Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сулахайра: Бруклинри Вефиль ҫемйи юлашки хут Раштава уявлать. 1926 ҫул; Сылтӑмра: Ҫынсем Иегова Свидетелӗсем ыттисенчен уйрӑлса тӑнине асӑрхаҫҫӗ

3-МӖШ ПАЙӖ

Патшалӑх нормисем. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырани. Патшалӑх нормисем. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырани

Патшалӑх нормисем. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырани. Патшалӑх нормисем. Туррӑн тӳрӗлӗхне шырани

КӲРШӖ пӳрчӗ ҫумӗпе утса пынӑ май эсир ӑна алӑ сулатӑр. Юлашки вӑхӑтра вӑл сире тата сирӗн ҫемьене сӑнаса тӑнине асӑрхатӑр. Кӳршӗ те сире алӑ сулать те тата хӑйӗн патне чӗнсе илет. Вӑл ыйтать: «Пӗр ыйту пама юрать-и? Мӗншӗн эсир ытти ҫынсем пек мар?» «Ҫакӑнпа эсир мӗн каласшӑн?» — тесе ыйтатӑр эсир. «Эсир Иегова Свидетелӗсем вӗт? — калать вӑл.— Эсир ыттисенчен питӗ уйрӑлса тӑратӑр. Эсир ытти ӗненекен ҫынсем пек мар: уявсене паллӑ тумастӑр, политикӑпа вӑрҫӑсене хутшӑнмастӑр. Сирӗнтен нихӑшӗ те чӗлӗм туртмасть. Сирӗн ҫемье нравственность нормисене тытса тӑрать пек туйӑнать. Мӗншӗн эсир ытти ҫынсем пек мар?»

Эсир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫав ыйтусен хуравӗсен пӗлтерӗшӗ акӑ мӗнре: эпир Турӑ Патшалӑхне пӑхӑнса тӑратпӑр. Пирӗн Патша, Иисус Христос, пире яланах тасатса тӑрать. Вӑл пире хӑйӗн хыҫҫӑн пыма пулӑшать, ҫавна пула эпир ҫак йӗркесӗр тӗнчерен уйрӑлса тӑратпӑр. Ҫак пайӗнче эпир Мессианла Патшалӑх, Иеговӑна мухтава кӑларас тесе, Туррӑн халӑхне суя тӗн йӑли-йӗркинчен тата нравственность енчен мӗнле тасатнине, ҫавӑн пекех организаци тытса тӑракан йӗркере мӗнле улшӑнусем тунине курӑпӑр.

ҪАК УЙРӐМРА

10-МӖШ СЫПӐК

Патша хӑйӗн халӑхне суя тӗнӗн йӑли-йӗркинчен тасатать

Раштав уявӗпе хӗрес хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

11-МӖШ СЫПӐК

Нравственность енчен тасални. Туррӑн сӑваплӑхне кӑтартатпӑр

Иезекииле кӑтартнӑ курӑнура храмри хуралҫӑсен пӳлӗмӗсем тата хапхисем Турӑ халӑхӗшӗн 1914 ҫултанпа пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ.

12-МӖШ СЫПӐК

«Мир Турришӗн» ӗҫлесе тӑма йӗркеленнӗ

Библире йӗркесӗрлӗхе йӗркелӗхпе мар, мирпе танлаштарнӑ. Мӗншӗн? Ҫак ыйтӑвӑн хуравӗ хальхи христиансемпе мӗнле ҫыхӑннӑ?