Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ СЫПӐК

Иисуса мӗнле илӗртнинчен мӗн пӗлме пулать

Иисуса мӗнле илӗртнинчен мӗн пӗлме пулать

МАТФЕЙ 4:1—11 МАРК 1:12, 13 ЛУКА 4:1—13

  • САТАНА ИИСУСА ИЛӖРТЕТ

Иисус Иоанн патӗнче шыва кӗнӗ хыҫҫӑнах Турӑ сывлӑшӗ ӑна Иудейӑри пушхире илсе каять. Унӑн нумай япала ҫинчен шухӑшламалла. Иисус шыва кӗнӗ чухне «тӳпе уҫӑлса кайнӑ» (Матфей 3:16). Ҫапла майпа вӑл тӳпере мӗне вӗреннине тата мӗн тунине аса илнӗ. Чӑнах та, унӑн шухӑшламалли питӗ нумай!

Иисус пушхирте 40 кун та 40 каҫ ирттерет. Ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл ним те ҫимест. Унтан, Иисус питӗ хытӑ выҫса ҫитнӗ чухне, Сатана Шуйттан ун патне пырса ӑна илӗртсе калать: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш» (Матфей 4:3). Иисус хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫсем тумалли хӑвачӗпе хӑйӗншӗн усӑ курни тӗрӗс мар пулнине пӗлет, ҫавӑнпа ҫав илӗртӗве сирсе ярать.

Шуйттан кунпа чарӑнса тӑмасть. Вӑл тепӗр майпа усӑ курса пӑхать — вӑл Иисуса храм тавралла тытса ҫаврӑннӑ хӳме ҫинчен аялалла сикме хӗтӗртет. Анчах Иисус ҫынсене тӗлӗнтерсе пӑрахма пултаракан ҫавӑн пек ӗҫе тума илӗртнине сирсе ярать. Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсене илсе парса вӑл Турра ҫавӑн пек сӑнани-тӗрӗслени тӗрӗс мар пулнине кӑтартса парать.

Иисуса виҫҫӗмӗш хут илӗртнӗ чухне Шуйттан темле майпа ӑна «тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсенӗн чапне» кӑтартать те ҫапла калать: «Мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакна пурне те Сана парӑп». Иисус каллех ҫакна тӳрех сирсе ярать те татӑклӑн калать: «Кай Ман патӑмран, шуйттан» (Матфей 4:8—10). Турра шанчӑклӑ тӑрса юласшӑн Иисус, ҫавӑнпа хӑйне илӗртме памасть, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна кӑна пуҫҫапмаллине тата сӑваплӑ ӗҫе уншӑн кӑна тумаллине пӗлет.

Ҫак илӗртӳсенчен тата ҫавӑн чухне Иисус хӑйне мӗнле тытнинчен эпир кирлӗ япаласем ҫинчен пӗлме пултаратпӑр. Ҫав илӗртӳсем чӑнах та пулнӑ, ҫакӑ вара Шуйттан вӑл, хӑш-пӗрисем каланӑ пек, ҫын ӑшӗнчи усаллӑх пулманнине кӑтартса парать. Вӑл чӑнах та пур. Вӑл — куҫа курӑнман усал сывлӑш. Ҫав ӗҫсем ҫинчен каласа пани ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Шуйттанӑн пулнине тата вӑл вӗсене хӑй аллинче тытса тӑнине кӑтартса парать. Ку ун пек мар пулнӑ пулсан, вӑл вӗсене Христоса сӗннине илӗртӳ тесе калама май ҫукчӗ.

Унсӑр пуҫне, Шуйттан хӑйне пӗрре пуҫҫапнӑшӑнах Иисуса парне пама — тӗнчери мӗнпур патшалӑха пама — хатӗр пулнӑ. Тен, Шуйттан пире те ҫавӑн пек илӗртме хӑтланса пӑхӗ: вӑл пирӗн валли илӗртӳллӗ майсем: ҫак тӗнчере пуянлӑх, власть е чаплӑ вырӑн илмелли майсем — уҫса пама пултарӗ. Анчах та Иисусран тӗслӗх илсе кирек мӗнле илӗртӳре те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ! Аса илӗр-ха, Шуйттан Иисус патӗнчен тепӗр «майлӑ вӑхӑт ҫитиччен» кӑна кайнӑ (Лука 4:13, ҪХ). Вӑл пирӗнпе те хӑйне ҫавнашкалах тытма пултарать, ҫавӑнпа пирӗн сыхӑ тӑма пӑрахмалла мар.