Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ СЫПӐК

«Мир Турришӗн» ӗҫлесе тӑма йӗркеленнӗ

«Мир Турришӗн» ӗҫлесе тӑма йӗркеленнӗ

СЫПӐК ТЕМИ

Иегова хӑйӗн халӑхӗ хушшинче организаци йӗркине майӗпен улӑштарса пырать

1, 2. «Сион хурал башни» 1895 ҫулхи январьте мӗнле улшӑннӑ тата ҫак улшӑнӑва тӑвансем мӗнле йышӑннӑ?

 ХАСТАРЛӐ Библи Тӗпчекен Джон Бонет 1895 ҫулхи январьте тухнӑ «Сион хурал башнине» илсен, ҫакӑ питӗ унӑн кӑмӑлне хускатнӑ. Журналӑн ҫӗнӗ хуплашка пулнӑ: ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсрен маяк ҫӗкленсе тӑнӑ, унӑн ҫути вара тӗксӗм тӳпене ҫутатса тӑнӑ. Журнала ҫавӑн пек илемлетни пирки калакан пӗчӗк статья «Пирӗн ҫӗнӗ сӑн-сӑпат» ятпа тухнӑ.

2 Бонет мӗн курнипе питӗ тӗлӗннӗрен Расселл тӑван патне ҫыру ҫырса янӑ. Унта ҫакӑн пек сӑмахсем пулнӑ: «Эпӗ „Башня“ хӑйӗн сӑн-сӑпатне улӑштарнине курма хавас пултӑм. Хитре курӑнса тӑрать». Тепӗр шанчӑклӑ Библи Тӗпчекен, Джон Браун, хуплашка пирки ҫапла ҫырнӑ: «Хумсем пырса ҫапнине тата вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пӑхмасӑрах башня ҫирӗп тӑрать — ҫакӑ чуна пырса тивет». Ҫӗнӗ хуплашка вӑл ҫав ҫулта тӑвансем курнӑ улшӑнусенчен пӗрремӗшӗ кӑна пулнӑ-ха, анчах та вӗсене тата урӑх улшӑнусем те кӗтнӗ. Ноябрьте вӗсем тата тепӗр пысӑк улшӑну ҫинчен пӗлнӗ. Ҫакна палӑртма пулать: ҫав улшӑну мӗне ҫил-тӑвӑллӑ тинӗспе танлаштарма пулать, ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ пулнӑ.

3, 4. 1895 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» мӗнле проблемӑна сӳтсе явнӑ тата малашне те усӑ пама пултаракан мӗнле улшӑну ҫинчен пӗлтерӳ тунӑ?

3 1895 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» пичетленӗ пысӑк статьяра ҫивӗч проблемӑна сӳтсе явнӑ: тинӗсри ҫил-тӑвӑл евӗрлӗ йывӑрлӑхсем Библи Тӗпчекенсен организацийӗнчи мире пӑсса тӑнӑ. Арҫын тӑвансем хӑйсен пухӑвӗнче хӑшӗн ертӳҫӗ пулмалли пирки тӑтӑшах тавлашнӑ. Вӗсене пӗр-пӗринпе тупӑшас-тавлашас кӑмӑла мӗнле пӗтермеллине курма пулӑшас тесе статьяра организацине караппа танлаштарнӑ пулнӑ. Ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илнӗ ҫынсем организацие «ҫил-тӑвӑллӑ ҫанталӑка» чӑтса ирттерме хатӗрлеймерӗҫ тесе тӳррӗн каланӑ пулнӑ статьяра. Мӗн тумалла пулнӑ?

4 Статьяра лайӑх капитан карап ҫинче ҫынсене ҫӑлмалли хатӗрсем ҫителӗклӗ пулнипе пулманнине тата ҫил-тӑвӑл пуҫланас умӗн люксене хупса хунипе хуманнине сӑнаса тӑрать тесе палӑртнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех организацие ертсе пыракан тӑвансен пур пухӑва та, вӗсем «ҫил-тӑвӑла» хатӗр пулччӑр тесе тӗрӗслесе тӑмалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та статьяра малашне те усӑ пама пултаракан улшӑну ҫинчен пӗлтерӳ тунӑ. Ҫав статьяра кӗтӗве пӑхса тӑмашкӑн старейшинӑсене кашни пухура вӑраха ямасӑр суйласа лартмалла тесе каланӑ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 20:28).

5. а) Мӗншӗн старейшинӑсене суйласа лартни вӑхӑтра тунӑ утӑм пулнӑ? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

5 Старейшинӑсене суйласа лартни пухусене тӗреклетес енчен вӑхӑтра тунӑ утӑм пулнӑ. Ҫавӑн пекех ҫакӑ пирӗн тӑвансене Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине пула сиксе тухнӑ пур йывӑрлӑх витӗр тухма пулӑшнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑнхи вун-вун ҫул хушшинче организацири йӗркене лайӑхлатас тесе тунӑ ытти улшӑнусем те пулнӑ, ҫавна пула Турӑ халӑхӗ Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма лайӑхрах хатӗрленнӗ. Ҫавӑн пек улшӑнусем пирки Библири мӗнле пророкла сӑмахсенче каланӑ? Эсир мӗнле улшӑнусене хӑвӑр куҫпа куртӑр? Вӗсем сире мӗнле усӑ пачӗҫ?

«Эпӗ мире санӑн надзирателӳ пулма суйласа лартӑп»

6, 7. а) Исаия 60:17-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? ӑ) Надзирательсем ҫинчен тата ӗҫ пани ҫинчен калани мӗн кӑтартса парать?

6 Ҫак кӗнекен 9-мӗш сыпӑкне пӑхса тухнӑ чухне Иегова хӑйӗн халӑхне пилленине пула вӑл шучӗпе ӳсме пуҫлӗ тесе Исаия малтанах каласа хунине пӗлтӗмӗр (Ис. 60:22). Анчах та Иегова кунтан та ытларах тума сӑмах панӑ. Ҫав пророкла сӑмахсенчех вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ пӑхӑр вырӑнне ылтӑн, тимӗр вырӑнне кӗмӗл, йывӑҫ вырӑнне пӑхӑр тата чулсем вырӑнне тимӗр кӳрсе тӑрӑп. Эпӗ мире санӑн надзирателӳ пулма суйласа лартӑп тата тӳрӗлӗх сана ӗҫсем парса тӑрӗ» (Ис. 60:17, ҪТ). Ҫак пророкла сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла? Вӗсем пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

Ҫакӑ вӑл япӑххине лайӑххипе мар, лайӑххине тата лайӑхраххипе улӑштарни

7 Исаийӑн пророкла сӑмахӗсенче пӗр материала теприпе улӑштарӗҫ тесе каланӑ. Анчах та асӑрхӑр-ха, ҫакӑ вӑл япӑххине лайӑххипе мар, лайӑххине тата лайӑхраххипе улӑштарни. Пӑхӑра ылтӑнпа улӑштарни вӑл — лайӑхлатни, пророкла сӑмахсенче асӑннӑ ытти материалсене улӑштарни пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫапла Иегова хӑйӗн халӑхӗ хушшинчи лару-тӑру майӗпен лайӑхланса пырассине малтанах каласа хунӑ. Пророкла сӑмахсенче хӑш енчен лайӑхланса пыни пирки каланӑ? Надзирательсем ҫинчен тата ӗҫ пани ҫинчен каланипе Иегова хӑйӗн халӑхне йӗркелесе тӑрасси тата пӑхса тӑрасси мӗнле майпа лайӑхланса пырассине кӑтартса панӑ.

8. а) Исаийӑн пророкла сӑмахӗнче каланӑ улшӑнусене кам тӑвать? ӑ) Улшӑнусем мӗнле усӑ параҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех «Вӑл хӑйне тӳрлетнине кӗҫӗне хурса йышӑннӑ» рамкӑна пӑхӑр.)

8 Кама пула организацире ҫавӑн пек улшӑнусем пулса пыраҫҫӗ? Иегова каланӑ: «Эпӗ... ылтӑн... кӗмӗл... кӳрсе тӑрӑп. Эпӗ мире... суйласа лартӑп». Чӑнах та, пухури йӗркене ҫынсем мар, Иегова лайӑхлатса пырать. Иисуса патшана лартнӑ хыҫҫӑн Иегова ҫавна хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ туса пырать. Ҫав улшӑнусем пире мӗнле усӑ параҫҫӗ? Исаия 60:17-мӗш сӑвӑ йӗркинчех вӗсем мирпе тӳрӗлӗх патне илсе пыраҫҫӗ тесе каланӑ. Эпир Турӑ панӑ канашсене йышӑнатпӑр тата улшӑнусем тӑватпӑр пулсан, пирӗн хушӑра мир пулать. Тӳрӗлӗхе юратни вара пире Иеговӑшӑн, Павел апостол каланӑ тӑрӑх, «мир Турришӗн», ӗҫлеме хавхалантарса тӑрать (Флп. 4:9, ҪТ).

9. Пухура йӗркепе пӗрлӗх пуласси мӗнрен килет тата мӗншӗн?

9 Иегова пирки Павел ҫакӑн пек те ҫырнӑ: «Турӑ вӑл йӗркесӗрлӗх Турри мар, мир Турри» (1 Кор. 14:33, ҪТ). Асӑрхӑр-ха: кунта Павел йӗркесӗрлӗхе хирӗҫ йӗркелӗхе мар, мире тӑратнӑ. Мӗншӗн? Йӗрке пурри вӑл хӑйне хӑех мирлӗ лару-тӑру туса памасть. Сӑмахран, ҫарсем фронт линийӗ патне йӗрке тытса куҫса пыраҫҫӗ, анчах ҫакӑ мир патне мар, вӑрҫӑ патне илсе пырать. Ҫавӑнпа пирӗн, христиансем пулнӑ май, ҫакна асра тытмалла: кирек мӗнле пӗрлешӳре те йӗрке пур пулсан, анчах мир ҫук пулсан, вӑл хӑҫан та пулин пӗтетех. Анчах Туррӑн мирӗ нихҫан пӗтми йӗркелӗх туса хурать. «Мир паракан Турӑ» пирӗн организацие ертсе пыни тата тасатса тӑни пире питӗ савӑнтарать! (Рим 15:33, ҪТ.) Турӑ паракан мире пула пӗтӗм тӗнчипех пирӗн пухусенче усӑ паракан йӗрке тата чӑн-чӑн пӗрлӗх пур. Ҫакна эпир питӗ хаклатпӑр (Пс. 28:11).

10. а) Пирӗн организацире малтанхи ҫулсенче мӗнле улшӑнусем тунӑ? («Пухура пӑхса тӑрас ӗҫ мӗнле лайӑхланса пынӑ» рамкӑна пӑхӑр.) ӑ) Малалла эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

10 Пирӗн организацийӗн тытӑмӗнче малтанхи вун-вун ҫул хушшинче мӗнле улшӑнусем туни ҫинчен «Пухура пӑхса тӑрас ӗҫ мӗнле лайӑхланса пынӑ» рамкӑра каласа панӑ. Анчах каярахпа Иегова пирӗн Патша урлӑ мӗнле майпа «пӑхӑр» вырӑнне «ылтӑн» кӳрсе тӑнӑ? Ҫав улшӑнусем пӗтӗм тӗнчери пухусенче мирпе пӗрлӗхе мӗнле ҫирӗплетнӗ? Вӗсем сире «мир Турришӗн» ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

Христос пухӑва мӗнле ертсе пырать

11. а) Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпченине пула мӗн ӑнланса илнӗ? ӑ) Ертсе пыракан советри арҫын тӑвансем мӗн тума хатӗр пулнӑ?

11 Ертсе пыракан совет пӑхса тӑнипе 1964 ҫултан пуҫласа 1971 ҫулччен Библие тарӑннӑн тӗпченӗ пулнӑ. Тӗпченӗ ыйтусем хушшинче пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен пухӑвӗ мӗнле йӗркеленни те пулнӑ a. Ҫакӑ пӗрремӗш ӗмӗрте пухӑва пӗр старейшина, е надзиратель, мар, старейшинӑсен совечӗ пӑхса тӑнине кӑтартса панӑ. (Филиппӑ 1:1; 1 Тимофей 4:14 вуласа пар.) Ҫакна ӑнланса илсен, ертсе пыракан советри арҫын тӑвансем хӑйсене Туррӑн организацийӗн тытӑмне лайӑхлатма Патша, Иисус, ертсе пынине тавҫӑрса илнӗ, вара вӗсем Патша мӗн тума хушнине пӑхӑнма хатӗр пулнӑ. Организаци Ҫырура каланипе ытларах килӗшсе тӑтӑр тесе вӗсем тӳрех старейшинӑсен ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем тунӑ. Айтӑр 1970 ҫулсенче тунӑ хӑш-пӗр улшӑнусене пӑхса тухар.

12. а) Ертсе пыракан советра мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ? ӑ) Ертсе пыракан совет мӗнле ӗҫлесе тӑни ҫинчен каласа парӑр. («Ертсе пыракан совет Патшалӑх интересӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшать?» рамкӑна пӑхӑр, 130-мӗш страница.)

12 Пӗрремӗш улшӑну ертсе пыракан совета пырса тивнӗ. Ҫав вӑхӑтчен ҫав совета святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ҫичӗ арҫын тӑван кӗнӗ. Вӗсем Хурал башнин, Библин тата трактатсен Обществин (Пенсильвани) директорӗсен совечӗ шутланнӑ. Анчах 1971 ҫулта ертсе пыракан советӑн членӗсен шучӗ 7-рен 11-е ҫитнӗ, ҫавӑнтанпа вӗсем директорсен совечӗ шутланма пӑрахнӑ. Унӑн членӗсем хӑйсем пирки пӗр-пӗринпе пӗр тан тесе шутланӑ, вара вӗсем кашни ҫул алфавит йӗркипе председатель пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.

13. а) Пухусенче 40 ҫул хушши мӗнле йӗркене тытса тӑнӑ? ӑ) Ертсе пыракан совет 1972 ҫулта мӗн тунӑ?

13 Тепӗр улшӑну вара пур пухӑва та пырса тивнӗ. Мӗнле майпа? 1932 ҫултан пуҫласа 1972 ҫулччен пухӑва, тӗпрен илсен, пӗр арҫын тӑван пӑхса тӑнӑ. 1936 ҫулччен ҫав суйласа лартнӑ арҫын тӑвана сӑваплӑ ӗҫӗн ертӳҫи тесе чӗннӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна юлташлӑхӑн ӗҫлекенӗ, унтан пухӑвӑн ӗҫлекенӗ, юлашкинчен вара пухӑвӑн надзирателӗ тенӗ. Ҫак суйласа лартнӑ арҫын тӑвансем кӗтӳшӗн питӗ тӑрӑшса ӗҫленӗ. Пухупа ҫыхӑннӑ йышӑнусене надзиратель, ялан тенӗ пекех, ытти арҫын тӑвансемпе канашламасӑр тунӑ. Анчах та 1972 ҫулта Ертсе пыракан совет пысӑк пӗлтерӗшлӗ улшӑну тунӑ. Мӗнле улшӑну пулнӑ вӑл?

14. а) 1972 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче мӗнле ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗнӗ? ӑ) Старейшинӑсен совечӗн координаторӗ Филиппӑ 2:3-мӗшӗнчи канаша мӗнле тытса тӑрать?

14 Халӗ вара кашни пухӑва пӗр арҫын тӑван мар, старейшинӑсен совечӗ пӑхса тӑрать. Ҫав совета Библи нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнакан тата теократи йӗркипе суйласа лартнӑ арҫын тӑвансем кӗреҫҫӗ. Ҫак ҫӗнӗ йӗрке 1972 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра старейшинӑсен совечӗн координаторӗ хӑйӗн пирки ытти старейшинӑсенчен чи аслӑраххи тесе шутламасть, ун вырӑнне вӑл «хӑйне чи кӗҫӗнни» вырӑнне хурать (Лука 9:48). Чӑнах та, ҫавӑн пек хӑйсене кӗҫӗне хуракан арҫын тӑвансем пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхшӑн калама ҫук пысӑк пиллӗх! (Флп. 2:3.)

Пирӗн Патша, малашне мӗн пулассине шута илсе, хӑйӗн вӗренекенӗсем валли кирлӗ вӑхӑтра ҫителӗклӗ кӗтӳҫ панӑ

15. а) Пухусенче старейшинӑсен совечӗсем йӗркеленсе кайни мӗнле усӑ панӑ? ӑ) Пирӗн Патша ӗҫсене малашне мӗн пулассине шута илсе туни ӑҫтан курӑнса тӑрать?

15 Пухушӑн пӗр ҫын мар, старейшинӑсен совечӗ яваплӑ пулни лайӑхланма питӗ пулӑшнӑ. Ҫакӑ виҫӗ енчен мӗнле усӑ панине пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ старейшинӑсене пурне те — вӗсен пухури тивӗҫӗсем тем пек яваплӑ пулсан та — пухӑвӑн Пуҫӗ Иисус Христос пулнине ӑнланса илме пулӑшнӑ (Эф. 5:23). Иккӗмӗшӗнчен, Ытарӑшсем 15:22-мӗшӗнче каланӑ пек, «канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать». Старейшинӑсем пухури лару-тӑру ҫине витӗм кӳме пултаракан ыйтусене пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ пулсан тата пӗр-пӗрин сӗнӗвӗсене шута илеҫҫӗ пулсан, вара вӗсене Библи принципӗсемпе килӗшсе тӑракан йышӑнусем тума ҫӑмӑлрах пулать (Ытар. 27:17). Иегова ҫавӑн пек йышӑнусене пиллет, ҫаксем вара ӗҫе ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, старейшинӑсем пулса ӗҫлекен арҫын тӑвансем нумай пулнине пула вӗсем шучӗпе ӳссе пыракан пухусенче ертсе пырас ӗҫе тата кӗтӳҫ ӗҫне кирлӗ таран тума пултараҫҫӗ (Ис. 60:3—5). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: 1971 ҫулта 27 000 ытла пуху пулнӑ, 2013 ҫулта вара вӗсен шучӗ 113 000-рен те ытларах пулнӑ! Пирӗн Патша, малашне мӗн пулассине шута илсе, хӑйӗн вӗренекенӗсем валли кирлӗ вӑхӑтра ҫителӗклӗ кӗтӳҫ панӑ (Мих. 5:5).

«Вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр»

16. а) Старейшинӑсен мӗнле яваплӑх пур? ӑ) Иисус хӑйӗн сурӑхӗсене пӑхма хушнӑ ӗҫ ҫине Библи Тӗпчекенсем мӗнле пӑхнӑ?

16 Библи Тӗпчекенсен старейшинисем хӑйсен мӗнле яваплӑх пуррине — хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшмаллине — тахҫанах пӗлнӗ. (Галати 6:10 вуласа пар.) 1908 ҫулта «Хурал башнинчи» статьяра Иисус «Манӑн сурӑхӑмсене кӗт» тесе хушнине сӳтсе явнӑ (Иоанн 21:15—17). Ҫав статьяра старейшинӑсене ҫапла каланӑ пулнӑ: «Хуҫа хушнӑ ӗҫ, кӗтӳ пӑхас ӗҫ, пирӗн чӗрере пысӑк вырӑн йышӑнмалла, ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗсене тӑрантарса-пӑхса тӑрасси пирки пысӑк чыс тесе шутламалла. Ҫакӑ питӗ кирлӗ». 1925 ҫулта «Хурал башнинче» кӗтӳҫсен ӗҫӗ питӗ кирлӗ пулнине каллех палӑртнӑ. Унта старейшинӑсене ҫакна аса илтернӗ: «Туррӑн чиркӗвӗ вӑл — унӑн харпӑрлӑхӗ... ҫавӑнпа вӑл яваплисенчен вӗсем хӑйсен тӑванӗсемшӗн мӗн туни ҫинчен отчет пама ыйтӗ».

17. Надзирательсене лайӑх кӗтӳҫсем пулма пулӑшас тесе мӗн тунӑ пулнӑ?

17 Иеговӑн организацийӗ старейшинӑсене кӗтӳҫ ӗҫне лайӑхрах тума пулӑшас тесе, ҫапла вара, малтанах каласа хунӑ пек, «тимӗр вырӑнне кӗмӗл» пултӑр тесе мӗн тунӑ? Вӑл пӗлӳ парса тӑнӑ. 1959 ҫулта надзирательсем валли Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне пӗрремӗш хут ирттернӗ. Унта «Кашнипе тимлӗ пулӑр» темӑна та сӳтсе явнӑ. Ҫав яваплӑ арҫын тӑвансене «кашни хыпарҫӑ патне килне кайса килмелли график хатӗрлеме» ӳкӗтленӗ. Тӑвансем патне кайса вӗсене мӗнле хавхалантармаллине те занятисенче пӑхса тухнӑ. 1966 ҫулта Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне ҫӗнӗлле ирттерме пуҫланӑ. Уроксенчен пӗринче «Кӗтӳҫ ӗҫӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ» темӑна сӳтсе явнӑ. Ҫав урокӑн тӗп шухӑшӗ мӗнлерех пулнӑ? Ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсен «Туррӑн кӗтӗвне юратмалла тата уншӑн тӑрӑшмалла, ҫав вӑхӑтрах хӑйсен ҫемйисем валли те, ырӑ хыпар сарас ӗҫ валли те ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрмалла». Юлашки ҫулсенче старейшинӑсем валли ытти шкулсем те ирттернӗ. Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан пӗлӳ мӗнле усӑ панӑ? Хальхи вӑхӑтра христиансен пухӑвӗсенче лайӑх вӗрентнӗ пин-пин арҫын тӑван старейшина пулса ӗҫлет.

Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче вӗренекенсем. Филиппин, 1966 ҫул

18. а) Старейшинӑсене мӗнле яваплӑ ӗҫ шанса панӑ? ӑ) Мӗншӗн Иеговӑпа Иисус старейшинӑсене питӗ юратаҫҫӗ?

18 Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсене Иегова пирӗн Патша, Иисус Христос, урлӑ яваплӑ ӗҫ тума суйласа лартать. Мӗнле ӗҫ тума? Этемлӗхӗн историнчи чи йывӑр вӑхӑтра Туррӑн кӗтӗвне ертсе пыма (Эф. 4:11, 12; 2 Тим. 3:1). Иеговӑпа Иисус тӑрӑшса ӗҫлекен старейшинӑсене питӗ юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав арҫын тӑвансем Библире каланӑ ҫак хушӑва пӑхӑнса тӑраҫҫӗ: «Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр... чӗрӗр хушнипе... тӑрӑшӑр уншӑн... сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр [«вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр», ҪХ]» (1 Петр 5:2, 3). Христиансен пухӑвӗнчи кӗтӳҫсем мӗнле икӗ майпа кӗтӗве тӗслӗх кӑтартнине тата пухура мирлӗ те савӑнӑҫлӑ лару-тӑру тума пулӑшнине пӑхса тухар.

Старейшинӑсем Туррӑн кӗтӗвне мӗнле пӑхаҫҫӗ

19. Старейшинӑсемпе пӗрле ырӑ хыпара сарнӑ чухне эпир мӗн туятпӑр?

19 Пӗрремӗшӗнчен, старейшинӑсем сӑваплӑ ӗҫе пухури тӑвансемпе пӗрле тӑваҫҫӗ. Евангели ҫыравҫи Лука Иисус пирки ҫапла ҫырнӑ: «Иисус хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле вуниккӗшӗ [пулнӑ]» (Лука 8:1). Иисус апостолсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ пекех, хальхи вӑхӑтра та старейшинӑсем пухури тӑвансемпе ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Вӗсем ҫакна тунипе пухура ӑшӑ кӑмӑллӑ хутшӑнусене тата ҫирӗпрех тума пулӑшнине ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑн пек старейшинӑсем пирки пухури тӑвансем мӗн шутлаҫҫӗ? Жаннин, 90 ҫула ҫитсе пыракан хӗрарӑм тӑван, ҫакна палӑртать: «Сӑваплӑ ӗҫе старейшинӑпа пӗрле тунӑ чухне эпӗ унпа калаҫма пултаратӑп тата ҫакӑ мана унпа лайӑхрах паллашма май парать». Стевен, 35 ҫулсенчи арҫын тӑван, калать: «Старейшинӑпа пӗрле ырӑ хыпара килтен киле сарнӑ чухне вӑл мана пулӑшасшӑн пулнине куратӑп. Ҫавӑн пек пулӑшу мана пысӑк савӑнӑҫ парать».

Кӗтӳҫ ҫухалнӑ сурӑха шыранӑ пекех, старейшинӑсем пухӑва ҫӳреме пӑрахнисене шыраса тупма тӑрӑшаҫҫӗ

20, 21. Иисус каласа панӑ тӗслӗхри кӗтӳҫ пек пулас тесе старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех «Кӗтӳҫ ӗҫне ӑнӑҫлӑ туни» рамкӑна пӑхӑр.)

20 Иккӗмӗшӗнчен, Иеговӑн организацийӗ старейшинӑсене кам пухӑва хӑварнӑ, ҫавсене мӗнле пулӑшмаллине вӗрентет (Евр. 12:12). Камӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, ҫавсене мӗншӗн старейшинӑсен пулӑшмалла тата ҫавна вӗсен мӗнле тумалла? Иисусӑн кӗтӳҫпе ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен калакан тӗслӗхӗ ҫак ыйтусем ҫине хурав парать. (Лука 15:4—7 вуласа пар.) Тӗслӗхре илсе панӑ кӗтӳҫ пӗр сурӑх ҫухалнине асӑрхасан, вӑл ӑна хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхне шыранӑ пек шырама пуҫлать. Хальхи старейшинӑсем ҫав кӗтӳҫ пек пулас тесе мӗн тӑваҫҫӗ? Ҫухалнӑ сурӑх кӗтӳҫшӗн хаклӑ пулма пӑрахман пекех, Турӑ халӑхне хӑварнисем те старейшинӑсемшӗн хаклӑ пулма пӑрахмаҫҫӗ. Старейшинӑсемшӗн хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене хавшатма панӑ ҫын вӑл — ҫухалнӑ сурӑх, ҫавӑнпа вӗсем ӑна тупса пулӑшма май пурри пирки вӑхӑта сая яни тесе шутламаҫҫӗ. Кӗтӳҫ «ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса» ҫӳренӗ пекех, старейшинӑсем вӑйсӑррисене шыраса тупас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ.

21 Ҫухалнӑ сурӑха тупсан кӗтӳҫ мӗн тӑвать? Вӑл ӑна ҫепӗҫҫӗн хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурать те каялла кӗтӗве йӑтса каять. Ҫавӑн пекех старейшинӑсем камӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ, ҫавсене пулӑшас тесе чунтан тӑрӑшни вӗсен кӑмӑлне ҫӗклеме пултарӗ, вара ҫакӑ вӗсене пухӑва таврӑнма хавхалантарӗ. Пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ Викторпа, Африкӑра пурӑнакан арҫын тӑванпа, шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Вӑл аса илет: «Сакӑр ҫул хушшинче, эпӗ ырӑ хыпар сармасӑр пурӑннӑ вӑхӑтра, старейшинӑсем мана ҫине-ҫинех пулӑшма тӑрӑшрӗҫ». Мӗн ун чӗрине уйрӑмах хускатнӑ? Виктор ӑнлантарса парать: «Пӗррехинче Джон, манпа пӗрле Пионерсен шкулӗнче вӗреннӗ старейшина, ман пата килчӗ те ҫав шкулта тунӑ фотографисене кӑтартрӗ. Ӑшра кӑмӑла ҫӗклекен асаилӳсем капланса килчӗҫ, манӑн вара каллех Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухнехи савӑнӑҫпа савӑнас килсе кайрӗ». Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Виктор пухӑва таврӑннӑ. Халӗ вӑл пионер пулса ӗҫлет. Чӑнах та, тӑрӑшакан старейшинӑсем пире савӑнӑҫлӑ пулма нумай енчен пулӑшаҫҫӗ (2 Кор. 1:24) b.

Организацири йӗркене лайӑхлатни Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетет

22. Тӳрӗлӗхпе мир христиансен пухӑвӗнчи пӗрлӗхе мӗнле ҫирӗплетеҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех «Ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле пулчӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

22 Иегова хӑйӗн халӑхӗ хушшинче тӳрӗлӗхпе мир ытларах та ытларах пулӗ тесе малтанах каласа хуни пирки унччентерех каланӑччӗ ӗнтӗ (Ис. 60:17, ҪТ). Ҫак икӗ лайӑх ен Турӑ халӑхӗн пухӑвӗсем хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетет. Мӗнле майпа? Тӳрӗлӗх пирки калас пулсан, «Туррӑмӑр — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр [«Иегова», ҪТ]» (Сак. аст. 6:4). Унӑн тӳрӗлӗх нормисем пӗр ҫӗршыври пухусенче пӗр майлӑ, тепӗр ҫӗршыври пухусенче тепӗр майлӑ мар. Туррӑн ыррипе усаллине уйӑрса илме пулӑшакан нормисем «пур ӗненекен ушкӑнри... сӑваплӑ ҫынсем» валли те пӗрех (1 Кор. 14:33). Ҫавӑнпа пухура Туррӑн нормисене тытса тӑраҫҫӗ пулсан ҫеҫ, пухӑвӑн ӗҫӗсем ӑнса пырӗҫ. Мир пирки калас пулсан, пирӗн Патша пире пухури мирпе савӑнтарса пурӑнтарасшӑн кӑна мар, вӑл пире «килӗшӳ [«мир», ҪТ] кӳрекенсем» тӑвасшӑн (Матф. 5:9). Ҫавӑнпа эпир «килӗшӳ [«мир», ҪТ] кӳрекеннине» шыратпӑр. Пирӗн хушӑра хирӗҫӳ сиксе тухсан, эпир ҫавна татса парас тесе хамӑр пӗрремӗш утӑм тӑватпӑр (Рим 14:19). Ҫапла эпир хамӑр пухури мирпе пӗрлӗхе упраса хӑварма вӑй хуратпӑр (Ис. 60:18).

23. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗн савӑнӑҫ парать?

23 1895 ҫулхи ноябрьте «Хурал башнинче» пухусенче старейшинӑсем пулӗҫ тесе пӗлтерсен, яваплӑ арҫын тӑвансем те ҫавна хапӑл туса йышӑннине палӑртнӑ. Вӗсем ҫак ҫӗнӗ йӗрке Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетессе чунтан шанатпӑр тесе тата ҫавӑншӑн кӗлтӑватпӑр тесе ҫырса янӑ. Иртнӗ вун-вун ҫул ҫинчен шухӑшланӑ май эпир Иегова пирӗн Патша урлӑ пухура ертсе пырас ӗҫе майӗпен улӑштарса пыни пирӗн хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплетрӗ тесе палӑртатпӑр (Пс. 98:4). Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, кирек ӑҫта пурӑнсан та, «пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ» (ҪХ) пулса «пӗр ҫулпа» ҫӳреҫҫӗ тата «мир Турришӗн» «пӗр кӑмӑлпа» ӗҫлесе тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене савӑнӑҫ парать (2 Кор. 12:18; Софония 3:9 вуласа пар).

a Ҫавӑн пек тарӑн тӗпченин кӑтартӑвӗсене «Помощь в понимании Библии» ӗҫре пичетлесе кӑларнӑ.

b «Христиансен старейшинисем, пире савӑнӑҫ кӳрес тесе пӗрле ӗҫлекенсем» ятлӑ статьяна пӑхӑр, 2013 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни», 27—32 страницӑсем.