Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ СЫПӐК

Хыпарҫӑсем. Сӑваплӑ ӗҫе тума хатӗр тӑракансем

Хыпарҫӑсем. Сӑваплӑ ӗҫе тума хатӗр тӑракансем

СЫПӐК ТЕМИ

Патша хыпарҫӑсен ҫарне пухать

1, 2. Мӗнле аслӑ ӗҫ пирки Иисус малтанах каласа хунӑ пулнӑ тата мӗнле ыйту сиксе тухать?

 ПУҪЛӐХСЕМ час-часах хӑйсен сӑмахне тытмаҫҫӗ. Вӗсен ырӑ тӗллевсем пулсан та, вӗсем хӑйсем мӗн тума сӑмах панине яланах пурнӑҫлама пултараймаҫҫӗ. Вӗсемпе танлаштарсан, Мессианла Патша, Иисус Христос, хӑйӗн сӑмахне яланах тытать. Ҫакна пӗлме питӗ кӑмӑллӑ!

2 Иисус 1914 ҫулта патшана ларсан 1 900 ҫул каялла каланӑ пророкла сӑмахсене пурнӑҫлама хатӗр пулнӑ. Хӑй виличчен кӑшт маларах Иисус ҫакӑн пек пулать тесе малтанах каласа хунӑ: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ» (Матф. 24:14, ҪХ). Ырӑ хыпар сарасси вӑл — Христос патшара ларнине кӑтартакан паллӑн пайӗ. Анчах та ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: Патша ҫак юлашки кунсенче — эгоизмпа, юрату ҫуккипе тата Турра ӗненменнипе палӑрса тӑракан вӑхӑтра — хатӗр тӑракан хыпарҫӑсен ҫарне пухма пултарӗ-ши? (Матф. 24:12; 2 Тим. 3:1—5.) Пирӗн ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлмелле, мӗншӗн тесен ҫакӑ чӑн христиансемпе пуринпе те ҫыхӑннӑ.

3. Мӗн пирки Иисус пӗртте иккӗленмен тата мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек шанса тӑнӑ?

3 Иисусӑн пророкла каланӑ сӑмахӗсене каллех тимлер. «Ырӑ Хыпара сарӗҫ» текен сӑмахсем пӗр иккӗленӳ те ҫуккине кӑтартса параҫҫӗ-и? Паллах! Иисус юлашки кунсенче хӑйӗн майлӑ тӑракансене тупасси пирки пӗртте иккӗленмен. Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек шанса тӑнӑ? Ҫавна вӑл хӑйӗн Ашшӗнчен вӗреннӗ (Иоанн 12:45; 14:9). Ҫӗр ҫине киличчен вӑл ҫакна курнӑ: Иеговӑн хӑйӗн ӗҫлекенӗсем кирек мӗнле ӗҫе те тума яланах хатӗр пулни пирки пӗр иккӗленӳ те пулман. Иегова ҫавӑн пек шанса тӑнине мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар.

«Санӑн халӑху... хатӗр тӑрӗ»

4. Иегова израильтянсене мӗнле ӗҫе тума пулӑшма ыйтнӑ?

4 Иегова Моисее Израиль халӑхӗ валли пуҫҫапмалли тӗп вырӑн пулса тӑмалли сӑваплӑ чатӑр тума хушсан, мӗн пулса иртнине аса илер-ха. Иегова Моисей урлӑ халӑха ҫак ӗҫе тума пулӑшма ыйтнӑ. Моисей вӗсене каланӑ: «Тимлӗ пулнипе [«Чӗре туртнипе», ҪТ] кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне [кӳтӗр]». Ҫакӑ мӗн панӑ? Израильтянсем «ирсерен... хӑйсем ирӗккӗн паракан парнесем» илсе пыма пуҫланӑ. Ҫав парнесем питӗ нумай пулнӑран халӑха «урӑх нимӗн те илсе ан килӗр» теме тивнӗ (Тух. 35:5; 36:3, 6). Израильтянсем Иеговӑн шанӑҫне тӳрре кӑларнӑ.

5, 6. Псалом 109:1—3 тӑрӑх, Иегова, апла пулсан Иисус та, юлашки кунсенче хӑйсен ӗҫлекенӗсенчен мӗн кӗтнӗ?

5 Иегова ҫак юлашки кунсенче хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫавӑн пекех хатӗр пуласса кӗтнӗ-и? Ҫапла! Иисус ҫураличчен 1 000 ҫул ытла маларах Иегова Давида Мессия ертсе пыма пуҫланӑ вӑхӑт тӗлнелле мӗн пулса иртессине ҫырса хума хавхалантарнӑ. (Псалом 109:1—3 вуласа пар.) Иисусӑн, тин кӑна ларнӑ Патшан, хӑйне хирӗҫ тӑракан тӑшмансем пулӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн хӑй майлӑ тӑракансен ҫарӗ те пулӗ. Унӑн вӗсене вӑйпа ӗҫлеттерме тивмӗ. Ҫамрӑксем те хатӗр пулсах Патшашӑн ӗҫлӗҫ. Ҫамрӑк ӗҫлекенсем питӗ нумай пулнӑран вӗсене чӑннипех шурӑмпуҫ килнӗ чухне ҫӗр ҫине ӳкнӗ шутласа кӑларма ҫук сывлӑм тумламӗсемпе танлаштарма пулать a.

Патшалӑх майлӑ хатӗр тӑракан ҫынсем сывлӑм тумламӗсем пекех нумай (5-мӗш абзаца пӑхӑр.)

6 Иисус 109-мӗш Псалом хӑйӗнпе ҫыхӑннине пӗлнӗ (Матф. 22:42—45). Ҫавӑнпа та унӑн хӑйне чунтан парӑнса пулӑшса тӑракансем — ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма хатӗр тӑракансем — пулассине шанма витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ. Ҫавӑн пек хыпарҫӑсен ҫарне Патшан пухма май килнӗ-и? Фактсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ?

«Эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе пысӑк чыс тата хамӑн тивӗҫ тесе шутлатӑп»

7. Патшана ларнӑ Иисус хӑй майлисене хушнӑ ӗҫе тума хатӗрлес тесе мӗн тунӑ?

7 Иисус патшана ларсанах хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ пысӑк ӗҫе тума хатӗрлес тесе кирлӗ утӑмсем тунӑ. 2-мӗш сыпӑкран эпир вӑл 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫулччен Турӑ халӑхне тӗрӗслени тата тасатни ҫинчен пӗлтӗмӗр (Мал. 3:1—4). Унтан вӑл 1919 ҫулта хӑйӗн вӗренекенӗсене ертсе пыма шанчӑклӑ чурана суйласа лартнӑ (Матф. 24:45). Ҫав вӑхӑтран пуҫласа чура сӑнарлӑ апата конгресри докладсем тата литература урлӑ пама пуҫланӑ. Ҫав сӑнарлӑ апатра вара ырӑ хыпар сарас ӗҫе кашни христианинӑн хутшӑнмалла тесе ҫине-ҫинех палӑртса тӑнӑ.

8—10. Конгрессем христиансене ырӑ хыпар сарма мӗнле хавхалантарнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех «Ырӑ хыпар сарма хавхалантарнӑ конгрессем» рамкӑна пӑхӑр.)

8 Конгресри докладсем. Питӗ вӗренесшӗн пулнӑран, Библи Тӗпчекенсем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн пӗрремӗш хут пысӑк конгреса пухӑннӑ. Ҫак конгресс Сидар-Пойнтра (Огайо штачӗ, АПШ) 1919 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен пынӑ. Конгресӑн иккӗмӗш кунӗнче Рутерфорд тӑван сӑмах тухса каланӑ чухне ҫапла тӳррӗн палӑртнӑ: «Христианинӑн ҫӗр ҫинчи миссийӗ вӑл... Турӑ патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарасси».

9 Виҫӗ кунтан Рутерфорд тӑван «Пӗрле ӗҫлекенсене чӗнсе калани» ятлӑ доклад тунӑ. Ҫакӑ конгресӑн чи пӗлтерӗшлӗ саманчӗ пулса тӑнӑ. Ҫак доклад каярахпа «Хурал башни» журналта «Патшалӑх ҫинчен пӗлтерӗр» ятлӑ статьяпа тухнӑ. Рутерфорд каланӑ: «Христианин тарӑннӑн шухӑшланӑ чухне унӑн ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: „Мӗншӗн эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑп?“ Хурав ҫакӑн пек пулмалла: „Ҫӳлхуҫа хӑйӗн ырӑлӑхӗпе мана хӑйӗн мирлешмелли ҫинчен калакан хыпарне пӗтӗм тӗнчене пӗлтерме хӑйӗн посолӗ пулма суйласа лартнӑ; эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе пысӑк чыс тата хамӑн тивӗҫ тесе шутлатӑп“».

10 Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ докладра Рутерфорд тӑван «Ылтӑн ӗмӗр» (халӗ «Вӑранӑр!») ятлӑ ҫӗнӗ журнал тухни ҫинчен пӗлтернӗ те унӑн тӗллевӗ — Патшалӑх этемлӗхӗн пӗртен-пӗр шанчӑк пулнине ҫынсене кӑтартасси тесе палӑртнӑ. Унтан вӑл ҫак журнала сарас ӗҫе конгреса килнисенчен хӑшӗ хутшӑнасшӑн тесе ыйтнӑ. Конгресс ҫинчен калакан отчетра ҫапла палӑртнӑ пулнӑ: «Ҫакна питӗ лайӑх йышӑннӑ: 6 000 ҫын пурте пӗр ҫын пек харӑссӑн тӑнӑ» b. Чӑнах та, Патшан хӑй майлӑ тӑракансем, Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарма хатӗр тӑракансем, пулнӑ!

11, 12. 1920 ҫулта «Хурал башнинче» Иисус малтанах каласа хунӑ ӗҫе хӑҫан тумалли ҫинчен мӗн каланӑ пулнӑ?

11 Литература. «Хурал башнинчи» статьясем урлӑ Иисус малтанах каласа хунӑ ӗҫӗн — Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарассин — пӗлтерӗшӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах пулса пынӑ. Айтӑр 1920 ҫулсен пуҫламӑшӗнче пичетлесе кӑларнӑ журналсенчи темиҫе тӗслӗхе пӑхса тухар.

12 Матфей 24:14-мӗшӗнчи сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесен мӗнле хыпара тата ӑна хӑҫан сармалла пулнӑ? Ҫак хыпар пирки 1920 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Патшалӑх Евангелийӗ» ятлӑ статьяра ҫапла каланӑ: «Ырӑ хыпар вӑл — кивӗ япаласен йӗрки пӗтесси ҫинчен тата Мессианла Патшалӑх ертсе пыма пуҫлани ҫинчен калакан хыпар». Ҫав хыпара хӑҫан сарассине палӑртса статьяра ҫапла каланӑ: «Ҫак хыпара аслӑ тӗнче вӑрҫипе [Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе] „хӑрушла асап вӑхӑчӗ“ хушшинчи вӑхӑтра пӗлтерӗҫ». Унтан статьяра пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Халӗ христиансен тӗнчине ырӑ хыпар пӗлтермелли вӑхӑт».

13. 1921 ҫулта «Хурал башнинчи» статья святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене хатӗр тӑма мӗнле чӗнсе каланӑ?

13 Иисус малтанах каласа хунӑ ӗҫе Турӑ халӑхне вӑйпа тутарма тивӗ-ши? Ҫук. 1921 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» пичетленӗ «Хӑюллӑ пулӑр!» ятлӑ статья святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене хатӗр тӑма чӗннӗ. Кашнине хӑйне ҫакӑн пек ыйту пама хавхалантарнӑ: «Ҫак ӗҫе хутшӑнасси пирки эпӗ хамӑн тивӗҫ тесе ҫеҫ мар, чи пысӑк чыс тесе те шутлатӑп-и?» Малалла статьяра ҫапла каланӑ пулнӑ: «Эпир ҫакна шанатпӑр: ҫак ӗҫе хутшӑнасси ҫине шӑп ҫапла пӑхма [пысӑк чыс ҫине пӑхнӑ пек пӑхма] тытӑнсан, эсир Иеремия евӗрлӗ пулса тӑратӑр, унӑн чӗринче Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ „[унӑн] шӑммисем тӑрӑх“» чупакан «„ҫулӑм... пек“ пулса ун ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗрен вӑл шӑп тӑма пултарайман» (Иер. 20:9). Ҫакӑн пек хавхалантарса каланӑ ӑшӑ сӑмахсенче Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнакансем пирки Иеговӑпа Иисусӑн пӗр иккӗленӳ те пулманни палӑрса тӑнӑ.

14, 15. 1922 ҫулта «Хурал башни» святой сывлӑшпа суйласа лартнисене мӗн тума хавхалантарнӑ?

14 Чӑн христиансен Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара ҫынсем патне мӗнле ҫитермелле? 1922 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналта «Пирӗн тивӗҫ — сӑваплӑ ӗҫе тӑвасси» ятлӑ кӗске, анчах та шухӑшлаттаракан статьяна пичетлесе кӑларнӑ пулнӑ. Ҫав статья святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене «пичетленӗ кӑларӑмсене сарас ӗҫе хастарлӑ хутшӑнма тата ҫынсене ҫӳлти патшалӑх ҫывхарса килни ҫинчен каласа парас тесе вӗсем патне килӗсене кӗрсе тухма» хавхалантарнӑ.

15 Чӑнах та, 1919 ҫултанпа Христос шанчӑклӑ та ӑслӑ чура урлӑ Патшалӑх хыпарне сарасси вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни христианиншӑн пысӑк чыс тата унӑн тивӗҫӗ тесе пӗрре анчах мар палӑртнӑ. Патшалӑх хыпарне сарма чӗнсе каланине Библи Тӗпчекенсем мӗнле йышӑннӑ?

«Шанчӑклисем хатӗр пулӗҫ»

16. Суйласа лартнӑ хӑш-пӗр старейшинӑсем сӑваплӑ ӗҫе пурин те хутшӑнмалла текен шухӑша мӗнле йышӑннӑ?

16 1920-мӗш тата 1930-мӗш ҫулсенче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пурин те сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнмалла текен шухӑша хӑш-пӗрисем сирсе янӑ. Ҫакӑн ҫинчен 1927 ҫулхи ноябрьте тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Хальхи вӑхӑтра чиркӳре [пухура] старейшина тивӗҫне туса тӑракансем пур... анчах та вӗсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма хавхалантармаҫҫӗ, хӑйсем те ҫав ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ. [...] Вӗсем Турӑ ҫинчен тата унӑн Патшипе Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара ҫынсене пӗлтерес тесе вӗсен алӑкӗсене пырса шаккассинчен мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ». Ҫав статьяра тӳррӗн каланӑ: «Шанчӑклисен ҫавӑн пеккисемпе асӑрхануллӑ пулма, вӗсенчен пӑрӑнма тата вӗсене старейшина тивӗҫне туса тӑма чаратпӑр тесе калама вӑхӑт ҫитнӗ» c.

17, 18. Тӗп управлени панӑ хушӑва христиансенчен нумайӑшӗ мӗнле йышӑннӑ тата юлашки 100 ҫул хушшинче миллион-миллион ҫын хӑйсене мӗнле тытнӑ?

17 Телее, христиансенчен нумайӑшӗ тӗп управлени панӑ хушӑва хаваспах йышӑннӑ. Патшалӑх хыпарне ҫынсене каласа парассине вӗсем пысӑк чыс тесе шутланӑ. 1926 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Шанчӑклисем хатӗр пулӗҫ те ҫав хыпара ҫынсене каласах тӑрӗҫ». Ҫавӑн пек шанчӑклӑ ҫынсем ҫинче Псалом 109:3-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнӑ. Вӗсем Мессианла Патшана хатӗр тӑрса пулӑшнӑ.

18 Юлашки 100 ҫул хушшинче миллион-миллион ҫын Патшалӑх хыпарне сарас ӗҫе хӑйсен ирӗкӗпе, кӑмӑлтан хутшӑнать. Малалли сыпӑксенче эпир вӗсем ырӑ хыпара мӗнле сарнине — мӗнле меслетсемпе тата хатӗрсемпе усӑ курнине — тата ҫакӑ мӗн панине сӳтсе явӑпӑр. Анчах та малтан, ҫак тӗнчере эгоизм хуҫаланнине пӑхмасӑрах, мӗншӗн миллион-миллон ҫын хӑйсен ирӗкӗпех Патшалӑх хыпарне сарнине пӑхса тухар. Ҫакна тунӑ май хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту парса тӑрӑр: «Мӗншӗн эпӗ ыттисене ырӑ хыпар калатӑп?»

«Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне... ӑнтӑлса шырӑр»

19. Мӗншӗн эпир Иисусӑн пуринчен малтан Патшалӑха шырӑр текен канашне тимлетпӗр?

19 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне... ӑнтӑлса шырама» хавхалантарнӑ (Матф. 6:33, ҪХ). Мӗншӗн эпир ҫак канаша тимлетпӗр? Тӗпрен илсен, эпир Патшалӑх питӗ кирлӗ пулнине, урӑхла каласан, вӑл Туррӑн тӗллевӗнче тӗп вырӑн йышӑннине ӑнланатпӑр. Унчченхи статьяра эпир святой сывлӑш Патшалӑх ҫинчен калакан тӗлӗнмелле чӑнлӑхсене майӗпен уҫса пынине куртӑмӑр. Ҫак хаклӑ чӑнлӑхсем пирӗн чӗрене пырса тивсен, эпир пуринчен малтан Патшалӑха шырас кӑмӑл ҫуралнине туйма пуҫлатпӑр.

Пытарса хунӑ мула тупнӑ ҫын савӑннӑ пек, Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха тупнӑшӑн христиансем савӑнаҫҫӗ (20-мӗш абзаца пӑхӑр.)

20. Пытарса хунӑ мул ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пуринчен малтан Патшалӑха шырӑр текен канаша епле йышӑнассине мӗнле кӑтартнӑ?

20 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр текен канаша мӗнле йышӑнассине пӗлнӗ. Пытарса хунӑ мул ҫинчен калакан тӗслӗхе пӑхса тухар. (Матфей 13:44 вуласа пар.) Ҫак тӗслӗхре хире пытарнӑ мула ҫын ӑнсӑртран тупни тата вӑл ҫав мул мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланса илни ҫинчен каласа панӑ. Вара вӑл мӗн тӑвать? «Савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать». Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха тупрӑмӑр пулсан тата вӑл мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланса илтӗмӗр пулсан, Патшалӑх ӗҫӗ кирлӗ вырӑнта — хамӑр пурнӑҫра пӗрремӗш вырӑнта — пултӑр тесе кирек мӗнле ҫухату та хаваспах тӳсме хатӗр пулӑпӑр d.

21, 22. Патшалӑха чунтан парӑннисем пуринчен малтан Патшалӑха шыранине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

21 Патшалӑха чунтан парӑннисем сӑмахпа кӑна мар, ӗҫпе те пуринчен малтан Патшалӑха шыранине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем пӗтӗм вӑйне хурса, хӑйсен пултарулӑхӗпе, укҫи-тенкипе тата пурлӑхӗпе усӑ курса Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сараҫҫӗ. Нумайӑшӗ сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвас тесе пысӑк ҫухатусем тӳсме хатӗр. Ҫавӑн пек хатӗр тӑракан хыпарҫӑсем пуринчен малтан Патшалӑха шыракансене Иегова пилленине хӑйсен пурнӑҫӗнчех кураҫҫӗ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар.

22 Эйверипе Ловения Бристоусем 1920 ҫулсен вӗҫӗнче Пӗрлешӳллӗ Штатсен кӑнтӑр пайӗнче кӗнеке салатакансем (пионерсем) пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Нумай ҫул иртсен Ловения каласа панӑ: «Эпир Эйверипе пӗрле нумай ҫул хушши пионер пулса ӗҫленӗ вӑхӑтсем телейлӗ пулчӗҫ. Час-часах эпир бензин е апат-ҫимӗҫ валли ӑҫтан укҫа илмеллине пӗлместӗмӗрччӗ. Анчах та Иегова яланах пирӗншӗн тӑрӑшатчӗ. Эпир хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе нихӑҫан та хӑварман, пирӗн вара хамӑра мӗн кирли яланах пулнӑ». Ловения хӑйсемпе Пенсаколӑра (Флорида штачӗ) пулса иртнӗ пӗр ӗҫе аса илнӗ. Ун чухне вӗсен укҫа та, апат-ҫимӗҫ те пӗтес патнех ҫитнӗ пулнӑ. Вӗсем киле, хӑйсен трейлерне, таврӑнсан, унта икӗ пысӑк пакетпа хут татӑккине тупнӑ, хучӗ ҫинче вара ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Сире юратса, Пенсаколӑри юлташлӑхран» e. Сӑваплӑ ӗҫе вун-вун ҫул хушши тунине аса илнӗ май Ловения каланӑ: «Иегова пире нихӑҫан та пӑрахмасть. Вӑл пирӗн шанӑҫа яланах тӳрре кӑларать».

23. Эсир хӑвӑр тупнӑ Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑх ҫине мӗнле пӑхатӑр тата пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла?

23 Эпир пурте ырӑ хыпара пӗр пек сараймастпӑр. Пирӗн лару-тӑру тӗрлӗрен. Анчах та эпир пурсӑмӑр та ырӑ хыпар сарас ӗҫе чунтан-вартан тӑвасси пирки пысӑк чыс тесе шутлатпӑр (Кол. 3:23). Хамӑр тупнӑ Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха эпир хаклатпӑр, ҫавӑнпа сӑваплӑ ӗҫе май ҫитнӗ таран нумайрах хутшӑнас тесе хатӗр тӑрса хамӑра шеллемесӗр вӑй хуратпӑр. Сирӗн те ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл пур-и?

24. Патшалӑх тунӑ чи аслӑ ҫитӗнӳсенчен пӗри хӑшӗ?

24 Чӑнах та, юлашки ҫӗр ҫул хушшинче Патша хӑй каланӑ пророкла сӑмахсене, Матфей 24:14-мӗшӗнче ҫырса хунӑскерсене, пурнӑҫласа пырать. Вӑл ҫавна вӑйпа тутармасть. Ҫак эгоистла тӗнчерен тухнӑ хыҫҫӑн Христосӑн вӗренекенӗсем хатӗр тӑрса ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарса тӑни вӑл — Иисус патшара ларнине кӑтартакан паллӑн пайӗ тата Патшалӑх ҫак юлашки кунсенче тунӑ чи аслӑ ҫитӗнӳсенчен пӗри.

a Библире сывлӑм тулӑхлӑха сӑнласа парать (Пулт. 27:28; Мих. 5:7).

b «Ӗҫе кама шанса панӑ» брошюрӑра ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Сӑваплӑ ӗҫе „Ылтӑн ӗмӗрпе“ туни вӑл — Патшалӑх хыпарне килтен киле сарни. [...] Кашни килте малтанхи сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн „Ылтӑн ӗмӗр“ журнала, ҫынсем ӑна ҫырӑннипе ҫырӑнманнине пӑхмасӑрах, хӑвармалла». Ҫулсем хушши тӑвансем ҫынсене «Хурал башнине» те, «Ылтӑн ӗмӗре» те ҫырӑнма сӗннӗ. 1940 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Иеговӑн халӑхне журналсен кашни кӑларӑмне салатма тата мӗн чухлӗ салатни ҫинчен пӗлтерме хавхалантарнӑ.

c Ун чухне кашни пухура старейшинӑсене сасӑласа суйланӑ. Ҫавӑнпа пухури тӑвансем сӑваплӑ ӗҫе тума чӑрмантаракансене хирӗҫ сасӑлама пултарнӑ. Старейшинӑсене теократи йӗркипе мӗнле суйласа лартма пуҫлани ҫинчен 12-мӗш сыпӑкра каланӑ.

d Ҫав шухӑшах Иисус хаклӑ ӗнчӗ шыракан купса ҫинчен калакан тӗслӗхре палӑртнӑ. Пӗр питӗ хаклӑ ӗнчӗ тупсан, вӑл хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне сутнӑ та ҫав ӗнчӗне туяннӑ (Матф. 13:45, 46). Ҫак ытарӑшсем Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха ҫынсем тӗрлӗ майлӑ пӗлсе пынине кӑтартса параҫҫӗ. Пӗрисем ӑна ӑнсӑртран тупаҫҫӗ, теприсем ӑна шыраҫҫӗ. Анчах та эпир чӑнлӑха кирек мӗнле тупсан та, эпир Патшалӑха хамӑр пурнӑҫра мала хурас тесе ҫухатусем тӳсме хатӗр.

e Вӑл вӑхӑтра пухусене юлташлӑхсем тенӗ.