Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ СЫПӐК

Ирӗклӗн пуҫҫапассишӗн кӗрешни

Ирӗклӗн пуҫҫапассишӗн кӗрешни

СЫПӐК ТЕМИ

Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсене влаҫсем официаллӑ йӗркепе йышӑнччӑр тесе кӗрешме тата Турӑ саккунӗсем тӑрӑх пурӑнма паракан правӑшӑн кӗрешме мӗнле пулӑшнӑ

1, 2. а) Эсир Турӑ Патшалӑхӗн гражданинӗ пулнине мӗн ҫирӗплетсе парать? ӑ) Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен хӑш-пӗр чухне тӗн тытас ирӗклӗхшӗн кӗрешме тивнӗ?

 ЭСИР Турӑ Патшалӑхӗн гражданинӗ-и? Паллах ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир — Иегова Свидетелӗсенчен пӗри. Сирӗн гражданлӑха мӗн ҫирӗплетсе парать? Ҫакна паспорт та, нимле официаллӑ документ та ҫирӗплетсе памасть. Эсир Иегова Турра пуҫҫапни ҫакна кӑтартса парать. Тӗрӗс пуҫҫапасси вӑл — эсир мӗне ӗненни ҫеҫ мар. Ун шутне эсир Турӑ Патшалӑхӗн саккунӗсене итлесе пурӑнни те кӗрет. Турра пуҫҫапасси пирӗн пурнӑҫӑн кашни енӗпе ҫыхӑннӑ — ачасене пӑхса ӳстерессипе те, сипленмелли меслетсене суйласа илессипе те.

2 Эпир хамӑр гражданлӑха питӗ хаклатпӑр. Анчах та тӗнче эпир Патшалӑх ҫыннисем пулнине тата ҫав Патшалӑхӑн саккунӗсем тӑрӑх пурӑннине хисеплесех каймасть. Хӑш-пӗр правительствӑсем пире Турра пуҫҫапма чӑрмантарасшӑн е пирӗн ӗҫе пӗтӗмпех чарса лартасшӑн. Вӑхӑтран вӑхӑта Христосӑн ҫыннисен Мессианла Патшан саккунӗсем тӑрӑх пурӑнас тесе кӗрешме тивнӗ. Ҫакӑ пире тӗлӗнтермелле-и? Ҫук. Авалхи вӑхӑтра та Турӑ халӑхӗн Иеговӑна ирӗклӗн пуҫҫапас тесе час-часах кӗрешме тивнӗ.

3. Эсфирь ятлӑ патша арӑмӗ вӑхӑтӗнче Туррӑн халӑхӗ мӗн пирки кӗрешнӗ?

3 Сӑмахран, Эсфирь ятлӑ патша арӑмӗ пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ халӑхӗн чӗрӗ тӑрса юлас тесе кӗрешмелле пулнӑ. Мӗншӗн? Усал Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, Ахашверош ятлӑ (ӑна Артаксеркс ятпа та пӗлеҫҫӗ) Перси патшине унӑн патшалӑхӗнче пурӑнакан иудейсене пурне те вӗлерсе тухма сӗннӗ. Мӗнле сӑлтава пула? Аман каланӑ: «Вӗсен саккунӗсем пур халӑхсен саккунӗсенчен те урӑхла» (Эсф. 3:8, 9, 13). Иегова ҫавӑн чухне хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшнӑ-и? Ҫапла. Эсфирьпе Мардохей патшана Турӑ халӑхӗн хутне кӗме ыйтсан, Иегова вӗсем ҫавӑн пек вӑй хунине пилленӗ (Эсф. 9:20—22).

4. Ҫак сыпӑкра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

4 Хальхи вӑхӑт пирки мӗн калама пулать? Эпир унчченхи сыпӑкран хӑш-пӗр чухне патшалӑх влаҫӗсем Иегова Свидетелӗсене хирӗҫ тӑни ҫинчен пӗлтӗмӗр. Ҫак сыпӑкра эпир правительствӑсем пире Турра пуҫҫапма мӗнле чӑрмантарма хӑтланнине сӳтсе явӑпӑр. Эпир виҫӗ япала ҫинчен: 1) пире организаци пек тӑрса юлма паракан тата Турра хамӑр пӗлнӗ пек пуҫҫапма паракан право, 2) Библи принципӗсемпе килӗшсе тӑракан сипленмелли меслетсене суйласа илес право тата 3) ашшӗ-амӑшӗн ачисене Иеговӑн нормисем тӑрӑх пӑхса ӳстерес право — ҫинчен калаҫӑпӑр. Мессианла Патшалӑхӑн шанчӑклӑ гражданӗсем хӑйсен гражданлӑхне хӳтӗлес тесе мӗнле хӑюллӑн кӗрешнине тата вӗсем ҫавӑн пек вӑй хунӑшӑн Турӑ вӗсене мӗнле пилленине курӑпӑр эпир.

Официаллӑ йӗркепе йышӑнччӑр тесе тата тӗп ирӗклӗхсемшӗн кӗрешни

5. Чӑн христиансене хӑйсене официаллӑ йӗркепе йышӑнни мӗнле усӑ парать?

5 Иеговӑна пуҫҫапас тесен пире ҫынсен правительствисем официаллӑ йӗркепе йышӑнни кирлӗ-и? Ҫук. Анчах та ҫавӑн пек йӗркепе йышӑнсан, пире Турра пуҫҫапма ҫӑмӑлтарах: эпир ирӗклӗн хамӑрӑн Патшалӑх залӗсенче пухӑнма, Библие ӑнлантарса паракан литературӑна пичетлеме тата тӗрлӗ ҫӗршывсене леҫме, ҫавӑн пекех пӗр чӑрмавсӑр ырӑ хыпара ытти ҫынсене каласа пама пултаратпӑр. Иегова Свидетелӗсен нумай ҫӗршывра регистраци пур, ҫавӑнпа вӗсем, ытти официаллӑ тӗнсем пекех, ирӗклӗн пуҫҫапма пултараҫҫӗ. Правительствӑсем пире регистраци тӑвасшӑн мар пулсан е пирӗн тӗп ирӗклӗхсене хӗсме хӑтланаҫҫӗ пулсан, вара мӗн тумалла?

6. Австралири Иегова Свидетелӗсем 1940 ҫулсен пуҫламӑшӗнче мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ?

6 Австрали. 1940 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Австрали генерал-губернаторӗ эпир мӗне ӗненни вӑрҫӑн тата экономикӑн ӗҫӗ-хӗлне «сиен кӳрет» тесе каланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Вӗсем ирӗклӗн пухӑнма тата ырӑ хыпар сарма пултарайман, Вефиле хупса лартнӑ, Патшалӑх залӗсене вара туртса илнӗ пулнӑ. Библие ӑнлантарса паракан литературӑна та усрама юраман. Анчах та темиҫе ҫул хушши сӑваплӑ ӗҫе вӑрттӑн тунӑ хыҫҫӑн Австралири Свидетельсем ҫӑмӑллӑх илнӗ. 1943 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнче Австралири Аслӑ Суд ҫав чарӑва пӑрахӑҫланӑ.

7, 8. Раҫҫейри тӑвансем ирӗклӗн пуҫҫапас тесе темиҫе ҫул хушши кӗрешни ҫинчен каласа парӑр.

7 Раҫҫей. Вун-вун ҫул хушши Совет Союзӗнче Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса тӑнӑ, анчах та 1991 ҫулта вӗсене регистраци тунӑ. 1992 ҫулта, Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн, вӗсене Раҫҫей Федерацийӗнче регистрациленӗ. Анчах та кӗҫех хирӗҫ тӑракансене — уйрӑмах, Вырӑс православи чиркӗвӗпе ҫыхӑннисене — пирӗн организацийӗн йышӗ ӳссе пыни тарӑхтарма пуҫланӑ. Вӗсем 1995 ҫултан пуҫласа 1998 ҫулччен Иегова Свидетелӗсене хирӗҫ пилӗк хутчен уголовлӑ ӗҫ пуҫарса яма хӑтланса пӑхнӑ. Кашнинче вӗсем пире айӑплама нимле сӑлтав та тупайман. Анчах вӗсем парӑнасшӑн пулман, вара 1998 ҫулта пире хирӗҫ гражданла иск панӑ. Чи малтан суд Свидетельсем майлӑ йышӑну тунӑ, анчах та хирӗҫ тӑракансем жалоба панӑ, вара 2001 ҫулхи май уйӑхӗнче ҫав йышӑнӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫав ҫулах октябрьте ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма пуҫланӑ, вара 2004 ҫулта влаҫсем Свидетельсем Мускавра усӑ куракан юридически сӑпата хупма тата унӑн ӗҫӗ-хӗлне чарса лартма йышӑннӑ.

8 Ҫак йышӑнӑва пула хытӑрах хӗсӗрлеме пуҫланӑ. (2 Тимофей 3:12 вуласа пар.) Свидетельсенчен мӑшкӑлланӑ тата вӗсене хӑртнӑ. Вӗсен тӗн литературине туртса илнӗ тата Турра пуҫҫапма ҫуртсем туса лартма е вӗсене арендӑна илме йывӑртарах пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тӑвансем хӑйсене мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Иегова Свидетелӗсем 2001 ҫулта этем прависен Европӑри Суда жалоба панӑ тата 2004 ҫулта Суд валли хушма информаци ярса панӑ. 2010 ҫулта Европӑри Суд вӗсен ӗҫӗ пирки йышӑну тунӑ. Суд пирӗн ӗҫ-хӗле тӗнсене чӑтма пултарайманран чарса лартнӑ тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ та кӗҫӗн судсен йышӑнӑвӗсене пӑрахӑҫлама ҫителӗклӗ сӑлтав пур тесе йышӑннӑ, мӗншӗн тесен Свидетельсенчен хӑшӗ те пулин айӑплӑ пулнине нимпе те ҫирӗплетсе паман тенӗ. Суд ҫавӑн пекех Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне, вӗсене хӑйсен саккунлӑ прависемсӗр хӑварас тӗллевпе, чарса лартнӑ тесе палӑртнӑ. Суд йышӑнӑвӗ Иегова Свидетелӗсен хӑйсен тӗнне ирӗклӗн тытса тӑма право пуррине ҫирӗплетсе панӑ. Раҫҫейри влаҫра тӑракан ҫынсем Европӑри Судӑн йышӑнӑвне пурнӑҫламан пулин те, ҫакӑн евӗрлӗ ҫӗнтерӳсем Раҫҫейре пурӑнакан Турӑ халӑхне хӑюлӑх кӳреҫҫӗ.

Титос Мануссакис (9-мӗш абзаца пӑхӑр.)

9—11. Грецире Иеговӑн халӑхӗ Турра пуҫҫапма пухӑнма паракан правӑшӑн мӗнле кӗрешнӗ тата ҫакӑ мӗн панӑ?

9 Греци. Титос Мануссакис 1983 ҫулта Крит утравӗнчи Ираклион хулинче Иегова Свидетелӗсен пӗчӗк ушкӑнӗ тӗлпулусем ирттерме пултартӑр тесе пӗр пӳлӗме арендӑна илнӗ (Евр. 10:24, 25). Кӑшт вӑхӑт иртсен, православи священникӗ, Свидетельсем Турра пуҫҫапас тесе ҫав пӳлӗмпе усӑ курнине хирӗҫ пулнӑран, полицие жалоба панӑ. Мӗншӗн? Свидетельсен вӗрентӗвӗсем Православи чиркӗвӗн вӗрентӗвӗсенчен уйрӑлса тӑнӑран ҫеҫ! Титоса тата тепӗр виҫӗ Свидетеле хирӗҫ уголовлӑ ӗҫ пуҫарса янӑ. Вӗсене штрафланӑ та икӗ уйӑхлӑха тӗрмене хупма йышӑннӑ. Турӑ Патшалӑхӗн шанчӑклӑ гражданӗсем пулнӑ май Свидетельсем суд приговорӗ хӑйсен тӗн тытас ирӗклӗхне пӑсать тесе шутланӑ та жалоба панӑ. Хӑйсен ҫӗршывӗнче пур судра та выляса янӑ хыҫҫӑн тӑвансем хӑйсен ӗҫне Европӑри Суда ҫитернӗ.

10 Юлашкинчен, 1996 ҫулта, Европӑри Суд йышӑну тунӑ. Тӗрӗс пуҫҫапассине хирӗҫ тӑракансем вара Суд ҫавӑн пек йышӑну тӑвасса кӗтмен те. Суд «Греци саккунӗсем тӑрӑх, Иегова Свидетелӗсем „нумайӑшӗ пӗлекен тӗн“ шутне кӗреҫҫӗ» тесе тата кӗҫӗн судсен йышӑнӑвӗсем «заявлени паракансен тӗн тытас ирӗклӗхӗ ҫине тӳррӗн витӗм кӳнӗ» тесе палӑртнӑ. Суд ҫавӑн пекех Греци правительствин «ҫын мӗне ӗненни тата ҫав ӗненӳсем ҫинчен ыттисене пӗлтермелли меслетсем саккунлӑ пулнипе пулманнине палӑртса хума» ирӗк ҫук тесе кӑтартнӑ. Свидетельсене хирӗҫ тунӑ приговорсене пӑрахӑҫланӑ тата вӗсен ирӗклӗн пуҫҫапма право пур тесе ҫирӗплетнӗ!

11 Ҫак ҫӗнтерӳ Грецири лару-тӑрӑва улӑштарнӑ-и? Шел пулин те, ҫук. 2012 ҫулта, судсенче 12 ҫула яхӑн кӗрешнӗ хыҫҫӑн, Кассандрея хулинче ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫех судра пӑхса тухнӑ. Хирӗҫ тӑма хӗтӗртсе тӑраканӗ православи епископӗ пулнӑ. Патшалӑх Канашӗ — Грецири аслӑ административлӑ суд — ӗҫе Турӑ халӑхӗ майлӑ татса панӑ. Суд йышӑнӑвӗнче Греци Конституцийӗ тӗн тытас ирӗклӗхе хӳтӗлеме гаранти парать тенӗ тата Иегова Свидетелӗсем нумайӑшӗ пӗлекен тӗн шутне кӗмеҫҫӗ тесе калани тӗрӗс мар тесе палӑртнӑ. Суд ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Иегова Свидетелӗсен вӗрентӗвӗсем вӑрттӑнлӑх мар, эппин, ҫак организацие нумайӑшӗ пӗлекен тӗн теме пулать». Кассандреяри пысӑках мар пухури тӑвансем хӑйсен Патшалӑх залӗнче Турра пуҫҫапма май пурришӗн питӗ савӑнаҫҫӗ.

12, 13. Францире хирӗҫ тӑракансем «саккунпа усӑ курса усал» тума мӗнле хӑтланса пӑхнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ?

12 Франци. Хӑш-пӗр чухне Турӑ халӑхне хирӗҫ тӑракансем «саккуна пӑхӑнмасӑр пусмӑрлакансем [«саккунпа усӑ курса усал тӑваҫҫӗ», ҪТ]». (Псалом 93:20 вуласа пар.) Сӑмахран, Иегова Свидетелӗсем Францире усӑ куракан юридически сӑпатсенчен пӗри — Иегова Свидетелӗсен Пӗрлешӗвӗ (ИСП) — укҫи-тенкипе мӗнле усӑ курнине налук служби тӗрӗслеме пуҫланӑ. Чӑннипе мӗнле тӗллевпе тӗрӗслеме килни бюджет министрӗн сӑмахӗсенчен уҫҫӑн курӑннӑ: «Тӗрӗслеве пула Пӗрлешӗве суд тӑрӑх хупса лартма е уголовлӑ ӗҫсем пуҫарса яма пулать... ҫапла вара Пӗрлешӗве пирӗн территоринче хӑйӗн ӗҫне туса тӑма йывӑр пулӗ е унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларӗ». Тӗрӗслев пурте йӗркеллех пулнине кӑтартса панӑ пулин те, налук служби ИСПна калама ҫук пысӑк налук тӳлеттермелле тунӑ. Ҫав налука тӳлесе татас тесен тӑвансен филиала хупса хумалла тата пирӗн ҫуртсене пурне те сутса ямалла пулнӑ ҫеҫ. Ҫакӑ калама ҫук йывӑр ҫӗклем пулнӑ, анчах та Туррӑн халӑхӗ парӑнман. Свидетельсем ҫавӑн пек тӗрӗсмарлӑха питӗ хӑватлӑн хирӗҫ тӑнӑ, юлашкинчен вара 2005 ҫулта Европӑри Суда жалоба панӑ.

13 Суд хӑйӗн йышӑнӑвне 2011 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Суд йышӑнӑвӗнче тӗн тытас ирӗклӗх вӑл тӗн ӗненӗвӗсем тата вӗсене сармалли майсем саккунлӑ пулнипе пулманнине патшалӑхӑн хак памалла мар тенине пӗлтерет, ҫавна вӑл питӗ кӑткӑс та йывӑр лару-тӑрура ҫеҫ тума пултарать тесе каланӑ. Суд ҫакна та палӑртнӑ: «Налук Пӗрлешӗве кирлӗ ресурссемсӗр хӑварнӑ пулӗччӗ, ҫавна пула унӑн ҫыннисем хӑйсен тӗнне ирӗклӗн тытса тӑма пултарайман пулӗччӗҫ». Суд пӗр шухӑшлӑ пулса Иегова Свидетелӗсем майлӑ йышӑну тунӑ. Суд мӗн тума хушнипе килӗшӳллӗн Франци правительстви ИСПран тытса илнӗ налука процентпа тавӑрса панӑ тата филиалӑн харпӑрлӑхне туртса илес шухӑша пӑрахнӑ, ҫакӑ вара Турӑ халӑхне пысӑк савӑнӑҫ панӑ.

Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемшӗн, суд йышӑнӑвӗн тӗрӗсмарлӑхне пула хӗн куракансемшӗн, эсир яланах кӗлтума пултаратӑр

14. Тӗн тытас ирӗклӗхшӗн эсир мӗнле кӗрешме пултаратӑр?

14 Авалхи вӑхӑтри Эсфирьпе Мардохей пекех, хальхи вӑхӑтра Иеговӑн халӑхӗ Иеговӑна, вӑл хушнӑ пек, ирӗклӗн пуҫҫапас тесе кӗрешет (Эсф. 4:13—16). Эсир ҫак кӗрешӗве хутшӑнма пултаратӑр-и? Ҫапла. Эсир хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемшӗн, суд йышӑнӑвӗсен тӗрӗсмарлӑхне пула хӗн куракансемшӗн, яланах кӗлтума пултаратӑр. Ҫавӑн пек кӗлӗсем хӗсӗрлеве чӑтса пурӑнакан тӑвансене пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. (Иаков 5:16 вуласа пар.) Иегова ҫавӑн пек кӗлӗсем ҫине хуравлать-и? Судсенчи пирӗн ҫӗнтерӳсене илес пулсан, хуравлани курӑнать! (Евр. 13:18, 19.)

Пирӗн ӗненӳпе килӗшсе тӑракан сипленмелли меслетсене суйламалли право

15. Юнпа усӑ курас ыйту сиксе тухсан, Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗне шута илеҫҫӗ?

15 Ҫак кӗнекен 11-мӗш сыпӑкӗнче Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем, Библире каланӑ пек, юнпа тӗрӗс мар усӑ курассинчен, хальхи вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ йӑларан, пӑрӑнаҫҫӗ тесе палӑртнӑччӗ (Пулт. 9:5, 6; Лев. 17:11; Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29 вуласа пар). Эпир юн яртарма килӗшместпӗр пулин те, хамӑр валли тата хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсем валли Туррӑн саккунӗсене хирӗҫлемен чи лайӑх сипленмелли меслетсем тупма тӑрӑшатпӑр. Нумай ҫӗршыври Аслӑ Судсем ҫыннӑн хӑйӗн совеҫне пула тата хӑйӗн тӗн ӗненӗвӗсене пула сипленмелли меслетсем суйласа илме право пур теҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр ҫӗршывсенче Туррӑн халӑхӗ ҫав тӗлӗшрен пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

16, 17. Японири хӗрарӑм тӑвана тухтӑрсем мӗн тунипе питӗ пӑшӑрхантарнӑ тата унӑн кӗллисем ҫине мӗнле хуравланӑ?

16 Япони. Мисае Такедӑна, 63 ҫулхи кил хуҫи хӗрарӑма, кӑткӑс операци тумалла пулнӑ. Турӑ Патшалӑхӗн шанчӑклӑ гражданӗ пулнӑран вӑл тухтӑра юн ямасӑр кӑна сипленме килӗшетӗп тесе тӳррӗн каланӑ. Анчах та вӑл темиҫе уйӑх иртсен хӑйне операци тунӑ чухне хӑйӗн ӑшне юн янине пӗлнӗ, ҫакӑ ӑна питӗ пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл хӑйне улталанӑ пек тата хӑйӗнчен мӑшкӑлланӑ пек туйнӑ, ҫавӑнпа 1993 ҫулхи июньте Такеда тухтӑрсене тата больницӑна суда панӑ. Ҫак йӑваш та сӑпайлӑ хӗрарӑмӑн калама ҫук ҫирӗп ӗненӳ пулнӑ. Судра вӑл, хӑйӗн вӑйӗ сахал пулнӑ пулин те, мӗн пулни ҫинчен пӗр сехет ытла хӑюллӑн каласа панӑ. Вӑл юлашки хут суд ларӑвӗнче вилес умӗн пӗр уйӑх маларах пулнӑ. Пире унӑн хӑюлӑхӗпе ӗненӗвӗ тӗлӗнтермест-и? Такеда тӑван хӑйӗн кӗрешӗвне пиллеме Иеговӑран ялан ыйтнӑ тесе каланӑ. Хӑйӗн кӗллисем ҫине Иегова хуравласси пирки вӑл иккӗленмен. Вӑл мӗнле хуравланӑ-ши?

17 Такеда хӗрарӑм тӑван вилнӗ хыҫҫӑн тепӗр виҫӗ ҫултан Японири Аслӑ Суд ун майлӑ йышӑну тунӑ. Такедӑн ирӗкне шута илмесӗр ӑна юн яни тӗрӗс мар пулнипе Суд килӗшнӗ. 2000 ҫулхи февралӗн 29-мӗшӗнче тухнӑ хушура ҫавӑн пек чухне «йышӑну тумалли правӑна» «ҫыннӑн правине хисепленӗ пек хисеплемелле» тесе палӑртнӑ. Такеда сипленмелли меслете Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫӗ тӑрӑх суйласа илмелли правӑшӑн ҫине тӑрса кӗрешнӗ, ҫавна пула Японири Свидетельсем вӑйпа юн ярассинчен хӑрамасӑр сипленме пултараҫҫӗ.

Пабло Альбарасини (18—20 абзацсене пӑхӑр.)

18—20. а) Аргентинӑри Аслӑ Суд ҫыннӑн юн яма килӗшменнине кӑтартакан медицина докуменчӗпе усӑ курма право пуррине мӗнле ҫирӗплетсе панӑ? ӑ) Юнпа тӗрӗс мар усӑ курасси ҫинчен сӑмах пынӑ чухне Христосӑн влаҫне пӑхӑнса тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Аргентина. Тӑнсӑр пулнӑ чухне сипленмелли пирки йышӑну тӑвас пулсан, ҫавна малтанах хатӗр пулас тесе Патшалӑх гражданӗсем мӗн тӑваҫҫӗ? Эпир саккун йӗркипе ҫырса тултарнӑ документа хамӑрпа пӗрле илсе ҫӳретпӗр, мӗншӗн тесен эпир тӑна ҫухатсан, вӑл пирӗншӗн калаҫӗ. Пабло Альбарасинин те ҫавӑн пек документ пулнӑ. 2012 ҫулхи май уйӑхӗнче вӑл ҫаратма хӑтланнине курнӑ, вара ӑна темиҫе пуля лекнӗ. Больницӑна илсе килнӗ чухне вӑл тӑнсӑр пулнӑ, ҫавӑнпа юн ярасси ҫине хӑй мӗнле пӑхни ҫинчен ӑнлантарса пама пултарайман. Анчах та унпа хӑйӗнпе пӗрле тӗплӗн ҫырса тултарнӑ тата тӑватӑ ҫул ытла каялла хӑй алӑ пуснӑ медицина докуменчӗ пулнӑ. Паблон сывлӑхӗ питӗ япӑх пулнӑ пулин те тата хӑш-пӗр тухтӑрсем ӑна ҫӑлса хӑварма юн ямалла тесе шутланӑ пулин те, медицина ӗҫченӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, унӑн ирӗкне хисеплеме хатӗр пулнӑ. Анчах та Паблон ашшӗ, Иегова Свидетелӗ пулманскер, суд урлӑ ывӑлӗн ирӗкне пӑрахӑҫланӑ.

19 Пабло арӑмӗн интересӗсене хӳтӗлекен адвокат тӳрех жалоба панӑ. Темиҫе сехет хушшинче апелляци сучӗ кӗҫӗн судӑн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ та медицина докуменчӗ ҫине ҫырса хунӑ пациентӑн ирӗкне хисеплемелле тесе палӑртнӑ. Паблон ашшӗ ҫак йышӑнупа килӗшменнипе Аргентинӑри Аслӑ Суда жалоба панӑ. Аслӑ Суд «[Паблон юн яма килӗшменни ҫинчен калакан медицина документне] вӑл чипер ӑс-тӑнпа, тӗллев тытса тата хӑйӗн ирӗкӗпе тултарни пирки иккӗленме паракан сӑлтавсем» тупман. Суд ҫакна палӑртнӑ: «Хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн явап тытма пултаракан тата ҫитӗнсе ҫитнӗ кашни ҫын хӑйӗн сывлӑхӗ пирки мӗн-мӗн тумалли ҫинчен малтанах хушса хӑварма пултарать тата пӗр-пӗр сипленмелли меслете йышӑнма е сирсе яма пултарать... Сиплекен тухтӑрӑн ҫавӑн пек хушса хӑварнине шута илмелле».

Эсир хӑвӑрӑн медицина документне ҫырса тултарнӑ-и?

20 Альбарасини тӑван пӗтӗмпех сывалнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче медицина документне ҫырса тултарнӑшӑн вӑл хӑй те, унӑн арӑмӗ те питӗ савӑнаҫҫӗ. Пабло ҫак ансат та, анчах та питӗ кирлӗ утӑма тунипе Христосӑн, Турӑ Патшалӑхӗн Патшин, влаҫне пӑхӑнса тӑнине кӑтартнӑ. Эсир тата сирӗн ҫывӑх ҫынсем ҫав документа ҫырса тултарнӑ-и?

Эйприл Кадорет (21—24 абзацсене пӑхӑр.)

21—24. а) Канадӑри Аслӑ Суда ҫамрӑксемпе тата юнпа усӑ курассипе ҫыхӑннӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ йышӑну тума мӗн хавхалантарнӑ? ӑ) Ҫак тӗслӗх Иеговӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсене мӗнле ҫирӗплетме пултарать?

21 Канада. Ялан тенӗ пекех, судсем ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисемшӗн чи лайӑх сипленмелли меслет суйласа илме право пуррипе килӗшеҫҫӗ. Сипленмелли меслетсем пирки йышӑну тумалла чухне ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хӑйсене яваплӑ ҫынсем пек тытаҫҫӗ пулсан, вӗсен шухӑшне шута илмелле тесе йышӑннӑ хӑш-пӗр чухне судсем. Эйприл Кадоретпа шӑп ҫапла пулнӑ та. Эйприл 14 ҫулта пулнӑ чухне ӑна ӑш-чикне юн кайнӑран больницӑна илсе кайнӑ. Темиҫе уйӑх маларах вӑл медицина документне ҫырса тултарнӑ пулнӑ, унта вӑл васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалла чухне те юн яма юрамасть тесе палӑртнӑ. Сиплекен тухтӑр Эйприлӑн питӗ уҫӑмлӑн палӑртнӑ ирӗкне шута илес темен, вара вӑл юн яма ирӗк илес тесе суда панӑ. Суд ирӗк парсан, ӑна вӑйпа юн янӑ. Каярахпа Эйприл эпӗ хама ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ пекех туйрӑм тесе каланӑ.

22 Эйприлпа унӑн ашшӗ-амӑшӗ суда панӑ. Икӗ ҫултан ӗҫ Канадӑри Аслӑ Суда ҫитнӗ. Эйприл вырӑнти саккун Конституцие хирӗҫленине палӑртма ыйтсан суд ҫакӑнпа килӗшмен. Ҫапах та Суд Эйприл тунӑ тӑкаксене саплаштарма хушнӑ. Ҫавӑн пекех Суд Эйприл тата сипленмелли меслет суйласа илес тӗлӗшрен хӑйсене ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсем пек тытакан ҫамрӑксем майлӑ йышӑну тунӑ. Суд палӑртнӑ: «Пӗр-пӗр сипленмелли меслете суйласа илес тӗлӗшрен 16 ҫула ҫитмен ҫамрӑксене хӑйсене ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсем пек тытнине тата хӑйсем тӗллӗн шухӑшлама пултарнине кӑтартма май памалла».

23 Ҫак тӗслӗх питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен Аслӑ Суд ҫула ҫитмен ҫамрӑксен Конституци паракан прависем ҫине тимлеттернӗ. Унччен Канадӑри судсем 16 ҫула ҫитмен ачасене пӗр-пӗр сипленмелли меслетпе — ҫак меслете ачашӑн чи лайӑххи тесе шутларӗҫ пулсан — сипленме хушма пултарнӑ. Анчах халӗ, ҫав йышӑну вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн, 16 ҫула ҫитмен ҫамрӑк пӗр-пӗр меслетпе сипленме килӗшмест пулсан, судсем ӑна ҫавна тутарма пултараймаҫҫӗ. Ҫавна тӑвас тесен вӗсен чи малтан ҫамрӑка хӑй тӗллӗн йышӑну тума вӑл ҫителӗклӗ ҫитӗнсе ҫитнипе ҫитменнине кӑтартма май памалла.

«Турӑ ятне мухтава кӑларма тата Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе пама хӑш-пӗр енчен те пулин пулӑшма пултарнӑшӑн эпӗ савӑнатӑп»

24 Виҫӗ ҫул хушши ҫавӑн пек кӗрешмеллех пулнӑ-ши? «Ҫапла!» — хуравлать Эйприл. Вӑл халӗ пионер пулса ӗҫлет тата унӑн сывлӑхӗ те лайӑх. Вӑл калать: «Турӑ ятне мухтава кӑларма тата Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе пама хӑш-пӗр енчен те пулин пулӑшма пултарнӑшӑн эпӗ савӑнатӑп». Эйприлӑн тӗслӗхӗ ҫамрӑк христиансем хӑйсен шухӑш-ӗненӗвне хӑюллӑн хӳтӗлеме пултарнине кӑтартса парать, ҫапла вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн чӑн-чӑн гражданӗсем пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ (Матф. 21:16).

Ачасене Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗ пӑхса ӳстермелли право

25, 26. Мӑшӑрсем уйрӑлсан, мӗн пулса тухма пултарать?

25 Иегова ашшӗпе амӑшне яваплӑ тивӗҫ шанса панӑ: вӗсен хӑйсен ачисене унӑн нормисем тӑрӑх пӑхса ӳстермелле (Сак. аст. 6:6—8; Эф. 6:4). Ҫак тивӗҫе туса тӑма ҫӑмӑлах мар, анчах та упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлсан ҫакна тума тата йывӑртарах пулса тӑрать. Ашшӗпе амӑшӗ ачасене пӑхса ӳстересси ҫине тӗрлӗрен пӑхма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, ашшӗ-амӑшӗнчен пӗри Свидетель пулсан, вӑл ачана христиансен нормисем тӑрӑх пӑхса ӳстермелле тесе шутлать, ҫав вӑхӑтрах тепри, Свидетель пулманни, ҫакӑнпа килӗшмесен те пултарать. Паллах ӗнтӗ, Свидетель ҫакна ӑнланать: уйрӑлнипе мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӗҫленет пулин те, вӗсем ашшӗпе амӑшӗ пулма пӑрахмаҫҫӗ.

26 Ашшӗ-амӑшӗнчен пӗри, Свидетель пулманскер, ачине (е ачисене) тӗн енӗпе мӗнле пӗлӳ парса тӑрассине тӗрӗслесе тӑрас тесе ачине опекӑна илмешкӗн суда пама пултарать. Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ашшӗ е амӑшӗ Свидетель пулсан, вӑл мӗнле пӑхса ӳстерни ачана (е ачасене) сиен кӳме пултарать. Вӗсем ҫавӑн пек чухне ачасем уявсемсӗр тӑрса юлаҫҫӗ, сӑмахран, ҫуралнӑ кунсене паллӑ тума пултараймаҫҫӗ теҫҫӗ тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне ачасене «пурнӑҫа ҫӑлакан» юна ямаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ. Телее, судсенчен нумайӑшӗ ашшӗпе амӑшӗн хӑшӗн тӗнӗ сиенлӗ пулнипе пулманнине тӗрӗслес вырӑнне ачашӑн пуринчен ытла мӗн лайӑхрах пулма пултарнине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

27, 28. Ашшӗ е амӑшӗ Свидетель пулсан, вӑл ачана мӗнле пӑхса ӳстерни сиен кӳрет тени ҫине Огайо штачӗн Аслӑ Сучӗ мӗнле пӑхнӑ?

27 Пӗрлешӳллӗ Штатсем. 1992 ҫулта Огайо штачӗн Аслӑ Сучӗ пӗр ӗҫ пӑхса тухнӑ. Унта ашшӗ, Свидетель пулманскер, ывӑлне амӑшӗ, Иегова Свидетелӗ, пӑхса ӳстерни ачана сиен кӳрет тесе каланӑ. Кӗҫӗн инстанци сучӗ ҫакӑнпа килӗшнӗ те ачан опекунӗ ашшӗ пулать тесе йышӑннӑ. Амӑшне, Дженнифер Пейтера, ывӑлне килсе курма ирӗк панӑ, анчах унӑн «ачана Иегова Свидетелӗсен ӗненӗвӗсем ҫинчен нимле майлӑ та вӗрентме» юраман. Судӑн ҫак йышӑнӑвне тӗрлӗ майлӑ ӑнланма пултарнӑ, ҫавӑнпа та Пейтер тӑван хӑйӗн Бобби ывӑлӗпе Библи ҫинчен те, унти нравственность нормисем ҫинчен те калаҫма пултараймасть теме те пултарнӑ. Дженнифер туйӑмӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Ҫакӑ ӑна питӗ аптратса ӳкернӗ, анчах та вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, тӳсӗмлӗ пулма тата Иегова хута кӗрессе кӗтме вӗреннӗ. Вӑл аса илет: «Иегова яланах юнашарччӗ». Унӑн адвокачӗ Иеговӑн организацийӗ пулӑшнипе Огайо штачӗн Аслӑ Судне жалоба панӑ.

28 Аслӑ Суд кӗҫӗн судӑн йышӑнӑвӗпе килӗшмен, мӗншӗн тесен «ашшӗпе амӑшӗн хӑйсен ачисене вӗрентмелли тӗп право пур, ҫав право шутне хӑйсен нравственность принципӗсем ҫинчен тата тӗн вӗрентӗвӗсем ҫинчен вӗсемпе калаҫасси те кӗрет» тенӗ. Суд йышӑнӑвӗнче ҫакӑн пек палӑртнӑ пулнӑ: Иегова Свидетелӗсен тӗн ӗненӗвӗсем ачан ӑс-тӑнӗпе сывлӑхне сиен кӳнине нимпе те ҫирӗплетсе паман пулсан, судӑн кам опекун пулассине ашшӗпе амӑшӗ мӗнле тӗне тытса тӑни тӑрӑх уйӑрма ирӗк пулман. Суд Иегова Свидетелӗсен тӗн ӗненӗвӗсем ачан ӑс-тӑнӗпе сывлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳнине кӑтартса паракан нимле ҫирӗплетӳ те тупман.

Судсем час-часах опекун пулма ашшӗ-амӑшне, христианина, ирӗк параҫҫӗ

29—31. Мӗншӗн Данири хӗрарӑм тӑвана хӑйӗн хӗрӗн опекунӗ пулма чарнӑ тата ҫав тӗлӗшрен Аслӑ Суд мӗнле йышӑну тунӑ?

29 Дани. Анита Хансен та ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ. Унӑн уйрӑлнӑ упӑшки хӑйсен ҫичӗ ҫулхи Аманда хӗрне опекӑна илес тесе суда панӑ. 2000 ҫулта округ сучӗ Хансен хӗрарӑм тӑван опекун пулать тесе йышӑннӑ пулин те, Амандӑн ашшӗ ҫак йышӑну пирки аслӑрах инстанци судне жалоба панӑ. Вӑл округ сучӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ та ашшӗне опекун туса хунӑ. Ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен тӗн ӗненӗвӗсене пула пурнӑҫ ҫине тӗрлӗрен пӑхнӑран ашшӗ хирӗҫӳсене лайӑхрах татса пама пултарать тесе палӑртнӑ суд. Эппин, Хансен хӗрарӑм тӑван Иегова Свидетелӗ пулнӑшӑн кӑна хӗрӗн опекунӗ пулма пултарайман.

30 Ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ чухне Анита хӑш-пӗр чухне ним тума аптраса тӑнӑран мӗн ҫинчен кӗлтумалли пирки те пӗлмен. «Анчах мана Рим 8:26, 27-мӗшӗнчи сӑмахсем питӗ йӑпататчӗҫ,— каласа парать вӑл.— Иегова мана ӑнланнине эпӗ яланах пӗлнӗ. Вӑл яланах мана сӑнаса тӑнӑ тата манпа пӗрле пулнӑ». (Псалом 31:8; Исаия 41:10 вуласа пар.)

31 Хансен хӗрарӑм тӑван Данири Аслӑ Суда жалоба панӑ. Суд йышӑнӑвӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Опекӑпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва ачашӑн мӗн чи лайӑххи пулнине шута илсе татса памалла». Унсӑр пуҫне, камӑн опекун пулмалли пирки йышӑну тунӑ чухне Иегова Свидетелӗсен вӗрентӗвӗсемпе ӗненӗвӗсем мӗнлерех пулни тӑрӑх мар, ашшӗпе амӑшӗ кашнийӗ хирӗҫӗве мӗнле татса пани тӑрӑх йышӑну тумалла тесе палӑртнӑ суд. Хансен хӗрарӑм тӑван питӗ савӑннӑ, мӗншӗн тесен суд ун пирки амӑшӗн тивӗҫне лайӑх туса тӑрать тесе йышӑннӑ тата хӗрӗн опекунӗ пулма каллех ирӗк панӑ.

32. Этем прависен Европӑри Суд ашшӗ-амӑшӗсене, Свидетельсене, дискриминацирен мӗнле хӳтӗленӗ?

32 Европӑри ытти ҫӗршывсем. Хӑш-пӗр чухне ачасене кам опекӑна илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫӗршыври аслӑ судра пӑхса тухнипех татса памаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫав ӗҫсене этем прависен Европӑри Судне параҫҫӗ. Европӑри Суд ҫакна икӗ хутчен палӑртнӑ: ашшӗ-амӑшӗ тӗрлӗ тӗнрен пулнӑран кӑна ҫӗршыври судсем хӑйсене Свидетельсем пулнӑ тата Свидетель пулман ашшӗ-амӑшӗпе тӗрлӗрен тытнӑ. Ҫакӑн пек тытни вӑл дискриминаци тесе палӑртнӑ хыҫҫӑн Европӑри Суд «ҫынна вӑл мӗнле тӗне тытса тӑни тӑрӑх кӑна уйӑрмалла мар» тесе йышӑннӑ. Европӑри Суд ыйтӑва ҫавӑн пек татса пани пӗр хӗрарӑм тӑванӑн кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Вӑл каланӑ: «Мана хамӑн ачасене сиен кӳретӗн тесе айӑплани питӗ кӳрентеретчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсене чи лайӑххине кӑна пама — христиансен нормисем тӑрӑх пӑхса ӳстерме ҫеҫ тӑрӑшнӑ».

33. Ашшӗ-амӑшӗсем, Свидетельсем, Филиппӑ 4:5-мӗшӗнчи принципа мӗнле тытса тӑраҫҫӗ?

33 Паллах ӗнтӗ, хӑйсен ачисене Библи нормисене вӗрентмелли правӑшӑн судра кӗрешекен Свидетельсем йӑваш пулма, урӑхла каласан, виҫине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. (Филиппӑ 4:5 вуласа пар.) Пӗр енчен илес пулсан, вӗсем хӑйсен ачисене Туррӑн ҫулӗсем ҫинчен вӗрентмелли правӑна хаклаҫҫӗ. Тепӗр енчен илес пулсан, вӗсем ҫакна та ӑнланаҫҫӗ: Свидетель пулман ашшӗ е амӑшӗ ачисене пӑхса ӳстерес ӗҫе хутшӑнас тет пулсан, хутшӑнма пултарать. Свидетельсем хӑйсен ачисене пӑхса ӳстересси питӗ яваплӑ ӗҫ пулнине мӗн таран лайӑх ӑнланаҫҫӗ?

34. Неемия вӑхӑтӗнче пурӑннӑ иудейсенчен ашшӗ-амӑшӗсем, христиансем, мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

34 Ҫав тӗлӗшрен Неемия вӑхӑтӗнчи иудейсен тӗслӗхӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем Иерусалим хӳмине ҫӗнӗрен туса лартас тесе тӑрӑшса ӗҫленӗ, мӗншӗн тесен ҫав хӳме хӑйсене тата хӑйсен ҫемйисене таврари тӑшманла тӑракан халӑхсенчен хӳтӗлеме пултарнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа Неемия вӗсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Хӑвӑр тӑванӑрсемшӗн, хӑвӑр ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсемшӗн, хӑвӑр арӑмӑрсемпе килӗрсемшӗн ҫапӑҫӑр» (Неем. 4:14). Ҫав иудейсен пӗтӗм вӑя хурса кӗрешмелле пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Иегова Свидетелӗсем хӑйсен ачисене чӑнлӑхра пӑхса ӳстерес тесе вӑйӗсене шеллемеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ачисем ҫине шкулта та, урамра та пӗр вӗҫӗмсӗр япӑх витӗм кӳрсе тӑнине пӗлеҫҫӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ ҫавӑн пек япӑх витӗм киле те кӗме пултарать. Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсемшӗн, вӗсем Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан лару-тӑрура ҫитӗнсе ӳсчӗр тесе, пӗтӗм вӑя хурса кӗрешмелли ҫинчен нихӑҫан та ан манӑр.

Тӗрӗс пуҫҫапассишӗн Иегова яланах хута кӗрессине шанса тӑрӑр

35, 36. Иегова Свидетелӗсем хӑйсен прависемшӗн кӗрешни мӗнле усӑ парать тата эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

35 Хӑйӗн организацийӗ ирӗклӗн пуҫҫапас правӑна хӳтӗлес тесе кӗрешнине Иегова пиллесе тӑрать. Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен саккунлӑ прависемшӗн кӗрешнӗ чухне вӗсен час-часах судсенче тата ҫынсене нумайӑшне хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама май пулнӑ (Рим 1:8). Унсӑр пуҫне, эпир судсенче тунӑ ҫӗнтерӳсене пула ытти ҫынсен граждан прависене те ытларах хисеплеҫҫӗ. Ҫавна пӑхмасӑрах Туррӑн ӗҫлекенӗсем социаллӑ реформӑсем тума е хӑйсем тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе пама тӑрӑшмаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем тӗрӗс пуҫҫапассине сарас тата ҫирӗплетес тесе хӑйсен прависене судра хӳтӗлеҫҫӗ. (Филиппӑ 1:7 вуласа пар.)

36 Айтӑр нихӑҫан та Иеговӑна ирӗклӗн пуҫҫапассишӗн кӗрешнӗ ҫынсем ӗненес енчен мӗнле тӗслӗх кӑтартнине манар мар! Айтӑр вӗсем пекех Иеговӑна яланах шанчӑклӑ пулар та вӑл пирӗн ӗҫ-хӗле тума пулӑшса тӑрасси пирки тата пире хӑйӗн ирӗкне тума вӑй парасси пирки нихӑҫан та иккӗленер мар! (Ис. 54:17.)