Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 20-мӗш урок

Ертсе пыракан совет хальхи вӑхӑтра мӗнле ӗҫлесе тӑрать?

Ертсе пыракан совет хальхи вӑхӑтра мӗнле ӗҫлесе тӑрать?

Пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет

Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвне вулани

Пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пыракан совет Иерусалимри «апостолсемпе пресвитерсенчен [«старейшинӑсенчен», ҪТ]» тӑнӑ. Ҫак арҫын тӑвансен пысӑках мар ушкӑнӗ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пур пухӑвне те пырса тивекен пысӑк йышӑнусем тунӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:2). Йышӑну тӑвас умӗн вӗсем ҫакӑн пирки Сӑваплӑ Ҫырусенче мӗн ҫырнине сӳтсе явнӑ та Туррӑн святой сывлӑшӗ кӑтартнипе килӗшӳллӗ туса тӑнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:25). Паян та Иегова Свидетелӗсем ҫавӑн евӗрлех тӑваҫҫӗ.

Турӑ унпа хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама усӑ курать. Ертсе пыракан советра ӗҫлекен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансем Туррӑн Сӑмахне питӗ хаклаҫҫӗ, вӗсем кулленхи ӗҫсемпе тата тӗнпе ҫыхӑннӑ ыйтусене мӗнле татса памаллине пӗлеҫҫӗ. Кашни эрнере вӗсем пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха мӗн кирлине сӳтсе явма тӗл пулаҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, ҫак тӑвансем Библи тӑрӑх йышӑннӑ йӗркесене мӗнле тытса тӑмаллине ҫырусем, район надзирателӗсем тата Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсем урлӑ пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ Туррӑн халӑхне пӗр шухӑшлӑ пулма тата килӗштерсе ӗҫлеме пулӑшать (Апостолсен ӗҫӗсем 16:4, 5). Ертсе пыракан совет Библие ӑнланма пулӑшакан литература хатӗрлессишӗн тата арҫын тӑвансене тивӗҫлӗхсем парассишӗн яваплӑ, ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сарас ӗҫе йӗркелесе-ертсе пырать.

Туррӑн святой сывлӑшӗ кӑтартса пынипе килӗшӳллӗн туса тӑрать. Ертсе пыракан совет Чи Аслӑ Патшана, Иеговӑна, тата пухӑвӑн Пуҫне Иисуса, пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑрать (1 Коринф 11:3; Эфес 5:23). Ҫак тӑвансем Туррӑн халӑхӗ хушшинче хӑйсене асла хумаҫҫӗ. «Путек [Иисус] кирек ӑҫта кайсан та вӗсем» святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ытти христиансемпе пӗрле «ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ» (Ӳлӗмхине 14:4). Ертсе пыракан советри тӑвансем эпир вӗсемшӗн кӗлтунине питӗ хаклаҫҫӗ.

  • Пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет шутне камсем кӗнӗ?

  • Турӑ хӑйсене вӗрентсе-кӑтартса пытӑр тесе Ертсе пыракан совет паян мӗн тӑвать?