Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 26-мӗш урок

Турӑ Патшалӑхӗн залне эпир мӗнле пӑхса тӑратпӑр?

Турӑ Патшалӑхӗн залне эпир мӗнле пӑхса тӑратпӑр?

Эстони

Зимбабве

Монголи

Пуэрто-Рико

Пирӗн залсене Иеговӑна халалланӑ, ҫавӑнпа вӗсене таса та тирпейлӗ тытса тӑрасси пирӗншӗн пысӑк чыс. Зала тирпейлесси тата пӑхса-юсаса тӑрасси — пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн питӗ кирлӗ пайӗ. Ҫак ӗҫе пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Пуху хыҫҫӑн тирпей ӗҫӗсене тӑватпӑр. Кашни тӗлпулу хыҫҫӑн тӑвансем Турӑ Патшалӑхӗн залне тасаткаласа илеҫҫӗ. Эрнере пӗрре зала тӗплӗн тасатаҫҫӗ. Тасатас енпе панӑ инструкцие шута илсе старейшина е пулӑшакан ӗҫчен тӑвансене мӗн-мӗн тумаллине калать. Ытларах чухне тӑвансем урай шӑлаҫҫӗ, ҫӑваҫҫӗ, пылесоспа тасатаҫҫӗ, тусан сӑтӑраҫҫӗ, пукансене йӗркелесе-тирпейлесе тухаҫҫӗ, туалетсене ҫуса дезинфекцилеҫҫӗ, алӑксемпе куҫкӗскисене шӑлса илеҫҫӗ, ҫӳп-ҫапа илсе тухаҫҫӗ тата зал таврашӗнчи территорие тирпейлеҫҫӗ. Ҫулталӑкне сахалтан та пӗр хут тасатас-тирпейлес енпе тӗп ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Хӑш-пӗр ӗҫсене ачасене шанса панипе эпир вӗсене тӗлпулу иртекен вырӑна хисеплеме вӗрентетпӗр (Екклесиаст 5:1).

Юсама пулӑшатпӑр. Кашни ҫулах Турӑ Патшалӑхӗн залне шалтан тата тултан тӗплӗн пӑхса-тӗрӗслесе тухаҫҫӗ. Ҫурта тӑтӑшах пӑхса-юсаса тӑни ӑна юхӑнса кайма памасть. Ҫакӑ ытлашши тӑкаксенчен сыхланма пулӑшать (2 Ҫулсеренхи 24:13; 34:10). Таса тата йӗркеллӗ-юсавлӑ ӗҫлекен Турӑ Патшалӑхӗн залӗ вӑл — Турра пуҫҫапмалли тивӗҫлӗ вырӑн. Зала пӑхса тӑма, юсама хутшӑннипе эпир Иеговӑна юратнине тата Ӑна пуҫҫапмалли вырӑна хисепленине кӑтартатпӑр (Псалом 121:1). Унсӑр пуҫне, таса, хитре Турӑ Патшалӑхӗн залӗ ытти ҫынсене лайӑх витӗм кӳрет (2 Коринф 6:3).

  • Турӑ Патшалӑхӗн залне мӗншӗн таса тата юсавлӑ тытмалла?

  • Эпир Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче тасалӑха мӗнле тытса тӑратпӑр?