Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ СЫПӐК

«Санӑн Патшалӑху килтӗр»

«Санӑн Патшалӑху килтӗр»

СЫПӐК ТЕМИ

Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Иисус Христос мӗн вӗрентнӗ

1, 2. Иисусӑн виҫӗ апостолӗ Иегова каланӑ мӗнле сӑмахсене илтнӗ тата вӗсем ҫав сӑмахсене тимленӗ-и?

 СӐМАХРАН, Иегова Турӑ хӑй сире мӗн те пулин тума ыйтрӗ тейӗпӗр. Эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Вӑл кирек мӗн ыйтнӑ пулсан та, эсир ҫавна чунтан тӑрӑшса тунӑ пулӑттӑр паллах!

2 Пирӗн эрӑри 32 ҫулхи Пасха хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен Иисусӑн виҫӗ апостолӗпе — Петрпа, Иаковпа тата Иоанпа — шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та. (Матфей 17:1—5 вуласа пар.) Вӗсем хӑйсен Хуҫипе «ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ» та унта курӑнура Иисуса мухтава тухнӑ пӗлӗтри Патша пек курнӑ. Ҫав курӑну чӑннипех пулнӑ пек туйӑннӑран Петр унта хутшӑнасшӑн пулнӑ. Петр калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсене пӗлӗт хупӑрласа илнӗ. Ҫавӑн чухне Петрпа унӑн юлташӗсем ӗмӗрсем хушшинче сахалӑшӗ кӑна илнӗ чыса тивӗҫнӗ — вӗсем Иеговӑн сассине илтнӗ. Иисус манӑн Ывӑлӑм тесе палӑртнӑ хыҫҫӑн Иегова ҫакна тума хушнӑ: «Ӑна итлӗр». Апостолсем Туррӑн ҫак хушӑвне тимленӗ. Вӗсем Иисус мӗне вӗрентнине итленӗ, ыттисене те ҫавна тума ӳкӗтленӗ (Ап. ӗҫ. 3:19—23; 4:18—20).

Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ пек Иисус урӑх ним ҫинчен те ҫавӑн чухлӗ нумай каламан

3. Мӗншӗн Иегова пире хӑйӗн Ывӑлне итлеме ыйтать тата мӗнле темӑна пирӗн тӗпчемелле?

3 «Ӑна итлӗр» текен сӑмахсене Библире пире усӑ парас тесе ҫырса хунӑ (Рим 15:4). Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Мӗншӗн тесен Иисус — Иеговӑн представителӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫынсене вӗрентнӗ чухне кашнинче хӑйӗн Ашшӗ ҫынсене мӗн каласшӑн пулнине пӗлтернӗ (Иоанн 1:1, 14). Ытти темӑсене илес пулсан, Иисус пуринчен ытларах Турӑ Патшалӑхӗ — Иисус Христосран тата унпа пӗрле ертсе пыракан 144 000 патшаран тӑракан пӗлӗтри Мессианла правительство — ҫинчен калаҫнӑ. Апла пулсан, ҫав Патшалӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене пирӗн тӗплӗн тӗпчемелле (Ӳлӗм. 5:9, 10; 14:1—3; 20:6). Анчах та чи малтан Иисус мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен питӗ нумай каланине пӑхса тухар.

«Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ...»

4. Иисус хӑйӗн чӗрине Патшалӑх ҫывӑх пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

4 Патшалӑх Иисусӑн чӗрине питӗ ҫывӑх. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Чӗрере мӗн пуррине, урӑхла каласан, ҫыншӑн чӑннипех мӗн хаклӑ пулнине унӑн сӑмахӗсем кӑтартса параҫҫӗ. Иисус каланӑ: «Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать» (Матф. 12:34, ҪХ). Иисус май килсенех Патшалӑх ҫинчен калаҫнӑ. Тӑватӑ Евангелире Патшалӑх ҫинчен 100 хут ытла асӑннӑ, пуринчен ытла вӗсем Иисус каланӑ сӑмахсенче тӗл пулаҫҫӗ. Шӑп ҫав Патшалӑх ҫинчен Иисус вӗрентсе ҫӳренӗ, ҫакӑ вара унӑн ҫак сӑмахӗсенчен курӑнать: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремелле, Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:43). Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн та хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Патшалӑх ҫинчен калаҫнӑ (Ап. ӗҫ. 1:3). Чӑнах та, Иисус ҫав Патшалӑхшӑн питӗ пархатарлӑ пулнӑ, ҫавна пула чӗри ӑна ҫавӑн ҫинчен каласа пама хавхалантарнӑ.

5—7. а) Патшалӑх Иеговӑн чӗрине ҫывӑх пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Тӗслӗхпе кӑтартӑр. ӑ) Патшалӑх пирӗн чӗрене ҫывӑх пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

5 Патшалӑх Иеговӑн чӗрине те ҫывӑх. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Иегова хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫак тӗнчене янине тата унӑн Ывӑлӗ мӗн каланипе мӗн вӗрентни Иеговӑран пулнине аса илӗр-ха (Иоанн 7:16; 12:49, 50). Унсӑр пуҫне тӑватӑ Евангелире Иисусӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен мӗн каланӑ, ҫавсене пурне те Иегова хавхалантарнипе ҫырнӑ. Пӗр самантлӑха ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха.

Пирӗнтен кашнин хӑйне ҫакӑн пек ыйту памалла: «Турӑ Патшалӑхӗ манӑн чӗрене ҫывӑх-и?»

6 Сӑмахран, эсир хӑвӑр ҫемьери ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсене пӗр фотоальбома пухса хума шут тытрӑр тейӗпӗр. Сирӗн сӑнӳкерчӗксем питӗ нумай, вӗсем пурте фотоальбома вырнаҫма пултараймаҫҫӗ. Эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Эсир хӑшне кӗртмеллипе хӑшне кӗртмелле маррине суйланӑ пулӑттӑр. Евангелисене Иисус кам пулнине питӗ лайӑх уҫса паракан фотоальбомпа танлаштарма пулать. Иегова Евангели ҫыракансене Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне мӗн каланипе мӗн тунине пурне те ҫырса хума хавхалантарман (Иоанн 20:30; 21:25). Ун вырӑнне вӗсем, Иеговӑн сывлӑшӗ ертсе пынипе, Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне мӗнле тӗллевпе тунине тата Иеговӑшӑн мӗн чи кирлӗ пулнине ӑнланма пулӑшакан сӑмахсемпе ӗҫсем ҫинчен ҫырнӑ (2 Тим. 3:16, 17; 2 Петр 1:21). Евангелисенче Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Иисус мӗне вӗрентни пирки питӗ нумай каланӑ, ҫавӑнпа Патшалӑх Иеговӑн чӗрине ҫывӑх тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пулать. Шутласа пӑхӑр-ха, Иегова пире хӑйӗн Патшалӑхӗ мӗн иккенне пӗлме пулӑшасшӑн!

7 Пирӗнтен кашнин хӑйне ҫакӑн пек ыйту памалла: «Турӑ Патшалӑхӗ манӑн чӗрене ҫывӑх-и?» Эпир «ҫапла» тесе хуравлатпӑр пулсан, Иисус ҫав Патшалӑх ҫинчен: вӑл мӗн тери кирлӗ пулни, вӑл мӗнле тата хӑҫан килесси ҫинчен — мӗн каланине хапӑл тусах итлӗпӗр.

«Санӑн Патшалӑху килтӗр» — ҫакна мӗнле ӑнланмалла?

8. Патшалӑх питӗ кирлӗ пулнине Иисус мӗнле палӑртнӑ?

8 Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре Иисус кӑмӑла ҫӗклекен, ҫав вӑхӑтрах ӑнланмалла сӑмахсемпе Патшалӑх мӗн-мӗн туса парассине кӑтартса ҫав Патшалӑх питӗ кирлӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫак кӗлӗре ҫичӗ япала ҫинчен ыйтнӑ. Малтанхи виҫҫӗшӗ Иеговӑн тӗллевӗпе: унӑн ятне хисеплӗ, е сӑваплӑ, тӑвассипе, унӑн Патшалӑхӗ килессипе тата унӑн ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те пӗлӗтри пекех пулассипе — ҫыхӑннӑ. (Матфей 6:9, 10 вуласа пар.) Ҫакӑн пек ыйтнисем виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Шӑп Мессианла Патшалӑх урлӑ Иегова хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвӗ тата хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлӗ.

9, 10. а) Турӑ Патшалӑхӗ килет тенине мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Библире сӑмах панине хӑшне пурнӑҫланасса уйрӑмах курасшӑн эсир?

9 Турӑ Патшалӑхӗ килет тенине мӗнле ӑнланмалла? «Санӑн Патшалӑху килтӗр» тесе кӗлтунӑ чухне эпир ҫав Патшалӑх татӑклӑ утӑмсем тутӑр тесе ыйтатпӑр. Патшалӑх килсен, вӑл хӑйӗн влаҫне ҫӗр ҫинче туллин кӑтартӗ. Вӑл ҫак йӗркесӗр тӗнчене, ҫав шутрах ҫынсем йӗркеленӗ правительствӑсене пурне те, пӗтерӗ те тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнче туса хурӗ (Дан. 2:44; 2 Петр 3:13). Унтан Патшалӑх ертсе пынипе пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ (Лука 23:43). Туррӑн асӗнчи ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ те хӑйсен юратнӑ ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ (Иоанн 5:28, 29). Турра итлекен этемлӗх пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ (Ӳлӗм. 21:3—5). Вара ҫӗр ҫинче те, пӗлӗтре те пурте Иегова Туррӑн ирӗкне туса тӑрӗҫ! Библире ҫавӑн пек сӑмах пани пурнӑҫланас вӑхӑта эсир питӗ хытӑ кӗтетӗр-и? Ку ҫапла пулсан, ҫакна асра тытӑр: эсир Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтунӑ чухне кашнинче ҫав чаплӑ сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе кӗлтӑватӑр.

10 Хальлӗхе тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗ пурнӑҫланман, Турӑ Патшалӑхӗ те килмен. Ҫынсем йӗркеленӗ правительствӑсем унчченхи пекех пур, тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнче халӗ те ҫитмен. Анчах та ырӑ хыпар пур: Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать. Ҫакӑн ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкра калаҫӑпӑр. Халӗ вара Патшалӑх пӗлӗтре хӑҫан ертсе пыма пуҫласси тата хӑҫан ҫӗр ҫине килесси пирки Иисус мӗн каланине пӑхса тухар.

Турӑ Патшалӑхӗн хӑҫан ертсе пыма пуҫламалла?

11. Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан ертсе пыма пуҫласси пирки Иисус мӗн каланӑ?

11 Христосӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пыма пуҫласса кӗтнӗ пулин те, Иисус ҫакӑ ун чухне пулмасть тесе палӑртнӑ (Ап. ӗҫ. 1:6). Вӑл пирӗн эрӑри 31 ҫулта тата 33 ҫулта каласа панӑ икӗ ытарӑша пӑхса тухӑр-ха.

12. Тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарӑш Патшалӑх пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пыма пуҫламаннине мӗнле кӑтартса парать?

12 Тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарӑш. (Матфей 13:24—30 вуласа пар.) Ҫак ытарӑша Иисус халӑха пирӗн эрӑри 31 ҫулхи ҫуркунне каласа панӑ та кайран хӑйӗн вӗренекенӗсене ӑнлантарса панӑ пулмалла (Матф. 13:36—43). Акӑ унӑн пӗлтерӗшӗ. Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн Шуйттан тулӑ («Патшалӑх ачисем», урӑхла каласан, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем) хушшине пукра (суя христиансене) акса хӑварӗ. Вырма вӑхӑчӗ — «тӗнче вӗҫӗ» — ҫитиччен тулӑпа пукрана пӗрле ӳсме парӗҫ. Вырма вӑхӑтӗнче пукрана, унтан тулла пухса хурӗҫ. Ҫапла вара ҫак ытарӑш Патшалӑх пӗрремӗш ӗмӗрте мар, тулӑпа пукра ӳсес тапхӑр вӗҫленсен кӑна ертсе пыма пуҫлассине кӑтартса парать. Пулса иртнӗ событисем ҫав тапхӑр 1914 ҫулта вӗҫленнине тата ҫав ҫулах вырма вӑхӑчӗ пуҫланнине кӑтартса панӑ.

13. Иисус пӗлӗте таврӑнсан тӳрех Мессианла Патша пулас ҫуккине мӗнле кӑтартнӑ?

13 Минӑсем ҫинчен калакан ытарӑш. (Лука 19:11—13 вуласа пар.) Иисус ҫак ытарӑша пирӗн эрӑри 33 ҫулта, Иерусалима юлашки хут кайнӑ чухне, каласа панӑ. Ӑна итлекенсенчен хӑш-пӗрисем вӑл хӑйӗн Патшалӑхне Иерусалима ҫитсенех йӗркелесе ярасса шаннӑ. Ҫак тӗрӗс мар шухӑша тӳрлетес тата Патшалӑх ертсе пырас вӑхӑта самаях кӗтме кирлине кӑтартас тесе Иисус хӑйне «патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе инҫетри ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ» тата «чаплӑ ӑруран тухнӑ» ҫынпа танлаштарнӑ a. Иисусшӑн «инҫетри ҫӗршыв» вӑл тӳпе пулнӑ, унта унӑн хӑйӗн Ашшӗнчен патша влаҫне илмелле пулнӑ. Анчах та Иисус пӗлӗте таврӑнсан тӳрех Мессианла Патша пулас ҫуккине, ун вырӑнне унӑн Туррӑн сылтӑм енче лармалла тата палӑртса хунӑ вӑхӑта кӗтмелле пулнине пӗлнӗ. Ҫак кӗтмелли вӑхӑт вара темиҫе ӗмӗре тӑсӑлнӑ (Пс. 109:1, 2; Матф. 22:43, 44; Евр. 10:12, 13).

Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килет?

14. а) Иисус хӑйӗн тӑватӑ апостолӗн ыйтӑвӗ ҫине мӗнле хуравланӑ? ӑ) Иисусӑн пророкла сӑмахӗсем мӗн кӑтартса панӑ?

14 Иисус вилес умӗн темиҫе кун маларах тӑватӑ апостолӗ унран ыйтнӑ: «Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» (Матф. 24:3; Марк 13:4.) Вӗсен ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ май Иисус пулӑмсене тӗрлӗ енчен уҫса паракан пророкла сӑмахсем каланӑ, ҫав сӑмахсене вара Матфей ҫырнӑ Евангелири 24-мӗшпе 25-мӗш сыпӑксенче ҫырса хунӑ. Иисус хӑй «килесси» текен — урӑхла каласан, хӑй патшара ларма пуҫланӑ — тапхӑра кӑтартса паракан паллӑ шутне пӗтӗм тӗнчипе пулса пыракан мӗнле событисем кӗрессине тӗплӗн уҫса панӑ. Вӑл килесси Патшалӑх ертсе пыма пуҫланипе пӗрле тытӑнать те ҫав Патшалӑх пӗтӗм ҫӗрпе пуҫ пулса тӑрсан вӗҫленет. Иисус каланӑ ҫак пророкла сӑмахсем 1914 ҫултанпа пурнӑҫланса пынине кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсем нумай b. Эппин, ҫав ҫулах Иисус килнӗ, урӑхла каласан, вӑл патшара ларма пуҫланӑ тата Патшалӑх ертсе пыма тытӑннӑ.

15, 16. «Ҫак ӑру» тенипе камсем ҫинчен каланӑ?

15 Апла пулсан, Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килет? Ҫакӑ хӑш вӑхӑтра пулассине Иисус каламан (Матф. 24:36). Анчах та унӑн хӑш-пӗр сӑмахӗсем пире ҫакӑ кӗҫех пулать тесе шантараҫҫӗ. Пророкла паллӑ мӗнле пурнӑҫланнине «ҫак ӑру» курнӑ хыҫҫӑн Патшалӑх килет тесе палӑртнӑ Иисус. (Матфей 24:32—34 вуласа пар.) «Ҫак ӑру» тенипе камсем ҫинчен каланӑ? Айтӑр Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене тӗплӗнрех тӗпчер.

16 «Ҫак ӑру» Иисус кунта Турра ӗненмен ҫынсем пирки каланӑ-и? Ҫук. Вӑл камсемпе калаҫнине аса илер. Иисус ҫак пророкла сӑмахсене хӑйӗн патне пынӑ темиҫе апостол умӗнче каланӑ (Матф. 24:3). Апостолсене кӗҫех святой сывлӑшпа суйласа лартмалла пулнӑ. Иисус каланӑ сӑмахсен контексчӗ ҫине те пӑхар. Иисус «ҫак ӑру» ҫинчен асӑнас умӗн ҫапла каланӑ: «Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех». Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсен — ӗненменнисен мар — вӑл мӗн малтанах каласа хунине курмалла тата курнин пӗлтерӗшне: Иисус «алӑк умӗнчех» пулнине — ӑнланса илмелле пулнӑ. Апла пулсан, Иисус «ҫак ӑру» тенӗ чухне хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем пирки каланӑ.

17. «Ӑру» тата «ку пӗтӗмпех» текен сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

17 «Ку пӗтӗмпех ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ». Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланӗҫ? Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесен «ӑру» тата «ку пӗтӗмпех» текен сӑмахсем мӗне пӗлтернине пирӗн ӑнланмалла. Библире «ӑру» текен сӑмах час-часах пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ тӗрлӗ ҫулхи ҫынсене пӗлтерет. Пӗр ӑру пурӑнакан тапхӑр питӗ вӑрӑм пулма пултараймасть, унсӑр пуҫне ҫав тапхӑрӑн вӗҫӗ пур (Тӳр. 2:10). «Ку пӗтӗмпех» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ малтанах каласа хунӑ событисене — Иисус 1914 ҫулта патшана ларнӑ вӑхӑтран пуҫласа «хӑрушла асап вӑхӑчӗн» вӗҫӗ ҫитиччен пулса пыракан событисене — пурне те пӗлтерет (Матф. 24:21).

18, 19. Иисус «ҫак ӑру» тесе каланӑ сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла тата мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать?

18 Апла пулсан, Иисус «ҫак ӑру» тесе каланӑ сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Ӑру пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ икӗ ушкӑнран тӑрать: пӗрремӗш ушкӑн — святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, 1914 ҫулта паллӑ пурнӑҫланма пуҫланине курнӑскерсем, иккӗмӗш ушкӑн — святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, пӗрремӗш ушкӑнрисемпе пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑскерсем. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнӑ чухне иккӗмӗш ушкӑнрисенчен сахалтан та хӑш-пӗрисем чӗрӗ пулӗҫ. Икӗ ушкӑнран пӗр ӑру пулса тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсем, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пек, пӗр вӑхӑт хушши пӗр тапхӑрта пурӑннӑ c.

19 Мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Тӗнчере пулса пыракан событисем Иисус патшара ларнине кӑтартакан паллӑ пурнӑҫланса пынине кӑтартса параҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем — ҫӗр ҫинче халӗ те пурӑнакансем тата «ҫак ӑру» шутне кӗрекенсем — ватӑлсах пыраҫҫӗ, анчах та хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнӑ чухне вӗсенчен хӑш-пӗрисем чӗрӗ пулӗҫ. Ҫаксем пурте пире кӗҫех Турӑ Патшалӑхӗ килӗ те пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑма пуҫлӗ тесе калама май параҫҫӗ. Иисус пире «Санӑн Патшалӑху килтӗр» тесе кӗлтума вӗрентнӗ сӑмахсем пурнӑҫланнине эпир мӗн тери хумханса-савӑнса пӑхса тӑрӑпӑр!

20. Ҫак кӗнекере мӗнле кирлӗ темӑна сӳтсе явнӑ тата тепӗр сыпӑкра мӗн тӗпчӗпӗр?

20 Иегова пӗлӗтрен хӑйӗн Ывӑлӗ пирки: «Ӑна итлӗр»,— тесе каланӑ сӑмахсене яланах асра тытар. Чӑн христиансем пулнӑ май эпир Туррӑн ҫак хушӑвне чунтан итлесе пурӑнасшӑн. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Иисус мӗн каланӑ тата мӗне вӗрентнӗ, ҫавсем пурте пирӗншӗн интереслӗ. Ҫав Патшалӑх ку таранччен мӗн-мӗн туса ҫитерчӗ тата малашне мӗн тӑвӗ? Ҫак кирлӗ темӑна ҫак кӗнекере сӳтсе явнӑ. Тепӗр сыпӑкра эпир Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтре йӗркелениччен тата йӗркеленсе кайнӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ кӑмӑла ҫӗклекен событисене тӗпчӗпӗр.

a Тен, Иисусӑн ытарӑшӗ ӑна итлекенсене Архелая, I Аслӑ Ирод патша ывӑлне, аса илтернӗ. Ирод вилес умӗн Архелая Иудея тата ытти облаҫсен пуҫлӑхӗ тума палӑртса хунӑ пулнӑ. Анчах та Архелай пуҫлӑх тивӗҫне туса тӑма пултартӑр тесен унӑн Август цезарьтен ҫавна тума ирӗк илес тесе инҫе ҫула тухмалла — Рима каймалла пулнӑ.

b Ҫакӑн ҫинчен нумайрах пӗлес тесе «Рассуждение с помощью Писаний» кӗнекене пӑхӑр, 275—279 страницӑсем.

c Пӗрремӗш ушкӑнри — 1914 ҫулта «асапсен пуҫламӑшне» курнӑ ушкӑнри — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ юлашки христианин вилнӗ хыҫҫӑн кама святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ, ҫавсем «ҫак ӑру» шутне кӗмеҫҫӗ (Матф. 24:8).