Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем. Пӗтӗм тӗнчипе сармалли литература

Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем. Пӗтӗм тӗнчипе сармалли литература

СЫПӐК ТЕМИ

Иегова пире тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан тата пур халӑхран, пур йӑхран тухнӑ ҫынсене вӗрентме кирлӗ хатӗрсене парсах тӑрать

1, 2. а) Пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпара пӗтӗм Рим империйӗпе сарма мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Иегова паян пире пулӑшса тӑнине мӗн кӑтартса парать? (« Ырӑ хыпар — 670 ытла чӗлхепе» рамкӑна пӑхӑр.)

 ИЕРУСАЛИМА килнӗ ҫынсене хӑйсем мӗн илтнине ӗненме йывӑр пулнӑ. Галилея ҫыннисем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнӑ, ҫакӑ вара итлекенсене вӗсен сӑмахӗсене тимлеме хавхалантарнӑ. Ҫакӑ пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пулса иртнӗ. Ҫавӑн чухне Христосӑн вӗренекенӗсем тӗлӗнмелле майпа тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫланӑ, ҫакӑ Турӑ вӗсене ырланине, пулӑшса тӑнине кӑтартса панӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:1—8, 12, 15—17 вуласа пар.) Вӗсем ҫав кун каласа панӑ ырӑ хыпара тӗрлӗ йышши ҫынсем илтнӗ, ҫав хыпар вара пӗтӗм Рим империйӗпе сарӑлнӑ (Кол. 1:23).

2 Хальхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем тӗлӗнмелле майпа тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пултараймаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пӗрремӗш ӗмӗрте сарнӑ чухнехинчен те нумайрах чӗлхепе сараҫҫӗ тата ҫав хыпара 670 ытла чӗлхе ҫине куҫараҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 2:9—11). Турӑ халӑхӗ литературӑна питӗ пысӑк тиражпа тата питӗ нумай чӗлхепе кӑларнӑран Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар ҫӗрӗн чи аякри кӗтесне те ҫитнӗ a. Ҫакӑ Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иисус Христос Патша урлӑ ертсе пынине уҫҫӑн кӑтартса парать (Матф. 28:19, 20). Айтӑр халӗ эпир юлашки 100 ҫул хушшинче сӑваплӑ ӗҫе тума мӗнле хатӗрсемпе усӑ курнине пӑхса тухар. Ҫавна тунӑ май Патша пире ҫынсене мӗн кирлине шута илме майӗпен мӗнле вӗрентсе пынине тата Турӑ Сӑмахне вӗрентекенсем пулма мӗнле хавхалантарса тӑнине асӑрхама тӑрӑшӑр (2 Тим. 2:2).

Патша хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чӑнлӑх вӑрлӑхне акма мӗн кирлине пурне те парса тӑрать

3. Мӗншӗн эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗрлӗ хатӗрсемпе усӑ куратпӑр?

3 Иисус «Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха» вӑрлӑхпа, ҫын чӗрине тӑпрапа танлаштарнӑ (Матф. 13:18, 19). Пахчаҫӑ ҫӗре кӑпкалатса вӑрлӑх акма хатӗрлес тесе тӗрлӗ хатӗрсемпе усӑ курнӑ пекех, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем те миллион-миллион ҫыннӑн чӗрине Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара йышӑнма хатӗрлес тесе тӗрлӗ хатӗрсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫав хатӗрсенчен хӑш-пӗрисемпе кӗске вӑхӑт хушши усӑ курнӑ. Теприсемпе, сӑмахран, кӗнекесемпе тата журналсемпе, халӗ те усӑ кураҫҫӗ. Унчченхи сыпӑкра асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе танлаштарсан, эпир халӗ пӑхса тухакан хатӗрсем Патшалӑх хыпарҫисене кашни ҫынпа куҫа-куҫӑн калаҫма пулӑшаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 5:42; 17:2, 3).

Канадӑри Торонто хулинче патефонсем тата ҫав йышши оборудованисем туни

4, 5. Грампластинкӑсемпе мӗнле усӑ курнӑ, анчах та вӗсем мӗн тума май паман?

4 Пластинкӑсем ҫине ҫырнӑ докладсем. 1930 ҫулсенче тата 1940 ҫулсенче хыпарҫӑсем Библие ӑнлантарса паракан тата пластинкӑсем ҫине ҫырса хунӑ докладсене патефонпа итлеттернӗ. Ҫырса хунӑ кашни доклад пилӗк минутран ытлашши пулман. Вӗсенчен хӑш-пӗрисен ячӗсем питӗ кӗске: «Троица», «Чистилище», «Патшалӑх» — ятлӑ пулнӑ. Пластинкӑсем ҫине ҫырса хунӑ ҫак докладсемпе мӗнле усӑ курнӑ? Клейтон Вудворт, 1930 ҫулта Пӗрлешӳллӗ Штатсенче шыва кӗнӗ арҫын тӑван, ҫапла каласа панӑ: «Эпӗ чӑматан пек уҫӑлса хупӑнакан пӗчӗк патефон хампа пӗрле йӑтса ҫӳреттӗмччӗ. Унӑн пружинӑллӑ привод пурччӗ тата йӗппине кӑларса илсе каялла тӑхӑнтартма пулатчӗ. Йӗппине вара пластинкӑна выляттарма пуҫличчен пластинка хӗррине лартмаллаччӗ. Эпӗ алӑк патне пырса тӑраттӑмччӗ, патефона уҫса йӗппине вырӑнне лартаттӑмччӗ те шӑнкрав ҫине пусаттӑмччӗ. Кил хуҫи алӑка уҫсан, эпӗ ҫапла калаттӑмччӗ: „Манӑн сирӗн валли кирлӗ хыпар пур. Итлӗр-ха ӑна, тархасшӑн“». Ҫынсем хӑйсене мӗнле тытнӑ? «Час-часах ҫынсем мана ӑшшӑн йышӑнатчӗҫ,— калать Вудворт тӑван.— Теприсем алӑка хупса хуратчӗҫ ҫеҫ. Хӑш-пӗрисем вара эпӗ патефонсем сутса ҫӳретӗп тесе шутлатчӗҫ».

1940 ҫул тӗлнелле 90 ытла доклад ҫырнӑ тата миллион ытла пластинка кӑларнӑ пулнӑ

5 1940 ҫул тӗлнелле 90 ытла доклад ҫырнӑ тата миллион ытла пластинка кӑларнӑ пулнӑ. Джон Барр, ҫав вӑхӑтра пионер пулса ӗҫленӗскер, каярахпа Ертсе пыракан советӑн членӗ пулнӑскер, аса илет: «1936 ҫултан пуҫласа 1945 ҫулччен патефон ман ҫумран кайма пӗлмен. Унсӑрӑн эпӗ хама лайӑхах мар туяттӑмччӗ. Рутерфорд тӑванӑн сассине илтме питӗ кӑмӑллӑччӗ — вӑл ҫумра тӑнӑ пекехчӗ. Анчах та сӑваплӑ ӗҫе патефонпа туни ҫынсене вӗрентме тата вӗсен чӗрисене хускатма май памастчӗ».

6, 7. а) Ырӑ хыпар сармалли карточкӑсем мӗнле усӑ панӑ, анчах та вӗсен мӗнле ҫитменлӗхсем пулнӑ? ӑ) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен чӗлхи-ҫӑварне сӑмахсене хывнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

6 Ырӑ хыпар сармалли карточкӑсем. 1933 ҫултан пуҫласа хыпарҫӑсене килтен киле ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне карточкӑсемпе усӑ курма хавхалантарнӑ. Карточка сарлакӑшӗ 7,5 сантиметр, тӑршшӗ 12,5 сантиметр пулнӑ. Унта Библири хыпара тата кил хуҫи мӗнле литература туянма пултарни ҫинчен кӗскен ҫырса хунӑ пулнӑ. Хыпарҫӑ кил хуҫине карточкӑна сӗннӗ те вуласа тухма ыйтнӑ. «Мана ырӑ хыпара карточкӑсемпе сарма килӗшетчӗ,— аса илнӗ Лилиан Каммеруд, каярахпа Пуэрто-Рикӑра тата Аргентинӑра миссионер пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм тӑван. Мӗншӗн? «Калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине пурте пӗлсех каймастчӗҫ,— каласа парать вӑл.— Ҫакӑ мана ҫынсем патне пырса калаҫма хӑнӑхма пулӑшрӗ».

Ырӑ хыпар сармалли карточка (итальян чӗлхипе)

7 Давид Рюш, 1918 ҫулта шыва кӗнӗ арҫын тӑван, хӑй мӗн асӑрхани ҫинчен ҫапла каласа панӑ: «Ырӑ хыпар сармалли карточкӑсем тӑвансене питӗ пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен сахалӑшӗ кӑна кирлӗ пек калама пултарнӑ». Анчах та карточкӑсен ҫитменлӗхсем те пулнӑ. «Хӑш-пӗр чухне ҫынсем пире чӗлхесӗр ҫынсем вырӑнне хуратчӗҫ,— каланӑ Рюш тӑван.— Тӗрӗссипе каласан, хӑш-пӗр енчен пирӗнтен нумайӑшӗ калаҫма пӗлмен. Анчах Иегова пире ҫынсем патне пырса калаҫма хатӗрленӗ. Кӗҫех вӑл пире ырӑ хыпара килтен киле сарнӑ чухне Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курма вӗрентнипе сӑмахсене пирӗн чӗлхе-ҫӑвара хыврӗ. Ҫав тӗлӗшрен 1940 ҫулсенче ирттерме пуҫланӑ Теократи ӗҫӗн шкулӗ пулӑшрӗ». (Иеремия 1:6—9 вуласа пар.)

8. Эсир Христоса хӑвӑра вӗрентме ирӗк парас тесе мӗн тума пултаратӑр?

8 Кӗнекесем. 1914 ҫултанпа Иеговӑн халӑхӗ Библие ӑнлантарса паракан 100 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене тӑвансене ӑста хыпарҫӑсем пулса тӑма пулӑшас тесе ятарласа хатӗрленӗ пулнӑ. Данире пурӑнакан Анна Ларсен, Турӑшӑн 70 ҫула яхӑн ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван, ҫапла калать: «Иегова пире Теократи ӗҫӗн шкулне пула тата Шкул учебникӗсене пула ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен ӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшрӗ. Пӗрремӗш учебник 1945 ҫулта тухнӑ «Патшалӑх хыпарҫисене паракан теократи пулӑшӑвӗ» ятлӑ кӗнеке пулнӑ. Ун хыҫҫӑн 1946 ҫулта «Кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитнӗ» кӗнеке кӑларнӑ. Халӗ пирӗн ытти пособисем пур. Паллах ӗнтӗ, Теократи ӗҫӗн шкулне тата Шкул учебникӗсене пула Иегова пире «ӗҫлекенсем пулма пултарулӑх панӑ» (2 Кор. 3:5, 6). Эсир Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑннӑ-и? Кашни эрнере иртекен тӗлпулусене эсир вӗренмелли материалсене илсе килетӗр-и тата Шкул надзирателӗ вӗсем ҫине пӑхтарнӑ чухне эсир вӗсене уҫатӑр-и? Ҫакна тӑватӑр пулсан, эсир лайӑх учитель пулас тесе Христоса хӑвӑра вӗрентме паратӑр (2 Кор. 9:6; 2 Тим. 2:15).

9, 10. Кӗнекесем пире чӑнлӑх вӑрлӑхне акма тата шӑварма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

9 Унсӑр пуҫне Иегова хӑйӗн организаци урлӑ хыпарҫӑсене Библин тӗп вӗрентӗвӗсене ӑнлантарса пама пулӑшакан кӗнекесем парса тӑрать. «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» ятлӑ кӗнеке питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Ӑна 1968 ҫулта кӑларнӑ, унпа вара тӳрех анлӑн усӑ курма пуҫланӑ. 1968 ҫулхи ноябрьте тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» кӑларӑмӗнче ҫакӑн ҫинчен пӗлтернӗ: «„Чӑнлӑх“ кӗнекене илме питӗ нумай заказ панӑран сентябрьте Обществӑн Бруклинри типографинче ятарласа каҫхи смена йӗркелесе янӑ». Унта ҫакӑн пек те каланӑ: «Августра „Чӑнлӑх“ кӗнеке мӗн чухлӗ пичетлесе хунинчен 1,5 миллион ытла кирлӗ пулнӑ!» 1982 ҫул тӗлнелле ҫак кӗнекене 116 чӗлхепе 100 миллион ытла экземпляр пичетленӗ. 14 ҫул хушшинче, 1968 ҫултан пуҫласа 1982 ҫулччен, «Чӑнлӑх» кӗнекене пула Патшалӑх хыпарҫисен шучӗ пӗр миллион ытла ӳснӗ b.

10 2005 ҫулта Библи вӗренмелли тепӗр хӑйне евӗрлӗ пособи тухнӑ. Ҫак пособие 256 чӗлхепе 200 миллиона яхӑн экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Ҫичӗ ҫул хушшинче ҫеҫ — 2005 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулччен — 1,2 миллиона яхӑн ҫын ырӑ хыпар саракан хыпарҫӑсем пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинчех пирӗнпе Библи вӗренекенсен шучӗ 6 миллионран пуҫласа 8,7 миллион ытла пулса тӑнӑ. Эпир Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхӑн вӑрлӑхне лартас тата шӑварса тӑрас тесе вӑй хунине Иегова пиллесе тӑни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. (1 Коринф 3:6, 7 вуласа пар.)

11, 12. Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн журналсен тӗрлӗ кӑларӑмӗсене кам-кам валли кӑларнӑ?

11 Журналсем. Чи малтан «Хурал башнине», тӗпрен илсен, «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм», «ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем» валли кӑларса тӑнӑ (Лука 12:32; Евр. 3:1). 1919 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа тӗрлӗ йышши ҫынсем валли хатӗрленӗ тепӗр журнал тухса тӑма тытӑннӑ. Вӑл Библи Тӗпчекенсене те, ытти ҫынсене те питӗ килӗшнӗрен нумай ҫул хушши унӑн тиражӗ «Хурал башнин» тиражӗнчен те нумайрах пулнӑ. Чи малтан ҫав журнал «Ылтӑн ӗмӗр» ятлӑ пулнӑ. 1937 ҫулта ӑна «Йӑпату» ятпа улӑштарнӑ, 1946 ҫултанпа ӑна «Вӑранӑр!» ятпа пӗле пуҫланӑ.

12 Вун-вун ҫул хушши «Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсене вӑхӑтран вӑхӑта тӗрлӗ майлӑ илемлетнӗ пулнӑ, анчах та вӗсен тӗллевӗ улшӑнман — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтересси тата Библие хытӑ ӗненме пулӑшасси. Халӗ «Хурал башнин» вӗренмеллипе салатмалли кӑларӑмӗсем пур. Вӗренмелли кӑларӑма «килтисем» — «пӗчӗк кӗтӳ» тата «урӑх сурӑхсем» — валли хатӗрлеҫҫӗ (Матф. 24:45, ҪТ; Иоанн 10:16) c. Салатмалли кӑларӑма, тӗпрен илсен, хальлӗхе чӑнлӑха пӗлмен, анчах та Библие тата Турра хисеплекен ҫынсем валли пичетлеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 13:16). «Вӑранӑр!» журнала Библи ҫинчен тата чӑн Турӑ, Иегова, ҫинчен сахал пӗлекенсем валли кӑлараҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 17:22, 23).

13. Пирӗн журналсем мӗнпе палӑрса-уйрӑлса тӑраҫҫӗ? (« Публикацисем — рекордсменсем» диаграммӑна сӳтсе явӑр.)

13 2014 ҫулӑн пуҫламӑшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх, кашни уйӑхра «Вӑранӑр!» журнала 44 миллион ытла экземпляр тата «Хурал башни» журнала 46 миллиона яхӑн экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. «Вӑранӑр!» журнала 100-е яхӑн чӗлхе ҫине куҫараҫҫӗ, «Хурал башнине» — 200 ытла чӗлхе ҫине. Апла пулсан, ҫак журналсене чи нумай чӗлхе ҫине куҫараҫҫӗ тата вӗсем чи анлӑ сарӑлнӑ журналсем шутланаҫҫӗ. Ҫак цифрӑсем тем пек пысӑк курӑнсан та, вӗсен пире тӗлӗнтермелле мар. Ҫак журналсенче Иисус пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тухма хушнӑ хыпар пур (Матф. 24:14).

14. Эпир мӗн тума тӑрӑшнӑ тата мӗншӗн?

14 Библи. 1896 ҫулта Расселл тӑванпа унӑн юлташӗсем литература кӑларма хӑйсем усӑ куракан закон тӑрӑх йӗркеленӗ пӗрлешӗвӗн ячӗ ҫумне «Библи» сӑмах хушса хунӑ, вара вӑл Хурал башнин, Библин тата трактатсен Обществи ятлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек улшӑну туни вырӑнлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен Библи яланах Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сармалли тӗп хатӗр пулнӑ (Лука 24:27). Ҫак законлӑ пӗрлешӗвӗн ячӗпе килӗшӳллӗ пулса Туррӑн ӗҫлекенӗсем Библие хастарлӑн сарнӑ тата ӑна вулама хавхалантарнӑ. Сӑмахран, 1926 ҫулта эпир хамӑрӑн пичет машинисем ҫинче «Эмфэтик Дайаглотт» — Бенджамин Уилсон куҫарнӑ Христианла Грек Ҫырӑвӗсене — пичетлесе кӑларнӑ. 1942 ҫулта эпир «Яков патша Библине» пичетлеме пуҫланӑ. Ҫак Библи куҫарӑвне пӗтӗмпе 700 000 экземпляра яхӑн пичетлесе кӑларса салатнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ ҫул иртсен эпир «Америкӑн стандартлӑ куҫарӑвне» пичетлеме пуҫланӑ, унта вара Иегова ят 6 823 хут тӗл пулать. Ҫак Библин куҫарӑвне 1950 ҫул тӗлнелле 250 000 ытла экземпляр салатнӑ пулнӑ.

15, 16. а) Мӗншӗн эсир «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» хаклатӑр? (« Библи куҫарас ӗҫӗн хӑвӑртлӑхне ӳстеретпӗр» рамкӑна сӳтсе явӑр.) ӑ) Эсир Иеговӑна хӑвӑр чӗрӳ ҫине витӗм кӳме парас тесе мӗн тума пултаратӑр?

15 1950 ҫулта акӑлчан чӗлхипе «Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тухнӑ. «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» пӗр томлӑ тулли кӑларӑмне 1961 ҫулта кӑларнӑ. (Вырӑс чӗлхипе «Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» 2001 ҫулта, «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» 2007 ҫулта тухнӑ.) Ҫак куҫару Иеговӑна мухтава кӑларать, мӗншӗн тесен унта Туррӑн ятне, вӑл чи малтанхи еврей текстӗнче ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта тавӑрса лартнӑ. Унсӑр пуҫне «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» Туррӑн ячӗ Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче 237 хут тӗл пулать. Ҫак куҫарӑва, вӑл тӗрӗсрех пултӑр тата ӑна вулама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, темиҫе хут пӑхса тухнӑ — юлашки хут ҫакна 2013 ҫулта тунӑ. 2013 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх, «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» — ӑна пӗтӗмпех е унӑн пайӗсене — 121 чӗлхепе 201 миллион ытла экземпляр пичетлесе кӑларнӑ.

16 «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» ҫынсем тӑван чӗлхепе вуланӑ чухне вӗсен мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ? Пӗр Непал ҫынни каланӑ: «Нумай ҫынна непал чӗлхи ҫине куҫарнӑ ӗлӗкхи Библине ӑнланма йывӑрччӗ, мӗншӗн тесен ӑна кивелнӗ чӗлхепе ҫырнӑччӗ. Халӗ вара эпир Библие чылай лайӑхрах ӑнланатпӑр, вӗт ӑна кулленхи пурнӑҫра усӑ куракан чӗлхепе ҫырнӑ». Вӑтаҫӗр Африка Республикинче пурӑнакан пӗр хӑрарӑм санго чӗлхи ҫине куҫарнӑ Библие вулама пуҫласан макӑрса янӑ та ҫапла каланӑ: «Ҫакӑ ман чӗрен чӗлхи». Ҫав хӗрарӑм пекех, эпир те Иеговӑна унӑн Сӑмахне кашни кун вуланипе хамӑр чӗрене витӗм кӳме паратпӑр (Пс. 1:2; Матф. 22:36, 37).

Хатӗрсемшӗн тата вӗрентсе тӑнӑшӑн пархатарлӑ

17. Эсир хӑвӑра парса тӑракан хатӗрсемшӗн тата вӗрентсе тӑнишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр тата ҫавна туни сире мӗнле пиллӗхсем парӗ?

17 Эсир Иисус Христос Патшана сӑваплӑ ӗҫе тума парса тӑнӑ хатӗрсемшӗн тата вӗрентсе тӑнӑшӑн пархатарлӑ-и? Эсир Туррӑн организацийӗ кӑларса тӑракан литературӑна вулама вӑхӑт уйӑратӑр-и тата ыттисене пулӑшас тесе ҫав литературӑпа усӑ куратӑр-и? Ку ҫапла пулсан, 1914 ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче шыва кӗнӗ Оупал Бетлер хӗрарӑм тӑванӑн сӑмахӗсемпе эсир килӗшетӗр пулӗ. Вӑл каланӑ: «Унччен эпир [Эдвард] упӑшкапа пӗрле ырӑ хыпара патефонсемпе тата ырӑ хыпар сармалли карточкӑсемпе сараттӑмӑр. Эпир ырӑ хыпара килтен киле сарнӑ чухне кӗнекесемпе, брошюрӑсемпе тата журналсемпе усӑ кураттӑмӑр. Эпир кампанисене, маршсене хутшӑнаттӑмӑр тата листовкӑсем салататтӑмӑр. Каярахпа эпир ҫынсем патне тепӗр хут килме тата интересленекен ҫынсемпе килӗсенче Библи вӗренӗвӗсем ирттерме вӗренеттӗмӗр. Ҫапла эпир телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнаттӑмӑр». Иисус хӑйӗн ҫыннисем акас тата вырас ӗҫе хутшӑнӗҫ, ҫакӑ вара вӗсене савӑнӑҫ парса тӑрӗ тесе сӑмах панӑ. Оупал пекех, миллион-миллион ҫын ҫавӑн пек сӑмах пани пурнӑҫланса пырать тесе ҫирӗплетсе калама пултарать. (Иоанн 4:35, 36 вуласа пар.)

18. Мӗнле чыса эпир тивӗҫнӗ?

18 Патшашӑн халӗ те ӗҫлемен ҫынсем Туррӑн ӗҫлекенӗсем пирки «вӗренмен ахаль ҫынсем» тесе шутлаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 4:13, ҪХ). Анчах та шутласа пӑхӑр-ха: Патша пулӑшнипе унӑн ахаль ҫынсенчен тӑракан халӑхӗ кӗнеке-журнал кӑларас ӗҫе питӗ пысӑк шая ҫитерме пултарнӑ. Пирӗн публикацисене питӗ нумай чӗлхе ҫине куҫараҫҫӗ тата шутсӑр пысӑк тиражсемпе салатаҫҫӗ. Пуринчен ытла вара ырӑ хыпара пур халӑх ҫыннине те пӗлтерес тесе Патша пире ҫав хатӗрсемпе усӑ курма вӗрентет. Чӑнах та, чӑнлӑх вӑрлӑхне акса вӗренекенсене пухса илес ӗҫе Христоспа пӗрле туса тӑрасси вӑл — калама ҫук пысӑк чыс!

a Юлашки вун ҫул хушшинче Иеговӑн халӑхӗ Библие ӑнлантарса паракан 20 миллиард ытла публикаци пичетлесе кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне интернетпа усӑ куракан 2,7 миллиард ытла ҫын пирӗн сайта кӗме пултарать.

b Хыпарҫӑсене ҫынсене чӑнлӑха вӗрентме пулӑшнӑ Библи вӗренмелле хӑш-пӗр пособисем шутӗнче ҫаксем пулнӑ: «Туррӑн арфи» (1921 ҫулта кӑларнӑ), «Турӑ шанчӑклӑ» (1946 ҫулта кӑларнӑ), «Эсӗ ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑн» (1982 ҫулта кӑларнӑ).

c «Килтисем» шутне камсем кӗнине ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине пӗлес тесе 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине», 29-мӗш страницӑна, 13-мӗш абзаца пӑхӑр.