Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 24-мӗш урок

Пирӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫе мӗнле укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ?

Пирӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫе мӗнле укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ?

Непал

Того

Великобритани

Пирӗн организаци кашни ҫулах ҫӗршер миллион Библипе ытти публикацисене тӳлевсӗр кӑларать тата салатать. Эпир Турӑ Патшалӑхӗн залӗсемпе филиалсем туса лартатпӑр тата юсатпӑр; пиншер вефилецпа миссионера укҫа-тенкӗпе пулӑшатпӑр; ҫутҫанталӑк инкекӗсем вӑхӑтӗнче асап курнисене пулӑшатпӑр. Тен, сирӗн ҫакӑн пек ыйту ҫуралать: «Ҫакна пурне те мӗнле укҫа-тенкӗпе тӑваҫҫӗ?»

Эпир вуннӑмӗш пая е урӑхла тӳлевсем тӳлеместпӗр, укҫа-тенкӗ пуҫтармастпӑр. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пысӑк тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ пулсан та, эпир укҫа парса пулӑшакансене (спонсорсене) шырамастпӑр. Ҫӗр ҫул ытла каяллах «Хурал башнин» иккӗмӗш кӑларӑмӗнче эпир Иегова пулӑшса тӑрасса шанатпӑр тата «ҫынсенчен нихӑҫан та тархасласа пулӑшу ыйтмӑпӑр» тенӗччӗ — эпир хамӑр сӑмаха тытрӑмӑр! (Матфей 10:8.)

Пирӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫе харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ. Эпир Библи вӗрентес ӗҫе туса тӑнӑшӑн пархатарлӑ пулнине нумай ҫын хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ панипе кӑтартать. Свидетельсем хӑйсем те Туррӑн ирӗкне пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе туса тӑрас тесе хаваспах хӑйсен вӑхӑтне, вӑйне, укҫа-тенкине тата мӗн те пулин урӑххине параҫҫӗ (1 Ҫулсеренхи 29:9). Турӑ Патшалӑхӗн залӗсенче, конгрессенче харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗ валли ещӗксем пур. Укҫа-тенкӗн ытларах пайне Турӑ ҫуртӗнчи укҫа арчине икӗ вак укҫа хунӑшӑн Иисус мухтаса илнӗ чухӑн тӑлӑх арӑм пек пуян мар ҫынсем параҫҫӗ (Лука 21:1—4). Апла пулсан, кашниех «кӑмӑл курса», урӑхла каласан, хӑйӗн чӗринче йышӑнса хунӑ пек парас тесе укҫа-тенкӗ яланах уйӑрса хума пултарать (1 Коринф 16:2; 2 Коринф 9:7).

Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем малашне те Иеговӑна хӑйсен «пурлӑхӗнчен... парне кӳрсе хисеплессе», ҫапла Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума пулӑшасса эпир шанса тӑратпӑр (Ытарӑшсем 3:9).

  • Пирӗн организаци ытти тӗнсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

  • Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ?