Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 27-мӗш урок

Турӑ Патшалӑхӗн залӗнчи библиотека мӗншӗн кирлӗ?

Турӑ Патшалӑхӗн залӗнчи библиотека мӗншӗн кирлӗ?

Израиль

Чехи республики

Бенин

Кайман утравӗсем

Библие лайӑхрах ӑнланас тесе сирӗн пӗр-пӗр темӑна тӗпчес килет-и? Тен, сире Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗрки интереслентерет? Е эсир Библире асӑннӑ пӗр-пӗр ҫын, хула е япала ҫинчен ытларах пӗлесшӗн? Тен, сире хӑвӑрӑн йывӑрлӑха ҫӗнтерме Библири канаш кирлӗ? Апла пулсан, Патшалӑх залӗн библиотекипе усӑ курма пултаратӑр.

Тӗпчеме пулӑшакан питӗ кирлӗ хатӗр. Тен, сирӗн тӑван чӗлхепе кӑларнӑ Иегова Свидетелӗсен хӑш-пӗр публикацийӗсем ҫук. Анчах та вӗсем Патшалӑх залӗн библиотекинче пулма пултараҫҫӗ. Библиотека ҫӗнӗ публикацисемпе пуянлансах тӑрать. Вӗсемсӗр пуҫне, унта Библин тӗрлӗ куҫарӑвӗсене, словарьсене тата энциклопедисене тупма пулать. Библиотекӑпа пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ умӗн тата хыҫҫӑн пурте усӑ курма пултараҫҫӗ. Унта компьютер пур пулсан Хурал Башнин электронлӑ библиотекипе (Watchtower Library) усӑ курма пулать. Ҫак электронлӑ библиотекӑра пирӗн публикацисем питӗ нумай. Ансат шырав системи пире кирлӗ темӑна, сӑмаха е Библири сӑвӑ йӗркине кирек хӑш публикацире те тупма пулӑшать.

Теократи ӗҫӗн шкулӗнче вӗренекенсене пысӑк усӑ парать. Шкулта сире задани пачӗҫ пулсан эсир хатӗрленмешкӗн Патшалӑх залӗн библиотекипе усӑ курма пултаратӑр. Библиотекӑшӑн Шкул надзирателӗ яваплӑ. Вӑл ҫӗнӗ публикацисене библиотекӑна кӗртет тата вӗсем таса, тирпейлӗ пулччӑр тесе пӑхса-асӑрхаса тӑрать. Шкул надзирателӗ е сирӗнпе Библи вӗренекен кирлӗ информацие мӗнле тупмаллине кӑтартма пултарать. Библиотекӑри кӗнекесене Турӑ Патшалӑхӗн залӗнчен илсе тухма е вӗсенче паллӑсем тума юрамасть. Вӗсене тирпейлӗ тытмалла.

Турӑ ҫинчен калакан пӗлӗве «мул» шыранӑ пек шырамалла тесе ӑнлантарнӑ Библире (Ытар. 2:1—5). Турӑ Патшалӑхӗн залӗнчи библиотека ҫак тӗлӗшрен сире пулӑшма пултарать.

  • Турӑ Патшалӑхӗн залӗнчи библиотекӑра мӗн тупма пулать?

  • Библиотекӑпа мӗнле усӑ курмаллине сире кам кӑтартма пултарать?