Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ СЫПӐК

Ҫул хатӗрлекен ҫуралать

Ҫул хатӗрлекен ҫуралать

ЛУКА 1:57—79

  • ШЫВА КӖРТЕКЕН ИОАНН ҪУРАЛАТЬ; ӐНА ЯТ ПАРАҪҪӖ

  • ИОАНН ПУЛАСЛӐХРА МӖН ТӐВАССИ ҪИНЧЕН ЗАХАРИЯ ПРОРОКЛА КАЛАТЬ

Елисаветӑн кӗҫ-вӗҫ ача ҫуралмалла. Виҫӗ уйӑх хушши ӗнтӗ ун патӗнче Мария хурӑнташӗ пурӑнать. Халӗ Марийӑн Елисаветӑпа сывпуллашса киле, Иудейӑри сӑртлӑ вырӑнтан ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Назарета, каймашкӑн вӑрӑм ҫула тухма вӑхӑт ҫитнӗ. Тепӗр ултӑ уйӑхран унӑн хӑйӗн те ывӑл ача ҫуралмалла.

Мария киле кайнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, Елисаветӑн ача ҫуралать. Телее, Елисавета йӗркеллех ҫуратать, вӑл хӑй те, ачи те чиперех! Елисавета ачана кӳршисемпе тӑванӗсене кӑтартать, унпа пӗрле вӗсем те савӑнаҫҫӗ.

Турӑ Израиле панӑ Саккун тӑрӑх, саккӑрмӗш кунне арҫын ачан ӳтне касмалла пулнӑ, ҫавӑн пекех ӑна ят панӑ (Левит 12:2, 3). Ачана ашшӗ ячӗпе Захария ятлӑ хума сӗнеҫҫӗ. Анчах Елисавета калать: «Ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хумалла» (Лука 1:60). Гавриил ангел ачана Иоанн ятлӑ хума хушнине унччентерех каланӑччӗ ӗнтӗ.

Кӳршисемпе тӑванӗсем ҫакӑнпа килӗшмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем калаҫҫӗ: «Сирӗн йӑхӑрта ун пек ятли никам та ҫук-ҫке» (Лука 1:61). Вӗсем, аллисемпе паллӑсем кӑтартса, ашшӗнчен ывӑлне мӗн ятлӑ хурасшӑн пулнине ыйтаҫҫӗ. Захария хӑма татӑкӗ ыйтса илет те ун ҫине: «Унӑн ячӗ — Иоанн»,— тесе ҫырса хурать (Лука 1:63).

Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Захария тӗлӗнмелле майпа каллех калаҫма пуҫлать. Вӑл ангелӑн сӑмахӗсене — Елисаветӑн ывӑл ҫуралӗ тесе каланине — ӗненменшӗн калаҫайми пулса тӑнине эсир астӑватӑр пуль. Ҫавӑнпа халӗ, Захария калаҫма пуҫласан, унӑн кӳршисем тӗлӗнсе ыйтаҫҫӗ: «Ку ача кам пулӗ-ши?» (Лука 1:66.) Иоана мӗнле майпа ят панинче вӗсем Туррӑн аллине кураҫҫӗ.

Унтан Захария святой сывлӑшпа тулса ҫапла пӗлтерет: «Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ» (Лука 1:68, 69). Захария «хӑватлӑ Ҫӑлакан» тенипе кӗҫех ҫуралас Ҫӳлхуҫа Иисус ҫинчен каланӑ. Малалла вӑл калать: «[Иисус урлӑ Турӑ] пире тӑшмансен аллинчен хӑтарсан, пире пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех хӑйӗншӗн, хӑйӗн умӗнче чунтан парӑнса тата тӳрӗлӗхпе сӑваплӑ ӗҫе пӗр хӑрамасӑр туса тӑма парса хисеп тӑвӗ» (Лука 1:74, 75, ҪТ).

Захария хӑйӗн ывӑлӗ пуласлӑхра мӗн тӑвасси пирки ҫапла калать: «Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн, Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн: Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ» (Лука 1:76—79). Мӗн тери хавхалантаракан пророкла сӑмахсем!

Ҫав вӑхӑт тӗлнелле хальлӗхе качча кайман Мария килне Назарета таврӑнать. Вӑл йывӑр ҫын пулни палӑрма пуҫласан, унпа мӗн пулӗ-ши?