Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ СЫПӐК

Нравственность енчен тасални. Туррӑн сӑваплӑхне кӑтартатпӑр

Нравственность енчен тасални. Туррӑн сӑваплӑхне кӑтартатпӑр

СЫПӐК ТЕМИ

Патша хӑйӗн ҫыннисене Туррӑн нравственность нормисене хисеплеме мӗнле вӗрентнӗ

Сӑмахран, эсир Иеговӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗн тулаш картишне кӗретӗр тейӗпӗр

1. Иезекииль мӗнле тӗлӗнмелле курӑну курнӑ?

 СИРӖН пӗр 25 ӗмӗр каялла таврӑнса Иезекииль пророк вырӑнӗнче пулас килмест-и? Сӑмахран, эсир пысӑк та йӑлтӑртатса тӑракан храмӑн ҫурт-йӗрӗ патне ҫывхарса пыратӑр тейӗпӗр. Унта сире ҫак аслӑ та чаплӑ вырӑна кӑтартас тесе хӑватлӑ ангел кӗтсе тӑрать! Эсир ҫичӗ картлашка тӑрӑх хапха патне хӑпаратӑр. Ҫавӑн пек хапхасем виҫҫӗ. Ҫаксене курни сирӗнте хисеп туйӑмӗ ҫуратать тата сире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Хапха ҫӳллӗшӗ 30 метра яхӑн, кӗмелли вырӑнта икӗ енче те — хуралҫӑсен пӳлӗмӗсем. Айккинчи юпасене илемлӗ пальмӑсен ӳкерчӗкӗсемпе хитрелетнӗ (Иез. 40:1—4, 10, 14, 16, 22; 41:20).

2. а) Храм мӗне пӗлтерет? (Сноскӑна та пӑхӑр.) ӑ) Храм хапхисем мӗнлерех пулнинчен мӗн пӗлме пулать?

2 Ҫак курӑнура сӑнарлӑ храма кӑтартнӑ. Иезекииль ҫак храма питӗ тӗплӗ сӑнласа панӑран ун ҫинчен унӑн пророкла кӗнекинчи 9 сыпӑкра каласа панӑ — 40-мӗшӗнчен пуҫласа 48-мӗш таран. Ҫак храм Иегова хунӑ тӗрӗс пуҫҫапмалли йӗркене пӗлтерет. Храмӑн кашни пайӗ эпир ҫак юлашки кунсенче пуҫҫапнипе мӗнле ҫыхӑннине кӑтартса парать a. Ҫӳллӗ хапхасем мӗне пӗлтереҫҫӗ? Вӗсем пире Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас текенсен Туррӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. Пальмӑсен ӳкерчӗкӗсем те ҫавнах кӑтартса параҫҫӗ, мӗншӗн тесен Библире тӳрӗлӗхе хӑш-пӗр чухне пальмӑсемпе сӑнласа панӑ (Пс. 91:13). Хуралҫӑсен пӳлӗмӗсем пирки мӗн калама пулать? Туррӑн нормисене хисеплемен ҫынсене тӗрӗс пуҫҫапассин ҫулӗпе — пурнӑҫ паракан тата чаплӑ ҫулпа — пыма памаҫҫӗ (Иез. 44:9).

3. Мӗншӗн Христосӑн вӗренекенӗсене тасатсах тӑмалла пулнӑ?

3 Иезекиилӗн курӑнӑвӗ мӗнле пурнӑҫланса пырать? Ҫак кӗнекен 2-мӗш сыпӑкӗнче эпир Иегова 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫулӑн пуҫламӑшӗччен хӑйӗн халӑхне Христос урлӑ ятарлӑ майпа тасатнине пӗлтӗмӗр. Ҫак тасатас ӗҫ ҫавӑнпа вӗҫленнӗ-и? Ҫук паллах! Христос иртнӗ ӗмӗрте Иегова панӑ тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнма пулӑшсах тӑнӑ. Эппин, унӑн вӗренекенӗсене тасатсах тӑмалла пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак ирсӗрленсе пӗтнӗ тӗнчерен пуҫтарать тата Сатана вӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр аскӑнлӑх шурлӑхне путарма тӑрӑшать. (2 Петр 2:20—22 вуласа пар.) Айтӑр халӗ пурнӑҫри виҫӗ ене пӑхса тухар, ҫав тӗлӗшрен вара чӑн христиансем тасалнӑҫемӗн тасалсах пыраҫҫӗ. Чи малтан эпир нравственность енчен тасалса пыни ҫинчен калаҫӑпӑр, унтан пухӑвӑн тасалӑхне упраса хӑварма пулӑшакан йӗркене пӑхса тухӑпӑр, юлашкинчен вара ҫемье ҫине мӗнле тӗрӗс пӑхмаллине сӳтсе явӑпӑр.

Нравственность енчен тасални

4, 5. Сатана ӗлӗкренпех мӗнле меслетпе усӑ курать тата ҫав тӗлӗшрен вӑл мӗн таран ӑнӑҫлӑ?

4 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем яланах нравственность нормисене тытса тӑракан тата тӳрӗлӗхе юратакан ҫынсем пуласшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсене мӗнле тытмаллине тӗплӗнрех ӑнлантарса панине хапӑл тусах йышӑннӑ. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

5 Ар ҫыхӑнӑвне кӗрессипе ҫыхӑннӑ аскӑнлӑх. Иегова шутласа хунӑ тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗ хушшинчи ар ҫыхӑнӑвӗ таса пулмалла тата савӑнӑҫ кӳмелле пулнӑ. Сатана ҫак хаклӑ парнене ирсӗрлетнинчен савӑнӑҫ илет. Вӑл Иеговӑн ӗҫлекенӗсене — вӗсене Турӑ ырлама пӑрахтӑр тесе — ҫак парнепе тӗрӗс мар усӑ курма хӗтӗртсе тӑрать. Сатана ҫак меслетпе Валаам пурӑннӑ вӑхӑтра питӗ ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ, ҫакӑ вара питӗ начар вӗҫленнӗ. Вӑл ҫак юлашки кунсенче ҫав майпа нихҫанхинчен те ытларах усӑ курать (Йыша шутл. 25:1—3, 9; Ӳлӗм. 2:14).

6. «Хурал башнинче» тупа тумалли мӗнле сӑмахсене пичетленӗ пулнӑ тата мӗншӗн юлашкинчен ҫав сӑмахсене калама пӑрахнӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

6 Сатанана ҫӗнтерме парас мар тесе 1908 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» тупа тумалли ҫакӑн пек сӑмахсене ҫырса хунӑ пулнӑ: «Эпӗ арҫын пулсан хӗрарӑмпа, хӗрарӑм пулсан арҫынпа кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та унпа хама ҫынсем умӗнче тытнӑ пекех тытӑп» b. Ҫак тупа туса каланӑ сӑмахсене тытса тӑмалла пулман пулин те, нумайӑшӗ ӑна йышӑннӑ та ҫавӑн пек сӑмах панине пурнӑҫласа тӑрасшӑн пулнине кӑтартас тесе хӑйсен ячӗсене «Сион хурал башнине» ҫырса хума ыйтнӑ. Пӗр вӑхӑт иртсен ҫак тупа тумалли сӑмахсене — унччен чылайӑшне усӑ парса тӑнӑ сӑмахсене — ячӗшӗн ҫеҫ калама пуҫланӑ, ҫавӑнпа ӑна пӑрахӑҫланӑ. Анчах та ҫакӑнти ҫӳллӗ шайра тӑракан нравственность принципӗсене Туррӑн ӗҫлекенӗсем нихӑҫан та тытса тӑма пӑрахман.

7. «Хурал башнинче» 1935 ҫулта мӗнле проблема ҫинчен каланӑ тата христиансен мӗнле тивӗҫӗ пирки палӑртнӑ пулнӑ?

7 Сатана тата хытӑрах тапӑнма пуҫланӑ. 1935 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» Турӑ халӑхӗ хушшинче ӳссе пыракан проблема ҫинчен ним пытармасӑр каланӑ пулнӑ. Хӑш-пӗрисем сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнни вӗсене хӑйсен пурнӑҫӗнче Иеговӑн нравственность нормисене тытса тӑмасӑр пурӑнма ирӗк парать тесе шутланӑ пулмалла. «Хурал башнинче» тӳррӗн каланӑ: «Пурин те ҫакна асра тытмалла: ырӑ хыпар сарасси вӑл пире тума хушнӑ пӗртен-пӗр ӗҫ мар. Иегова Свидетелӗсем вӗсем — унӑн представителӗсем, ҫавӑнпа вӗсен Иеговӑна тата унӑн Патшалӑхне тивӗҫлӗн кӑтартас яваплӑх пур». Малалла статьяра Турӑ халӑхне аскӑн ӗҫрен тарма пулӑшас тесе мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки тата ар ҫыхӑнӑвне кӗресси пирки уҫӑмлӑ канашсем панӑ (1 Кор. 6:18).

8. Мӗншӗн «Хурал башнинче» аскӑн ӗҫе пӗлтерекен грек сӑмахӗн пӗлтерӗшне час-часах сӳтсе явнӑ?

8 Юлашки вун-вун ҫул хушшинче «Хурал башнинче» Грек Ҫырӑвӗсенче аскӑн ӗҫе палӑртас тесе усӑ курнӑ порне́йа сӑмахӑн тулли пӗлтерӗшне пӗрре анчах мар сӳтсе явнӑ. Ҫак сӑмах ар ҫыхӑнӑвне кӗнине кӑна пӗлтермест. Порне́йа текен сӑмах тӗрлӗ аскӑн ӗҫе, ҫав шутрах аскӑнлӑх ҫуртӗнче тӑвакан ӗҫсене те, пӗлтерет. Ҫавӑн пек асӑрхаттарнисем Христосӑн вӗренекенӗсене ҫак тӗнчене ярса илнӗ аскӑнлӑхран хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ. (Эфес 4:17—19 вуласа пар.)

9, 10. а) «Хурал башнинче» 1935 ҫулта мӗнле ыйту ҫӗкленӗ? ӑ) Сӑра-эрех таврашне ӗҫес пирки Библире мӗн каланӑ?

9 Сӑра-эрех таврашӗпе иртӗхни. 1935 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» тепӗр ыйтӑва та ҫӗкленӗ: «Хӑш-пӗрисем, эрех сыпсан та, ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата организацире ытти тивӗҫсене тӑваҫҫӗ. Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх, хӑҫан эрех ӗҫме юрать? Ҫын эрех ӗҫни вӑл Ҫӳлхуҫан организацийӗнче тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ ҫине витӗм кӳрет пулсан, унӑн ҫавӑн чухлӗ ӗҫмеллех-ши?»

10 Ҫак ыйтӑвӑн хуравне сӳтсе явнӑ чухне эрех таврашӗ ҫине Библире каланӑ пек виҫине пӗлсе пӑхмалла тесе каланӑ пулнӑ. Турӑ Сӑмахӗ сӑра-эрехе виҫине пӗлсе ӗҫме чармасть, анчах ӗҫкӗпе иртӗхнине хыттӑн сивлет (Пс. 103:14, 15; 1 Кор. 6:9, 10). Сӑваплӑ ӗҫе сӑра-эрех ӗҫсе туни пирки калас пулсан, Туррӑн ӗҫлекенӗсене Аарон ывӑлӗсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен тахҫанах аса илтерсе тӑнӑ — Турӑ вӗсене хӑйӗн парне вырӑнӗ патне ют вут илсе пынӑшӑн вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑнах Турӑ священниксене хӑйсен сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне эрех те, хаяр шӗвек те ан ӗҫӗр тесе каланӑ, ҫакӑ вара Аарон ывӑлӗсене ҫылӑх патне мӗн илсе килме пултарнине уҫса парать (Лев. 10:1, 2, 8—11). Ҫакӑнта кӑтартнӑ принцип тӑрӑх, Христосӑн вӗренекенӗсем сӑваплӑ ӗҫе тумалла чухне эрех ӗҫмеҫҫӗ.

11. Мӗншӗн сӑра-эрех ӗҫесси ҫине тӗрӗсрех пӑхма пуҫлани Турӑ халӑхне пиллӗх кӳнӗ?

11 Юлашки вун-вун ҫул хушшинче христиансем алкоголизм ҫине — ӗҫке ерни ҫине — тӗрӗсрех пӑхма вӗреннӗ. Вӑхӑтра парса тӑракан сӑнарлӑ апата пула нумайӑшӗ хӑйсене алра тытма вӗренсе ҫитнипе хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма пултарнӑ. Тата нумай ҫыннӑн кун пек йывӑрлӑха курма та тивмен. Никамӑн та сӑра-эрех таврашӗпе иртӗхме кирлӗ мар, ҫавна пула ҫын этем сӑнне ҫухатать, ҫемйисӗр тӑрса юлать, пуринчен ытла вара, ҫакӑ Иеговӑна тасалӑхпа пуҫҫапма памасть.

«Эпир пирӗн Ҫӳлхуҫаран чӗлӗм шӑрши кӗрсе тӑнӑ е вӑл пӗр-пӗр ирсӗр япалана ҫӑвара хыпнӑ тесе шутлама та пултараймастпӑр» (Ч. Т. Расселл).

12. Юлашки кунсем пуҫланичченех Христосӑн ӗҫлекенӗсем табак туртасси ҫине мӗнле пӑхнӑ?

12 Табакпа усӑ курни. Христосӑн ӗҫлекенӗсем юлашки кунсем пуҫланичченех табак туртассине сивлеме тытӑннӑ. Чарлз Кейпен нумай ҫул каялла Чарлз Тейз Расселлпа XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнине аса илнӗ. Кейпен тӑван ун чухне 13 ҫулта пулнӑ, вӑл хӑйӗн пиччӗшӗпе тата икӗ шӑллӗпе Аллегейнире (Пенсильвани штачӗ) Библи ҫуртӗнчи картлашка ҫинче тӑнӑ. Расселл вӗсем патӗнчен иртсе пынӑ чухне ыйтнӑ: «Ачамсем, эсир чӗлӗм туртатӑр-им? Чӗлӗм шӑрши кӗрет». Вӗсем туртмастпӑр тесе каланӑ. Паллах ӗнтӗ, чӗлӗм туртни ҫинчен Расселл мӗн шухӑшланине вӗсем тӳрех ӑнланса илнӗ. 1895 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» Расселл тӑван 2 Коринф 7:1-мӗш сӑвӑ йӗркине ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Тӗрлӗ йышши табакпа усӑ курни христианина мӗнле усӑ панине е Турра мӗнле майпа мухтава кӑларма пултарнине эпӗ ӑнланмастӑп. [...] Эпир пирӗн Ҫӳлхуҫаран чӗлӗм шӑрши кӗрсе тӑнӑ е вӑл пӗр-пӗр ирсӗр япалана ҫӑвара хыпнӑ тесе шутлама та пултараймастпӑр».

13. 1973 ҫулта тасалас тӗлӗшрен мӗнле утӑм тунӑ пулнӑ?

13 1935 ҫулта «Хурал башнинче» табак пирки «ирсӗр ҫум-ҫам» тенӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унта кам табака чӑмлать е туртать, ҫавсем Вефиль ҫемйинче тӑрса юлма пултараймаҫҫӗ е Туррӑн организацийӗн представителӗ пек пионер е ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫлеме пултараймаҫҫӗ тесе каланӑ. 1973 ҫулта ҫакна тата лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ. Ҫав ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫак ирсӗр, сиенлӗ тата юратманнине кӑтартакан йӑлан серепине лекнӗ пӗр Иегова Свидетелӗ те пухура ырӑ ятлӑ шутланма пултараймасть тесе ӑнлантарнӑ. Табакпа иртӗхекенсене пухуран кӑларса ямалла пулнӑ c. Ҫапла Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене тасатас тесе тата тепӗр кирлӗ утӑм тунӑ.

14. Юн пирки Турӑ мӗн каланӑ тата юн ярасси мӗнле майпа йӑлана кӗнӗ?

14 Юнпа усӑ курни. Ной вӑхӑтӗнче Турӑ юн ҫиме юрамасть тесе каланӑ. Вӑл ҫакна Израиль халӑхне панӑ Саккунра та палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл христиансен пухӑвне «юнран... сыхланма» хушнӑ (Ап. ӗҫ. 15:20, 29; Пулт. 9:4; Лев. 7:26). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Сатана хальхи вӑхӑтра нумайӑшне Туррӑн ҫак саккунне итлеме пӑрахтармалли май тупнӑ. XIX ӗмӗрте тухтӑрсем юн яма хӑтланса пӑхнӑ, юнӑн тӗрлӗ группине уҫсан вара юн ярасси анлӑ сарӑлнӑ. 1937 ҫулта юна пухса юн банкӗсенче упрама пуҫланӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫине пула юн ярасси тата вӑйлӑрах аталанма тытӑннӑ. Кӗҫех ҫак меслет медицинӑра йӑлана кӗнӗ.

15, 16. а) Иегова Свидетелӗсем юн ярасси ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? ӑ) Христосӑн вӗренекенӗсем юн ямасӑр сипленес тӗлӗшрен мӗнле пулӑшу илсе тӑраҫҫӗ тата ҫакӑ мӗнле усӑ парать?

15 «Хурал башнинче» 1944 ҫултах юн ярасси вӑл юн ҫинипе пӗрех тесе палӑртнӑ пулнӑ. Тепӗр ҫулне Библире ҫакӑн пирки мӗн каланине тата лайӑхрах ӑнлантарса панӑ. 1951 ҫулта Туррӑн ӗҫлекенӗсене тухтӑрсемпе калаҫма пулӑшакан ыйтусемпе хуравсен пуххине пичетлесе кӑларнӑ. Христосӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем пӗтӗм тӗнчипе ҫав тӗлӗшрен ҫирӗп тӑнӑ, ҫавна пула ыттисем час-часах вӗсенчен йӗрӗннӗ, хаяррӑн вӗсене хирӗҫ тӑнӑ тата хӗсӗрленӗ те. Анчах Христос хӑйӗн организацине Туррӑн ӗҫлекенӗсем валли кирлӗ пулӑшу пама хавхалантарса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак темӑна тӗплӗн уҫса паракан статьясемпе брошюрӑсене хатӗрленӗ те пичетлесе кӑларнӑ.

16 Эпир юн ярасси ҫине мӗнле пӑхнине тата ҫавӑн пирки Библире мӗн каланине тухтӑрсене лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе, ҫавӑн пекех юн ямасӑр сипленмелли меслетсем пирки каласа парас тесе 1979 ҫулта хӑш-пӗр старейшинӑсем больницӑсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫланӑ. 1980 ҫулта АПШри 39 хулара пурӑнакан старейшинӑсене ҫав ӗҫе тума ятарлӑ пӗлӳ панӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Ертсе пыракан совет пӗтӗм тӗнчипе тӗрлӗ ҫӗрте больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетсем йӗркелесе яма йышӑннӑ. Ҫакӑн пек вӑй хуни мӗнле усӑ панӑ? Хальхи вӑхӑтра вун-вун пин тухтӑр — ҫав шутрах, хирургсемпе анестезиологсем те — сипленекен Свидетельсене пулӑшаҫҫӗ, вӗсем юн ямасӑр сипленес тенине хисеплеҫҫӗ. Юн ямасӑр сипленмелли меслетсемпе усӑ куракан тата ҫав меслетсене чи лайӑххисем тесе шутлакан медицина учрежденийӗсен шучӗ ӳссех-ӳссех пырать. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, Сатана вӗсене ирсӗрлетме хӑтланнинчен мӗнле хӳтӗлесе тӑни пире савӑнтармасть-и? (Эфес 5:25—27 вуласа пар.)

Юн ямасӑр сипленмелли меслетсемпе усӑ куракан тата ҫав меслетсене чи лайӑххисем тесе шутлакан медицина учрежденийӗсен шучӗ ӳссех-ӳссех пырать

17. Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле тасатса пынине хакланине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

17 Хамӑра ҫакӑн пек ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле тасатса пынине тата пире Иеговӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан нравственность нормисене тытса тӑма вӗрентнине эпӗ хаклатӑп-и?» Ку ҫапла пулсан, айтӑр ҫакна асра тытар: Сатана пире Туррӑн нравственность нормисене хисеплеме пӑрахтарнипе пирӗнпе Иегова хушшинчи тата пирӗнпе Иисус хушшинчи хутшӑнусене аркатма тӑрӑшать. Ҫакна вӑл Туррӑн нравственность нормисене хисеплеме пӑрахтарнипе тума хӑтланать. Ҫавӑн пек витӗм кӳнине хирӗҫ тӑрас тесе Иеговӑн организацийӗ пире ҫак тӗнчен ирсӗр ҫулӗсем пирки ыррӑн асӑрхаттарса тӑрать. Айтӑр пире усӑ паракан ҫак канашсене тимлер те вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма тӑрӑшар (Ытар. 19:20).

Пухӑва ирсӗрленесрен хӳтӗлени

18. Кам пӗлсе тӑрсах Туррӑн нормисене хирӗҫ каять, ҫавсем пирки Иезекиилӗн курӑнӑвӗнче мӗнле уҫӑмлӑ асӑрхаттару пур?

18 Нравственность енчен таса пулмалли тепӗр ен вӑл — пухӑва таса упраса хӑварас тесе тунӑ утӑмсем. Шел пулин те, хӑш-пӗрисем — кам Иегова хунӑ йӗрке тӑрӑх пурӑнма килӗшнӗ тата кам хӑйне Иеговӑна халалланӑ, ҫавсем — хӑйсем тунӑ йышӑнупа килӗшӳллӗ пурӑнма пӑрахаҫҫӗ. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑнать, вара вӗсем пӗлсе тӑрсах ҫав йӗркесене хирӗҫ каяҫҫӗ. Ҫав ҫынсемпе мӗн тумалла? Ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр шухӑшсене ҫак сыпӑкӑн пуҫламӑшӗнче сӳтсе явнӑ курӑнура, Иезекииле сӑнарлӑ храм ҫинчен кӑтартнӑ курӑнура, тупма пулать. Ҫӳллӗ хапхасене тата унти хуралҫӑ пӳлӗмӗсене аса илӗр-ха. Хуралҫӑсем храма хӳтӗленӗ, вӗсем унта чӗрине кастарман ҫынсене кӗртмен (Иез. 44:9). Ҫакӑ Иегова хунӑ таса йӗркесем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшакансем кӑна тӗрӗс пуҫҫапассине хутшӑнма пултарнине аса илтерет. Ҫавӑн пекех шанчӑклӑ христиансемпе хутшӑнас тата вӗсемпе пӗрле Турра пуҫҫапас чыса пурне те паман.

19, 20. а) Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене йывӑр ҫылӑхсене епле пӑхса тухмаллине ӑнланма мӗнле майпа майӗпен пулӑшса пынӑ? ӑ) Ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен ҫынсене мӗнле виҫӗ сӑлтава пула пухуран кӑларса яраҫҫӗ?

19 «Хурал башнинче» 1892 ҫулта «пирӗн тивӗҫ — Христос хӑйне... тӳлесе илмелли парне пек панине кам йышӑнмастӑп тесе тӳррӗн е тӳррӗн мар калать, ҫавсене (христиансем хушшинчен) кӑларса ярасси» тесе палӑртнӑ пулнӑ. (2 Иоанн 10 вуласа пар.) 1904 ҫулта «Ҫӗнӗ пултарнӑ япала» кӗнекере кам хӑйне ҫине тӑрсах тӗрӗс мар тытать, ҫавсем пухӑва хӑрушлӑх кӳме — вӗсем ӑна ирсӗрлетсе яма пултараҫҫӗ — тесе каланӑ. Ҫав ҫулсенче йывӑр ҫылӑхсене пӗтӗм пуху «чиркӳ судӗсенче» пӑхса тухнӑ. Анчах та ҫавӑн пекки питӗ сайра пулкаланӑ. 1944 ҫулта «Хурал башнинче» ҫав ӗҫсене яваплӑ арҫын тӑвансен кӑна пӑхса тухмалла тесе палӑртнӑ. 1952 ҫулта «Хурал башнинче» ҫылӑха кӗнӗ ҫынсен ӗҫӗсене Библире каланӑ йӗрке тӑрӑх мӗнле пӑхса тухмалли ҫинчен каласа панӑ тата ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсене пухуран кӑларса ямалли тӗп сӑлтавсенчен пӗри вӑл — пухӑвӑн тасалӑхне упраса хӑварасси тесе палӑртнӑ.

20 Ҫавӑн хыҫҫӑнхи ҫулсенче Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене йывӑр ҫылӑх тӑвакансен ӗҫӗсене мӗнле пӑхса тухмаллине тата лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ. Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем йывӑр ҫылӑх тӑвакансен ӗҫӗсене Иегова каланӑ пек тӗрӗслӗхпе хӗрхенӳ кӑтартса пӑхса тухчӑр тесе вӗсене лайӑх пӗлӳ парса тӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫынсене сахалтан та виҫӗ сӑлтава пула: 1) Иеговӑн ятне чыссӑрлатма парас мар тесе, 2) йывӑр ҫылӑх туни пуху ҫине япӑх витӗм ан кӳтӗр тесе тата 3) ҫылӑх тунӑ ҫынна, май пулсан, ӳкӗнме пулӑшас тесе — пухуран кӑларса янине ӑнланатпӑр.

21. Мӗншӗн пухуран кӑларса ярас йӗрке Турӑ халӑхӗшӗн пиллӗх пулса тӑнӑ?

21 Мӗншӗн пухуран кӑларса ярас йӗрке Христосӑн хальхи вӗренекенӗсемшӗн пиллӗх пулса тӑнине эсир ӑнланатӑр-и? Авалхи Израильте Саккуна пӑсакансем час-часах пӗтӗм халӑх ҫине питӗ япӑх витӗм кӳрсе тӑнӑ. Хӑш-пӗр чухне ҫав ирсӗр ҫынсен шучӗ Иеговӑна юратакансенчен те, хӑйсене тӗрӗс тытакансенчен те нумайрах пулнӑ. Ҫавӑнпа халӑх час-часах Иеговӑн ятне чыссӑрлатнӑ, ҫавӑнпа ҫав халӑха Турӑ ырлама пӑрахнӑ (Иер. 7:23—28). Анчах халӗ Иегова пӗр-пӗр халӑхпа ҫыхӑну тытас вырӑнне тӗрлӗ халӑхран тухнӑ, хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑма тата хӑйӗн канашӗсем тӑрӑх пурӑнма шут тытнӑ арҫынсемпе тата хӗрарӑмсемпе ҫыхӑну тытать. Ҫылӑх ӑшне путнӑ ҫынсене пухуран кӑларса янӑ пирки вӗсем Сатанан аллинчи хатӗрсем пулса тӑраймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене кӑларса яман пулнӑ пулсан, Сатана вӗсемпе усӑ курса пухӑва пысӑк сиен кӳнӗ тата Турӑ халӑхӗн тасалӑхне вараланӑ пулӗччӗ. Ун вырӑнне вӗсем питӗ сахал витӗм кӳме пултараҫҫӗ, Иегова вара пире, пӗтӗмӗшле илсен, пиллеме пӑрахмасть. Иегова ҫакӑн пек сӑмах панине асра тытӑр: «Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ» (Ис. 54:17). Йывӑр ҫылӑхсем тунӑ ҫынсен ӗҫӗсене пӑхса тухас пысӑк яваплӑха хӑйсем ҫине илнӗ старейшинӑсене эпир шанчӑклӑн пулӑшса тӑратпӑр-и?

Кашни ҫемье камран ят илнӗ, Ҫавна мухтава кӑларатпӑр

22, 23. Мӗншӗн эпир ХХ ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ христиансене пархатарлӑ тата мӗншӗн вӗсен ҫемье ҫине ытларах виҫине пӗлсе пӑхмалла пулнӑ теме пулать?

22 Пӗр вӗҫӗмсӗр тасалса пыни Христосӑн вӗренекенӗсене усӑ панӑ тепӗр ен вӑл — ҫемьеллӗ пурнӑҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир ҫемье ҫине тӗрӗсрех пӑхма пуҫларӑмӑр тесе калама пулать-и? Ҫапла. Сӑмахран, ХХ ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫинчен вуланӑ май эпир вӗсем хӑйсене шеллемесӗр пурӑнни пире тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Вӗсем сӑваплӑ ӗҫе хӑйсен пурнӑҫӗнче пуринчен мала хунишӗн эпир вӗсене питӗ пархатарлӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсене ытларах виҫине пӗлме кирлӗ пулнине те куратпӑр. Мӗншӗн?

23 Сӑваплӑ ӗҫре шанса панӑ хӑш-пӗр тивӗҫсене пула, калӑпӑр, ҫулҫӳрев ӗҫне пула, арҫын тӑвансем нумай уйӑх хушши килӗсенчен аякра пулнӑ. Сӑваплӑ Ҫырура мӑшӑрланмасӑр пурӑнмалли ҫинчен мӗн каланӑ, ҫавӑнтан та ытларах ӳкӗтленӗ, ҫавӑн пекех ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетесси пирки сахалрах каланӑ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра христиансем мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫавӑн пекех пӑхаҫҫӗ-и? Ҫук паллах!

Теократи ӗҫӗсене тунипе ҫемьери тивӗҫсене тусах кайманнине тӳрре кӑларма пулать тесе шутламаҫҫӗ

24. Христос хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене ҫемье ҫине тӗрӗсрех пӑхма мӗнле пулӑшнӑ?

24 Хальхи вӑхӑтра теократи ӗҫӗсене тунипе ҫемьери тивӗҫсене тусах кайманнине тӳрре кӑларма пулать тесе шутламаҫҫӗ. (1 Тимофей 5:8 вуласа пар.) Христос ҫӗр ҫинчи хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем Библирен ҫемье ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшакан усӑллӑ канашсем илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшнӑ (Эф. 3:14, 15). 1978 ҫулта «Устраивай твою семейную жизнь счастливой» кӗнеке тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 18 ҫул иртсен «Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унсӑр пуҫне мӑшӑрсене пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ чухне Библи принципӗсене тытса тӑма пулӑшас тесе вӗсем валли «Хурал башнинче» нумай статья пичетлеме пуҫланӑ.

25—27. Ҫулсем иртнӗҫемӗн мӗнле майпа ачасем ҫине ытларах та ытларах тимлеме пуҫланӑ?

25 Ҫамрӑксем пирки мӗн калама пулать? Вӗсем ҫинчен те ытларах шухӑшлама пуҫланӑ. Иеговӑн организацийӗ нумай вӑхӑт хушши ӗнтӗ тӗрлӗ ҫулхи ачасемшӗн тӑрӑшать, анчах хальхи вӑхӑтра вӗсем валли материал нихӑҫанхинчен те ытларах кӑлараҫҫӗ. 1919 ҫултан пуҫласа 1921 ҫулччен «Ылтӑн ӗмӗр» журналта «Библие тӗпчекен ҫамрӑксем» текен ярӑма пичетленӗ. 1920 ҫулта «Ылтӑн ӗмӗрӗн азбуки» брошюра тухнӑ, 1941 ҫулта — «Ачасем» кӗнеке. 1970 ҫулсенче «Слушайся Великого Учителя», «Извлекай наилучшее из твоей молодости» тата «Библи калавӗсен кӗнеки» тухнӑ. 1982 ҫулта «Вӑранӑр!» журналта «Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем» ятлӑ ярӑм тухма пуҫланӑ, унтан вара 1989 ҫулта ҫак ярӑмри статьясем тӑрӑх кӗнеке кӑларнӑ.

Германире иртнӗ ҫак конгресра нумайӑшӗ «Библи — чи пӗчӗккисем валли» ятлӑ брошюрӑна илсе савӑннӑ

26 Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксем валли «Санӑн ыйтӑвусен хуравӗсем» ятлӑ икӗ томлӑ кӗнеке пур, «Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем» ярӑмри статьясене интернетра пирӗн сайтра вулама пулать. Ачасем валли «Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» кӗнеке кӑларнӑ. Сайтра ҫамрӑксем валли нумай материал тупма пулать: Библи карточкисем, пӗчӗк ачасем валли тата кӑштах аслӑраххисем валли заданисем, видеороликсемпе мультфильмсем, Библи калавӗсене ӳкерчӗксемпе сӑнласа панисем, ҫавӑн пекех виҫӗ ҫула ҫитмен ачасем валли Библи урокӗсем. Христос пӗрремӗш ӗмӗрте ачасене ал ҫине илсе ыталанӑ чухнехи пекех, халӗ те вӑл хӑйне ачасемпе ҫавӑн пекех тытни уҫӑмлӑн курӑнса тӑрать (Марк 10:13—16). Вӑл ачасем хӑйсене юратнине туйса тӑччӑр тата вӗсем валли сӑнарлӑ апат ҫителӗклӗ пултӑр тет.

27 Ҫавӑн пекех Иисус ачасене кирек мӗнле сиенрен те хӳтӗлесшӗн. Ҫак тӗнче усалланса пынӑ вӑхӑтра ачасене пусмӑрласси тата вӗсенчен мӑшкӑлласси анлӑ сарӑлса пырать. Ҫавӑнпа пирӗн публикацисенче ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене хӳтӗлеме пулӑшакан уҫӑмлӑ та тӳрӗ канашсем параҫҫӗ d.

28. а) Иезекииле храм ҫинчен кӑтартнӑ курӑну тӑрӑх, Турра тасалӑхпа пуҫҫапас тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

28 Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене Иегова панӑ нравственность нормисене хисеплеме, вӗсем тӑрӑх пурӑнса усӑ илме вӗрентнипе тасатсах тӑрать. Ҫакӑ чӑннипех савӑнтарать мар-и? Иезекииль курӑнура курнӑ хрампа унӑн ҫӳллӗ хапхисене тепӗр хут аса илӗр-ха. Ҫав храм сӑнарлӑ храм пулнӑ пулин те, эсир ӑна пур пекех куратӑр-и? Эпир ҫав храма Патшалӑх залне килнипе ҫеҫ, е Библи уҫнипе ҫеҫ, е килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне алӑка шакканипе ҫеҫ кӗместпӗр. Вӗт ҫаксене пурне те куҫпа курма пулать. Икӗпитлӗ ҫынсем ҫаксене Иеговӑн храмне кӗмесӗрех тума пултараҫҫӗ. Анчах та эпир маларах асӑннӑ япаласене тӑватпӑр пулсан тата Иеговӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, ҫавӑн пекех уншӑн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа ӗҫлетпӗр пулсан, вара эпир чи сӑваплӑ вырӑна — Иеговӑна пурте тасалӑхпа пуҫҫапакан сӑнарлӑ храма — кӗретпӗр те ҫав храмра сӑваплӑ ӗҫ туса тӑратпӑр теме пулать! Айтӑр ҫак пиллӗхе яланах хаклар. Айтӑр Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑнипе унӑн сӑваплӑхне кӑтартса тӑрас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар!

a 1932 ҫулта «Тӳрре кӑларни» кӗнекен иккӗмӗш томӗнче Турӑ халӑхӗ ҫӗнӗрен йӗркеленсе каясси тата хӑйӗн тӑван ҫӗршывне таврӑнасси ҫинчен Библире пророкла калани хальхи вӑхӑтра Израиль халӑхӗ ҫинче мар, сӑнарлӑ Израиль ҫинче пурнӑҫланнӑ тесе пӗрремӗш хут палӑртнӑ. Ҫав пророкла сӑмахсем тӗрӗс пуҫҫапасси ҫӗнӗрен йӗркеленсе каясси ҫине тимлеттернӗ. 1999 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» ӑнлантарса панӑ: Иезекииле храм ҫинчен кӑтартнӑ курӑну вӑл — ҫӗнӗрен йӗркеленсе каясси ҫинчен пророкла калани, ҫавӑнпа ҫав сӑмахсем юлашки кунсенче сӑнарлӑ майпа пурнӑҫланса пыраҫҫӗ.

b Тупа туни арӑмӗпе упӑшки пулман е ҫывӑх хурӑнташсем пулман арҫынпа хӗрарӑма пӳлӗмре, алӑка яри уҫман пулсан, пӗрле тӑрса юлма чарнӑ. Темиҫе ҫул хушши Вефильте ирхине пуҫҫапнӑ чухне кашни кун ҫав тупа тумалли сӑмахсене каланӑ.

c Табакпа усӑ курни шутне табака туртни, шӑршлани, чӑмлани тата ӑна ҫав тӗллевпе лартса ӳстерни кӗрет.

d Сӑмахран, «Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» кӗнекери 32-мӗш сыпӑка, ҫавӑн пекех 2007 ҫулхи октябрьте тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти 3—11 страницӑсене пӑхӑр.