Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ СЫПӐК

Патша Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса парать

Патша Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха уҫса парать

СЫПӐК ТЕМИ

Турӑ халӑхӗ Патшалӑх ҫинчен, унӑн пуҫлӑхӗсем тата ӑна пӑхӑнса тӑракансем ҫинчен калакан чӑнлӑха тата Патшалӑха чунтан парӑнса пурӑнасси мӗн иккенне ӑнланма пуҫлать

1, 2. Мӗншӗн Иисуса ӑслӑ экскурсоводпа танлаштарма пулать?

 СӐМАХРАН, эсир опытлӑ экскурсовод ертсе пыракан туристсемпе хитре хулари паллӑ вырӑнсене пӑхса ҫӳретӗр тейӗпӗр. Эсир ҫак хулара пӗрремӗш хут, ҫавӑнпа экскурсоводӑн кашни сӑмахне ҫӑвар карса итлетӗр. Хутран-ситрен хӑш-пӗр туристсем халӗ мар, каярахпа курмалли паллӑ вырӑнсем ҫинчен ыйтусем паркалаҫҫӗ. Анчах та экскурсовод ҫакӑн ҫине тӳрех хуравламасть. Хулари пӗр-пӗр паллӑ та хитре вырӑн куҫа курӑнсанах, экскурсовод ун ҫинчен каласа пама тытӑнать. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсир экскурсоводӑн ӑслӑлӑхӗнчен ытларах та ытларах тӗлӗнетӗр, мӗншӗн тесен вӑл сире мӗн калама кирлине шӑп кирлӗ вӑхӑтра каласа парать.

2 Чӑн христиансем хӑш-пӗр енчен ҫав туристсем евӗрлӗ. Эпир чи хитре хула, «ҫирӗп никӗс ҫинче ларакан чаплӑ хула» — Турӑ Патшалӑхӗ — ҫинчен пикенсе вӗренетпӗр (Евр. 11:10). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн «экскурсовод» пулнӑ — вӑл вӗсене Патшалӑх ҫинчен калакан тарӑн чӑнлӑхсене уҫса панӑ. Вӑл вӗсен пур ыйтӑвӗ ҫине те хуравланӑ-и тата вӗсене Патшалӑх ҫинчен тӳрех пурне те каласа панӑ-и? Ҫук. Вӑл каланӑ: «Манӑн сире каласси тата та нумай, анчах эсир халӗ шӑнӑҫтарас ҫук» (Иоанн 16:12). Чи ӑслӑ «экскурсовод» пулнӑ май Иисус нихӑҫан та хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем хальлӗхе ӑнланма пултарайман пӗлӳсем паман.

3, 4. а) Мӗнле майпа Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе тӑрать? ӑ) Ҫак сыпӑкра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Иоанн 16:12-мӗшӗнче ҫырса хунӑ сӑмахсене Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнехи юлашки каҫра каланӑ. Анчах та вӑл хӑй вилнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗнле вӗрентӗ? Вӑл хӑйӗн апостолӗсене ҫапла шантарнӑ: «Чӑнлӑх Сывлӑшӗ... сире пур тӗрлӗ чӑнлӑха та пӗлтерӗ» (Иоанн 16:13) a. Святой сывлӑша тӳсӗмлӗ экскурсоводпа танлаштарма пулать. Иисус ҫав сывлӑшпа усӑ курса хӑйӗн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗн пӗлме кирлине шӑп кирлӗ вӑхӑтра уҫса парать.

4 Иеговӑн святой сывлӑшӗ чӑн христиансене Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха тарӑнрах ӑнланма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Чи малтан Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан ертсе пыма пуҫланине эпир мӗнле ӑнланса илнине пӑхса тухӑпӑр. Унтан Патшалӑхӑн ертӳҫисем тата ӑна пӑхӑнса тӑракансем камсем иккенне тата вӗсен мӗнле шанчӑк пуррине сӳтсе явӑпӑр. Юлашкинчен Патшалӑха чунтан парӑнса пурӑнасси мӗн иккенне Христосӑн вӗренекенӗсем мӗнле майпа лайӑхрах ӑнланма пуҫланине курӑпӑр.

1914 ҫулӑн пӗлтерӗшне ӑнланатпӑр

5, 6. а) Патшалӑх йӗркеленсе каясси пирки тата вырма вӑхӑчӗ пирки Библи Тӗпчекенсен мӗнле тӗрӗс мар шухӑшсем пулнӑ? ӑ) Мӗншӗн ҫавӑн пек йӑнӑш шухӑшсем Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ертсе пыман тенине пӗлтермест?

5 Эпир ҫак кӗнекен 2-мӗш сыпӑкӗнче Библи Тӗпчекенсем Библире пророкла каланисем пурнӑҫланас тӗлӗшрен 1914 ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫул пулӗ тесе вун-вун ҫул маларах каланине асӑрхарӑмӑр. Анчах та вӗсем Христос пурри 1874 ҫулта пуҫланнӑ, вӑл 1878 ҫулта пӗлӗтре ертсе пыма тытӑннӑ тата Патшалӑх 1914 ҫулхи октябрьте пӗтӗм влаҫа тытса тӑма пуҫлӗ тесе ӗненнӗ. Вырма вӑхӑчӗ 1874 ҫултан пуҫласа 1914 ҫулта святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пӗлӗт ҫине пуҫтарнипе вӗҫленӗ тесе шутланӑ. Ҫак тӗрӗс мар шухӑшсем Иисус ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенсене святой сывлӑшпа усӑ курса ертсе пыманнине кӑтартса параҫҫӗ-и?

6 Ҫук паллах! Сыпӑк пуҫламӑшӗнче илсе панӑ тӗслӗхе аса илер. Туристсен тӗрӗс мар шухӑшӗсем тата вӗсен ыйтӑвӗсем экскурсовод шанӑҫа тивӗҫлӗ мар тесе калама сӑлтав параҫҫӗ-и? Ҫук, памаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иеговӑн тӗллевӗн хӑш-пӗр енӗсене святой сывлӑш ҫав чӑнлӑхсене уҫса паричченех ӑнланма тӑрӑшни Иисус вӗсене ертсе пымасть тенине пӗлтермест. Ҫакна ӑнланнӑран Турра шанчӑклӑ ҫынсем тӳрленме тата хӑйсене кӗҫӗне хурса хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарма хатӗр (Иак. 4:6).

7. Турӑ мӗнле майпа хӑйӗн халӑхӗ ҫине хӑйӗн ҫуттине ытларах та ытларах ярса тӑнӑ?

7 1919 ҫул хыҫҫӑн Турӑ хӑйӗн халӑхӗ ҫине хӑйӗн ҫуттине ытларах та ытларах ярса тӑрать. (Псалом 96:11 вуласа пар.) «Хурал башнинче» 1925 ҫулта «Халӑх ҫурални» ятлӑ пӗлтерӗшлӗ статья тухнӑ. Унта Мессианла Патшалӑх 1914 ҫулта ҫуралнине Библи тӑрӑх ҫирӗплетсе панӑ та ҫапла вара Ӳлӗмхине кӗнекери 12-мӗш сыпӑкра Туррӑн пӗлӗтри арӑмӗ ача ҫуратнине кӑтартакан пророкла курӑну пурнӑҫланнӑ тенӗ b. Ҫав статьяра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Иеговӑн халӑхне хӗсӗрлени, ун ҫине йӑтӑнса аннӑ инкексем Сатанана ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнине тата вӑл «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен... хаярлӑхпа тулса» ҫитнине уҫӑмлӑ кӑтартса параҫҫӗ тесе палӑртнӑ пулнӑ (Ӳлӗм. 12:12, ҪХ).

8, 9. а) Турӑ Патшалӑхӗ мӗн таран кирлӗ пулнине мӗнле уҫса панӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

8 Патшалӑх мӗн таран кирлӗ пулни пирки мӗн калама пулать? 1928 ҫултан пуҫласа «Хурал башнинче» Патшалӑх тӳлесе илме панӑ парне урлӑ ҫынна ҫӑлассинчен те кирлӗрех тесе палӑртнӑ пулнӑ. Шӑп Мессианла Патшалӑх урлӑ Иегова хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвӗ, хӑйӗн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларӗ тата этемлӗх пирки хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлӗ.

9 Анчах та Иисус Христоспа пӗрле кам патшара ларӗ? Патшалӑхӑн ҫӗр ҫинчи ҫыннисем камсем пулӗҫ? Ҫавӑн пекех Христосӑн вӗренекенӗсен пурнӑҫӗнче мӗнле ӗҫ тӗп вырӑн йышӑнмалла пулнӑ?

Вырма вӑхӑчӗ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пухнипе пуҫланать

10. Турӑ халӑхӗ 144 000 пирки нумай вӑхӑт хушши мӗн ӑнланать?

10 Чӑн христиансем 1914 ҫулччен вун-вун ҫул маларах Христоспа пӗрле пӗлӗтре унӑн 144 000 шанчӑклӑ вӗренекенӗ патшара ларассине ӑнланса илнӗ c. Ҫав Библи Тӗпчекенсем ҫак хисеп сӑнарлӑ хисеп пулманнине тата ҫавсен шутне кӗрекен ҫынсене пӗрремӗш ӗмӗрте пухма пуҫланине ӑнланнӑ.

11. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫӗр ҫинче хӑйсен мӗнле ӗҫ туса пурӑнмаллине епле ӑнланнӑ?

11 Христосӑн пулас «ҫураҫнӑ хӗрӗ» шутне кӗрекенсен ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне мӗнле ӗҫ туса пурӑнмалла? Библи Тӗпчекенсем Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине палӑртнине тата ҫав ӗҫе тырӑ вырассипе танлаштарнине курнӑ (Матф. 9:37; Иоанн 4:35). Ҫак кӗнекен 2-мӗш сыпӑкӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем вырма вӑхӑчӗ 40 ҫула пырӗ те святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пӗлӗт ҫине пуҫтарнипе вӗҫленӗ тесе шутланӑ. Анчах та 40 ҫул иртсен те ӗҫ малалла пынӑ. Эппин, вӗсем мӗнле ӑнланнине кӑштах тӳрлетмелле пулнӑ. Халӗ эпир вырма вӑхӑчӗ — тулла пукраран, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансене суя христиансенчен уйӑрас вӑхӑт — 1914 ҫулта пуҫланнине пӗлетпӗр. Ҫавӑн чухне пӗлӗте каякансенчен кам тӑрса юлнӑ, ҫавсене пуҫтарас ӗҫе пикенсе тумалли вӑхӑт ҫитнӗ.

1914 ҫулта вырма вӑхӑчӗ пуҫланнӑ (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

12, 13. Иисус вунӑ хӗрпе талантсем ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхсем юлашки кунсенче мӗнле пурнӑҫланнӑ?

12 1919 ҫултан пуҫласа Христос шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине палӑртма хавхалантарнӑ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑл пӗрремӗш ӗмӗрте шанса панӑ (Матф. 28:19, 20). Ҫавӑн чухнех вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнисене ҫав ӗҫе тумашкӑн мӗнле лайӑх енсем кирлӗ пулнине кӑтартнӑ. Ҫавна вӑл мӗнле тунӑ? Вунӑ хӗр ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панипе вӑл ҫакна палӑртнӑ: святой сывлӑшпа суйласа лартнисен, хӑйсен тӗп тӗллевӗ пурнӑҫлантӑр тесен — Христос хӑйӗн 144 000-рен тӑракан «ҫураҫнӑ хӗрӗпе» пӗрлешнӗ чухнехи пӗлӗтри аслӑ туя хутшӑнас тесен — сыхӑ тӑмалла тата тимлӗ пулмалла пулнӑ (Ӳлӗм. 21:2). Талантсем ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса Иисус хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ӗҫлекенӗсен хӑйсене шанса панӑ ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑрӑшса тумаллине кӑтартнӑ (Матф. 25:1—30).

13 Иртнӗ ӗмӗрте святой сывлӑшпа суйласа лартнисем сыхӑ тӑнине тата тӑрӑшуллӑ пулнине ӗҫсемпе ҫирӗплетсе панӑ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем сыхӑ тӑнӑшӑн пиллӗхсем илеҫҫех! Анчах та вырма вӑхӑтӗнче Христоспа пӗрле патшара лармалла пулнӑ 144 000 шутне кӗрекенсене ҫеҫ пухмалла пулнӑ-и?

Патшалӑх хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ҫыннисене пуҫтарать

14, 15. «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнекере ҫынсен мӗнле тӑватӑ ушкӑнӗ ҫинчен каланӑ пулнӑ?

14 Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем нумай вӑхӑт хушши Ӳлӗмхине 7:9—14-мӗшӗнче каланӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» кам иккенне пӗлме тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫав ушкӑн шутне камсем кӗнине ӑнлантарса парас вӑхӑт ҫитиччен ҫавӑн пирки унччен мӗн каланӑ, ҫавсенчен нумайӑшӗ эпир халӗ пӗлекен тата хаклакан уҫӑмлӑ чӑнлӑхсенчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ.

15 1917 ҫулта «Уҫӑлнӑ вӑрттӑнлӑх» кӗнекере «пӗлӗте кайса ҫӑлӑнмалли икӗ май тата ҫӗр ҫинче ҫӑлӑнмалли икӗ май» пур тесе палӑртнӑ пулнӑ. Ҫав тӗрлӗ йышши ҫӑлӑнӑҫ илекен ҫынсен тӑватӑ ушкӑнне камсем кӗнӗ? Пӗрремӗш ушкӑна Христоспа патшара ларас 144 000 ҫын кӗрет тесе шутланӑ. Иккӗмӗшне — имсӗр-сумсӑр ҫын. Ҫав вӑхӑтра ҫак ушкӑна христиан тӗнчинчи чиркӳсене ҫӳрекен ҫынсем кӗреҫҫӗ тесе шутланӑ. Вӗсем ӗненеҫҫӗ, анчах та вӗсен ӗненӗвӗ айӑпсӑрлӑхне упраса хӑварма ҫителӗклӗ мар. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗлӗтре хисеплех мар вырӑн йышӑнӗҫ тесе шутланӑ. Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш ушкӑнсем шутне ҫӗр ҫинче пурӑнас ҫынсене кӗртнӗ. Виҫҫӗмӗшне «авалхи тивӗҫлӗ ҫынсем» — Туррӑн ӗлӗкхи вӑхӑтра пурӑннӑ ӗҫлекенӗсем, сӑмахран, Авраампа Моисей пеккисем — кӗнӗ. Вӗсем тӑваттӑмӗш ушкӑнрисене, ытти ҫынсене, пуҫ пулса тытса тӑрӗҫ тесе шутланӑ.

16. Турӑран килекен ҫутӑ 1923 тата 1932 ҫулсенче мӗнле майпа вӑйлӑрах та вӑйлӑрах ҫутатма пуҫланӑ?

16 Христосӑн вӗренекенӗсене эпир халӗ пӗлекен чӑнлӑхсене ӑнланса илме святой сывлӑш мӗнле пулӑшнӑ? Вӑл ҫавна майӗпен туса пынӑ, ҫапла вара Турӑран килекен ҫутӑ вӑйлӑрах та вӑйлӑрах ҫутатма пуҫланӑ. 1923 ҫулта тухнӑ «Хурал башнинче» ҫынсен пӗр ушкӑнӗ ҫине тимлеттернӗ те вӗсен пӗлӗтре пурӑнас кӑмӑл ҫук тесе тата вӗсем Христос ертсе пынӑ чухнехи ҫӗр ҫинче пурӑнӗҫ тесе палӑртнӑ пулнӑ. 1932 ҫулта «Хурал башнинче» Турӑ суйласа лартнӑ Ииуй ятлӑ Израиль патшине суя тӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма пулӑшас тесе унпа пӗрле кайнӑ Ионадав ҫинчен каланӑ (4 Патш. 10:15—17). Ҫав статьяра хальхи вӑхӑтра Ионадав евӗрлӗ ҫынсен ушкӑнне курма пулать тенӗ тата унта Иегова ҫав ушкӑна Армагеддона пурӑнса ирттерме пулӑшӗ те вӗсем ҫӗр ҫинче пурӑнӗҫ тесе каланӑ пулнӑ.

17. а) Турӑ хӑйӗн халӑхне 1935 ҫулта мӗнле майпа тата вӑйлӑрах ҫутӑ панӑ? ӑ) Имсӗр-сумсӑр ҫын шутне камсем кӗни пирки ҫӗнӗрен ӑнлантарса пани ҫине шанчӑклӑ христиансем мӗнле пӑхнӑ? («Лӑштах сывласа ячӗҫ» рамкӑна пӑхӑр.)

17 Турӑ хӑйӗн халӑхне 1935 ҫулта тата вӑйлӑрах ҫутӑ панӑ. Вашингтонра иртнӗ конгресра имсӗр-сумсӑр ҫын вӑл — ҫӗр ҫинче пурӑнас ҫынсем тенӗ тата Иисусӑн сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑшӗнче вӗсене сурӑхсем пек палӑртнӑ тесе каланӑ пулнӑ (Матф. 25:33—40). Имсӗр-сумсӑр ҫын «урӑх сурӑхсем» шутне кӗрет, вӗсем пирки Иисус «Манӑн вӗсене те илсе килмелле» тенӗ (Иоанн 10:16). Доклад тӑвакан Джозеф Рутерфорд: «Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем, тархасшӑн, тӑрӑр»,— тесе ыйтсан, килнисенчен ҫурри ытла тӑнӑ! «Пӑхӑр-ха! — кӑшкӑрса каланӑ вӑл.— Акӑ имсӗр-сумсӑр ҫын!» Ҫакӑ нумайӑшӗн чунне пырса тивнӗ. Вӗсем тинех хӑйсен пулас шанчӑкӗ ҫинчен ӑнланса илнӗ!

18. Христосӑн вӗренекенӗсем сӑваплӑ ӗҫре мӗн тума пӗтӗм вӑйне хума пуҫланӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?

18 Ҫавӑнтанпа Христос хӑйӗн халӑхне имсӗр-сумсӑр ҫынна — хӑрушла асап вӑхӑтне тӗрӗс-тӗкелех пурӑнса ирттерекенсене — пӗтӗм вӑя хурса пухма хавхалантарнӑ. Чи малтан вӗсене пухас ӗҫ начар пырать пек туйӑннӑ. Пӗррехинче Рутерфорд тӑван ҫапла каланӑ: «Имсӗр-сумсӑр ҫын темӗн чухлех пулмасть курӑнать». Анчах та халӗ эпир Иегова вырма ӗҫне пилленине куратпӑр! Иисус тата святой сывлӑш ертсе пынине пула святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе вӗсен «урӑх сурӑхсем» шутне кӗрекен юлташӗсем, Иисус малтанах каласа хунӑ пекех, «пӗр Кӗтӳҫӗ» ертсе пыракан «пӗр кӗтӳ» пулса тӑчӗҫ.

Рудерфорд тӑван имсӗр-сумсӑр ҫыннӑн шучӗ питӗ пысӑк пулассине чухласа илме те пултарайман (Сулахайран сылтӑмалла: Нейтан Норр, Джозеф Рутерфорд, Хейден Ковингтон)

19. Имсӗр-сумсӑр ҫын шучӗ ӳссех-ӳссех пытӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

19 Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ Христос тата унпа пӗрле патшара ларакан 144 000 патша тытса тӑракан ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ. Христос ҫак уҫӑмлӑ чӑнлӑха — Ҫырура пуласлӑх пирки каланӑ шанчӑка — Турӑ халӑхне мӗнле майпа лайӑхрах ӑнланма пулӑшни ҫинчен шухӑшлани кӑмӑла ҫӗклемест-и? Ҫак шанчӑк ҫинчен сӑваплӑ ӗҫре тӗл пулакан ҫынсене каласа парасси пирӗншӗн пысӑк чыс! Айтӑр имсӗр-сумсӑр ҫын шучӗ ӳссех-ӳссех пытӑр тесе тата Иеговӑн ятне ытларах та ытларах мухтаччӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар! (Лука 10:2 вуласа пар.)

Имсӗр-сумсӑр ҫын шучӗ ӳссех пырать

Патшалӑха чунтан парӑнса пурӑнасси мӗн вӑл?

20. Сатанан организацийӗ мӗнле пайсенчен тӑрать тата Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнас тесен христиансен мӗн тумалла?

20 Турӑ халӑхӗн Патшалӑх ҫинчен пӗлсе пынӑҫемӗн ҫав пӗлӗтри правительствӑна чунтан парӑнса пурӑнасси мӗн иккенне лайӑхрах ӑнланмалла пулнӑ. 1922 ҫулта тухнӑ «Хурал башнинче» икӗ организаци пур тесе палӑртнӑ пулнӑ: Иеговӑн организацийӗ тата Сатанан организацийӗ. Сатанан организацийӗ вара виҫӗ пайран — коммерцирен, политикӑран тата тӗнсенчен — тӑрать. Христос ертсе пыракан Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнас текенсен Сатанан организацине кӗрекен нихӑш пайӗн ӗҫне те вырӑнсӑр хутшӑнса ирсӗрленмелле мар (2 Кор. 6:17). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла?

21. а) Шанчӑклӑ чура пысӑк бизнесри хӑрушлӑхсем пирки мӗнле асӑрхаттарса тӑнӑ? ӑ) Аслӑ Вавилон пирки 1963 ҫулта тухнӑ «Хурал башнинче» мӗн каланӑ пулнӑ?

21 Шанчӑклӑ чура парса тӑракан сӑнарлӑ апатра пысӑк бизнесри ирсӗрлӗхсене питлесех тӑнӑ тата Турӑ халӑхне, ҫак тӗнчери ҫынсем пек, пурлӑхшӑн ҫунма кирлӗ мар тесе ҫине-ҫинех асӑрхаттарнӑ (Матф. 6:24). Ҫавӑн пекех пирӗн публикацисенче Сатанан организацине кӗрекен тӗнсене те тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. 1963 ҫулта «Хурал башнинче» Аслӑ Вавилон христиан тӗнчине кӑна мар, суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне те сӑнласа парать тесе уҫӑмлӑн кӑтартнӑ пулнӑ. Ҫапла вара Туррӑн ӗҫлекенӗсене, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, суя тӗнрен тухма тата унӑн йӑли-йӗркинчен тасалма пулӑшнӑ — ҫакӑн ҫинчен эпир ҫак кӗнекен 10-мӗш сыпӑкӗнчен нумайрах пӗлӗпӗр (Ӳлӗм. 18:2, 4).

22. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Рим 13:1-мӗшӗнчи сӑмахсене Туррӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ мӗнле ӑнланнӑ?

22 Сатанан организацийӗн тепӗр пайӗ, политика, пирки мӗн калама пулать? Чӑн христиансен халӑхсем хушшинчи вӑрҫӑсене тата хирӗҫӳсене хутшӑнма юрать-и? Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Библи Тӗпчекенсем Христосӑн вӗренекенӗсен ҫывӑх ҫыннисене вӗлерме юраманнине ӑнланнӑ (Матф. 26:52). Анчах та нумайӑшӗ Рим 13:1-мӗшӗнче «аслӑ пуҫлӑхсене» пӑхӑнса пурӑнмалла тени вӑл ҫара каймалла, салтак тумне тӑхӑнмалла тата алла пӑшал та тытмалла, ҫапах та вӗлерме хушсан, сывлӑшалла пемелле тенине пӗлтерет тесе шутланӑ.

23, 24. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Рим 13:1-мӗшӗнчи сӑмахсене эпир мӗнле ӑнланнӑ тата Христосӑн вӗренекенӗсем мӗн тӗрӗсрех ӑнланнӑ?

23 Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи 1939 ҫулта пуҫланнӑ-пуҫланманах «Хурал башнинче» нейтралитетпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Унта Сатанан тӗнчинче халӑхсем хушшинче пулса иртекен вӑрҫӑсене тата хирӗҫӳсене христиансен пачах хутшӑнмалла мар тесе каланӑ пулнӑ. Ҫак канаш питӗ вӑхӑтлӑ пулнӑ! Ҫакӑ христиансене ҫав вӑрҫа хутшӑннӑ халӑхсем юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ пулнӑ пек айӑплӑ пулассинчен хӳтӗленӗ. Анчах та 1929 ҫултан пуҫласа пирӗн публикацисенче Рим 13:1-мӗшӗнче асӑннӑ «аслӑ пуҫлӑхсем» вӗсем патшалӑх влаҫӗсене мар, Иеговӑпа Иисуса пӗлтереҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Ҫак ыйтӑва тӗрӗсрех ӑнлантарса памалла пулнӑ.

24 Святой сывлӑш Христосӑн вӗренекенӗсене 1962 ҫулта тӗрӗсрех ӑнланма пулӑшнӑ та. Ун чухне ноябрӗн 15-мӗшӗнче тата декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗсенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ статьясене пичетлесе кӑларнӑ, вӗсенче вара Рим 13:1—7-мӗш сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явнӑ пулнӑ. Ҫынсен влаҫне хӑҫан пӑхӑнмаллипе хӑҫан пӑхӑнмалла маррине кӑтартакан принципа Турӑ халӑхӗ тинех ӑнланса илнӗ. Ҫак принцип пирки Иисус ҫапла каланӑ: «Кесарӗнне — кесаре, Туррӑнне Турра парӑр» (Лука 20:25). Халӗ эпир аслӑ пуҫлӑхсем патшалӑх влаҫӗсем пулнине пӗлетпӗр тата чӑн христиансен вӗсене пӑхӑнса пурӑнмаллине ӑнланатпӑр. Анчах та ҫакӑ вӗсене пур енчен те пӑхӑнса тӑмалла тенине пӗлтермест. Патшалӑх влаҫӗсем пире Иегова Туррӑн законӗсене пӑсма хушаҫҫӗ пулсан, эпир апостолсем хуравланӑ пек хуравлатпӑр: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Ап. ӗҫ. 5:29). Эпир Турӑ халӑхӗ нейтралитет принципне мӗнле тытса тӑни ҫинчен ҫак кӗнекен 13-мӗшпе 14-мӗш сыпӑкӗсенчен нумайрах пӗлӗпӗр.

Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пирки Библире ҫырса панӑ шанчӑк ҫинчен каласа парасси пирӗншӗн пысӑк чыс!

25. Мӗншӗн эсир святой сывлӑш ертсе пынишӗн тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха ӑнланма пулӑшнишӗн пархатарлӑ?

25 Иртнӗ ӗмӗрте Христосӑн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхсене пурне те аса илӗр-ха. Эпир Турӑ Патшалӑхне пӗлӗтре хӑҫан йӗркелесе янине тата ҫав Патшалӑх мӗн таран кирлӗ пулнине пӗлтӗмӗр. Турра шанчӑклӑ ҫынсенчен пӗрисен пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк пуррине, теприсен ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк пуррине эпир питӗ лайӑх ӑнланатпӑр. Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнмаллине, ҫав вӑхӑтрах ҫынсен влаҫне пур енчен те пӑхӑнса тӑмалла маррине эпир пӗлетпӗр. Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту парӑр: «Иисус Христос хӑйӗн шанчӑклӑ чурине ҫав чӑнлӑхсене ӑнланма пулӑшман пулсан тата ыттисене вӗрентме хавхалантарман пулсан, эпӗ ҫав хаклӑ чӑнлӑхсем ҫинчен пӗлнӗ пулӑттӑм-ши?» Христос тата святой сывлӑш пире ертсе пынӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ!

a Пӗр тӗпчев ӗҫӗ тӑрӑх, ҫак сӑвӑ йӗркинче «пӗлтерӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «ҫул кӑтарт» тенине пӗлтерет.

b Ҫав вӑхӑтчен ҫак курӑнура Рим католик чиркӗвӗпе суя тӗнлӗ Рим хушшинчи вӑрҫа сӑнласа панӑ тесе шутланӑ.

c 1880 ҫулхи июньте тухнӑ «Сион хурал башнинче» 144 000 вӑл — 1914 ҫул тӗлнелле чӑнлӑха йышӑнакан еврейсене пӗлтерет пулмалла тенӗ. Анчах та каярахпа, 1880 ҫултах, ҫавна мӗнле ӑнлантарса пани халӗ эпир мӗнле ӑнланнипе ҫывӑхтарах пулнӑ.