Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ СЫПӐК

Иегова хӑйӗн тӗллевне уҫса пырать

Иегова хӑйӗн тӗллевне уҫса пырать

СЫПӐК ТЕМИ

Иегова хӑйӗн тӗллевне хӑйӗнчен хӑракансене ҫеҫ майӗпен уҫса пырать

1, 2. Иегова этемлӗх пирки хӑй мӗн шутласа хунине мӗнле уҫса пырать?

 ЮРАТАКАН ашшӗ-амӑшӗ ҫемьери ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне ачисене те хутшӑнма сӗнет. Анчах та вӗсем ачисемпе пурин ҫинчен те калаҫмаҫҫӗ. Вӗсем ачисем хӑйсен ҫулӗсене кура мӗн чухлӗ ӑнланма пултараҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫеҫ каласа параҫҫӗ.

2 Иегова та этемлӗх ҫемйи пирки хӑй мӗн шутласа хунине майӗпен уҫса пырать. Анчах та вӑл ҫавна хӑйӗн шучӗпе меллӗ вӑхӑт ҫитсен кӑна тӑвать. Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха Иегова ӗмӗрсем хушшинче мӗнле уҫса пынине айтӑр кӗскен пӑхса тухар.

Мӗншӗн Патшалӑх кирлӗ пулнӑ?

3, 4. Иегова этемлӗх историйӗ мӗнле аталанса пырассине малтанах палӑртса хунӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

3 Чи малтанах Иеговӑн Мессианла Патшалӑх йӗркелесе ярас тӗллев пулман. Мӗншӗн? Иегова этемлӗх историйӗ мӗнле аталанса пырассине малтанах палӑртса хуман, мӗншӗн тесен вӑл ҫынсене тунӑ чухне вӗсене суйласа илме ирӗк панӑ. Вӑл этемлӗх пирки хӑй мӗн шутласа хуни ҫинчен Адампа Евӑна ҫапла каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Ҫавӑн пекех Иегова вӗсене хӑйӗн нормисене, ыррипе усаллине уйӑрса илме пулӑшакан нормисене, тытса тӑма хушнӑ (Пулт. 2:16, 17). Адампа Ева Турра чунтан парӑнса пурӑнас теме пултарнӑ. Вӗсем тата вӗсенчен пулса кайнӑ ҫынсем ҫавна тунӑ пулсан, Туррӑн тӗллевне пурнӑҫа кӗртме Христос ертсе пыракан Патшалӑх кирлӗ пулманччӗ. Халӗ вара ҫӗр ҫинче Иеговӑна пуҫҫапакан пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсем пурӑннӑ пулӗччӗҫ.

4 Сатана, Адам тата Ева пӑлхав ҫӗклени Иеговӑна хӑйӗн тӗллевӗнчен — ҫӗре пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсемпе тултарас тӗллевӗнчен — пӑрӑнтарма пултарайман. Ун вырӑнне Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртмелли меслете ҫеҫ улӑштарнӑ. Туррӑн тӗллевӗ вӑл — ҫитмелли вырӑна хунӑ ҫулпа кӑна ҫитме пултаракан тата ыттисем витӗм кӳнине пула рельсӑсенчен тухса кайма пултаракан поезд мар. Иегова мӗн те пулин тума шутласа хучӗ пулсан, ӑна ҫав тӗллеве пурнӑҫлама Ҫут тӗнчери нимле вӑй та чӑрмантарма пултараймасть. (Исаия 55:11 вуласа пар.) Ҫул ҫинче чӑрмав сиксе тухсан, Иегова тепӗр ҫул суйласа илет (Тух. 3:14, 15) a. Вӑл кирлӗ тесе шутлать пулсан, хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртмелли ҫӗнӗ меслет ҫинчен хӑйне чунтан парӑннӑ ӗҫлекенӗсене пӗлтерет.

5. Эдемра пӑлхав ҫӗклени ҫине Иегова мӗнле хурав панӑ?

5 Эдемра пӑлхав ҫӗклени ҫине хурав парас тесе Иегова Патшалӑх йӗркелесе яма шутланӑ (Матф. 25:34). Ҫав вӑхӑтра, этемлӗхӗн нимле шанчӑк та тӑрса юлман пек туйӑннӑ чухне, ҫынсене мӗнле майпа каллех пӗр ҫитменлӗхсӗр туса хурасси ҫинчен тата Сатана влаҫа ярса илме хӑтланса пӑхни мӗнле сиен кӳнине пурне те епле пӗтересси ҫинчен Иегова пӗрремӗш хут уҫса панӑ (Пулт. 3:14—19). Анчах та Иегова тӳрех Патшалӑх ҫинчен йӑлтах каласа паман.

Иегова Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса пыма пуҫлать

6. Иегова мӗн тесе сӑмах панӑ, анчах вӑл мӗн уҫса паман?

6 Иегова пӗрремӗш пророкла каланинчех ҫӗлене «вӑрлӑх» тӗп тӑвӗ тесе сӑмах панӑ. (Пултарни 3:15 вуласа пар.) Анчах та ҫавӑн чухне ҫав вӑрлӑх тата ҫӗлен вӑрлӑхӗ кам пулнине уҫса паман пулнӑ. Иегова ҫакӑн ҫинчен 2 000 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен ҫеҫ уҫса пама пуҫланӑ b.

7. Мӗншӗн Турӑ Авраама суйласа илнӗ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?

7 Ун чухне Иегова Авраама, унран пама пулнӑ вӑрлӑх пулса кайтӑр тесе суйласа илнӗ. Авраама Иеговӑн «сӑмахне итленӗшӗн» суйласа илнӗ пулнӑ (Пулт. 22:18). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова хӑйӗн тӗллевне хӑйне хисеплекенсене, хӑйӗнчен хӑракансене ҫеҫ уҫса парать. (Псалом 24:14 вуласа пар.)

8, 9. Пама пулнӑ вӑрлӑх ҫинчен Иегова Авраампа Иакова мӗн уҫса панӑ?

8 Иегова хӑйӗн Авраам тусӗпе ангел урлӑ калаҫнӑ чухне пама пулнӑ вӑрлӑх пирки питӗ кирлӗ чӑнлӑха уҫса панӑ: вӑл ҫын пулӗ (Пулт. 22:15—17; Иак. 2:23). Анчах та ҫав ҫын ҫӗлене мӗнле тӗп тӑвӗ? Кунта мӗнле ҫӗлен пирки сӑмах пырать? Каярахпа Иегова ҫак ыйтусем ҫине хурав панӑ.

9 Иегова пама пулнӑ вӑрлӑх Авраам мӑнукӗн, Турра хытӑ ӗненнӗ Иаков, йӑхӗнчен тухӗ тесе палӑртса хунӑ (Пулт. 28:13—22). Иаков урлӑ Иегова пама пулнӑ Вӑрлӑх Иаков ывӑлӗн, Иудӑн, йӑхӗнчен тухассине уҫса панӑ. Иаков пророкла каланӑ тӑрӑх, Иудӑн ҫав тӑхӑмӗ «пуҫлӑх туйи», патша влаҫне сӑнарлакан туя, илӗ, вара «халӑхсем Ӑна» парӑнӗҫ (Пулт. 49:1, 10). Ҫапла Иегова пама пулнӑ Вӑрлӑх пуҫлӑх, е патша, пулать тесе палӑртнӑ.

10, 11. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн тӗллевне Давидпа Даниила уҫса панӑ?

10 Иуда пурӑннӑранпа 650 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен Иегова хӑйӗн тӗллевӗ ҫинчен Иуда йӑхӗнчен тухнӑ Давид патшана тата нумайрах уҫса панӑ. Иегова Давид пирки «Хамӑн кӑмӑлӑма килекен» ҫын тенӗ (1 Патш. 13:14; 17:12; Ап. ӗҫ. 13:22). Давид Турра хисепленӗ тата унран хӑранӑ, ҫавӑнпа Иегова унӑн тӑхӑмӗнчен пӗри ӗмӗр-ӗмӗрӗпе патшара ларӗ тесе сӑмах панипе Давидпа килӗшӳ тунӑ (2 Патш. 7:8, 12—16).

11 Тата 500 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен Иегова Даниил пророк урлӑ Христос, урӑхла каласан Мессия, хӑш ҫулта килессине пӗлтернӗ (Дан. 9:25). Мӗншӗн Иегова хӑйӗн тӗллевне Даниила уҫса панӑ? Мӗншӗн тесен вӑл ун пирки «суйласа илнӗ [«хаклӑ», ҪТ] ҫын» тесе шутланӑ, вӗт Даниил ӑна хисепленӗ тата уншӑн яланах ӗҫлесе тӑнӑ (Дан. 6:16; 9:22, 23).

12. Даниила мӗн тума хушнӑ пулнӑ тата мӗншӗн?

12 Даниил пек шанчӑклӑ пророксене Иегова пама пулнӑ Вӑрлӑх, Мессия, ҫинчен нумай вак-тӗвек ҫырса хума хавхалантарнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн ҫырса хума хушнӑ, ҫавсене пурне те ҫавӑн чухне пӗтӗмпех ӑнлантарса пама вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутламан. Сӑмахран, Турӑ Патшалӑхӗ йӗркеленсе кайни ҫинчен курӑну илнӗ хыҫҫӑн Даниила пророкла калани ҫине Иегова палӑртса хунӑ вӑхӑтчен пичет пусса хума хушнӑ пулнӑ. Вара ҫав вӑхӑт ҫитсен чӑн «пӗлӳ ӳсӗ» (Дан. 12:4).

Даниил пек шанчӑклӑ ҫынсем урлӑ Иегова Мессианла Патшалӑх ҫинчен нумай вак-тӗвек пӗлтернӗ

Туррӑн тӗллевне Иисус уҫса парать

13. а) Пама пулнӑ Вӑрлӑх кам пулнӑ? ӑ) Пултарни 3:15-мӗшӗнче пророкла каланине Иисус мӗнле уҫса панӑ?

13 Иегова ҫакна питӗ лайӑх уҫса панӑ: Давид йӑхӗнчен тухнӑ пама пулнӑ Вӑрлӑх, пулас Патша вӑл — Иисус (Лука 1:30—33; 3:21, 22). Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫласан ҫынсене Туррӑн тӗллевне лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ. Ҫак пӗлӳсем вара этемлӗхшӗн хӑпарса пыракан хӗвелӗн пайӑркисем ҫӗре ҫутатса тӑракан ҫутӑ пекех пулнӑ (Матф. 4:13—17). Сӑмахран, Шуйттана «ҫынвӗлерен» тата «ултав ашшӗ» тенипе Иисус Пултарни 3:14, 15-мӗшӗнче асӑннӑ «ҫӗлен» кам пулни пирки пӗр иккӗленӳ те хӑварман (Иоанн 8:44). Иоана ӳлӗмхине, е кӗҫех пулассине, уҫса панӑ чухне Иисус «авалхи ҫӗлен» пирки «шуйттан... сатана» тенӗ c. (Ӳлӗмхине 1:1; 12:9 вуласа пар.) Ҫавӑнтах Иисус — пама пулнӑ Вӑрлӑх — Эдемра пророкла каланине хӑй мӗнле пӗтӗмпех пурнӑҫлассине тата Сатанана хӑй мӗнле тӗп тӑвассине кӑтартнӑ (Ӳлӗм. 20:7—10).

14—16. Иисусӑн пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ вӗренекенӗсем Христос уҫса панӑ чӑнлӑхсене яланах пӗтӗмпех ӑнланнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

14 Эпир ҫак кӗнекен пӗрремӗш сыпӑкӗнче Иисус Патшалӑх ҫинчен нумай каланине куртӑмӑр. Анчах та вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене, вӗсем мӗн пӗлесшӗн пулнине пурне те яланах пӗлтермен. Христос вӗсем ҫинчен пӗлтерсен те, унӑн вӗренекенӗсем хӑйсен Хуҫи уҫса панӑ чӑнлӑхсене каярахпа, хӑш-пӗр чухне темиҫе ӗмӗр иртсен ҫеҫ, пӗтӗмпех ӑнланса илме пултарнӑ. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

15 Пирӗн эрӑри 33 ҫулта Иисус пуласлӑхра хӑйӗнпе пӗрле патшара ларакансене, Турӑ Патшалӑхӗн Патшине пулӑшакансене, ҫӗр ҫинчен илӗҫ те пӗлӗтре пурӑнма ангелсем пек кӗлеткесем парса чӗртсе тӑратасси пирки уҫса панӑ. Анчах та унӑн вӗренекенӗсем ҫакна тӳрех ӑнланман (Дан. 7:18; Иоанн 14:2—5). Ҫав ҫулах Иисус хӑй пӗлӗте кайнӑ хыҫҫӑн нумай вӑхӑт иртсен кӑна Патшалӑх ертсе пыма пуҫласси пирки тӗслӗхсемпе усӑ курса кӑтартнӑ (Матф. 25:14, 19; Лука 19:11, 12). Вӗренекенӗсем ҫак кирлӗ чӑнлӑха ӑнланман, ҫавӑнпа вӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисусран ыйтнӑ: «Израиль патшалӑхне Эсӗ ҫак вӑхӑтра никӗслесшӗн-и?» Анчах Иисус ун чухне ҫӗнӗ вак-тӗвексем ҫинчен пӗлтерес темен (Ап. ӗҫ. 1:6, 7). Иисус «пӗчӗк кӗтӳ» — хӑйӗнпе пӗрле патшара ларакансем — шутне кӗмен «урӑх сурӑхсем» те пулӗҫ тесе вӗрентнӗ (Иоанн 10:16; Лука 12:32). Христосӑн вӗренекенӗсем ҫак икӗ ушкӑн шутне камсем кӗрессине 1914 ҫулта Патшалӑх ертсе пыма пуҫланӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен ҫеҫ тӗрӗс ӑнланнӑ.

16 Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсене нумай япала ҫинчен каласа пама пултарнӑ, анчах та вӑл вӗсем пурне те ӑнланма пултарайманнине пӗлнӗ (Иоанн 16:12). Чӑнах та, пӗрремӗш ӗмӗрте Патшалӑх ҫинчен нумайӑшне уҫса панӑ пулнӑ. Анчах та ун чухне ҫав пӗлӳ ӳсес вӑхӑт ҫитмен пулнӑ-ха.

«Юлашки вӑхӑтра» чӑн пӗлӳ ӳссе пырать

17. Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхсене ӑнланас тесен пирӗн мӗн тумалла тата пире камӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ?

17 Иегова Даниила «юлашки вӑхӑтра... нумайӑшӗ вулӗ [«унталла та кунталла ҫӳрӗ», ҪТ]», вара Туррӑн тӗллевӗ ҫинчен калакан чӑн «пӗлӳ ӳсӗ» тесе сӑмах панӑ (Дан. 12:4). Ҫавӑн пек пӗлӳ илес текенсен пурин те вӑй хумалла. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче «унталла та кунталла ҫӳре» тесе куҫарнӑ еврей глаголӗн форми пӗр-пӗр кӗнекене пикенсе тата тӗплӗн вӗренмелле текен шухӑшпа ҫыхӑннӑ тесе каланӑ. Анчах та эпир Библие тем пек тӑрӑшса вӗренсен те, Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхсене Иегова ӑнланма пулӑшсан ҫеҫ тӗрӗс ӑнланма пултаратпӑр. (Матфей 13:11 вуласа пар.)

18. Иеговӑран хӑракансем хӑйсен ӗненӗвне тата хӑйсене кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

18 Юлашки вӑхӑтра Иегова, 1914 ҫулчченхи пекех, Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхсене майӗпен уҫса пырать. Ҫак кӗнекен 4-мӗшпе 5-мӗш сыпӑкӗсенче эпир юлашки 100 ҫул хушшинче Туррӑн ӗҫлекенӗсен хӑш-пӗр чӑнлӑхсене хӑйсем унччен мӗнле ӑнланнине пӗрре анчах мар улӑштарма тивнине курӑпӑр. Ҫакӑ Иегова вӗсене пулӑшса тӑманнине пӗлтерет-и? Ҫук паллах! Вӑл вӗсене пулӑшса тӑнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турӑран хӑракан ҫав ҫынсем Иегова ырлакан икӗ лайӑх ен кӑтартнӑ — вӗсем ӗненнӗ тата хӑйсене кӗҫӗне хунӑ (Евр. 11:6; Иак. 4:6). Библире мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурте пурнӑҫланассине Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ӗненеҫҫӗ. Ҫав сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланмалли пирки тӗрӗс мар ӑнланнине йышӑннипе вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хунине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсене кӗҫӗне хурас кӑмӑл пурри 1925 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» каланӑ сӑмахсенче палӑрса тӑрать: «Эпир ҫакна пӗлетпӗр: Ҫӳлхуҫа пире ӑнланма пулӑшать, вӑл хӑйӗн Сӑмахне хӑйне кирлӗ пек тата хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӑнлантарса парӗ».

19. Иегова пире мӗне ӑнланма май парать тата мӗншӗн?

19 Патшалӑх 1914 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ чухне Турӑ халӑхӗ Патшалӑх ҫинчен пророкла калани мӗнле пурнӑҫланасси пирки кӑшт анчах пӗлнӗ (1 Кор. 13:9, 10, 12). Турӑ мӗн-мӗн тума сӑмах панине курасшӑн ҫуннӑран эпир хӑш-пӗр чухне тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн маларах асӑннӑ «Хурал башнинче» каланӑ тепӗр шухӑш тӗрӗс пулни уҫҫӑн палӑрнӑ. Унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫакӑн пек йӗркене тытса пыни вырӑнлӑ пек туйӑнать: пророкла каланине эпир вӑл пурнӑҫланиччен е пурнӑҫланма пуҫличчен ӑнланма пултараймастпӑр». Халӗ, юлашки кунсен вӗҫӗнче, Патшалӑх ҫинчен пророкла каланисем нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ е пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Турӑ халӑхӗ пулнӑ май эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр тата тӳрленме хатӗр, ҫавӑнпа Иегова пире хӑйӗн тӗллевне тарӑнрах ӑнланма май парать. Чӑн пӗлӳ ӳссех пырать!

«Ҫӳлхуҫа... хӑйӗн Сӑмахне хӑйне кирлӗ пек тата хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӑнлантарса парӗ»

Ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани Турӑ халӑхне «алласа тасатать»

20, 21. Ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

20 Иегова эпир чӑнлӑха мӗнле ӑнланнине тӳрлетнӗ чухне пирӗн чӗрере мӗн пурри тӗрӗсленет. Ӗненни тата хамӑра кӗҫӗне хуни пире ҫав улшӑнусене йышӑнма хавхалантарӗҫ-ши? Пӗрремӗш ӗмӗрӗн ҫурринче пурӑннӑ христиансем ҫавӑн пек тӗрӗслевпе тӗл пулнӑ. Сӑмахран, эсир ҫав вӑхӑтра пурӑнакан тата христианин пулса тӑнӑ иудей тейӗпӗр. Эсир Моисей саккунне питӗ хисеплетӗр тата Израиль халӑх ҫынни пулнипе мухтанатӑр. Акӑ эсир Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Павелӑн ҫырӑвне илетӗр, унта вара Саккуна урӑх тытса тӑма кирлӗ мар тата Иегова иудейсемпе ытти халӑх ҫыннисенчен тӑракан «Турӑ Израильне» пухас тесе Израиль халӑхне сирсе янӑ тесе ҫырнӑ (Рим 10:12; 11:17—24; Гал. 6:15, 16; Кол. 2:13, 14). Эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

21 Турӑ пулӑшнипе Павел мӗнле ӑнлантарса панӑ, ҫавна хӑйсене кӗҫӗне хуракан христиансем йышӑннӑ та Иеговӑран пиллӗхсем илнӗ (Ап. ӗҫ. 13:48). Теприсем хӑйсем унччен мӗнле ӑнланнине тытса тӑма пӑрахасшӑн пулманран ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине йышӑнман (Гал. 5:7—12). Вӗсем хӑйсен шухӑшне улӑштарман пулсан, Христоспа пӗрле патшара ларас мая ҫухатнӑ пулӗччӗҫ (2 Петр 2:1).

22. Туррӑн тӗллевне ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?

22 Юлашки вун-вун ҫул хушшинче Иегова пире Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхсене тата лайӑхрах уҫса пачӗ. Сӑмахран, вӑл Патшалӑх ҫыннисене ырӑ хыпар йышӑнман ҫынсенчен — сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек — хӑҫан уйӑрассине тӗрӗсрех ӑнланма пулӑшрӗ. Вӑл пире 144 000-ӗшне пурне те хӑҫан пуҫтарассине, Иисус Патшалӑх ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхсене тата святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен юлашкине хӑҫан пӗлӗт ҫине илессине уҫса пачӗ d. Ҫавӑн пек ҫӗнӗлле ӑнлантарса панисем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр? Вӗсем сирӗн ӗненӗве ҫирӗплетеҫҫӗ-и? Вӗсенче эсир Иегова хӑйӗн халӑхне, хӑйне кӗҫӗне хуракан халӑха, вӗрентсе тӑнине куратӑр-и? Ҫак кӗнекен малалли сыпӑкӗсем сире Иегова хӑйӗнчен хӑракансене хӑйӗн тӗллевне майӗпен уҫса пынине тата хытӑрах ӗненме пулӑшӗҫ.

a Туррӑн ячӗ вӑл — «пулма парать» текен еврей глаголӗн форми. Ҫак ят Иегова хӑйӗн сӑмахне Пурнӑҫлакан пулнине пӗлтерет. «Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ» рамкӑна пӑхӑр, 43-мӗш страница.

b Халӗ ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртни чылая тӑсӑлнӑ пек туйӑнать пулин те, ун чухне ҫынсем чылай нумайрах пурӑннине пирӗн асра тытмалла. Адампа Авраам хушшинче вӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтаракан икӗ сыпӑк кӑна пулнӑ. Адам Ламехпа, Нойӑн ашшӗпе, пӗр тапхӑрта пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ. Ламех Симпа, Нойӑн ывӑлӗпе, пӗр тапхӑрта пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ. Сим Авраампа пӗр тапхӑрта пӗр вӑхӑт хушши пурӑннӑ (Пулт. 5:5, 31; 9:29; 11:10, 11; 25:7).

c Еврей Ҫырӑвӗсенче «Сатана» текен ят 18 хутчен тӗл пулать. Анчах та Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ҫак сӑмахпа 30 хут ытла усӑ курнӑ. Ҫакна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен Еврей Ҫырӑвӗсенче Мессияна мӗнле палласа илмелли ҫинчен ытларах каланӑ, Сатана ҫине сахалрах тимлеттернӗ. Мессия килсен, вӑл Сатанана тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, ҫавӑн ҫинчен вара Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче ҫырса хунӑ.

d Ҫӗнӗлле ӑнлантарса панисенчен хӑш-пӗрисене «Хурал башнин» ҫак кӑларӑмӗсенче сӳтсе явнӑ: 1995 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗ, 23—28 страницӑсем; 2008 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗ, 20—24 страницӑсем; 2008 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗ, 17—21 страницӑсем; 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗ, 9—14 страницӑсем.