Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн Назаретри ачалӑхӗ

Иисусӑн Назаретри ачалӑхӗ

МАТФЕЙ 13:55, 56 МАРК 6:3

  • ИОСИФПА МАРИЙӐН ҪЕМЬЕ ЙЫШӖ ӲСЕТ

  • ИИСУС ПЛАТНИК ӖҪНЕ ВӖРЕНЕТ

Иисус Назаретра, пысӑках мар хулара, ӳссе ҫитӗнет. Ҫак хула Галилейӑри сӑртсем хушшинче, Галилея тинӗсӗ ятлӑ пысӑк кӳлӗрен хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ.

Вӗсем кунта Египетран таврӑннӑ хыҫҫӑн пурӑнма пуҫланӑ. Халӗ Иисус икӗ ҫулта пулас, Иосифпа Марийӑн урӑх ача ҫук пулмалла. Анчах та каярахпа унӑн шӑллӗсем ҫуралаҫҫӗ: Иаков, Иосиф, Симон тата Иуда. Иосифпа Марийӑн хӗрсем те, Иисусӑн йӑмӑкӗсем, ҫуралаҫҫӗ. Апла пулсан, Иисусӑн сахалтан та тӑватӑ шӑллӗпе икӗ йӑмӑк пулнӑ.

Паллах ӗнтӗ, Иисусӑн ытти хурӑнташсем те пур. Эпир Елисаветӑпа унӑн Иоанн ятлӑ ывӑлне пӗлетпӗр. Вӗсем кӑнтӑралла, Иудейӑра, пурӑнаҫҫӗ. Галилейӑра Иосифпа Марийӑран инҫех мар Саломия пурӑнать. Вӑл Марийӑн йӑмӑкӗ пулмалла, апла пулсан, вӑл — Иисусӑн кӗҫӗн аппӑшӗ. Саломийӑн упӑшкине Зеведей тесе чӗнеҫҫӗ. Вӗсен икӗ ывӑлӗ, Иаковпа Иоанн, Иисусӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсем пулаҫҫӗ пулмалла. Иисус ача чухне ҫав арҫын ачасемпе пӗрле нумай вӑхӑт ирттернипе ирттерменнине эпир пӗлместпӗр, анчах каярахпа вӗсем ҫывӑх юлташсем, Иисусӑн апостолӗсем, пулса тӑраҫҫӗ.

Иосифӑн хӑйӗн йышлӑланса пыракан ҫемйине тӑрантарса пурӑнма нумай ӗҫлеме тивет. Вӑл платник. Иосиф Иисуса хӑйӗн ывӑлӗ пек пӑхса ӳстерет, ҫавӑнпа Иисуса «платник ывӑлӗ» теҫҫӗ (Матфей 13:55, ҪХ). Иосиф Иисуса платник ӗҫне вӗрентет, Иисус лайӑх вӗренсе пырать. Каярахпа вара ҫынсем Иисус пирки платник теҫҫӗ (Марк 6:3, ҪХ).

Иосифӑн ҫемйинче Иеговӑна пуҫҫапасси тӗп вырӑн йышӑнать. Иосифпа Мария хӑйсен ачисене Турӑ ҫинчен пӗлӳ парас тесе Туррӑн ҫак ӳкӗтне тытса тӑраҫҫӗ: «Вӗсене [Турӑ сӑмахӗсене] хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ» (Саккуна астутарни 6:6—9). Назаретра синагога пур. Иосиф хӑйӗн ҫемйипе пӗрле унта пӗр сиктермесӗр ҫӳрет тесе калама пулать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Лука каярахпа Иисус ҫинчен «шӑматкун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ» тесе ҫырнӑ (Лука 4:16). Ҫавӑн пекех Иосифпа унӑн ҫемйи Иеговӑн храмне Иерусалима хаваспах ҫӳрет.