Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ хыпар сармалли меслетсем. Тӗрлӗ майсемпе усӑ куратпӑр

Ырӑ хыпар сармалли меслетсем. Тӗрлӗ майсемпе усӑ куратпӑр

СЫПӐК ТЕМИ

Турӑ халӑхӗ май ҫитнӗ таран ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерес тесе тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курать

1, 2. а) Иисус хӑйне нумай ҫын илтме пултартӑр тесе мӗн тунӑ? ӑ) Христосӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем унӑн тӗслӗхне мӗнле тытса тӑраҫҫӗ тата мӗншӗн?

 КӲЛӖ хӗрринче тӑракан Иисус тавра нумай халӑх пухӑнсан, вӑл кимӗ ҫине ларать те ҫыранран кӑшт аяккарах ишсе каять. Мӗншӗн? Вӑл хӑйӗн сассине шыв ҫийӗ вӑйлатма пултарнине, вара ӑна ыттисем питӗ лайӑх илтме пултарнине пӗлет. (Марк 4:1, 2 вуласа пар.)

2 Патшалӑх ертсе пыма пуҫличчен те, пуҫланӑ хыҫҫӑн та вун-вун ҫул хушши Христосӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем, унран тӗслӗх илсе, ырӑ хыпара нумай ҫынна пӗлтерес тесе ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнӑ. Патша ертсе пынипе Турӑ халӑхӗ ҫӗнӗ технологисене алла илсе пырать тата улшӑнса пыракан хальхи пурнӑҫпа пӗр тан пыма тӑрӑшать. Пӗтес вӑхӑт ҫитиччен эпир май ҫитнӗ таран нумайрах ҫын чӑнлӑха илтчӗр тетпӗр (Матф. 24:14). Ҫӗрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ҫынсем патне ырӑ хыпар ҫитерес тесе эпир усӑ курнӑ хӑш-пӗр меслетсене пӑхса тухар. Ҫавна тунӑ чухне эсир унччен ырӑ хыпара сарнӑ тӑвансем ӗненнӗ пек ӗненес тесе мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр.

Ырӑ хыпара нумай ҫынна пӗлтеретпӗр

3. Мӗншӗн эпир хаҫатсемпе усӑ курни чӑнлӑх тӑшманӗсен кӑмӑлне хуҫнӑ?

3 Хаҫатсем. Нумай ҫынна Патшалӑх хыпарне пӗлтерес тесе Чарлз Расселлпа унӑн юлташӗсем 1879 ҫултанпа «Хурал башнине» кӑларма пуҫланӑ. Анчах та 1914 ҫулччен 10 ҫул маларах Христос ырӑ хыпар тата нумайрах ҫын патне ҫиттӗр тесе событисене йӗркелесе пынӑ курӑнать. Ҫав ӗҫсем 1903 ҫулта пуҫланнӑ. Ун чухне И. Л. Итон, Пенсильванири протестантсен чиркӗвӗсен представителӗ, Расселла Библипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине кашни мӗнле пӑхнине сӳтсе явма чӗннӗ. Расселл патне янӑ ҫырура Итон ҫырнӑ: «Эпир хӑш-пӗр ыйтусем ҫине тӗрлӗрен пӑхнине халӑх умӗнче сӳтсе явни... нумай ҫынна интереслӗ пулӗ тесе шутлатӑп». Расселлпа унӑн юлташӗсем те ҫынсене ҫакӑ интереслӗ пулӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫав ыйтусене мӗнле сӳтсе явнине тӗп хаҫатсенчен пӗринче, «Питтсбург газетт» ятлӑ хаҫатра, пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав статьясем халӑха питӗ килӗшнӗрен тата Расселл Библири чӑнлӑхсене уҫӑмлӑн ӑнлантарса пани питӗ ӗнентерӳллӗ пулнӑран хаҫат редакцийӗ Расселлӑн проповечӗсене кашни эрнере пичетлеме сӗннӗ. Ҫакӑ чӑнлӑх тӑшманӗсен кӑмӑлне хуҫмаллипех хуҫнӑ!

1914 ҫул тӗлнелле Расселлӑн проповечӗсене 2 000 ытла хаҫатра пичетленӗ

4, 5. Расселл мӗнле лайӑх ен кӑтартнӑ тата кама организацире мӗнле те пулин тивӗҫ шанса панӑ, ҫавсем унран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

4 Кӗҫех Расселлӑн лекцийӗсене нумайрах та нумайрах хаҫат пичетлесшӗн пулнӑ. 1908 ҫулта «Хурал башнинче» унӑн проповечӗсене 11 хаҫатра пичетлесе тӑраҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. Анчах та хаҫат ӗҫне пӗлекен арҫын тӑвансем Расселла Общество управленийӗ Питсбургран урӑх хулана, ҫынсем лайӑхрах пӗлекен хулана, куҫса кайсан, Библие ӑнлантарса паракан статьясене тата ытларах хаҫат пичетлӗ тесе каланӑ. Ҫак канаша тата ытти факторсене шута илсе 1909 ҫулта Расселл управление Бруклина (Нью-Йорк) куҫарнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Куҫса килнӗ хыҫҫӑн уйӑх иртсенех проповедьсене 400-е яхӑн хаҫатра пичетленӗ — хаҫатсен шучӗ вара ӳссех пынӑ. Патшалӑх ертсе пыма пуҫланӑ 1914 ҫул тӗлнелле Расселлӑн проповечӗсемпе статйисене тӑватӑ чӗлхепе 2 000 ытла хаҫатра пичетленӗ.

5 Ҫав ӗҫсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Туррӑн организацийӗнче сире мӗнле те пулин власть шанса панӑ пулсан, эсир хӑвӑра Расселл пекех кӗҫӗне хуни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакна мӗнле тума пулать? Кирлӗ йышӑнусем тунӑ чухне ыттисен канашӗсене тимлеме тӑрӑшӑр. (Ытарӑшсем 15:22 вуласа пар.)

6. Хаҫатсенче пичетленӗ Библири чӑнлӑх пӗр хӗрарӑм ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

6 Хаҫат статйисенче пичетленӗ Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑх ҫынсене хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма хавхалантарнӑ (Евр. 4:12). Ҫавӑн пек статьясем урлӑ чӑнлӑхпа нумайӑшӗ паллашнӑ, вӗсенчен пӗри 1917 ҫулта шыва кӗнӗ Ора Хетцель пулнӑ. «Качча кайнӑ хыҫҫӑн эпӗ Миннесота штатӗнчи Рочестерта пурӑнакан анне патне кайса килтӗм,— аса илет Ора.— Эпӗ ун патне килсен, вӑл хаҫатран темле статьясене касса илетчӗ. Вӗсем Расселлӑн проповечӗсем пулнӑ. Анне мана вӗсенчен пӗлнӗ чӑнлӑхсене ӑнлантарса пачӗ». Ора чӑнлӑха йышӑннӑ та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара 60 ҫула яхӑн шанчӑклӑн пӗлтерсе тӑнӑ.

7. Мӗншӗн тӑвансем хаҫатсемпе усӑ курма пӑрахнӑ?

7 1916 ҫулта икӗ лару-тӑрӑва пула тӑвансен ырӑ хыпар сармашкӑн хаҫатсемпе усӑ курма пӑрахма тивнӗ. Пӗрремӗшӗнчен, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пынӑран пичет ӗҫӗ валли кирлӗ япаласем ҫитме пӑрахнӑ. 1916 ҫулта Великобританири хаҫат уйрӑмӗн отчетӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Халӗ проповедьсене 30 ытла хаҫатра пичетлеҫҫӗ. Анчах та хут хакӗ пӗр вӗҫӗмсӗр ӳссе пынине пула ҫак хисеп хӑвӑрт чакса пырӗ пулмалла». Иккӗмӗшӗнчен, 1916 ҫулхи октябрӗн 31-мӗшӗнче Расселл тӑван вилсе каять. 1916 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫакӑн пек пӗлтерӳ тунӑ: «Халӗ, пирӗнпе Расселл тӑван ҫук чухне, [хаҫатсенче] проповедьсем урӑх пулмӗҫ». Ырӑ хыпар сармалли ҫак майпа усӑ курма пӑрахнӑ пулин те, ытти меслетсем, сӑмахран, «Пултарни ҫинчен фотодрама», унчченхи пекех питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ.

8. «Пултарни ҫинчен фотодрамӑна» кӑларас тесе мӗн-мӗн тунӑ?

8 «Пултарни ҫинчен фотодрама». Расселлпа унӑн юлташӗсем «Пултарни ҫинчен фотодрама» тӑвас тесе виҫӗ ҫула яхӑн ӗҫленӗ, вара ӑна пӗрремӗш хут 1914 ҫулта кӑтартнӑ (Ытар. 21:5). Ҫав вӑхӑтра «Фотодрама» ҫӗнӗ, нихҫан курман япала пулнӑ теме пулать, мӗншӗн тесен унта кинокадрсене, сасӑсене тата кантӑкран тунӑ тӗрлӗ тӗслӗ слайдсене пӗрле пӗрлештернӗ пулнӑ. Библири ӗҫсене кӑтартакан сценӑсене ӳкернӗ чухне ҫӗр-ҫӗр ҫын, чӗрчунсем те хутшӑннӑ. «Ной ҫинчен калакан сасӑллӑ кино ӳкермешкӗн пысӑк зоопаркри нумай чӗрчунпа усӑ курнӑ» тесе палӑртнӑ 1913 ҫулхи пӗр отчетра. Кантӑкран тунӑ ҫӗр-ҫӗр слайда кашнине Лондонри, Нью-Йоркри, Парижри тата Филадельфири художниксем алӑ вӗҫҫӗн ӳкернӗ.

9. Мӗншӗн «Фотодрама» тӑвас тесе ҫавӑн чухлӗ нумай вӑхӑт уйӑрнӑ тата укҫа тӑкакланӑ?

9 Мӗншӗн «Фотодрама» тӑвас тесе ҫавӑн чухлӗ нумай вӑхӑт уйӑрнӑ тата укҫа тӑкакланӑ? Ҫакна 1913 ҫулхи конгрессенче йышӑннӑ резолюци ӑнлантарса парать: «Америкӑра тухакан хаҫатсем комикссемпе тата иллюстрацисемпе усӑ курса халӑх шухӑш-кӑмӑлӗ ҫине витӗм кӳрес енчен питӗ ӑнӑҫлӑ, ҫавӑн пекех кинематограф ҫынсене питӗ килӗшет тата нумай май уҫса парать. Ҫавӑнпа эпир, саманапа пӗр тан пыракан хыпарҫӑсем тата Библи кружокӗсен ертӳҫисем, ырӑ хыпар сарассипе вӗрентес ӗҫре кинематографпа тата слайдсемпе усӑ курни пирки ӑнӑҫлӑ та тивӗҫлӗ меслет тесе шутлатпӑр».

Ҫӳлте: «Фотодрама» кӑтартмалли кино будки; аялта: «Фотодрамӑн» кантӑк ҫине ӳкернӗ слайчӗсем

10. «Фотодрамӑна» мӗн таран анлӑ кӑтартнӑ?

10 1914 ҫул хушшинче «Фотодрамӑна» кашни кун 80 хулара кӑтартнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата Канадӑра ӑна сакӑр миллиона яхӑн ҫын пӑхнӑ. Ҫав ҫулах «Фотодрамӑна» Австралире, Великобританире, Германире, Данире, Норвегире, Ҫӗнӗ Зеландире, Финляндире, Швейцарире тата Швецире пурӑнакансем курнӑ. Унӑн «Эврика драма» ятлӑ ансат версийӗнче кинокадрсем пулман, ӑна вара пысӑках мар хуласенче кӑтартнӑ. «Эврика драма» версие туса кӑларма йӳнӗрех тата пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса ҫӳреме ҫӑмӑлрах пулнӑ. 1916 ҫул тӗлнелле «Фотодрамӑн» тулли е ансат версине армянла, грекла, нимӗҫле, испанла, итальянла, полякла, французла, шведла тата ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ пулнӑ.

1914 ҫулта ҫулталӑкӗпех «Фотодрамӑна» пӑхма зал тулли халӑх пухӑннӑ

11, 12. «Фотодрама» пӗр ҫамрӑк арҫын ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

11 Французла куҫарнӑ «Фотодрама» 18 ҫулхи Шарль Ронер ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. «Ӑна Францири Эльзас облаҫӗнче вырнаҫнӑ манӑн тӑван хулара кӑтартрӗҫ,— каласа парать Шарль.— Пӑхма пуҫласанах унта Библири чӑнлӑха питӗ уҫӑмлӑн кӑтартса пани мана тӗлӗнтерчӗ».

12 Шарль шыва кӗнӗ те 1922 ҫулта сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума пуҫланӑ. Ӑна тума хушнӑ пӗрремӗш ӗҫ вӑл Францире «Фотодрама» кӑтартнӑ чухне пулӑшса тӑрасси пулнӑ. Шарль хӑйне шанса панӑ ӗҫсем пирки ҫапла калать: «Манӑн темиҫе ӗҫ тумаллаччӗ: сӗрме купӑспа вылямаллаччӗ, эпӗ счетсемпе литературӑшӑн та яваплӑччӗ. Ҫавӑн пекех эпӗ программа пуҫланас умӗн залри ҫынсене шӑпланма ыйтаттӑмччӗ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче эпир литература сӗнеттӗмӗр. Арҫынсемпе хӗрарӑм тӑвансенчен кашнийӗ залӑн пӗр пайӗшӗн яваплӑччӗ. Алла литература пачкине илсе эпир хамӑра шанса панӑ пайри кашни ҫынна литература сӗнеттӗмӗр. Унсӑр пуҫне зала кӗрес умӗн литература хунӑ сӗтелсем ларатчӗҫ». 1925 ҫулта Шарль тӑвана Бруклинри (Нью-Йорк) Вефильте ӗҫлеме чӗннӗ. Унта ӑна Обществӑн тин кӑна уҫӑлнӑ радиостанцире (WBBR) оркестр дирижерӗ пулма лартнӑ. Ронер тӑванӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ май эпир хамӑртан ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Патшалӑх хыпарне сарассипе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ӗҫе те эпӗ хапӑл тусах йышӑнатӑп-и?» (Исаия 6:8 вуласа пар.)

13, 14. Ырӑ хыпар сарма радиопа мӗнле усӑ курнӑ? («WBBR радиостанцин программисем» тата «Пысӑк пӗлтерӗшлӗ конгресс» рамкӑсене пӑхӑр.)

13 Радио. 1920 ҫулсенче «Фотодрамӑпа» сахалрах усӑ курма пуҫланӑ, анчах та Патшалӑх хыпарне сарас ӗҫре радион пӗлтерӗшӗ ӳссе пынӑ. 1922 ҫулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче Рутерфорд тӑван Филадельфири (Пенсильвани штачӗ) опера театрӗнче каланӑ «Халӗ пурӑнакан миллион-миллион ҫын нихӑҫан та вилмӗ» ятлӑ доклада радиопа трансляци тунӑ. Ӑна 50 000-е яхӑн ҫын итленӗ. 1923 ҫулта конгресс программине радиопа панӑ. Коммерци радиостанцийӗсемпе усӑ курнисӗр пуҫне хамӑрӑн радиостанцие туса лартма йышӑннӑ. 1924 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Статен утравӗ (Нью-Йорк) ҫинче туса лартнӑ Хурал Башни Обществин радиостанцийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

1922 ҫулта «Халӗ пурӑнакан миллион-миллион ҫын нихӑҫан та вилмӗ» ятлӑ доклада радиопа 50 000-е яхӑн ҫын итленӗ

14 Радиостанцие мӗнле тӗллевпе усӑ курни ҫинчен 1924 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ: «Чӑнлӑха ку таранччен сарма усӑ курнӑ меслетсенчен чи перекетли тата чи ӑнӑҫли радио тесе шутлатпӑр». Малалла унта ҫапла каланӑ пулнӑ: «Енчен те Ҫӳлхуҫа чӑнлӑха сармашкӑн нумайрах радиостанци кирлӗ тесе шутларӗ пулсан, вӑл вӗсене туса лартма хӑй пӗлнӗ пек укҫа та тупса парӗ» (Пс. 126:1). 1926 ҫул тӗлнелле Иегова халӑхӗн ултӑ радиостанци пулнӑ. Иккӗшӗ Пӗрлешӳллӗ Штатсенче — WBBR Нью-Йоркра тата WORD Чикагӑран инҫех мар — вырнаҫнӑ пулнӑ. Тепӗр тӑваттӑшӗ Канадӑра пулнӑ — Альберт, Британи Колумбийӗ, Онтарио тата Саскачеван провинцийӗсенче.

15, 16. а) Канадӑри тӗн пуҫлӑхӗсем пирӗн радиокӑларӑмсем ҫине мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Радиокӑларӑмсем ырӑ хыпара килтен киле сарма мӗнле пулӑшнӑ?

15 Библири чӑнлӑха радиопа усӑ курса сарнине христиансен тӗнчин пуҫлӑхӗсем те асӑрханӑ. Альберт Хоффман, Саскачеванри (Канада) радиостанцире мӗнле ӗҫсем тунине лайӑх пӗлекенскер, каланӑ: «Библи Тӗпчекенсем [ун чухне Иегова Свидетелӗсене ҫапла чӗннӗ] ҫинчен нумайрах та нумайрах ҫын пӗлме пуҫланӑ. 1928 ҫулччен, тӗн пуҫлӑхӗсем чиновниксене хистенине пула Канадӑри Иегова Свидетелӗсен радиостанцийӗсем пурте лицензисемсӗр тӑрса юличчен, ырӑ хыпара питӗ лайӑх пӗлтерсе тӑнӑ».

16 Канадӑра пирӗн радиостанцисене хупса хунӑ пулин те, Библие ӑнлантарса паракан программӑсене коммерциллӗ радиостанцисем парса тӑнӑ (Матф. 10:23). Ҫынсене ҫав программӑсем ҫине тимлеттерес тесе «Хурал башни» тата «Ылтӑн ӗмӗр» (халӗ «Вӑранӑр!») журналсенче Библири чӑнлӑха пӗлтерсе тӑракан коммерциллӗ раидостанцисен списокне пичетленӗ. Хыпарҫӑсем вара ырӑ хыпара килтен киле сарнӑ чухне ҫынсене ҫав программӑсене радиопа итлеме хавхалантарнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? 1931 ҫулхи январьте тухнӑ «Бюллетеньре» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Радиокӑларӑмсем ырӑ хыпара килтен киле саракан тӑвансене сӑваплӑ ӗҫе хастаррӑн тума витӗмлӗ сӑлтав параҫҫӗ. Ҫынсем пирӗн радиокӑларӑмсене тата Рутерфорд тӑванӑн лекцийӗсене итлеме пуҫлани ҫинчен, ҫавна пула вӗсем пирӗн тӑвансем сӗннӗ кӗнекесене илме хатӗр пулни ҫинчен калакан хыпарсем пирӗн пата нумай килеҫҫӗ». «Бюллетеньре» радиопа пӗлтерни пирки тата ырӑ хыпара килтен киле сарни пирки «Ҫӳлхуҫан организацийӗ ырӑ хыпар сарма усӑ куракан икӗ тӗп меслет» тесе каланӑ.

17, 18. Лару-тӑру улшӑнсан та, радион пӗлтерӗшӗ мӗнлерех пулнӑ?

17 Пире коммерциллӗ радиостанцисемпе усӑ курма парас мар тесе 1930 ҫулсенче чиновниксем чӑрмавсем кӳме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа 1937 ҫулӑн вӗҫӗнче Иеговӑн халӑхӗ улшӑнса пыракан лару-тӑрӑва шута илсе улшӑнусем тунӑ. Эпир коммерциллӗ радиостанцисемпе усӑ курма пӑрахрӑмӑр та ырӑ хыпара тата ытларах килтен киле сарма пуҫларӑмӑр a. Ҫавна пӑхмасӑрах Патшалӑх хыпарне аякри тата ырӑ хыпара сарма йывӑр вырӑнсене ҫитерес енчен радион пӗлтерӗшӗ унчченхи пекех пысӑк пулнӑ. Сӑмахран, 1951 ҫултан пуҫласа 1991 ҫулччен Хӗвеланӑҫ Берлинри радиостанци Библи тӑрӑх тунӑ докладсене трансляци туса тӑнӑ, ҫавна пула Патшалӑх хыпарне Хӗвелтухӑҫ Германири ҫынсем илтме пултарнӑ. 1961 ҫултан пуҫласа 30 ҫул ытла Суринамӑн (Кӑнтӑр Америка) наци радиовӗнче кашни эрнере Библири чӑнлӑха ӑнлантарса паракан 15 минутлӑ программа тухса тӑнӑ. 1969 ҫултан пуҫласа 1977 ҫулччен организаци «Турӑ Ҫырӑвӗ усӑллӑ» ятлӑ 350 радиопрограмма ҫырнӑ. Вӗсене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи 291 станци 48 штатра трансляци тунӑ. 1996 ҫулта Апиари, Хӗвеланӑҫ Самоан тӗп хулинчи, радиостанцинче «Эсир Библи пирки паракан ыйтусен хуравӗсем» ятлӑ программа кашни эрнере тухса тӑнӑ.

18 Радио ХХ ӗмӗрӗн вӗҫӗнче ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен тӗп вырӑн йышӑнма пӑрахнӑ. Анчах та нумай ҫын патне ҫитме паракан тепӗр май тупӑннӑ.

19, 20. Мӗншӗн Иеговӑн халӑхӗ хӑйӗн сайтне йӗркеленӗ тата ҫак сайт мӗн таран ӑнӑҫлӑ? (75-мӗш страницӑри рамкӑна та пӑхӑр.)

19 Интернет. 2013 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх 2,7 миллиард ытла ҫын — ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен 40 проценчӗ тенӗ пекех — интернетпа усӑ курать. Хӑш-пӗр тӗпчев ӗҫӗсем 2 миллиарда яхӑн ҫын электронлӑ хатӗрсем, сӑмахран, смартфонсем тата планшетсем урлӑ, интернета тухать тесе палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчипе мобильлӗ интернетпа усӑ куракансен шучӗ ӳссе пырать. Уйрӑмах вӗсен йышӗ Африкӑра хӑвӑрт ӳсет, унта вара 90 миллион ытла ҫын интернетпа усӑ курать. Ҫакӑ халӗ ҫынсем нумайӑшӗ информаци мӗнле илсе тӑнине кӑтартса парать.

20 Иеговӑн халӑхӗ ҫак массӑллӑ коммуникаци хатӗрӗпе 1997 ҫултанпа усӑ курать. 2013 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх, Иегова Свидетелӗсен сайтне 300 яхӑн чӗлхе ҫине куҫарнӑ, Библие ӑнлантарса паракан материала 520 ытла чӗлхепе уҫласа илме пулать. Кашни кун ҫак сайта 750 000 ытла ҫын кӗрет. Унсӑр пуҫне кашни уйӑхра 3 миллиона яхӑн кӗнеке, 4 миллиона яхӑн журнал тата 22 миллиона яхӑн аудиоҫыртару унтан уҫласа илеҫҫӗ.

21. Синӑпа мӗн пулса иртни сире мӗне вӗрентет?

21 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарас тӗлӗшрен Иегова Свидетелӗсен сайчӗ — ырӑ хыпар сарма чарнӑ ҫӗршывсенче те — питӗ ӑнӑҫлӑ. Сӑмахран, 2013 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче Сина ятлӑ арҫын ҫав сайта тупнӑ та Пӗрлешӳллӗ Штатри тӗп управление шӑнкӑравланӑ. Вӑл Библи ҫинчен нумайрах пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫав арҫын шӑнкӑравланинче мӗн-ха тӗлӗнтернӗ? Сина мусульмансен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ тата вӑл Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ ҫӗршыври аякра вырнаҫнӑ ялта пурӑнать. Халӗ вара Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан пӗр Свидетель унпа эрнере икӗ хутчен Библи вӗренет. Ҫак вӗренӗве интернет урлӑ видеоҫыхӑну мелӗпе ирттереҫҫӗ.

Ҫынсене уйрӑммӑн вӗрентетпӗр

22, 23. а) Хыпара нумай ҫын патне ҫитерес тесе усӑ курнӑ меслетсем ырӑ хыпара килтен киле сарассине улӑштарнӑ теме пулать-и? ӑ) Эпир вӑй хунине Патша мӗнле пилленӗ?

22 Эпир хыпара нумай ҫын патне ҫитерес тесе усӑ курнӑ нимле меслетпе те: хаҫатсемпе те, «Фотодрамӑпа» та, радиокӑларӑмсемпе те, сайтпа та тата ыттисемпе те — ырӑ хыпара килтен киле сарассине улӑштарас тесе усӑ курман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иеговӑн халӑхӗ Иисус Христос хӑварнӑ тӗслӗхрен вӗренет. Вӑл ырӑ хыпара халӑх йышлӑ пухӑннӑ вырӑнсенче пӗлтернисӗр пуҫне кашни ҫынна уйрӑммӑн пулӑшма тӑрӑшнӑ (Лука 19:1—5). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫавнах тума вӗрентнӗ тата вӗсене ҫынсене мӗнле хыпар пӗлтермелли ҫинчен каланӑ. (Лука 10:1, 8—11 вуласа пар.) Ҫак кӗнекен 6-мӗш сыпӑкӗнче организацире ертсе пыракан арҫын тӑвансем Иеговӑн кашни ӗҫлекенне ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынпа куҫа-куҫӑн калаҫма хавхалантарнӑ тесе каланӑччӗ (Ап. ӗҫ. 5:42; 20:20).

23 Халӗ, Патшалӑх ертсе пыма пуҫланӑранпа ҫӗр ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, 8 миллиона яхӑн хыпарҫӑ Турӑ мӗн тума шутласа хуни ҫинчен ҫынсене пӗлтерсе тӑрать. Эпир Патшалӑх хыпарне сарнӑ чухне усӑ куракан меслетсене Патша пиллесе тӑни пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук. Вӑл пире пур халӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те ырӑ хыпар пӗлтерме пулӑшас тесе кирлӗ хатӗрсем те панӑ. Эпир ҫавӑн ҫинчен тепӗр сыпӑкран пӗлӗпӗр (Ӳлӗм. 14:6).

a Нью-Йоркра вырнаҫнӑ пирӗн юлашки WBBR радиостанцие 1957 ҫулта хупма йышӑннӑ.