑшт маларах Иисусӑн хӑйӗн тӑватӑ вӗренекенӗпе — Петрпа, Иаковпа, Иоанпа тата Андрейпа — питӗ кирлӗ калаҫу пулса иртнӗ. Иисус юлашки кунсенче хӑй тепӗр хут килессине мӗнле паллӑ кӑтартса парассине уҫса панӑ, унтан вара ыйтнӑ: «Хуҫа хӑйӗн тарҫисене пӑхма, вӗсене вӑхӑтра апат парса тӑма хушнӑ шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?» (Матфей 24:3, 45; Марк 13:3, 4.) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, вӗсен «хуҫи» пулнӑ май, ҫак усал тӗнче пӗтес вӑхӑтра хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене Библие ӑнлантарса паракан литературӑна тӑтӑшах парса тӑракан «чура» лартассине шантарса каланӑ. Ҫак «чура» камсенчен тӑмалла?

Вӑл Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсен пӗчӗк ушкӑнӗ. «Чура» вӑл — Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ. Вӑл Иеговӑн пур ӗҫлекенне те Библие ӑнлантарса паракан литературӑна вӑхӑтра парса тӑрать. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чурасӑр эпир апата вӑхӑтра илсе тӑма пултарайман пулӑттӑмӑр (Лука 12:42).

Ӑна Туррӑн мӗн пур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ пулма лартнӑ (Лука 12:44). Иисус чурана Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне ертсе пыма пысӑк яваплӑх шанса панӑ: организаци пурлӑхӗпе тата укҫи-тенкипе тӗрӗс усӑ курма, ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыма тата пире пухусенче вӗрентме. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» пире публикацисем, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем тата конгрессем урлӑ Турӑ ҫинчен пӗлӳ парса тӑрать.

Ҫак «чура» шанчӑклӑ — вӑл Библири чӑнлӑхсене тӗрӗс ӑнлантарать тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе шанчӑклӑн туса тӑрать; ҫавӑн пекех вӑл ӑслӑ, мӗншӗн тесен Христос хӑйне ҫӗр ҫинче шанса панипе пуринпе те ӑслӑ-тӑнлӑ усӑ курать (Апостолсен ӗҫӗсем 10:42). Чура туса тӑракан ӗҫе Иегова пиллесе тӑрать: тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене хӑйӗн организацине килме пулӑшать тата Библие ӑнланма пулӑшакан литературӑна туллин парса тӑрать (Исаия 60:22; 65:13).

  • Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Библие ӑнлантаракан литература парса тӑма кама лартнӑ?

  • Хӑш тӗлӗшрен ҫак «чура» шанчӑклӑ тата ӑслӑ?