Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ СЫПӐК

Иегова хӑйӗн ятне чапа кӑларать

Иегова хӑйӗн ятне чапа кӑларать

СЫПӐК ТЕМИ

Турӑ халӑхӗ Иеговӑн ятне чапа кӑлармаллине ӑнланса илнӗ

1, 2. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» Туррӑн ятне мӗнле чапа кӑларать?

 ИРХИНЕ, 1947 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗнчи хӗвеллӗ ытларикун, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пӗчӗк ушкӑнӗ Бруклинри (Нью-Йорк) Вефильте питӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума пуҫланӑ. Ҫак хӗрӳ те кӑткӑс ӗҫ 12 ҫул хушши пынӑ. Юлашкинчен вара вырсарникун, 1960 ҫулхи мартӑн 13-мӗшӗнче, вӗсем ҫав ӗҫе вӗҫленӗ — Библин ҫӗнӗ куҫарӑвӗн юлашки текстне хатӗрлесе пӗтернӗ. Тепӗр виҫӗ уйӑхран, 1960 ҫулхи июнӗн 18-мӗшӗнче, Манчестерта (Англи) иртекен конгресра Нейтан Норр тӑван итлесе ларакансене «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» юлашки томӗ тухни ҫинчен пӗлтернӗ. Докладчик конгреса килнисен туйӑмӗсене палӑртса ҫапла хавассӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Паян Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе савӑнаҫҫӗ-хӗпӗртеҫҫӗ!» Ҫав ҫӗнӗ куҫарура Туррӑн ячӗ нумай хутчен тӗл пулни уйрӑмах савӑнтарнӑ.

1950 ҫулта «Теократи ӳсӗмӗ» ятлӑ конгресра «Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тухни ҫинчен пӗлтернӗ (сулахай енче: «Янки» стадион (Нью-Йорк); сылтӑм енче: Гана)

2 Туррӑн ятне Библин нумай куҫарӑвӗнчен кӑларса пӑрахнӑ. Анчах та Иеговӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ӗҫлекенӗсем Сатанан каварлӑ тӗллевне — ҫынсене Туррӑн ятне мантарма хӑтланнине — пӑчлантарса лартнӑ. Ҫавӑн чухне тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» умсӑмахӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ҫак куҫарӑвӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ вӑл — Туррӑн ятне хӑйӗн вырӑнне, унӑн тивӗҫлипе ӑҫта тӑмалла, ҫав вырӑнах тавӑрса лартни». Туррӑн ячӗ, Иегова, «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» 7 000 хут ытла тӗл пулать. Паллах ӗнтӗ, ҫак куҫару пирӗн ҫӳлти Аттемӗрӗн, Иеговӑн, ятне чапа кӑларать!

3. а) Пирӗн тӑвансем Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ пирки мӗн ӑнланса илнӗ? ӑ) Тухни 3:13, 14-мӗш сӑвӑ йӗркисене пирӗн мӗнле ӑнланмалла? ( «Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

3 Чи малтан Библи Тӗпчекенсем Туррӑн ячӗ «Кам эпӗ, ҫавӑ эпӗ» тенине пӗлтерет тесе шутланӑ (Тух. 3:14, «Яков патша Библийӗ»). Ҫавӑнпа та 1926 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ: «Иегова ят... камӑн пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫук, Ҫавна кӑтартса парать». Анчах та «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» куҫарма пуҫланӑ вӑхӑт тӗлнелле Иегова хӑйӗн халӑхне хӑйӗн ячӗ пирки ҫакна ӑнланса илме пулӑшнӑ: ҫав ят вӑл хӑй ӗмӗр-ӗмӗрех пулнине кӑтартать ҫеҫ мар, унтан та ытларах — вӑл аслӑ тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртекен Турӑ пулнине пӗлтерет. Вӗсем Иегова ят «Вӑл пулма парать» тенине ӑнланса илнӗ. Вӑл, Пурне те Пулма Паракан пулнӑ май, Ҫут тӗнчене тата ангелсемпе ҫынсене тунӑ, ҫавӑн пекех хӑйӗн ирӗкӗпе тӗллевне пурнӑҫласа тӑрать. Анчах та мӗншӗн Туррӑн ятне чапа кӑларни питӗ кирлӗ тата эпир ҫавна мӗнле тума пултаратпӑр?

Туррӑн ятне сӑваплӑ туни

4, 5. а) Эпир «Санӑн яту сӑваплӑ пултӑр» тесе кӗлтунӑ чухне мӗн ҫинчен ыйтатпӑр? ӑ) Турӑ хӑйӗн ятне мӗнле тата хӑҫан сӑваплӑ тӑвӗ?

4 Иегова хӑйӗн ятне чапа кӑларасшӑн. Чӑнах та, Туррӑн тӗп тӗллевӗ хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвасси. Ҫакӑ Иисусӑн тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗллинче чи малтан «Санӑн яту хисеплентӗр [«сӑваплӑ пултӑр», ҪТ]» тесе ыйтнинчен курӑнать (Матф. 6:9). Ҫавӑн пек ыйтнӑ чухне эпир мӗн ҫинчен кӗлтӑватпӑр?

5 Ҫак кӗнекен 1-мӗш сыпӑкӗнче Иисусӑн тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗллинче Иеговӑн тӗллевӗпе ҫыхӑннӑ виҫӗ япала ҫинчен ыйтнисенчен пӗри «Санӑн яту сӑваплӑ пултӑр» тесе ыйтни тенӗччӗ. Тепӗр иккӗшӗ вара ҫаксем: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ... пултӑр» (Матф. 6:10). Эппин, эпир Иеговӑран, унӑн Патшалӑхӗ килтӗр тата унӑн ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе ыйтнӑ пекех, вӑл хӑйӗн ятне сӑваплӑ тутӑр тесе кирлӗ утӑмсем тума ыйтатпӑр. Урӑхла каласан, эпир Иеговӑран, вӑл кирлӗ утӑмсем тутӑр та хӑйӗн ырӑ ятне — Эдемра пӑлхав ҫӗкленӗренпе унӑн ячӗ пирки саракан элекрен — тасаттӑр тесе ыйтатпӑр. Иегова ҫакӑн пек кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлӗ? Вӑл калать: «Хамӑн аслӑ ятӑма... халӑхсем хушшинче чыссӑрлатнӑ... ятӑма, тасатӑп» (Иез. 36:23; 38:23). Иегова Армагеддонра, пур усаллӑха та пӗтернӗ чухне, пурин умӗнче хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвӗ.

6. Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвас ӗҫе эпир мӗнле хутшӑнма пултаратпӑр?

6 Ӗмӗрсем хушши Иегова хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвас ӗҫе хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хутшӑнма май панӑ. Паллах ӗнтӗ, эпир Туррӑн ятне тата сӑваплӑрах тума пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пур енчен те сӑваплӑ. Апла пулсан, эпир ӑна мӗнле сӑваплӑ тума пултаратпӑр? Исаия чӗнсе каланӑ: «Ҫарсен Пуҫлӑхне Иеговӑна сирӗн сӑваплӑ тесе шутламалла». Иегова хӑйӗн халӑхӗ пирки каланӑ: «Вӗсем манӑн ята сӑваплӑ тӑвӗҫ... Израиль Туррине чун-чӗререн хисеплӗҫ» (Ис. 8:13, ҪТ; 29:23, ҪТ). Ҫапла вара эпир Туррӑн ятне, ӑна ытти ятсенчен уйӑрнипе тата асла хунипе, ҫав ятпа мӗн ҫыхӑннине пурне те хисепленипе тата ыттисене ҫав ят ҫине сӑваплӑ ят ҫине пӑхнӑ пек пӑхма хавхалантарнипе сӑваплӑ тӑватпӑр. Уйрӑмах эпир Туррӑн ятне чун-чӗререн хисепленине Иеговӑна хамӑр Пуҫлӑх вырӑнне хунипе тата ӑна пӗтӗм чунтан итленипе кӑтартатпӑр (Ытар. 3:1; Ӳлӗм. 4:11).

Туррӑн ячӗпе ҫӳреме тата ӑна чапа кӑларма хатӗрленӗ

7, 8. а) Мӗншӗн Турӑ халӑхӗн Турӑ ячӗпе хисепленекен халӑх пуличчен пӗр вӑхӑт иртмелле пулнӑ? ӑ) Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

7 Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен публикацийӗсенче 1870 ҫулсенчех Турӑ ячӗпе усӑ курнӑ. Сӑмахран, 1879 ҫулхи август уйӑхӗнчи «Сион хурал башнинче» тата ҫав ҫулах тухнӑ «Ҫураҫнӑ хӗрӗн юррисем» ятлӑ юрӑ кӗнекинче Иегова ячӗ ҫинчен асӑннӑ пулнӑ. Ҫав-ҫавах Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйӗн сӑваплӑ ячӗпе хисепленекен халӑх пулма ирӗк париччен вӗсем ҫав чыса тивӗҫлӗ пулнипе пулманнине тӗрӗсленӗ пек туйӑнать. Иегова Библи Тӗпчекенсене хӑйӗн ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулма мӗнле хатӗрленӗ?

8 XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ событисене аса илер, вара эпир Иегова хӑйӗн ячӗпе ҫыхӑннӑ питӗ кирлӗ чӑнлӑхсене хӑйӗн халӑхне лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшнине курӑпӑр. Айтӑр ҫав чӑнлӑхсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухар.

9, 10. а) Мӗншӗн унччен «Хурал башнинче» Иисус ҫинчен час-часах каланӑ пулнӑ? ӑ) 1919 ҫултанпа мӗн улшӑннӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ? ( «„Хурал башни“ Туррӑн ятне мӗнле чапа кӑларать» рамкӑна та пӑхӑр.)

9 Пӗрремӗшӗнчен, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Туррӑн ятне чапа кӑларма питӗ кирлӗ пулнине ӑнланса илнӗ. Малтанхи Библи Тӗпчекенсем тӳлесе илме панӑ парне вӑл Библири тӗп вӗрентӳ тесе шутланӑ. Акӑ мӗншӗн «Хурал башнинче» Иисус ҫинчен час-часах каланӑ пулнӑ. Сӑмахран, ҫав журнала кӑларма пуҫланӑ ҫулта унта Иисусӑн ячӗ Иеговӑн ятӗнчен вунӑ хут ытларах тӗл пулать. Малтанхи Библи Тӗпчекенсем пирки 1976 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» вӗсем Иисус ҫине «кирлинчен те ытларах тимлеттернӗ» тенӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иегова вӗсене Библире Туррӑн ячӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Ҫакӑ вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Ҫав «Хурал башнинчех» уйрӑмах 1919 ҫултан пуҫласа «вӗсем Иеговӑна, Мессийӑн ҫӳлти Ашшӗне, ытларах хисеплеме пуҫланӑ» тесе каланӑ. Ҫапла вара 1919 ҫул хыҫҫӑнхи вунӑ ҫул хушшинче «Хурал башнинче» Туррӑн ячӗ ҫинчен 6 500 хут ытла асӑннӑ пулнӑ!

10 Иегова ятне тивӗҫлипе хисеплеме пуҫланипе пирӗн тӑвансем Туррӑн ятне юратнине кӑтартнӑ. Вӗсем, авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ Моисей пекех, «Ҫӳлхуҫамӑр [«Иеговӑн», ҪТ] ятне аслӑлама» тытӑннӑ (Сак. аст. 32:3; Пс. 33:4). Библире каласа хунӑ пекех, Иегова хӑйӗн ятне вӗсем юратнине асӑрханӑ та вӗсене ырланине кӑтартнӑ (Пс. 118:132; Евр. 6:10).

11, 12. а) Пирӗн публикацисенче 1919 ҫул хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен мӗн улшӑннӑ? ӑ) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн ҫине тимлеттернӗ тата мӗншӗн?

11 Иккӗмӗшӗнчен, чӑн христиансем хӑйсене Турӑ мӗнле ӗҫ шанса панине тӗрӗс ӑнланнӑ. 1919 ҫул хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансем, ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илнӗскерсем, Иеговӑн сывлӑшӗ витӗм кӳнипе Исаия пророкла каланине тӗпченӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн публикацисенче ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине палӑртма пуҫланӑ. Мӗншӗн ҫавӑн пек улшӑнусем пирки вӑхӑтра панӑ «апат» теме пулать? (Матф. 24:45.)

12 1919 ҫулччен «Хурал башнинче» Исаия кӗнекинчи ҫак сӑмахсене нихӑҫан та сӳтсе явман пулнӑ: «Манӑн кӳнтеленсем вара — эсир тата Манӑн чурам [«Эсир манӑн свидетельсем,— калать Иегова... эпӗ суйласа илнӗ манӑн ӗҫлекенӗм», ҪТ]». (Исаия 43:10—12 вуласа пар.) Анчах та 1919 ҫул хыҫҫӑнах пирӗн публикацисенче ҫак сӑвӑ йӗркисем ҫине тимлеттерме пуҫланӑ та святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пурне те хӑйсене Иегова шанса панӑ ӗҫе тума — ун ҫинчен каласа паракан свидетель пулма — хавхалантарнӑ. 1925 ҫултан пуҫласа 1931 ҫулччен Исаия кӗнекинчи 43-мӗш сыпӑка «Хурал башнин» 57 кӑларӑмӗнче сӳтсе явнӑ пулнӑ, кашни кӑларӑмӗнче вара Исаиян сӑмахӗсене чӑн христиансемпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫав ҫулсенче Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйсене шанса панӑ ӗҫ ҫине тимлеттерни уҫӑмлӑн курӑнса тӑрать. Мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ? Сахалтан та, вӗсене «малтан тӗрӗслесе» пӑхмашкӑн (1 Тим. 3:10, ҪХ). Туррӑн ячӗпе ҫӳреме тивӗҫлӗ пулас тесен Библи Тӗпчекенсен Иеговӑна вӗсем чӑннипех унӑн свидетелӗсем пулнине ӗҫпе кӑтартмалла пулнӑ (Лука 24:47, 48).

13. Турӑ Сӑмахӗнче татса памалли чи кирлӗ ыйтӑва мӗнле палӑртнӑ?

13 Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иеговӑн халӑхӗ Туррӑн ятне сӑваплӑ тума питӗ кирлӗ пулнине курнӑ. 1920 ҫулсенче Туррӑн ӗҫлекенӗсем Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси вӑл татса памалли чи кирлӗ ыйту пулнине ӑнланса илнӗ. Ҫак тӗп чӑнлӑха Турӑ Сӑмахӗнче мӗнле палӑртнӑ? Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар. Турӑ Израиле Египетран хӑтарнӑ чухне унӑн мӗнле тӗп тӗллев пулнӑ? Иегова каланӑ: «Пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн» (Тух. 9:16). Мӗншӗн Иегова хӑйне хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ израильтянсене хӗрхеннӗ? Каллех Иегова калать: «Ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна ытти халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм» (Иез. 20:8—10). Библири ҫак тата ытти сӑвӑ йӗркисенчен Библи Тӗпчекенсем мӗне вӗреннӗ?

14. а) Турӑ халӑхӗ 1920 ҫулсен вӗҫнелле мӗн ӑнланса илнӗ? ӑ) Тарӑнрах ӑнланни Библи Тӗпчекенсен ырӑ хыпар сарас ӗҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? ( «Ырӑ хыпар сарма хавхалантаракан витӗмлӗ сӑлтав» рамкӑна та пӑхӑр.)

14 1920 ҫулсен вӗҫнелле Турӑ халӑхӗ Исаия 2 700 ҫула яхӑн каялла каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланса илнӗ. Вӑл Иегова пирки каланӑ: «Хӑвӑн ятна мухтавлӑ тумашкӑн Хӑвӑн халӑхна Эсӗ ҫапла ҫавӑтса ҫӳренӗ» (Ис. 63:14). Библи Тӗпчекенсем ҫакна ӑнкарса илнӗ: чи кирли вӑл — ҫынсене ҫӑласси мар, Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси (Ис. 37:20; Иез. 38:23). 1929 ҫулта «Пророкла калани» кӗнекере ҫак чӑнлӑх пирки ҫапла каланӑ пулнӑ: «Иеговӑн ячӗпе ҫыхӑннӑ ыйту вӑл — ангелсемпе ҫынсем умӗнче тӑракан чи кирлӗ ыйту». Ҫакӑн пек ҫӗнӗлле ӑнланни Туррӑн ӗҫлекенӗсене Иегова ҫинчен каласа пама тата унӑн ырӑ ятне чыссӑрлатакан элекрен тасатма тата ытларах хавхалантарнӑ.

15. а) Пирӗн тӑвансем 1930 ҫулсем тӗлнелле мӗн ӑнланса илнӗ? ӑ) Мӗн тума вӑхӑт ҫитнӗ?

15 Пирӗн тӑвансем 1930 ҫулсем тӗлнелле Туррӑн ятне чапа кӑларма кирлине, хӑйсене Турӑ мӗнле ӗҫ шанса панине тата мӗнле чи кирлӗ ыйтӑва татса памаллине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн чухне Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чыс тума: хӑйӗн ячӗпе ҫӳреме ирӗк пама вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутланӑ. Ҫакӑнпа мӗнле ӗлӗкхи событисем ҫыхӑннине пӑхса тухар.

Иегова «Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑха» пухать

16. а) Иегова хӑйӗн ятне мӗнле чапа кӑларса пырать? ӑ) Чи малтан мӗнле халӑх Туррӑн ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулнӑ?

16 Иегова хӑйӗн ятне тӗлӗнмелле майпа чапа кӑларса пырать. Сӑмахран, унӑн хӑйӗн ячӗпе хисепленекен халӑх пур. Пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫултан пуҫласа Иеговӑн ячӗпе ҫӳрекен халӑх Израиль халӑхӗ пулнӑ (Ис. 43:12). Анчах та израильтянсем Турӑпа килӗшӳ тунӑ чухне хӑйсем ҫине илнӗ тивӗҫлӗхсене туса тӑман, ҫавӑнпа пирӗн эрӑри 33 ҫулта вӗсем унпа хӑйсем хушшинчи ятарлӑ хутшӑнусене ҫухатнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Иегова «суя тӗнлӗ ҫынсенчен Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума» кӑмӑл тунӑ (Ап. ӗҫ. 15:14). Ҫак «Турӑ Израилӗ» теекен ҫӗнӗ халӑх Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсенчен, тӗрлӗ халӑхран тухнӑскерсенчен, тӑрать (Гал. 6:16).

17. Хӑш енчен Сатана ӑнӑҫлӑ пулнӑ?

17 Пирӗн эрӑри 44 ҫулта пулас, Христосӑн вӗренекенӗсем пирки Туррӑн ирӗкӗпе «христиансем тесе калама пуҫланӑ» (Ап. ӗҫ. 11:26, ҪХ). Чи малтан ҫакӑ чӑн христиансене ытти тӗнсенчен уйӑрса илме паракан ят пулнӑ (1 Петр 4:16). Анчах та Иисусӑн тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарлӑхӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, Сатана ӑнӑҫлӑн витӗм кӳнине пула суя христиансене те «христианин» ятпа чӗнме пуҫланӑ. Ҫапла вара темиҫе ӗмӗр хушши чӑн христиансем суя христиансем хушшинче палӑрсах кайман. Анчах та 1914 ҫулта пуҫланнӑ «вырма вӑхӑтӗнче» улшӑнусем пулса иртме тытӑннӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ангелсем суя христиансене чӑн христиансенчен уйӑрма пуҫланӑ (Матф. 13:30, 39—41).

18. Урӑх ят кирлӗ пулнине пирӗн тӑвансем мӗнле ӑнланса илнӗ?

18 1919 ҫулта шанчӑклӑ чурана суйласа лартнӑ хыҫҫӑн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле ӗҫ шанса панине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Вӗсем ырӑ хыпара килтен киле пӗлтерсе ҫӳренипе пур суя христианинран та уйрӑлса тӑнине тӳрех курнӑ. Ҫакна ӑнланнӑ хыҫҫӑнах вӗсем Библи Тӗпчекенсем текен ят хӑйсем мӗн тунине пӗтӗмпех уҫса паманнине ӑнкарса илнӗ. Вӗсен пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев вӑл — Библи тӗпчесси кӑна мар, Турӑ ҫинчен калакан свидетельсем пуласси, унӑн ятне чысласси тата чапа кӑларасси. Мӗнле ят вӗсен ӗҫӗ-хӗлне уҫса панӑ пулӗччӗ? Ҫак ыйту ҫине 1931 ҫулта хурав панӑ пулнӑ.

Конгресс программки. 1931 ҫул

19, 20. а) 1931 ҫулта конгресра мӗнле резолюци йышӑннӑ? ӑ) Ҫӗнӗ ята пирӗн тӑвансем мӗнле йышӑннӑ?

19 1931 ҫулхи июльте 15 000 яхӑн Библи Тӗпчекен Колумбус хулинче (Огайо штачӗ, АПШ) конгреса пуҫтарӑннӑ. Конгресс программкисенче вӗсем кӑсӑклантаракан икӗ саспалли «J» тата «W» курнӑ. Мӗне пӗлтернӗ ҫак саспаллисем? Ҫав тӗлӗшрен тӗрлӗ шухӑшсем пулнӑ. Акӑ вара вырсарникун, июлӗн 26-мӗшӗнче, Рутерфорд тӑван итлесе ларакансене резолюци йышӑнма сӗннӗ. Унта ҫакнашкал сӑмахсем те пулнӑ: «Эпир хамӑра Иегова свидетелӗсем пек пӗлччӗр тата ҫавӑн пек чӗнччӗр тетпӗр». Ҫавӑн чухне пурте ҫав кӑсӑклантаракан саспаллисен пӗлтерӗшне ӑнланса илнӗ — вӗсем Библирен илнӗ ята, Иегова Свидетелӗсем тенине, пӗлтернӗ (акӑлчанла — Jehovah’s Witnesses) (Ис. 43:10).

20 Конгреса килнисем ҫак резолюцине савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса тата тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Колумбусра пухӑннисем ҫавӑн пек хапӑл туса йышӑннине радиопа ҫӗрӗн тепӗр кӗтесӗнче пурӑнакансем те илтнӗ! Австралире пурӑннӑ Эрнестпа Наоми Барберсем аса илсе каланӑ: «Америкӑра алӑ ҫупма пуҫласан, Мельбурнри тӑвансем ура ҫине тӑчӗҫ те алӑ ҫупма тытӑнчӗҫ. Ҫакӑ ӗмӗрлӗхе пирӗн асра юлчӗ!» a

Туррӑн ячӗ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе чапа тухса пырать

21. Ҫӗнӗ ят ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

21 Библирен илнӗ Иегова Свидетелӗсем ят Туррӑн ӗҫлекенӗсене ырӑ хыпара тата хастарлӑрах сарма хавхалантарнӑ. Колумбусра 1931 ҫулта иртнӗ конгресра пулнӑ Эдвардпа Джесси Граймзсем, АПШра пионер пулса ӗҫлекен мӑшӑр, каласа панӑ: «Эпир килтен Библи Тӗпчекенсем пек тухса кайрӑмӑр, каялла Иегова Свидетелӗсем пулса таврӑнтӑмӑр. Пирӗн халӗ хамӑр Турра чапа кӑларма пулӑшакан ят пурришӗн эпир питӗ савӑнтӑмӑр!» Конгресс хыҫҫӑн хӑш-пӗр Свидетельсем Иеговӑн ятне ҫӗнӗ майпа мухтама пуҫланӑ. Кил хуҫине хӑйсем патне камсем килнине кӑтартас тесе вӗсем карточкӑпа усӑ курнӑ, унта вара ҫакӑн пек сӑмахсем пулнӑ: «ИЕГОВӐН, пирӗн Туррӑн, Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар саракан ИЕГОВА свидетелӗсенчен пӗри». Турӑ халӑхӗ Иегова ячӗпе хисепленекен халӑх пулнипе мухтаннӑ тата ҫав ятӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен пур ҫӗрте те каласа пама яланах хатӗр пулнӑ (Ис. 12:4).

«Эпир килтен Библи Тӗпчекенсем пек тухса кайрӑмӑр, каялла Иегова Свидетелӗсем пулса таврӑнтӑмӑр»

22. Иеговӑн халӑхӗ мӗнпе питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать?

22 Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансене ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ята йышӑнма хавхалантарнӑранпа нумай ҫул иртрӗ. Сатанан ҫав вӑхӑтра Турӑ халӑхне ытти тӗнсем хушшинче ҫухалмалла тата курӑнмалла мар тума май килчӗ-ши? Ҫук паллах! Пачах урӑхла, эпир Туррӑн свидетелӗсем пулни халӗ нихӑҫанхинчен те ытларах палӑрса тӑрать. (Михей 4:5; Малахия 3:18 вуласа пар.) Эпир Турӑ ячӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑран ҫав ятпа кам та пулин усӑ курма пуҫласан, ӑна тӳрех Иегова Свидетелӗ теҫҫӗ. Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапассине тусем евӗрлӗ суя тӗнсем хупласа илеймен, ун вырӑнне вӑл «ытти тусенчен асла» тухнӑ (Ис. 2:2). Халӗ Иеговӑна пуҫҫапасси те, унӑн сӑваплӑ ячӗ те чапа тухнӑ.

23. Псалом 120:5-мӗшӗнче Иегова ҫинчен каланӑ мӗнле чӑнлӑх пире вӑй парса тӑрать?

23 Иегова пире Сатанан хальхи тата пуласлӑхри тапӑнӑвӗсенчен хӳтӗлессине пӗлни чӑннипех вӑй парса тӑрать! (Пс. 120:5.) Псалом юрлакан каланӑ пек калама пирӗн витӗмлӗ сӑлтав пур: «Ҫӳлхуҫана хӑйӗн Турри тунӑ халӑх — Турӑ Хӑй валли суйласа илнӗ ӑру — телейлӗ» (Пс. 32:12).

a Радиопа мӗнле усӑ курни ҫинчен 7-мӗш сыпӑкра каланӑ, 72—74 страницӑсем.