Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 21-мӗш урок

Вефиль мӗн вӑл?

Вефиль мӗн вӑл?

Илем кӳрекен отдел (АПШ)

Германи

Кени

Колумби

Авалхи еврей чӗлхинчен куҫарнӑ «Вефиль» сӑмах «Турӑ ҫурчӗ» тенине пӗлтерет (Пултарни 28:17, 19). Ырӑ хыпара сарма пулӑшас тесе лартнӑ ҫуртсене ҫакӑн пек ят пани питӗ вырӑнлӑ. Иегова Свидетелӗсен ҫакӑн пек ҫуртсем пӗтӗм тӗнчипех пур. Ертсе пыракан совет Нью-Йорк штатӗнче (АПШ) пӗтӗм тӗнчери тӗп управленире вырнаҫнӑ. Ҫавӑнтан пӗтӗм ҫӗршывсенчи филиалсем мӗнле ӗҫленине пӑхса тӑраҫҫӗ. Вефильте ӗҫлекенсене ытларах чухне Вефиль ҫемйи теҫҫӗ. Пысӑк та туслӑ ҫемьери пекех, вефилецсем пӗрле пурӑнаҫҫӗ, пӗрле ӗҫлеҫҫӗ, пӗрле апатланаҫҫӗ тата пӗрле Библи вӗренеҫҫӗ (Псалом 132:1).

Кашнийӗ хӑйне шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшакан пӗртен-пӗр ҫемье. Вефилецсем Туррӑн ирӗкне туса тӑма тата Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсемшӗн тӑрӑшма хӑйсен пӗтӗм вӑхӑчӗпе вӑйне параҫҫӗ (Матфей 6:33). Вӗсенчен нихӑшне те ӗҫ укҫи тӳлемеҫҫӗ, анчах пурне те пурӑнмалли пӳлӗмпе тата апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ, ҫавӑн пекех кулленхи тӑкаксене саплаштарма пысӑках мар пособи параҫҫӗ. Кашни вефилеца пӗр-пӗр отдела ӗҫлеме лартаҫҫӗ. Пӗрисем офисра ӗҫлеҫҫӗ, теприсем — кухньӑра е столовӑйра. Кама та пулин типографие е переплет цехне ӗҫлеме яраҫҫӗ, теприсене пӳлӗмсене тирпейлеме, япаласем ҫума, юсав ӗҫӗсене тума тата ытти питӗ кирлӗ ӗҫсене тума лартаҫҫӗ.

Пӗтӗм вӑя — Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне сарма. Кашни Вефиль умӗнче тӑракан тӗп тӗллев — нумайрах та нумайрах ҫынна Библири чӑнлӑхпа паллаштарасси. Ҫак брошюра та ҫакна кӑтартса парать. Ӑна кӑларма Ертсе пыракан совет хутшӑннӑ, компьютерсемпе усӑ курса пӗтӗм тӗнчери ҫӗршер куҫару ушкӑнӗсене ярса панӑ, темиҫе Вефиль типографийӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен оборудованипе усӑ курса пичетленӗ тата 110 000 ытла пухӑва ярса панӑ. Ҫак ӗҫсене тунӑ чухне вефилецсем тӑрӑшса ӗҫленӗ, чи кирлӗ ӗҫе — ырӑ хыпар сарас ӗҫе — тума пулӑшнӑ (Марк 13:10).

  • Вефильте кам ӗҫлет тата вӗсем мӗнле укҫа-тенкӗпе пурӑнаҫҫӗ?

  • Вефиль мӗншӗн кирлӗ?