Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ ПАЙӖ

Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн тӑшманӗсене пӗтерет

Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн тӑшманӗсене пӗтерет

СЫПӐК ТЕМИ

Армагеддон вӑрҫи патне илсе пыракан событисем

1, 2. а) Пирӗн Патша 1914 ҫултанпа патшара ларнине мӗн кӑтартса парать? ӑ) Ҫак сыпӑкра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

 ТӐШМАНСЕМ хушшинче ертсе пыракан Турӑ Патшалӑхӗ мӗн-мӗн тунине пӑхса тухни ӗненӗве ҫирӗплетет (Пс. 109:2). Пирӗн Патша ырӑ хыпара хастарлӑн тата кӑмӑлтан саракан хыпарҫӑсен ҫарне пухрӗ. Вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене Турра пуҫҫапас тата нравственность енчен тасатрӗ. Патшалӑхӑн тӑшманӗсем пире пайласа-вӑрҫтарса ярас тесе тем пек вӑй хурсан та, пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӑвансем хушшинче халӗ те пӗрлӗх. Турӑ Патшалӑхӗ тунӑ ҫак тата ытти нумай ӗҫсем пирӗн Патша 1914 ҫултанпа Патшалӑхӑн тӑшманӗсем хушшинче ертсе пынине витӗмлӗн ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

2 Ҫывӑх вӑхӑтра Патшалӑх тата тӗлӗнмеллерех ӗҫсем тӑвӗ. Ҫав Патшалӑх хӑйӗн тӑшманӗсене аркатса тӑкма тата тӗп тума килӗ (Матф. 6:10; Дан. 2:44). Анчах та ҫав вӑхӑтчен ытти пӗлтерӗшлӗ событисем пулса иртӗҫ. Мӗнлисем? Ҫак ыйту ҫине Библире темиҫе пророкла калани хуравлать. Айтӑр малашне пире мӗнле событисем кӗтнине пӗлес тесе вӗсенчен хӑш-пӗрисене тӗпчер.

Сасартӑк пӗтесси умӗн

3. Эпир кӗтекен событисенчен пӗрремӗшӗ хӑшӗ пулӗ?

3 Мир тесе пӗлтерни. Эпир кӗтекен событисенчен пӗрремӗшӗ пирки Павел апостол Фессалоникӑри христиансем патне янӑ ҫырӑвӗнче каланӑ. (1 Фессалоника 5:2, 3 вуласа пар.) Павел хӑйӗн ҫырӑвӗнче Аслӑ Вавилона тапӑннипе пуҫланакан «Ҫӳлхуҫа килес кун [«Иеговӑн кунӗ», ҪТ]» пирки асӑннӑ (Ӳлӗм. 17:5). Анчах та Иеговӑн кунӗ пуҫланас умӗн кӑшт маларах халӑхсем: «Халӗ тӑнӑҫлӑ [«мир», ҪТ], хӑрамалли ҫук»,— тесе пӗлтерӗҫ. Тен, ҫакна вӗсем пӗр хут е темиҫе хут тӑвӗҫ. Тӗн пуҫлӑхӗсем ҫавӑнта хутшӑнӗҫ-ши? Ҫак тӗнченӗн пайӗ пулнӑран, тен, вӗсем те халӑхсемпе пӗрле: «Тӑнӑҫлӑх [е мир]!» — тесе калӗҫ (Иер. 6:14; 23:16, 17; Ӳлӗм. 17:1, 2). Мирпе хӑрушсӑрлӑх пирки пӗлтерни Иеговӑн кунӗ кӗҫ-вӗҫ пуҫланассине кӑтартакан паллӑ пулӗ. Турӑ Патшалӑхӗн тӑшманӗсем «ӗнтӗ хӑтӑлаймӗҫ».

4. Павел мирпе хӑрушсӑрлӑх ҫинчен пророкла каланине ӑнланни пире мӗнле усӑ парать?

4 Ҫак пророкла каланине ӑнланни пире мӗнле усӑ парать? Павел каланӑ: «Эй тӑвансем, эсир сӗмлӗхре мар, сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ» (1 Фес. 5:3, 4). Ҫынсенчен нумайӑшӗпе танлаштарсан, эпир хальхи событисем мӗн патне илсе ҫитерессине пӗлетпӗр. Анчах та мирпе хӑрушсӑрлӑх пирки пӗлтерни ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланӗҫ? Пирӗн кӗтмелле, вара эпир ҫавӑ мӗнле пулса иртессине курӑпӑр. Ҫавӑнпа та «сыхӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар» (1 Фес. 5:6, ҪХ; Соф. 3:8).

Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланать

5. «Хӑрушла асап вӑхӑчӗн» пӗрремӗш тапхӑрӗ мӗнпе пуҫланӗ?

5 Тӗнсем ҫине тапӑнни. Павел мӗн ҫырнине аса илер-ха: «„Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук“ тесе тӑнӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗтесси сасартӑк... персе ҫитӗ». Ҫиҫӗм ҫиҫнӗ хыҫҫӑнах аслати авӑтнӑ пекех, «халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тенӗ хыҫҫӑнах «пӗтесси... персе ҫитӗ». Мӗне пӗтерӗҫ? Чи малтан Аслӑ Вавилона — суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне пӗтерӗҫ. Аслӑ Вавилон пирки ҫавӑн пекех «аскӑн арӑм» тенӗ (Ӳлӗм. 17:5, 6, 15). Христиансен тӗнчине тата ытти суя тӗн организацийӗсене тӗп тунипе «хӑрушла асап вӑхӑчӗн» пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланӗ (Матф. 24:21; 2 Фес. 2:8). Нумай ҫыншӑн ҫакӑ кӗтмен ҫӗртен пулса тухӗ. Мӗншӗн? Ҫав самантчен «аскӑн арӑм» хӑйӗн пирки «эпӗ патшара ларатӑп» тесе шутлӗ те «хуйхӑ курмӑп» тейӗ. Анчах та вӑл хӑй вӑйне ытлашши шаннине сасартӑк ӑнланса илӗ. Ӑна, «пӗр кунрах» пӗтернӗ пекех, питӗ хӑвӑрт тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 18:7, 8).

6. Аслӑ Вавилон ҫине кам тапӑнӗ?

6 Аслӑ Вавилон ҫине кам тапӑнӗ? Вунӑ мӑйракаллӑ «тискер кайӑк». Ӳлӗмхине кӗнеке «тискер кайӑк» Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине (ПНО) пӗлтернине ӑнланса илме пулӑшать. Вунӑ мӑйрака «хӗрлӗ тискер кайӑка» пулӑшса тӑракан хальхи пур патшалӑха та сӑнласа парать (Ӳлӗм. 17:3, 5, 11, 12). Ҫав тапӑну мӗн тери аркатуллӑ пулӗ? ПНО шутне кӗрекен патшалӑхсем «аскӑн арӑмӑн» пуянлӑхне ҫаратса пӗтерӗҫ, ӑна тӗп тӑвӗҫ те «вутра ҫунтарса ярӗҫ». (Ӳлӗмхине 17:16 вуласа пар.) a

7. Матфей 24:21, 22-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсем пӗрремӗш ӗмӗрте мӗнле пурнӑҫланнӑ тата пуласлӑхра мӗнле пурнӑҫланӗҫ?

7 Кунсен шутне чакарни. Пирӗн Патша ҫавӑн чухне мӗн пулассине уҫса панӑ. Иисус каланӑ: «Ҫав кунсен шучӗ суйласа илнисемшӗн чакӗ». (Матфей 24:21, 22 вуласа пар.) Иисусӑн сӑмахӗсем пирӗн эрӑри 66 ҫулта, Иегова Рим ҫарӗ Иерусалим ҫине тапӑннине «чакарнӑ» чухне, пӗтӗм тӗнчипе мар, пӗр вырӑнта ҫеҫ пурнӑҫланнӑ (Марк 13:20). Ҫакӑ Иерусалимра тата Иудейӑра пурӑнакан христиансене ҫӑлӑнма май панӑ. Ҫывхарса килекен хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пӗтӗм тӗнчипе мӗн пулса иртӗ? Иегова пирӗн Патша урлӑ Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ суя тӗн ҫине тапӑннине «чакарӗ», ҫапла вара суя тӗнпе пӗрле чӑн тӗне пӗтерме памӗ. Апла суя тӗнӗн пур организацине те пӗтерӗҫ, вара чӑн тӗн кӑна тӑрса юлӗ (Пс. 95:5). Айтӑр халӗ хӑрушла асап вӑхӑчӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн мӗн-мӗн пулса иртессине пӑхса тухар.

Армагеддон патне илсе пыракан событисем

8, 9. Иисус мӗнле пулӑмсем ҫинчен калама пултарнӑ тата вӗсене курни ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?

8 Иисус юлашки кунсем ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсем Армагеддон умӗн пӗлтерӗшлӗ темиҫе событи пулассине кӑтартса параҫҫӗ. Вӗсенчен малтанхи иккӗшӗ пирки Матфей, Марк тата Лука ҫырнӑ Евангелисенче асӑннӑ. (Матфей 24:29—31 вуласа пар; Марк 13:23—27; Лука 21:25—28.)

9 Тӳпери пулӑмсем. Иисус малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ». Паллах ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра тӗн пуҫлӑхӗсем ҫутӑ парса тӑракансем пек пулмӗҫ, урӑхла каласан, ҫынсем мӗн тумаллине пӗлес тесе вӗсем патне каймӗҫ. Иисус тӳпере тӗлӗнмелле пулӑмсем пуласси пирки те каланӑ-ши? Пулма та пултарать (Ис. 13:9—11; Иоиль 2:1, 30, 31). Ҫынсем ҫине мӗн курни мӗнле витӗм кӳрӗ? Вӗсем «аптӑраса ӳкӗҫ», ҫавӑнпа асапланӗҫ (Лука 21:25; Соф. 1:17). Ҫапла, Турӑ Патшалӑхӗн тӑшманӗсем пурте — «патшасенчен» пуҫласа «чурасем» таран — «тӗнчене килес асапсене кӗтсе... вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ» те хӳтлӗх шырама пуҫлӗҫ. Анчах вӗсем пирӗн Патшан ҫиллинчен пытанса лармалли вырӑн тупаймӗҫ (Лука 21:26, ҪХ; 23:30; Ӳлӗм. 6:15—17).

10. Иисус мӗнле приговор ҫинчен пӗлтерӗ тата ҫав приговор ҫине Турӑ Патшалӑхӗ майлисемпе ӑна хирӗҫ тӑракансем мӗнле пӑхӗҫ?

10 Приговор ҫинчен пӗлтерни. Унтан Турӑ Патшалӑхӗн тӑшманӗсен пурин те хӑйсен асапӗсене тата хытӑрах вӑйлатакан событие курма тивӗ. Иисус каланӑ: «Вара пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн та мухтавлӑн килекен Этем Ывӑлне курӗҫ» (Марк 13:26). Вӑй-хӑвата ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа кӑтартни Иисус приговор ҫинчен пӗлтерме килнине кӑтартса парӗ. Юлашки кунсем ҫинчен калакан ҫав пророкла сӑмахсенчех Иисус ҫав приговор пирки тӗплӗнрех каласа панӑ. Ҫавӑн ҫинчен эпир сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑшра вулатпӑр. (Матфей 25:31—33, 46 вуласа пар.) Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑннисене «сурӑхсем» шутне кӗртӗҫ. Вӗсем хӑйсен ҫӑлӑнас вӑхӑчӗ ҫывхарса килнине ӑнланнӑран хӑйсен пуҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклӗҫ (Лука 21:28). Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑракансене «качакасем» шутне кӗртӗҫ. Вӗсем хӑйсене ӗмӗрлӗхех пӗтерессине ӑнланса илнипе «кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ» (Матф. 24:30; Ӳлӗм. 1:7).

11. Пулас событисене пӑхса тухнӑ чухне мӗне асра тытмалла?

11 Иисус пур халӑхсене те приговор ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн, анчах та Армагеддон вӑрҫи пуҫланиччен, тата темиҫе пӗлтерӗшлӗ событи пулса иртӗ (Матф. 25:32). Эпир вӗсенчен иккӗшне — Гог тапӑннине тата святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пуҫтарнине — пӑхса тухӑпӑр. Вӗсене тӗпченӗ чухне пирӗн ҫакна асра тытмалла: Турӑ Сӑмахӗнче ҫав событисем хӑш вӑхӑтра пулса иртесси пирки каламан. Вӗсем пӗр тапхӑр хушшинче пӗр харӑс пулса иртӗҫ тесе шутлани вырӑнлӑ пек туйӑнать.

12. Турӑ Патшалӑхӗ ҫине Сатана мӗнле тапӑнӗ?

12 Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнни. Магог ҫӗрӗнчи Гог ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫине тата вӗсен юлташӗсем, урӑх сурӑхсем, ҫине тапӑнӗ. (Иезекииль 38:2, 11 вуласа пар.) Йӗркелесе янӑ Патшалӑхӑн влаҫӗ ҫине ҫакӑн пек тапӑнни Сатана хӑйне тӳперен хӑваласа янӑранпа святой сывлӑшпа суйласа лартнисене хирӗҫ пуҫласа янӑ вӑрҫӑри юлашки ҫапӑҫу пулӗ (Ӳлӗм. 12:7—9, 17). Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ пухусене пухма пуҫланӑ хыҫҫӑн, уйрӑмах ҫавӑнтанпа, Сатана вӗсене Турӑпа ҫывӑхланма мӗн пулӑшать, ҫавсене пурне те пӗтерме хӑтланать. Анчах та унӑн ӗҫӗсем ӑнмаҫҫӗ (Матф. 13:30). Суя тӗнӗн организацийӗсем пурте пӗтнӗ хыҫҫӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсем «пӗр хӳтлӗхсӗр пурӑнаҫҫӗ» пек, «вӗсен сӑлӑп та, алӑк та ҫук» пек туйӑнӗ. Сатана вӗсене пӗтермелли питӗ чаплӑ май уҫӑлчӗ тесе шутлӗ. Вӑл хӑй майлӑ тӑракансене пурне те Патшалӑха чунтан парӑнса пурӑнакансем ҫине тапӑнма хӗтӗртӗ.

13. Иегова хӑйӗн халӑхӗ хутне мӗнле кӗрӗ?

13 Мӗн пулса иртесси ҫинчен Иезекииль пророк каласа панӑ. Унӑн пророкла сӑмахӗсенче Гог пирки ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн вырӑнунтан, ҫурҫӗр чиккинчен, тапранӑн эсӗ, тата санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑх кайӗ, пурте ут ҫинче лараҫҫӗ, сумсӑр ушкӑн, сумсӑр йышлӑ ҫар. Ҫӗре хупӑрласа Манӑн халӑхӑм ҫине, Израиль ҫине, хура пӗлӗт пек ҫӗкленӗн» (Иез. 38:15, 16). Чарма май ҫук пек курӑнакан тапӑнӑва кура Иегова хӑйне мӗнле тытӗ? «Манӑн ҫиллӗм пӗтӗм хаярлӑхӑмпа хыпса илӗ»,— калать Иегова.— Ӑна хирӗҫ хӗҫ йыхӑрӑп» (Иез. 38:18, 21; Захария 2:8 вуласа пар). Иегова ҫӗр ҫинчи хӑйӗн ӗҫлекенӗсем майлӑ тӑрӗ. Турӑ вӗсен хутне кӗнипе Армагеддон вӑрҫи пуҫланӗ.

14, 15. Сатана тапӑннӑ хыҫҫӑн мӗнле событи пулӗ?

14 Иегова хӑйӗн халӑхне Армагеддон вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле хӳтӗлессине пӑхса тухас умӗн айтӑр пӗр самантлӑха чарӑнса тӑрар та пӗлтерӗшлӗ тепӗр событие тӗпчер. Ҫак ӗҫ Сатана тапӑннинчен пуҫласа Иегова Армагеддонра хута кӗни хушшинчи тапхӑрта пулса иртӗ. 11-мӗш абзацра каланӑ пек, ҫак иккӗмӗш событи вӑл — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисене, пуҫтарасси.

15 Святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пуҫтарни. Матфей тата Марк хӑйсен Евангелисенче Армагеддон пуҫланиччен пулакан событисем ҫинчен каласа панӑ чухне Иисус «суйласа илнисем» ҫинчен — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫинчен — каланине те ҫырса хунӑ. (7-мӗш абзаца пӑхӑр.) Хӑйӗн пирки Патша тесе палӑртса Иисус Христос ҫапла пророкла каланӑ: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те Хӑй суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен — ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех — пуҫтарӗ» (Марк 13:27; Матф. 24:31). Иисус кунта пуҫтарассипе ҫыхӑннӑ мӗнле ӗҫ пирки каланӑ? Вӑл ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартни ҫинчен каламан — вӗт ҫакӑ хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланас умӗн пулӗ (Ӳлӗм. 7:1—3). Ун вырӑнне вӑл пулас хӑрушла асап вӑхӑчӗ пынӑ чухне пулса иртекен событи ҫинчен каланӑ. Апла пулсан, Сатана Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен пулас, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене тӳпене пуҫтарӗҫ.

16. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисем Армагеддон вӑрҫине мӗнле хутшӑнӗҫ?

16 Ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пуҫтарни ун хыҫҫӑнхи событипе, Армагеддонпа, мӗнле ҫыхӑннӑ? Ҫав пуҫтарас ӗҫ хӑш вӑхӑтра пулса иртнине шута илсен, Туррӑн вӑрҫи пуҫланас умӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пурте тӳпере пулӗҫ теме пулать. Унта Христоспа пӗрле патшара ларакан 144 000 патша Иисуспа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗн тӑшманӗсене пурне те «тимӗр туяпа» ҫапса аркатма власть илӗ (Ӳлӗм. 2:26, 27). Унтан тӑшмансен «сумсӑр йышлӑ ҫарӗ» хӑйӗн тупӑшне — Иеговӑн халӑхне — ҫавӑрса илсен, Христос, Ҫӗнтерӳҫӗ Патша, вӗсене хирӗҫ тухӗ, ҫавӑн чухне хӑватлӑ ангелсемпе пӗрле святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, ун хыҫҫӑн кайӗҫ (Иез. 38:15). Ҫакӑн пек хирӗҫ тӑнипе Армагеддон вӑрҫи пуҫланӗ (Ӳлӗм. 16:16).

Хӑрушла асап вӑхӑчӗ мӑнаҫлӑн вӗҫленни

Армагеддон вӑрҫи пуҫланать!

17. Армагеддон вӑхӑтӗнче «качакасемпе» мӗн пулӗ?

17 Приговора пурнӑҫа кӗртни. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ Армагеддонпа вӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне Иисус, «пур халӑхсен те» Судьи, хӑйӗн тепӗр тивӗҫне тӑвӗ. Вӑл халӑхсем пирки, урӑхла каласан, унччен хӑй кама «качакасем» шутне кӗртнӗ, ҫав ҫынсем пирки, йышӑннӑ приговора Пурнӑҫа Кӗртекен пулса тӑрӗ (Матф. 25:32, 33). Пирӗн Патша «ҫивчӗ хӗҫпе» халӑхсене тӗп тӑвӗ. Качакасемпе танлаштарнӑ ҫынсене — «патшасенчен» пуҫласа «чурасем» таран — «ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ» (Ӳлӗм. 19:15, 18; Матф. 25:46, ҪТ).

18. а) «Сурӑхсене» мӗн кӗтӗ? ӑ) Мӗнле майпа Иисус пӗтӗмпех ҫӗнтерӗ?

18 Иисус кама «сурӑхсем» шутне кӗртнӗ, ҫавсемшӗн лару-тӑру питӗ хӑвӑрт улшӑнӗ. «Качакасем» — Сатанан пысӑк ҫарӗ — хӳтлӗхсӗр пек курӑнакан «сурӑхсене» таптаса тӑкма пултараймӗҫ. Ун вырӑнне «имсӗр-сумсӑр ҫын» тӑшмансем тапӑннине пурӑнса ирттерӗ те «пысӑк асап витӗр» тухӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14). Унтан, Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑшманла тӑракан ҫынсене пурне те Иисус ҫӗнтернӗ тата тӗп тунӑ хыҫҫӑн, вӑл Сатанапа унӑн демонӗсене тӗпсӗр вырӑна пӑрахӗ. Унта вӗсем пин ҫул хушши, вилнӗ пекех, ним тума та пултараймӗҫ. (Ӳлӗмхине 6:2; 20:1—3 вуласа пар.)

Эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр

19, 20. Исаия 26:20 тата 30:21-мӗшӗнчи сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

19 Ҫӗр ҫинчи пур ҫынна та аптратса ӳкерекен ҫав событисене эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр? Темиҫе ҫул каялла «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ: «Ҫӑлӑнасси итлесе-пӑхӑнса тӑнинчен килӗ». Мӗншӗн ку ҫапла? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне Иегова авалхи вӑхӑтра Вавилон тыткӑнӗнче пулнӑ иудейсене каланӑ сӑмахсенче тупма пулать. Иегова Вавилона ҫӗнсе илӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. Турӑ халӑхӗн ҫакна хатӗрленес тесе мӗн тумалла пулнӑ? Иегова ҫакна тума хушнӑ: «Кай, халӑхӑм, килне кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха» (Ис. 26:20). Ҫак сӑвӑ йӗркинче усӑ курнӑ глаголсем ҫине пӑхӑр-ха: «кай», «кӗр», «питӗрсе ил», «пытан». Вӗсем пурте хушу наклоненинче тӑраҫҫӗ тата мӗн тумаллине тӳррӗн кӑтартаҫҫӗ. Ҫак хушӑва итленӗ иудейсем хӑйсен килӗсенчен тухман, ҫавӑнпа хулана ҫӗнсе илнӗ салтаксемпе урамра тӗл пулман. Эппин, вӗсен ҫӑлӑнӑҫӗ Иегова мӗн тума хушнине итлесе-пӑхӑнса тӑнинчен килнӗ b.

20 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Туррӑн ҫав авалхи ӗҫлекенӗсем пекех, пулас событисене пурӑнса ирттересси эпир Иегова мӗн тума хушнине итлесе-пӑхӑнса тӑнинчен килӗ (Ис. 30:21). Ҫавӑн пек хушусене эпир пуху урлӑ илсе тӑратпӑр. Ҫавӑнпа пирӗн ҫав хушусене чун-чӗререн пӑхӑнса тӑма вӗренмелле (1 Иоанн 5:3). Эпир ҫавна халӗ тӑватпӑр пулсан, пуласлӑхра итлесе-пӑхӑнса тӑма ҫӑмӑлрах пулӗ, вара эпир пирӗн Аттерен, Иеговӑран, тата пирӗн Патшаран, Иисус Христосран, хӳтлӗх илӗпӗр (Соф. 2:3). Турӑ хӳтӗленине пула эпир Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн пур тӑшманне те тӗп тунине курӑпӑр. Ҫакӑ, паллах, асран кайми событи пулӗ!

a Аслӑ Вавилона тӗп туни, тӗпрен илсен, ӗненекен ҫынсене пурне те пӗтерсе тухнине мар, тӗн организацийӗсене тӗп тунине пӗлтерет тесе пӗтӗмлетӳ туни вырӑнлӑ пек туйӑнать. Эппин, малтан Вавилон майлӑ пулнисенчен нумайӑшӗ ҫавӑн пек тӗп тунинчен хӑтӑлӗҫ те, Захария 13:4—6-мӗшӗнче каланӑ пек, тулашӗнчен те пулин тӗнрен ютшӑннине кӑтартма хӑтланӗҫ.

b Ҫакӑн ҫинчен «Пророчество Исаии — свет для всего человечества» кӗнекерен нумайрах пӗлме пулать, 1-мӗш том, 282—283 страницӑсем.