Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ СЫПӐК

Иисус ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнӑ?

Иисус ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнӑ?

ЛУКА 2:1—20

  • ИИСУС ВИФЛЕЕМРА ҪУРАЛАТЬ

  • КӖТӲҪСЕМ ТИН КӐНА ҪУРАЛНӐ ИИСУСА КАЙСА КУРАҪҪӖ

Рим императорӗ, Август кесарь, халӑх йышне ҫырса тухма хушать. Ҫавӑнпа Иосиф хӑй ҫуралнӑ хулана, Иерусалимран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Вифлеема, Марийӑпа пӗрле каять.

Вифлеемра ҫырӑнма килнӗ халӑх лӑк тулли. Иосифпа Мария чарӑнса тӑма пӗр вырӑн кӑна тупаҫҫӗ — ашаксемпе ытти выльӑха усрамалли вите. Ҫавӑнта Иисус ҫуралать. Мария ӑна пиелет те сырӑша, выльӑха апат памалли вырӑна, хурать.

Август кесарь халӑх йышне ҫырса тухма хушни Турӑран пулнӑ пулас. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ҫавна пула Иисус Вифлеемра, хӑйӗн мӑн аслашшӗн, Давид патшан, тӑван хулинче, ҫуралать. Ҫавӑнччен чылай маларах Сӑваплӑ Ҫырура шӑп ҫав хулара пама пулнӑ Патша ҫуралӗ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Михей 5:2).

Чӑнах та, питӗ пӗлтерӗшлӗ каҫ! Хирте, кӗтӳҫсем хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралланӑ ҫӗрте, хӑватлӑ ҫутӑ ҫутатса ярать. Ку вӑл — Иеговӑн мухтавлӑхӗ! Туррӑн ангелӗсенчен пӗри кӗтӳҫсене калать: «Ан хӑрӑр; эпӗ сире пысӑк савӑнӑҫ ҫинчен пӗлтеретӗп — вӑл пур халӑха та пулӗ: паян Давид хулинче сирӗн валли Ҫӑлакан ҫуралчӗ; Вӑл — Христос Ҫӳлхуҫамӑр; акӑ сире паллӑ: эсир пиелесе сырӑша вырттарнӑ Ачана курӑр». Унтан сасартӑк тата нумай ангел курӑнса каять, вӗсем вара калаҫҫӗ: «Ҫӳлте Турра мухтав, ҫӗр ҫинче вӑл ырлакан ҫынсем хушшинче мир» (Лука 2:10—14, ҪТ).

Кӗтӳҫсем, хӑйсем патӗнчен ангелсем кайсан, пӗр-пӗрне калаҫҫӗ: «Атьӑр Вифлееме кайса унта мӗн пулнине, Ҫӳлхуҫа пире мӗн пӗлтернине курар» (Лука 2:15). Вӗсем ҫав тӗле васкасах каяҫҫӗ, вара ангел каланӑ вырӑнта тин кӑна ҫуралнӑ Иисуса кураҫҫӗ. Кӗтӳҫсем хӑйсене ангел каланӑ сӑмахсене каласа парсан, вӗсене итлекенсем пурте тӗлӗнеҫҫӗ. Марийӑшӑн вӗсем каланӑ кашни сӑмахӗ питӗ хаклӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн чӗринче пӗтӗмлетӳсем тӑвать.

Хальхи вӑхӑтра ҫынсем нумайӑшӗ Иисус декабрӗн 25-мӗшӗнче (е январӗн 7-мӗшӗнче) ҫуралнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та декабрьте Вифлеемра сивӗ те ҫумӑрлӑ. Хӑш-пӗр чухне юр та ҫӑвать. Ҫав вӑхӑтра кӗтӳҫсем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе уйра ҫӗр каҫман пулӗччӗҫ. Унсӑр пуҫне, Рим императорӗ пӑлхав ҫӗклес кӑмӑллӑ халӑха хӗлле аякри вырӑна кайса ҫырӑнма хушман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та Иисус октябрьте ҫуралнӑ пулмалла.