Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ СЫПӐК

Мария качча кайман пулин те — йывӑр ҫын

Мария качча кайман пулин те — йывӑр ҫын

МАТФЕЙ 1:18—25 ЛУКА 1:56

  • ИОСИФ МАРИЯ ЙЫВӐР ҪЫН ПУЛСА ТӐНИ ҪИНЧЕН ПӖЛЕТ

  • МАРИЯ ИОСИФӐН АРӐМӖ ПУЛСА ТӐРАТЬ

Мария йывӑр ҫын пулса тӑнӑранпа тӑватӑ уйӑх иртнӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫие юлнӑ хыҫҫӑнхи малтанхи уйӑхсенче хӑйӗн Елисавета тӑванӗ патӗнче, Назаретран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Иудейӑри сӑртлӑ вырӑнта, пурӑнса ирттернӗ тенӗччӗ. Халӗ вара Мария килне Назарета таврӑнать. Вӑл йывӑр ҫын пулни кӗҫех пурне те паллӑ пулӗ. Ҫакӑ ӑна питӗ кулянтарать пуль!

Мария ҫураҫнӑ хӗр, кӗҫех унӑн качча тухмалла, ҫакӑ ӑна тата ытларах пӑшӑрхантарать. Унӑн пулас упӑшки — Иосиф ятлӑ платник. Израиль халӑхне панӑ Туррӑн Саккунӗнче мӗн каланине Мария пӗлет. Ҫав Саккун тӑрӑх, ҫураҫнӑ хӗр хӑйӗн ирӗкӗпе урӑх арҫынпа ар ҫыхӑнӑвне кӗчӗ пулсан, ӑна чулпа персе вӗлермелле (Саккуна астутарни 22:23, 24). Мария нимле аскӑн ӗҫ те туман, ҫав-ҫавах вӑл хӑй мӗнле йывӑр ҫын пулса тӑнине Иосифа епле ӑнлантарса памалли пирки тата малашне мӗн пуласси пирки пӑшӑрханать пулмалла.

Мария виҫӗ уйӑх хушши килте пулман, ҫавӑнпа Иосиф ӑна питӗ курасшӑн паллах. Тӗл пулсан, Мария ӑна мӗн пулса иртнине веҫех каласа парать пулмалла. Ҫавӑн чухне вӑл Туррӑн святой сывлӑшне пула йывӑр ҫын пулса тӑтӑм тесе хӑй пӗлнӗ пек ӑнлантарса пама тӑрӑшать пулас. Эсир ӑнланатӑр пулӗ, Иосифа ҫакна ӑнланса илме тата ӗненме ҫӑмӑлах мар паллах.

Мария йӗркеллӗ те ырӑ ятлӑ хӗр пулнине Иосиф пӗлет. Ҫитменнине тата Иосиф ӑна питӗ хытӑ юратать. Анчах та, Мария ӑнлантарса панине пӑхмасӑрах, Иосифа вӑл урӑх арҫынран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ пек туйӑнать. Иосиф унӑн ятне ярас мар тесе тата ӑна чулпа персе ан вӗлерччӗр тесе унпа вӑрттӑн уйрӑласшӑн пулать. Вӑл вӑхӑтра ҫураҫнӑ хӗрпе каччӑ ҫине упӑшкипе арӑмӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ, ҫавӑнпа хӗр ҫураҫнине пӑрахӑҫламашкӑн вӗсен уйрӑлмалла пулнӑ.

Каярахпа Иосиф ҫавӑн пек шухӑшсемпе ҫывӑрма выртать. Тӗлӗкре ӑна Иеговӑн ангелӗ курӑнать те калать: «Эсӗ арӑмна, Марийӑна, ху патна илме ан хӑра: Вӑл Таса Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ; Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ» (Матфей 1:20, 21).

Ҫывӑрса тӑрсан Иосиф лӑштах сывласа ярать, вӗт халӗ пурте уҫӑмлӑ пулса тӑчӗ! Вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ангел хушнӑ пек тӑвать: Марийӑна хӑйӗн килне илсе килет. Ҫынсем умӗнче тунӑ ҫак ӗҫ мӑшӑрланнине пӗлтерет, халӗ вара Иосифпа Мария упӑшкипе арӑмӗ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах та Иосиф, Иисус ҫураличчен, Марийӑпа ар ҫыхӑнӑвне кӗмест.

Темиҫе уйӑх иртсен, Иосиф тата кӗҫ-вӗҫ ача ҫуратас Мария, Назаретран вӑрӑм ҫула тухма хатӗрленеҫҫӗ. Марийӑн ҫуратма вӑхӑт ҫитнӗ чухне ӑҫта каяҫҫӗ-ши вӗсем?