Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ СЫПӐК

Иисус Самари хӗрарӑмне вӗрентет

Иисус Самари хӗрарӑмне вӗрентет

ИОАНН 4:3—43

  • ИИСУС САМАРИ ХӖРАРӐМНЕ ТАТА ЫТТИСЕНЕ ВӖРЕНТЕТ

  • ТУРРА ЮРӐХЛӐ ПУҪҪАПНИ

Иудейӑран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Галилейӑна ҫитмешкӗн Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Самари урлӑ пыраҫҫӗ. Вӗсем ҫулпа утнӑ май ывӑнаҫҫӗ. Кӑнтӑрла тӗлнелле вӗсем Сихарь хули ҫумӗнчи пусӑ патӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫав пусса вара темиҫе ӗмӗр каялла Иаков е вӑл тара тытнӑ ҫынсем алтса парса хӑварнӑ пулмалла. Паянхи кунччен сыхланса юлнӑ ҫавӑн пек пусӑ Наблус хули ҫумӗнче пур.

Иисус пусӑ патӗнче канса ларнӑ вӑхӑтра унӑн вӗренекенӗсем хулана апат-ҫимӗҫ илме каяҫҫӗ. Ҫавӑн чухне Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пырать. Иисус ӑна калать: «Мана шыв ӗҫтерсемччӗ» (Иоанн 4:7).

Тӗпрен илсен, Иудея ҫыннисемпе Самари ҫыннисем пӗр-пӗрне кӑмӑлласах кайман пирки пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнман. Ҫавӑнпа хӗрарӑм тӗлӗнсе ыйтать: «Эсӗ, Иудея ҫынни, мӗнле-ха манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» Иисус ӑна ҫапла хуравлать: «Эсӗ Турӑ ырӑлӑхне пӗлес пулсан тата хӑвна „Мана шыв ӗҫтерсемччӗ“ теекенӗ Кам пулнине пӗлес пулсан, ху Унран ыйтӑттӑн, Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ». Хӗрарӑм ӑна калать: «Хуҫамӑм! санӑн мӗнпе ӑсмалли те ҫук, пусси те тарӑн — Санӑн ӑҫтан чӗрӗлӗх шывӗ пулма пултартӑр? Е Эсӗ пире ҫак пусса алтса парса хӑварнӑ Иаков аттемӗртен те аслӑрах-и? Вӑл хӑй те, унӑн ачисем те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те ҫак пусӑран ӗҫсе пурӑннӑ» (Иоанн 4:9—12).

«Ҫак шыва ӗҫекенӗн кирек камӑн та татах ӗҫесси килет,— тесе калать Иисус.— Эпӗ парас шыва ӗҫекенӗн вара ӗмӗрне те ӗҫесси килмӗ; Эпӗ парас шыв унӑн ӑшӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫалла юхакан шывӑн ҫӑлӗ пулса тӑрӗ» (Иоанн 4:13, 14). Иисус, ывӑннӑ пулин те, пурнӑҫ паракан чӑнлӑх сӑмахӗсене Самари хӗрарӑмне каласа пама хатӗр.

Хӗрарӑм ӑна калать: «Хуҫамӑм! мана ҫав шыва парсамччӗ — манӑн ӗҫессӗм ан килтӗрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ». Иисус ҫав хӗрарӑма: «Кай та упӑшкуна чӗнсе кил кунта»,— тенипе халӗ калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса янӑ пек туйӑнать. Лешӗ вара ҫапла хуравлать: «Манӑн упӑшкам ҫук». Иисус ӑна: «„Упӑшкам ҫук“ тесе эсӗ тӗрӗс каларӑн; санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ пӗрле пурӑнаканни упӑшку мар; эсӗ ҫакна тӗрӗс каларӑн»,— тесе калани хӗрарӑма питӗ тӗлӗнтерсе ярать пулас (Иоанн 4:15—18).

Ҫакна илтсен Самари хӗрарӑмӗ тӗлӗнсе калать: «Эй хуҫамӑм! куратӑп ӗнтӗ: Эсӗ — пророк». Унӑн малашнехи сӑмахӗсем вӑл Турӑпа ҫыхӑннӑ япаласемпе интересленнине кӑтартса параҫҫӗ. Мӗнле майпа? Вӑл калать: «Пирӗн аттемӗрсем [Самари ҫыннисем] Турра ҫак ту [инҫех мар ларакан Гаризим тӑвӗ] ҫинче пуҫҫапнӑ; эсир [иудейсем] вара пуҫҫапмалли вырӑн Иерусалимра тетӗр» (Иоанн 4:19, 20).

Анчах та Турра пуҫҫапнӑ чухне ӑна ӑҫта, хӑш вырӑнта пуҫҫапни пӗлтерӗшлӗ мар тесе ӑнлантарать Иисус. Вӑл калать: «Вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ — ун чухне эсир Аттене пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар». Унтан вӑл калать: «Вӑхӑт ҫитӗ, ҫитрӗ те ӗнтӗ, тӗрӗс пуҫҫапакансем Аттене сывлӑшпа, чӑнлӑхпа пуҫҫапӗҫ: Атте Хӑйне ҫавӑн пек пуҫҫапакансене шырать» (Иоанн 4:21, 23, 24).

Ҫӳлти Атте тӗрӗс пуҫҫапакансем ҫине пӑхнӑ чухне вӗсем ӑҫта пуҫҫапни ҫине мар, вӗсем мӗнле пуҫҫапни ҫине пӑхать. Хӗрарӑм питӗ тӗлӗнет. «Эпӗ Христос теекен Мессия килессе пӗлетӗп,— калать вӑл,— килсессӗн Вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерӗ пире» (Иоанн 4:25).

Унтан Иисус питӗ кирлӗ чӑнлӑха уҫса парать: «Вӑл Эпӗ, хӑвӑнпа Калаҫаканни» (Иоанн 4:26). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӑл кӑнтӑрла шыв ӑсма килнӗ Самари хӗрарӑмне тӗлӗнмелле майпа хисеп тӑвать. Вӑл ӑна ку таранччен никама та тӳррӗн каламаннине — хӑй Мессия пулнине — уҫса парать.

САМАРИ ҪЫННИСЕМ НУМАЙӐШӖ ӖНЕНМЕ ПУҪЛАҪҪӖ

Иисусӑн вӗренекенӗсем Сихарьтен апат туянса таврӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӑна Иаков пусси патӗнчех кураҫҫӗ, халӗ вара вӑл Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса ларать. Вӗренекенӗсем килсен, хӗрарӑм кӑкшӑмне лартса хӑварать те хулана каять.

Сихаре ҫитсен хӗрарӑм пурне те хӑйне Иисус мӗн каланине пӗтӗмпех каласа парать. Вӑл вӗсене татӑклӑн калать: «Пӗр Ҫын мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха». Унтан, вӗсене интереслентерсе ярас тесе, вӑл ыйту парать: «Христос мар-ши Вӑл?» (Иоанн 4:29.) Ҫак ыйту ҫынсене Моисей вӑхӑтӗнчен пуҫласах кӑсӑклантарнӑ (Саккуна астутарни 18:18). Хула ҫыннисем Иисуса хӑйсен куҫӗпе курас тесе ун патне кайма шутлаҫҫӗ.

Ҫав хушӑра вӗренекенӗсем хӑйсем илсе килнӗ апата Иисуса ҫиме сӗнеҫҫӗ. Анчах вӑл калать: «Манӑн эсир пӗлмен апат пур». Тӗлӗннӗрен вӗренекенӗсем пӗр-пӗринчен ыйтаҫҫӗ: «Ун валли кам та пулин ҫимелли илсе килнӗ-ши?» Иисус вӗсен ыйтӑвӗ ҫине ыррӑн хуравлать, вӑл хуравласа каланӑ сӑмахсем вара ун хыҫҫӑн пыракансемшӗн пуриншӗн те питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Акӑ вӑл мӗн калать: «Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси» (Иоанн 4:32—34).

Иисус калакан ӗҫ вӑл — тепӗр тӑватӑ уйӑхран пуҫланакан тырӑ вырас ӗҫ мар. Ун вырӑнне вӑл сӑнарлӑ тыр-пул пухас ӗҫ, урӑхла каласан, вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫ, пирки калать. Ҫакӑ унӑн ҫак сӑмахӗсенчен курӑнса тӑрать: «Куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ. Выраканӗ пайта илет, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли ҫимӗҫ пуҫтарать, ҫапла ӗнтӗ акаканӗ те, выраканӗ те пӗрле савӑнӗҫ» (Иоанн 4:35, 36).

Тен, Иисус Самари хӗрарӑмӗпе тӗл пулни мӗн патне илсе ҫитернине курать. Сихарьте пурӑнакансем нумайӑшӗ ҫав хӗрарӑм «Вӑл мана хам мӗн тунине пӗтӗмпех каласа пачӗ» тенине илтеҫҫӗ те Иисуса ӗненме пуҫлаҫҫӗ (Иоанн 4:39). Ҫавӑнпа вӗсем, хуларан пусӑ патне пырсан, Иисуса пӗр вӑхӑт хушши хӑйсем патӗнче юлма ыйтаҫҫӗ. Иисус килӗшет те Самарире икӗ кун пурӑнать.

Самари ҫыннисем Иисуса итлеҫҫӗ, вара тата нумайрах ҫын ӑна ӗненме пуҫлать. Унтан вӗсем ҫав хӗрарӑма калаҫҫӗ: «Эпир ӗнтӗ санӑн сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр, Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр» (Иоанн 4:42). Паллах ӗнтӗ, ҫав Самари хӗрарӑмӗ кӑтартнӑ чаплӑ тӗслӗх пире Христос ҫинчен каласа панӑ чухне ҫынсене мӗнле интереслентерсе ямаллине тата вӗсен ытларах пӗлес кӑмӑл пултӑр тесен мӗн тумаллине кӑтартса парать.

Тырӑ вырас вӑхӑтчен тӑватӑ уйӑх юлнине астӑватӑр пуль. Кунта вара ҫав вырӑнта ҫуркуннесенче урпа вырма тухас вӑхӑт пирки сӑмах пырать пулмалла. Апла пулсан, халӗ ноябрь е декабрь уйӑхӗ пулас. Эппин, пирӗн эрӑри 30 ҫулхи Пасха хыҫҫӑн Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем сакӑр уйӑх хушши е кӑшт сахалрах Иудейӑра вӗрентнӗ тата шыва кӗртнӗ. Халӗ вӗсем килелле, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Галилейӑна, ҫул тытаҫҫӗ. Мӗн кӗтет-ши вӗсене унта?