Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ СЫПӐК

Патшалӑхӑн ӗҫлекенӗсене вӗрентни

Патшалӑхӑн ӗҫлекенӗсене вӗрентни

СЫПӐК ТЕМИ

Теократи шкулӗсем Патшалӑхӑн ӗҫлекенӗсене хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене тума мӗнле хатӗрлеҫҫӗ

1—3. Иисус ырӑ хыпара анлӑрах сарас тесе мӗн тунӑ тата ҫав тӗлӗшрен мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

 ИИСУС икӗ ҫул хушши Галилейӑра ырӑ хыпар сарнӑ. (Матфей 9:35—38 вуласа пар.) Вӑл хуласемпе ялсем тӑрӑх ҫынсене синагогӑсенче вӗрентсе тата Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренӗ. Иисус кирек ӑҫта ҫитсен те, ун тавра яланах нумай халӑх пухӑннӑ. «Вырмалли нумай»,— тесе палӑртнӑ Иисус. Ҫавӑнпа ӗҫлекенсем ытларах кирлӗ пулнӑ.

2 Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫ анлӑрах сарӑлтӑр тесе тӑрӑшнӑ. Мӗнле? Хӑйӗн 12 апостолне «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе... ҫӳреме» янипе (Лука 9:1, 2). Апостолсен ҫак ӗҫе мӗнле тумалли пирки нумай ыйту пулнӑ пулмалла. Ҫавӑнпа вӗсене ярас умӗн Иисус хӑйӗншӗн ҫӳлти Ашшӗ мӗн тунине тунӑ — вӑл вӗсене вӗрентнӗ.

3 Пирӗн темиҫе ыйту сиксе тухма пултарать: Иисус хӑйӗн Ашшӗнчен мӗнле пӗлӳ илнӗ? Вӑл хӑйӗн апостолӗсене мӗне вӗрентнӗ? Хальхи вӑхӑтра Мессианла Патша хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене сӑваплӑ ӗҫе тума вӗрентет-и? Вӗрентет пулсан, ҫавна вӑл мӗнле тӑвать?

«Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек калатӑп»

4. Иисус хӑҫан тата ӑҫта хӑйӗн Ашшӗнчен вӗреннӗ?

4 Иисус хӑйне Ашшӗ вӗрентнине пытарса тӑман. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне вӑл каланӑ: «Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек кала[тӑп]» (Иоанн 8:28). Иисус хӑҫан тата ӑҫта вӗреннӗ? Паллах ӗнтӗ, Туррӑн чи малтанхи Ывӑлӗ хӑйне Турӑ тунӑ хыҫҫӑнах вӗренме пуҫланӑ (Кол. 1:15). Ашшӗпе пӗрле пӗлӗтре пулнӑ чухне Ывӑлӗ шутласа кӑларма ҫук нумай ҫул хушши «Аслӑ Вӗрентекене» итленӗ тата сӑнанӑ (Ис. 30:20, ҪТ). Ҫавна пула Ывӑлӗ хӑйӗн Ашшӗн лайӑх енӗсене, ӗҫӗсене тата тӗллевӗсене питӗ лайӑх пӗлсе ҫитнӗ.

5. Ашшӗ хӑйӗн Ывӑлне унӑн ҫӗр ҫинче тумалли сӑваплӑ ӗҫӗ пирки мӗнле канашсем панӑ?

5 Вӑхӑт ҫитсен Иегова хӑйӗн Ывӑлне унӑн ҫӗр ҫинче тумалли сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен каласа панӑ. Айтӑр Аслӑ Вӗрентекенпе унӑн малтанхи Ывӑлӗ хушшинчи хутшӑнусене сӑнласа паракан пророкла сӑмахсене пӑхса тухар. (Исаия 50:4, 5 вуласа пар.) Пророкла каланинче Иегова хӑйӗн Ывӑлне «ирсерен вӑратни» ҫинчен каланӑ. Ҫак сӑмахсем хӑйӗн вӗренекенне вӗрентес тесе ӑна ир-ирех вӑратакан учителӗн сӑнарне ӑсра кӑларса тӑратаҫҫӗ. Библие ӑнлантарса паракан пӗр справочникре ҫапла каланӑ: «Иегова... ӑна, вӗренекене шкула илсе кайнӑ евӗр, шкула илсе каять пек тата ӑна мӗн ҫинчен тата мӗнле каламаллине вӗрентет пек». Ҫав тӳпери «шкулта» Иегова хӑйӗн Ывӑлне «мӗн каламаллине, мӗнле каламаллине» вӗрентнӗ (Иоанн 12:49). Ашшӗ хӑйӗн Ывӑлне ыттисене мӗнле вӗрентмелли ҫинчен те канашсем панӑ a. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫак пӗлӳсемпе хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне кӑна мар, хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсен сӑваплӑ ӗҫне тума вӗрентнӗ чухне те туллин усӑ курнӑ.

6, 7. а) Иисус хӑйӗн апостолӗсене мӗне вӗрентнӗ тата ҫакӑ вӗсене мӗн тума хатӗрленӗ? ӑ) Иисус хальхи вӑхӑтра хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле ӗҫсене тума вӗрентес тесе тӑрӑшнӑ?

6 Иисус хӑйӗн апостолӗсене мӗне вӗрентнӗ? Матфей 10-мӗш сыпӑкра каланӑ тӑрӑх, вӑл вӗсене ӑҫта ырӑ хыпар сармалли пирки (5, 6 сӑвӑ йӗркисем), ҫынсене мӗнле хыпар пӗлтермелли пирки (7-мӗш сӑвӑ йӗрки), Иеговӑна мӗнле шанмалли пирки (9, 10 сӑвӑ йӗркисем), ҫынсем патне килне килсен, вӗсемпе калаҫу мӗнле пуҫламалли пирки (11—13 сӑвӑ йӗркисем), ҫынсем итлесшӗн пулман чухне ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхмалли пирки (14, 15 сӑвӑ йӗркисем), хӗсӗрленӗ чухне мӗн тумалли пирки (16—23 сӑвӑ йӗркисем) ятарлӑ канашсем панӑ b. Ҫакӑн пек тӗплӗн вӗрентни апостолсене пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыма хатӗрленӗ.

7 Хальхи кунсем пирки мӗн калама пулать? Иисус, Турӑ Патшалӑхӗн Патши, хӑйӗн вӗренекенӗсене чи кирлӗ ӗҫ шанса панӑ — «пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара» сарма хушнӑ (Матф. 24:14, ҪХ). Патша Турӑ халӑхне ҫак яваплӑ ӗҫе тума хатӗрленӗ-и? Кун пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук! Пӗлӗтрен пирӗн Патша хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпара сарма тата пухури ятарлӑ тивӗҫсене тума вӗрентес тесе мӗн тумаллине пурне те тунӑ.

Ӗҫлекенсем ырӑ хыпар сарма вӗренеҫҫӗ

8, 9. а) Теократи ӗҫӗн шкулӗн мӗнле тӗп тӗллев пулнӑ? ӑ) Ӗҫлемелли кунсенче иртекен тӗлпулу сире ӑста хыпарҫӑ пулма мӗнле пулӑшрӗ?

8 Чылайранпах ӗнтӗ Иеговӑн организацийӗ конгрессенче тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче (сӑмахран, сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче) Туррӑн халӑхне ырӑ хыпар сарма вӗрентет. Анчах та 1940 ҫулсенче тӗп управленири арҫын тӑвансем тӗрлӗ шкулсене ирттерме вӗренӳ программисем хатӗрлеме пуҫланӑ.

9 Теократи ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ. Унчченхи сыпӑкран эпир ҫак шкула 1943 ҫулта ирттерме пуҫланине пӗлтӗмӗр. Ҫак шкула йӗркелессе те кам унта ҫырӑннӑ, вӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче сӑмах тухса калама вӗрентес тесе кӑна йӗркеленӗ-и? Ҫук. Ҫак шкулӑн тӗп тӗллевӗ сӑваплӑ ӗҫре Иеговӑна хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа мухтама вӗрентесси пулнӑ (Пс. 150:6). Шкул унта ҫырӑннӑ тӑвансене пурне те Патшалӑхӑн ӑста ӗҫлекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ. Халӗ ҫавӑн пек вӗрентӗве ӗҫлемелли кунсенче иртекен тӗлпулура парса тӑраҫҫӗ.

10, 11. Халӗ Галаад шкулӗнче кам вӗренме пултарать тата унӑн программине мӗнле тӗллевпе йӗркеленӗ?

10 Хурал Башнин Библие вӗрентекен Галаад шкулӗ. Халӗ Хурал Башнин Библие вӗрентекен Галаад шкулӗ ятпа пӗлекен шкул 1943 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче пуҫланса кайнӑ. Чи малтан ӑна пионерсене тата сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансене тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче миссионерсем пулса ӗҫлеме хатӗрлемешкӗн йӗркеленӗ. Анчах та 2011 ҫулхи октябрьтен пуҫласа ҫав шкулта вӗренме сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакан ятарлӑ ӗҫлекенсене чӗнме пуҫланӑ: ятарлӑ пионерсене, ҫулҫӳрекен надзирательсемпе вӗсен арӑмӗсене, вефилецсене тата ҫав шкула вӗренсе тухман миссионерсене.

11 Галаад шкулӗн программине мӗнле тӗллевпе йӗркеленӗ? Ҫак ыйту ҫине нумай ҫул хушши вӗрентекенӗн ҫак сӑмахӗсем хуравлаҫҫӗ: «Турӑ Сӑмахне тарӑннӑн тӗпченипе студентсене хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме тата вӗсене хӑйсене шанса панӑ ӗҫре тӗл пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме кирлӗ лайӑх енсене аталантарма пулӑшасси. Унсӑр пуҫне программӑн студентсен кӑмӑлӗнче ырӑ хыпар сарас ӗҫе тата хастарлӑрах хутшӑнас туйӑма вӑйлатмалла» (Эф. 4:11).

12, 13. Галаад шкулӗ тӗнчери ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Галаад шкулӗ тӗнчери ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? 1943 ҫултан пуҫласа унта 8 500 ҫын вӗреннӗ c тата ҫак шкула вӗренсе тухнӑ миссионерсем 170 ытла ҫӗршывра ӗҫлеҫҫӗ. Миссионерсем илнӗ пӗлӳсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ: вӗсем сӑваплӑ ӗҫе хастарлӑн тӑвас енчен тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ тата ыттисене ырӑ хыпара хастарлӑн сарма вӗрентеҫҫӗ. Час-часах миссионерсем Патшалӑх хыпарҫисем ҫитсех кайман е пачах пулман вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пынӑ.

13 Японире мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче унта ырӑ хыпара йӗркепе сарас ӗҫ чарӑнса ларнӑпа пӗрех пулнӑ. 1949 ҫулта Японире пурӑнакан хыпарҫӑсен шучӗ вунна та ҫитеймен. Анчах та ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫӗршывра Галаад шкулне пӗтернӗ 13 миссионер ырӑ хыпара ҫине тӑрса сарнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн ытти миссионерсем те килнӗ. Чи малтан миссионерсем пысӑк хуласенче ырӑ хыпар сарас тесе вӑй хунӑ, кайран вара — пӗчӗкрех хуласенче. Вӗсем христиансене тата кампа Библи вӗреннӗ, ҫавсене пионер пулса ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Ҫав миссионерсен хастарлӑхӗ питӗ пысӑк усӑ панӑ. Халӗ Японире Патшалӑх хыпарҫисен шучӗ 216 000 ытла тата вӗсенчен 40 проценчӗ пионер пулса ӗҫлет! d

14. Теократи шкулӗсем мӗн кӑтартса тӑраҫҫӗ? («Патшалӑхӑн ӗҫлекенӗсем валли йӗркеленӗ шкулсем» рамкӑна та пӑхӑр, 188—191 страницӑсем.)

14 Ытти теократи шкулӗсем. Пионерсен шкулӗ, Мӑшӑрсем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗ тата Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗ — ҫак шкулсем унта вӗренсе тухнисене Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыма, хастарлӑ хутшӑнма пулӑшнӑ e. Ҫак теократи шкулӗсем пурте пирӗн Патша хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене сӑваплӑ ӗҫе тума мӗн кирлине пурне те парса тӑнине питӗ уҫҫӑн кӑтартса тӑраҫҫӗ (2 Тим. 4:5).

Арҫын тӑвансем ятарлӑ тивӗҫсене тума вӗренеҫҫӗ

15. Яваплӑ арҫын тӑвансем хӑш енчен Иисусран тӗслӗх илесшӗн?

15 Турӑ Иисуса вӗрентни ҫинчен калакан Исаийӑн пророкла сӑмахӗсене аса илер. Ҫав тӳпери «шкулта» Ывӑл «халран кайнине сӑмахпа» пулӑшма вӗреннӗ (Ис. 50:4). Иисус ҫав пӗлӳсемпе ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне усӑ курнӑ: вӑл «асапланакансен, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисен» чунне канлӗх панӑ (Матф. 11:28—30). Иисусран тӗслӗх илсе яваплӑ арҫын тӑвансем пухури тӑвансемшӗн чуна канӑҫлӑх тата вӑй паракан ҫӑлкуҫ пек пуласшӑн. Арҫын тӑвансем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемшӗн лайӑхрах та тухӑҫлӑрах ӗҫлеме пултарччӑр тесе вӗсем валли тӗрлӗ шкулсем йӗркеленӗ.

16, 17. Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне мӗнле тӗллевпе йӗркеленӗ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

16 Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗ. Ҫак шкулӑн пӗрремӗш класӗ 1959 ҫулхи мартӑн 9-мӗшӗнче Саут-Лансингра (Нью-Йорк штачӗ) иртнӗ. Унта ҫулҫӳрекен надзирательсем тата пухӑвӑн ӗҫлекенӗсем пӗр уйӑх хушши вӗреннӗ. Каярахпа шкул программине акӑлчан чӗлхинчен ытти чӗлхесем ҫине куҫарнӑ, ҫавна пула пӗтӗм тӗнчери арҫын тӑвансем ҫав шкулта вӗренме пултарнӑ f.

Ллойд Бэрри тӑван Японире иртнӗ Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче вӗрентет. 1970 ҫул

17 Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗн тӗллевӗ пирки 1962 ҫулта тухнӑ «Ежегодник Свидетелей Иеговы» кӗнекере ҫапла каланӑ: «Ҫак ерҫӳллӗ мар тӗнчере надзирателӗн хӑйӗн пурнӑҫне тӗрӗс йӗркелесе пырса пухури кашни тӑван валли ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрма пултаракан тата вӗсене пиллӗх кӳрекен ҫын пулмалла. Ҫав вӑхӑтрах унӑн пухури ӗҫсене тӑвас тесе хӑйӗн ҫемйине мӗн кирлине шута илмен ҫын пулмалла мар — виҫине пӗлекен ҫын пулмалла. Пухӑвӑн ӗҫлекенӗсем валли пӗтӗм тӗнчипе питӗ чаплӑ май уҫӑлчӗ: вӗсем пӗрле Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче пӗлӳ илме пултараҫҫӗ, ҫак пӗлӳ вара вӗсене Библире надзирательсене мӗн тума хушнӑ, ҫавна тума пулӑшӗ» (1 Тим. 3:1—7; Тит 1:5—9).

18. Мӗншӗн Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗ Туррӑн пӗтӗм халӑхне усӑ парать тесе калама пулать?

18 Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗ Туррӑн пӗтӗм халӑхне усӑ парать. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем ҫав шкулта мӗн вӗреннине тытса тӑнӑ чухне вӗсем, Иисус пекех, хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемшӗн чуна канӑҫлӑх тата вӑй паракан ҫӑлкуҫ пек пулса тӑраҫҫӗ. Юратакан старейшина е пулӑшакан ӗҫчен сире ырӑ сӑмах каласан, тимлӗ итлесен тата сирӗн пата киле хавхалантарма килсен, эсир ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулмӑр-ши? (1 Фес. 5:11.) Иегова вӗрентнӗ ҫав арҫынсем — пухусемшӗн чӑн-чӑн пиллӗх!

19. Вӗренӳ комитечӗ мӗнле шкулсене пӑхса тӑрать тата вӗсене мӗнле тӗллевпе йӗркелесе янӑ?

19 Ытти теократи шкулӗсем. Ертсе пыракан советӑн Вӗренӳ комитечӗ организацири яваплӑ арҫын тӑвансем вӗренекен ытти шкулсене те пӑхса тӑрать. Ҫав шкулсене яваплӑ арҫын тӑвансене — пухури старейшинӑсене, ҫулҫӳрекен надзирательсене тата филиал комитечӗн членӗсене — хӑйсен тивӗҫӗсене лайӑхрах тума пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ. Библи тӑрӑх вӗрентни арҫын тӑвансене Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗпрех те ҫирӗпрех тума тата хӑйсене Иегова шанса панӑ хаклӑ сурӑхсемпе хутшӑннӑ чухне Ҫырури принципсемпе усӑ курма хавхалантарать (1 Петр 5:1—3).

Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкулӑн Малавире иртнӗ пӗрремӗш класӗ. 2007 ҫул

20. Мӗншӗн Иисус пире «пурне те Турӑ вӗрентсе ҫитерӗ» теме пултарнӑ тата эсир мӗн тума шут тытнӑ?

20 Мессианла Патша хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене лайӑх вӗрентес тесе мӗн тумаллине пурне те туни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Ҫакӑн пек вӗрентни Иеговӑран: вӑл хӑйӗн Ывӑлне вӗрентнӗ, Ывӑлӗ вара — хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус пире «пурне те Турӑ вӗрентсе ҫитерӗ» теме пултарнӑ (Иоанн 6:45; Ис. 54:13). Айтӑр Патша пире вӗренме панӑ пур майпа та усӑ курма шут тытар. Ҫакна та асра тытар: ҫавӑн пек вӗрентнин тӗп тӗллевӗ вӑл — Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗпрех те ҫирӗпрех тума пулӑшасси, ҫапла вара эпир хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе туллин тума пултарӑпӑр.

a Ашшӗ Ывӑлне ыттисене мӗнле вӗрентмелли ҫинчен вӗрентнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Иисус вӗрентнӗ чухне час-часах тӗслӗхсемпе усӑ курнипе хӑй ҫураличчен темиҫе ӗмӗр маларах ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнӑ (Пс. 77:2; Матф. 13:34, 35). Ҫав пророкла сӑмахсен Авторӗ хӑйӗн Ывӑлӗ тӗслӗхсемпе тата ытарӑшсемпе усӑ курса вӗрентӗ тесе ҫавӑнччен чылай маларах шутласа хуни уҫҫӑн курӑнать (2 Тим. 3:16, 17).

b Темиҫе уйӑх иртсен, «Иисус тата урӑх ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн» ырӑ хыпар сарма янӑ. Вӑл вӗсене те вӗрентнӗ (Лука 10:1—16).

c Хӑш-пӗрисем Галаад шкулӗнче пӗрре анчах мар вӗреннӗ.

d Галаад шкулне пӗтернӗ миссионерсем пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен «Свидетели Иеговы — возвещатели Царства Бога» кӗнекери 23-мӗш сыпӑкран нумайрах пӗлме пулать.

e Юлашки икӗ шкула Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗпе улӑштарнӑ.

f Халӗ темиҫе ҫул хушшинче пӗрре иртекен тата темиҫе куна пыракан Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче старейшинӑсем пурте вӗренеҫҫӗ. 1984 ҫултанпа ҫак шкула пулӑшакан ӗҫченсене те чӗнеҫҫӗ.