Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ СЫПӐК

Иисус шыва кӗрет

Иисус шыва кӗрет

МАТФЕЙ 3:13—17 МАРК 1:9—11 ЛУКА 3:21, 22 ИОАНН 1:32—34

  • ИИСУСА ШЫВА КӖРТЕҪҪӖ ТАТА СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ЛАРТАҪҪӖ

  • ИЕГОВА ИИСУС ПИРКИ МАНӐН ЫВӐЛӐМ ТЕСЕ ПӖЛТЕРЕТ

Шыва кӗртекен Иоанн Иордан таврашӗнче вӗрентсе ҫӳреме пуҫланӑранпа ултӑ уйӑха яхӑн вӑхӑт иртсен, ун патне Иисус пырать. Иисус халӗ пӗр 30 ҫулсенче. Вӑл мӗнле тӗллевпе килет? Вӑл Иоанн патне ӑна килсе курас тесе ҫеҫ пыман. Иисус Иоанӑн ҫитӗнӗвӗсене курас тесе те килмен. Ун вырӑнне Иисус Иоана шыва кӗртме ыйтать.

Иоанн: «Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ Хӑв ман патӑма килтӗн-и?» — тесе хирӗҫлесе каланине ӑнланма пулать (Матфей 3:14). Иисус — Туррӑн ятарлӑ Ывӑлӗ пулнине Иоанн пӗлет. Мария, хӑйӗн варӗнче Иисус пулнӑ чухне, Иоанӑн амӑшӗ Елисавета патне пырсан, Иоанн хӑйӗн амӑшӗн варӗнче савӑннипе тӑпӑлтатса илнине астӑватӑр пулӗ. Паллах ӗнтӗ, каярахпа Елисавета ҫакна ывӑлне каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Иоанн Иисус ҫураласси пирки ангел пӗлтерни ҫинчен те, Иисус ҫуралнӑ каҫ ангелсем кӗтӳҫсене курӑнни ҫинчен те пӗлнӗ курӑнать.

Иоанн хӑйӗн патне ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсем шыва кӗме пынине пӗлет. Анчах Иисус пӗр ҫылӑхсӑр. Иоанн хирӗҫленине пӑхмасӑрах Иисус ҫине тӑрса калать: «Ан чар халӗ, пирӗн пур тӳрӗлӗхе те ҫапла тума кирлӗ» (Матфей 3:15).

Эппин, Иисус мӗншӗн-ха шыва кӗрет? Вӑл шыва кӗни ҫылӑхсенчен ӳкӗннине пӗлтермест, ун вырӑнне ҫакӑ вӑл хӑйне Ашшӗн ирӗкне тума панине кӑтартса парать (Еврейсем 10:5—7). Иисус платник пулса ӗҫленӗ, халӗ вара унӑн хӑйне Ашшӗ ҫӗр ҫине тума янӑ сӑваплӑ ӗҫе тума вӑхӑт ҫитнӗ. Сирӗн шутпа, Иисус шыва кӗнӗ чухне Иоанн мӗнле те пулин тӗлӗнмелле япала пулса иртессе кӗтет-ши?

Каярахпа Иоанн каланӑ: «Мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ каларӗ: „Кам ҫине Таса Сывлӑш аннине, Ун ҫинчех тӑнине курӑн, Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ Ҫавӑ пулӗ“» (Иоанн 1:33). Апла пулсан, Иоанн хӑй шыва кӗртекен ҫынсенчен пӗрин ҫине Туррӑн сывлӑшӗ анмаллине пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл Иисус ҫине «Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине» курсан ытлашши тӗлӗнмест пулас (Матфей 3:16).

Иисус шыва кӗнӗ чухне кун пекки кӑна мар пулса иртет. Ӑна валли «тӳпе уҫӑлса» каять. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Шыва кӗнӗ чухне Иисус хӑйӗн тӳпери пурнӑҫне, пӗлӗтре ангел пек пурӑннине, ҫавӑн пекех ҫӗр ҫине киличчен хӑйне Турӑ вӗрентнӗ чӑнлӑхсене аса илет пулмалла.

Унсӑр пуҫне, Иисус шыва кӗнӗ чухне тӳперен ҫакӑн пек сасӑ илтӗнсе каять: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» (Матфей 3:17). Ҫакӑ камӑн сасси? Ку Иисусӑн сасси пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл Иоанпа пӗрле тӑрать. Ҫакӑ — Туррӑн сасси. Эппин, Иисус вӑл — Турӑ мар, Туррӑн Ывӑлӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: Иисус ҫын пулнӑ тата — пӗрремӗш ҫын Адам пекех — Туррӑн ывӑлӗ пулнӑ. Евангели ҫыракан Лука Иисус шыва кӗнине ҫырса панӑ чухне ҫакна палӑртать: «Иисус Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чухне пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосифӑн, Илийӗн... Давидӑн... Авраамӑн... Нойӑн... Адамӑн, Туррӑн Ывӑлӗ пулнӑ» (Лука 3:23—38).

«Туррӑн Ывӑлӗ» Адам — ҫын пулнӑ, Иисус пирки те ҫавнах калама пулать. Иисус шыва кӗрсен, Иегова ун ҫине святой сывлӑшне ярать, вара Иисус хӑй каярахпа пӗлӗте каякан Турӑ Ывӑлӗ пулса тӑнине ӑнланса илет. Иисус ҫак самантран пуҫласа Туррӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен вӗрентме тата пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫула кӑтартма пултарать. Ҫавӑн пекех Иисус хӑйне Ашшӗ шанса панӑ ӗҫе пуҫлать те ҫав ӗҫе хӑйӗн пурнӑҫне ҫылӑхлӑ этемлӗхшӗн панипе вӗҫлет.