Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ УРОК

Ырӑ хыпар мӗн ҫинчен?

Ырӑ хыпар мӗн ҫинчен?

1. Туррӑн хыпарӗ мӗн ҫинчен?

Турӑ пире телейлӗ тӑвасшӑн. Пире юратнӑран вӑл ҫӗре тата ун ҫинче мӗн пуррине пурне те пултарнӑ. Кӗҫех вӑл пур ҫын валли те лайӑх пурнӑҫ туса парӗ. Тӗнчере хӗн-асап урӑх пулмӗ. (Иеремия 29:11 вулӑр.)

Пӗр правительство та пусмӑра, чир-чӗре тата вилӗме пӗтерме пултараймарӗ. Анчах та лайӑх хыпар пур. Кӗҫех Турӑ паянхи пур правительствӑна хӑйӗн правительствипе улӑштарӗ. Ҫынсем пурте пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӗҫ тата вӗсен лайӑх сывлӑх пулӗ. (Исаия 25:8; 33:24; Даниил 2:44 вулӑр.)

2. Ҫак ырӑ хыпар мӗншӗн паян питӗ кирлӗ?

Турӑ ҫӗр ҫинчен усал ҫынсене пӗтерсен кӑна хӗн-асап урӑх пулмӗ (Софония 2:3). Ҫакӑ хӑҫан пулӗ? Паян тӗнчере пулса иртекен япӑх ӗҫсем ҫинчен Турӑ Сӑмахӗнче малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Ҫав ӗҫсем кӗҫех Турӑ йӗрке тума тытӑнасса уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ. (2 Тимофей 3:1—5 вулӑр.)

3. Пирӗн мӗн тумалла?

Турӑ ҫинчен пирӗн унӑн Сӑмахӗнчен, Библирен, пӗлсе пымалла. Библие юратакан ашшӗ ачисем патне янӑ ҫырупа танлаштарма пулать. Унта пурнӑҫа халех мӗнле лайӑхлатмаллине тата пуласлӑхра ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумаллине каланӑ. Тен, хӑшӗ-пӗрисем эсир Библи вӗреннине кӑмӑлламӗҫ. Турӑ пире чаплӑ пуласлӑх туса пама сӑмах панӑран пирӗн ҫакӑн ҫинчен пӗлме никама та чӑрмантарма памалла мар. (Ытарӑшсем 29:25; Ӳлӗмхине 14:6, 7 вулӑр.)